Сывлӑх
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пирӗн республикӑра канмалли кунсем тесе йышӑннӑ. Тӳрех палӑртар: Олег Николаев Элтеперӗн ҫак йышӑнӑвӗ пурне те пырса тивмӗ. Суту-илӳ объекчӗсенчен аптекӑсем, ҫыхӑну салонӗсем тата магазинсем ӗҫлӗҫ. Лавккасем тенӗрен, апат-ҫимӗҫ тата куллен кирлӗ тавар сутаканнисем ҫеҫ уҫӑ пулӗҫ. Вулавӑшсене, театрсемпе кинотеатрсене, мунчасемпе саунӑсене, илем салонӗсемпе фитнес-центрсене, физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене хупса хурӗҫ. Татти-сыпписӗр ӗҫлекен организацисем (сӑмахран, апат-ҫимӗҫ пӗҫерекенсем, почта, транспорт), больницӑсем хальхиллех тӑрӑшӗҫ. Кафесемпе ресторансене илсен, COVID-free статусӗллисемпе апат-ҫимӗҫе киле леҫсе параканнисем е апата илсе тухмалла сутаканнисем ҫеҫ уҫӑ пулӗҫ. Республикӑри 9 муниципалитетра канмалли кунсем паянтан пуҫланнӑ. Кунта Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсем, Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисем лекнӗ. Вӗсенче кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру уйрӑмах ҫивӗч. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Пандеми пуҫланнӑранпа кун пекки пулман. Чӑваш Енре юлашки талӑкра 150 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Унччен чи пысӑк кӑтарту 147 ҫын пулнӑ. Республикӑра 36963 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 32344-шӗ сывалнӑ. Ку таранччен 2673 ҫын вилнӗ. Юлашки талӑкра кӑшӑлвируса пула 18 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Сывалакансем 95 ҫын пулнӑ. Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра ку кӑтарту питӗ пӗчӗк пулнӑ. Паянхи кун тӗлне стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран 1946 ҫын сипленет. Ӗнехинчен 37 ҫын нумайрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
rassvetnews.ru сайтри сӑн Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ пуҫланнӑ. Вӑхӑт нумаях та иртмен ҫыравҫӑсем чирлеме пуҫлани пирки пӗлтернӗ. Ҫав шутра – кӑшӑлвируспа та. Чӑваш Енре 2 пин ытла ҫын ҫырав ирттерет. Ҫавӑн пекех 370 тӗрӗслевҫӗ ӗҫлет. Вӗсене пурне те маска, перчетке параҫҫӗ. Чӑвашстат вӗсене кӑшӑлвируспа чирлекен ҫынсен адресӗсене парса тӑрать. Кун пек чухне ҫыравҫӑсем алӑк патӗнче хут татӑкӗ хӑвараҫҫӗ, унта ҫырава онлайн мелпе хутшӑнма май пуррине пӗлтернӗ. Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне 23 ҫыравҫӑ чирленине палӑртнӑ, вӗсенчен 11-шӗ – кӑшӑлвируспа. Сӑмах май, юпан 21-мӗшӗнченпе вӗсем пурте кашн эрнере ПЦР-тест параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
rb7.ru сайтри сӑн Арҫын тӗнче тетелӗнче хӗрпе паллашнӑ. Хӑй ватӑ пулин те ҫамрӑк тесе паллаштарнӑ. Тӗлпулӑва чечек йӑтса килнӗ, каллех суйнӑ. Ку паллашу хӗре мӑшкӑлланипе вӗҫленнӗ. Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан 64 ҫулти арҫын тӗнче тетелӗнче 23-ри хӗрпе паллашнӑ. Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӑл ун патне киле пынӑ, чечек парнеленӗ. Ӑна тӗнче тетелӗнчи савнийӗ парса янӑ имӗш, вӑл – унӑн тӑванӗ-мӗн. Арҫын каччӑна хӗрӗн хваттерӗнче кӗтме сӗннӗ. Ларсан-ларсан нимӗнле савни те пулманнине, хӗрпе вӑл ҫырӑннине каланӑ. Унтан ватӑскер хӗре тапӑннӑ та мӑшкӑлланӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑнмасть. Ҫапах суд ку ӗҫре пӑнчӑ лартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
orbsteppe.ru сайтри сӑн Ӳсӗр арҫыннӑн киле ҫуран утас килмен те вӑл ют машинӑна тапратса кайнӑ. Куншӑн ун судра явап тытма тивнӗ. Ӑна колони-поселение 3 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Утӑ уйӑхӗн пҫламӑшӗнче ҫак арҫын Канаш районӗнчи ялта иртсе пынӑ та пӗр кил умӗнче машина ларнине асӑрханӑ. Хайхискерӗн киле ҫуран каяс килмен, питӗрмен алӑка уҫса руль умне кӗрсе ларнӑ, бардачокра саппас уҫӑ тупнӑ. Арҫын хула еннелле кайса килнӗ. Ҫула май 2 яла кӗрсе тухнӑ та машинӑна каялла вырӑнне килсе лартнӑ. Судра вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
annamama.ru сайтри сӑн «Ковид» каникулӗсенче ача пахчисем мӗнле ӗҫлӗҫ? ЧР Вӗренӳ министерствин шкулчченхи тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ уйрӑмӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗ ӗҫленипе ӗҫлеменнинчен килет. Тӗрӗсрех каласан, ачана садик кирлӗ тӗк ушкӑн ӗҫлӗ. Кун пек йӗрке юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 7-мӗшӗччен пулӗ. Ҫак тапхӑрта ашшӗ-амӑшӗ ӗҫлет тӗк ачине ача пахчине илсе кайма ирӗк пур. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑпӑрлан ҫӳрекен ушкӑнах ӗҫлӗ. Халӗ ача пахчисенче ыйтӑм ирттереҫҫӗ, канмалли кунсенче миҫе ача ҫӳренине пӑхаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
Никита Тӗнчен Ютубри страницинчен илнӗ скриншотсенчен хатӗрленӗ коллаж Никита Тӗнче ҫемйи машинӑпа ҫула тухассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Икӗ пӗчӗк ачаллӑ ҫемье ҫак кунсенче ҫула хускалнӑ. Кун пирки Никитӑн Ютубри «Путешествия Тенче» (чӑв. Тӗнче ҫулҫӳревӗсем) страницинчи видео тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Ҫемье хӑйсемпе пӗрле велосипедсене илнӗ, кирлӗ тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗре. Кушаккине те пӑрахса хӑварман. Вӗсем ҫулҫӳревҫӗсен чатӑрне те илнӗ. Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ютуба вырнаҫтарнӑ видеора ҫемье вӑрманта ҫӗр каҫнине пӗлтернӗ. Тӗнчесем хальлӗхе Пенсильвани штатӗнчех-ха. Никита каланӑ тӑрӑх, ҫемье океан енне ҫул тытать. Унта вӗсем вӑрах тытӑнса тӑрасшӑн. Анчах хӑш океан иккенне каламан. Сылтӑм еннелле ҫул тытсан Лӑпкӑ океан патне ҫитсе тухайӑн, сулахаялла кайсан — Атлантика океанӗ патне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
https://www.instagram.com/tanyaakimova1/ сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш спортсменки, халӗ Тӗмен облаҫӗн чысне хӳтӗлекен ентешӗмӗр Татьяна Акимова биатлон енӗпе ҫӗнӗ сезона хатӗрленет. Спортри ӑсталӑхне вӑл Евгений Куваев тренер патӗнче туптать. Куваев ушкӑнӗнче Татьяна Акимова, Евгения Буртасова, Наталья Гербулова, Анастасия Егорова, Ксения Довгая, Екатерина Носкова, Полина Плюснина тата Ксения Шнейдер хатӗрленеҫҫӗ. Биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пуҫланӗ, IBU кубокӗн пӗрремӗш ӑмӑртӑвӗ — чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче. Вӗсене кам хутшӑнасси Тӗменте чӳк уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче иртекен ӑмӑртусем хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. 2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 4-20-мӗшӗсенче Пекинта Хӗллехи XXIV Олимп вӑййсем иртӗҫ. Унта пирӗн ҫӗршыври 48 биатлонистӑн хутшӑнас шанчӑк пур, ҫав шутра — Татьяна Акимован та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Тутарстанӑн Патшалӑх Канашӗ //tatarstan.ru Раҫҫей регионӗсенчи аслӑ должноҫсен ячӗсене унификацилеме тата вӗсене «президент» ятпа каласран чарма сӗнекен «РФ субъекчӗсенче халӑх влаҫне йӗркелемелли пӗрлехи принципсем ҫинчен» федераллӑ саккун проектне Тутарстан депутачӗсем ырлама килӗшмен. Йышӑнӑва пӗр шухӑшлӑ пулса 82 сасӑпа йышӑннӑ. «Саккун проекчӗн уйрӑм положенийӗсем РФ Конституци йӗркин никӗсне, вӑл демократиллӗ федеративлӑ право патшалӑхӗ пулнине, хирӗҫлеҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ Патшалӑх Канашӗн патшалӑх тытӑмӗпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗ Альберт Хабибуллин («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей»). Ҫавнашкал положенисен йышӗнче вӑл регионти аслӑ должноҫсен ятне унификацилеме сӗнекеннисене палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл проектпа палӑртакан «регионти парламентсен тата аслӑ должноҫри ҫынсен суйланакан тапхӑр пӗрешкел пулмалла» тенине хирӗҫ тухса калаҫнӑ. Ҫавна май Хаббуллин господин Раҫҫей Конституцийӗпе килӗшӳллӗн «пӗрлехи ӗҫсене туса пынӑ чухне РФ полномочисемпе унӑн ертӳлӗхне пырса тивмен чухне РФ субъекчӗсем хӑйсен тулли ирӗкӗпе ӗҫлени» ҫинчен аса илтернӗ. Унсӑр пуҫне комитет пуҫлӑхӗ ҫӗнӗ саккун проекчӗпе федерацин саккун проекчӗсене хаклама регионсене кӗске вӑхӑт парассине — 15 куна ҫеҫ — палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хулинче ҫӗнӗ архитектора ҫирӗплетнӗ. Хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — Шупашкарӑн тӗп архитекторӗ пулма Павел Корнилова шаннӑ. Унччен вӑл хулан архитекторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Петр Корнилов 1989 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 2015 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. «Архформа» проектпа дизайнер фирминче, «Союзпроект» проект организацийӗнче архитекторта ӗҫленӗ. Раҫҫейри тата Чӑваш Енри архитекторсен союзӗсен пайташӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. | ||
| Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
| Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |