Культура
regnum.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ ҫынни, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл 97 ҫулта пулнӑ, пурӑннӑ пулсан ҫитес уйӑхра 98 ҫул тултармаллаччӗ... Вера Кузьмина К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 1947 ҫултанпа ӗҫленӗ. Ҫак ҫулсенче вӑл 100 ытла сӑнара калӑпланӑ. Вӑл 1923 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. Мускавра ГИТИСра вӗреннӗ. Тӑван ҫершывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче вӑл ыттисем пекех йывӑр ӗҫе хутшӑннӑ, вӑрман та каснӑ. Вера Кузьмина — К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премине, «Ылтӑн маска — 2017» премисене тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Тав сӑмахӗХарпӑр шухӑш
Культура
Нумаях пулмасть эпӗ сайтра «Якку пичче» ятлӑ аса илӳ статйи пичетлерӗм. Ӑна писатель Чӑваш халӑх поэчӗ Яков Гаврилович Ухсай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалларӑм. Ҫак статьяна Мускавра пурӑнакан поэтӑн аслӑ хӗрӗ Елена Яковлевна та вуланӑ, ман пата тав сӑмахӗ ҫырса ячӗ. Ҫавӑн пекех вӑл тинтерех кӑна хӑйӗн пурнӑҫӗнчи пӗр пӑтӑрмаха аса илнӗ. Ӑн иккен чӑваш хӗрӗ вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ. Инкек куҫа курӑнса килмест. Елена Яковлевна каласа панӑ тӑрӑх, ӑна пӗр кӗтмен ҫӗртен кӑшлавирус чирӗ аптратса ӳкернӗ. Больницӑна вӑхӑтра ҫитмен пирки чир ытла шала кайнӑ. Унӑн ирӗксӗрех «Васкавлӑ пулӑшу» чӗнме тивнӗ. Пулӑшу экипажӗн врачӗ – хӗрарӑм – Елена Яковлевнӑн докуменчӗсене пӑхнӑ та тӗлӗнсех кайнӑ. — Эсир Яков Гаврилович Ухсай хӗрӗ-им? — тесе ыйтнӑ. — Ҫапла, эпӗ, — хуравланӑ кил хуҫи. — Эпӗ Чӑваш Республикинчен, — пӗлтернӗ хӗрарӑм-тухтӑр. — Сирӗн аҫӑр пирки те, унӑн сӑввисене те нумай вуланӑ. Сире халех Мускаври «Коммунарка» больницине илсе ҫитерӗп. Унта ҫак усал чиртен хӑвӑрт, пӗлсе сыватаҫҫӗ. | ||
Персона
Чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, Чӑваш тата Пушкӑрт республикисен тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, пушкӑртсен Ф. Карим ячӗллӗ преми лауреачӗ Виталий Енӗш ҫак кунсенче 80 ҫул тултарчӗ. Сумлӑ юбилей ячӗпе ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче чысларӗҫ. Издательствӑн генеральнӑй директорӗ А.С. Иванов ҫыравҫӑн пултарулӑх ҫулӗпе паллаштарчӗ. В.Г. Григорьев (Енӗш) Канаш районӗнчи Пратьякас Енӗш ялӗнче 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Совет Ҫарӗнчен таврӑнсан вӑл Пушкӑртстана тухса кайнӑ, Старлитамак тата Авӑркас районӗсен хаҫачӗсенче ӗҫленӗ. Кӗҫех ӑна Шупашкара «Капкӑн» журнал редакцине ӗҫлеме чӗнсе илнӗ, кунта вӑл пай пуҫлӑхӗ тата радактор ҫумӗ пулса нумай ҫул вӑй хунӑ. Виталий Енӗш ытларах кулӑшпа сатира жанрӗсенче ӗҫлесе палӑрнӑ. Вӑл ачасем валли те нумай ҫырнӑ тата куҫарнӑ. Ҫавӑн пекех православи тӗнӗн кӗнекисене чӑвашла куҫарса тата якатса ҫитерес ӗҫре нумай тимленӗ, «Вырӑсла-чӑвашла православи словарӗ» (1995), «Чиркӳ ҫулӗ» (2002), «Чӑн тӗн букварӗ» (2006) «Суйласа илнисем» (2011) тата ытти кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ. Тӗлпулура В. Енӗш хӑй пултарулӑхӗн малтанхи тапхӑрӗ, куҫару ӗҫӗн йывӑрлӑхӗ пирки каласа панӑ, ыйтусене хуравланӑ. | ||
Пӑтӑрмахсем
autosoren.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле районӗнчи Мӑн Улхаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Тӳре-шарана РФ Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе (вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ тивӗҫне ӳстерсе усӑ курни) тата 292-мӗш статьян 2-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курни) явап тытарнӑ. Сӑмах май каласан, ҫав ҫын халӗ текех пуҫлӑх мар ӗнтӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ 2019 ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче халӑхпа пуху ирттермесӗрех пуху пулнӑҫи туса протокол ҫырнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнчи Депутатсен пухӑвӗн йышӑнӑвне те вӑл суйса шӑрҫаланӑ. Ҫав хут тӑрӑх «Сычуань-Чӑваш Ен Агропромышленность суту-илӳ компанийӗ» предприятие ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче силос курганӗсем тума ирӗк панӑ. Ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхне 3 ҫул та 3 уйӑхлӑха тӗрмене хупса хумасӑр айӑплама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 1,5 ҫул хушши пуҫлӑх тилхепине тытаймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӗренӳ
gym1-yadrin.edu21.cap.ru тата alikovo.ucoz.ru сайтсенчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курнӑ Етӗрне хулинчи 1-мӗш гимназире чӳрече кантӑкӗсем ваннӑ. Тӗпӗ-йӗрӗпех мар-ха. Йӗр кайнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗн тӗп корпусӗнчи мӗнпур пӳлӗмре тата 2-мӗш корпусри кабинетсенче ҫавӑн пек иккен. Кӑлтӑка Роспотребназорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне классенче ачасем йышлине кура кашни вӗренекен пуҫне тивмелли лаптӑк йӗркепе килӗшсе тӑмасть. Спорт залӗнчи саланса тӑхӑнмалли пӳлӗмре душевой ӗҫлемест, санитари кӗтесӗсенче пӳлӗмсен алӑксем ҫук, раковинӑра вӗри шыв юхмасть. Гимнази директорӗн тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ун пек ӗҫе Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкул директорӗ тӗлӗшпе те пуҫарнӑ. Шкулта чӳречесен карри пулман. Хӑш-пӗр класра урай хӑми тата стенасем япӑхнӑ. Столовӑйӗнче апат хатӗрлеме алюмини савӑчӗпе усӑ кураҫҫӗ. Шкулти 3 ӗҫчене гигиена енчен вӗрентсе кӑларман тата аттестацилемен. Класра кашни ача пуҫне тивекен лаптӑк та ҫителӗксӗррине тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
thepresentation.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи Тӗп хула пульницинче аслисем валли респиратор центрӗ уҫасшӑн. Ку ӗҫе кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫӑнма палӑртнӑ, ӗҫе раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӗҫлемелле. Респиратор центрӗ уҫассине «Паллиативлӑ медицина пулӑшӑвӗ парассин тытӑмне аталантарасси» программӑра пӑхса хӑварнӑ. Документа кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче улшӑну кӗртнӗ. Программӑра палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫул вӗҫне аслисене паллиативлӑ медицина пулӑшӑвӗ кӳрекен 10 пӳлӗм ӗҫлеттерме тытӑнӗҫ. Ҫав тӗллевпе Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче, Шупашкарти Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинче, Канашри тата Ҫӗмӗрлери территорисем хушшинчи медцина центрӗсенче, Патӑрьел тата Елчӗк районӗсенчи тӗп пульницӑсенче ҫавӑн пек тата тепӗр 6 кабинет уҫӑлмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
m.sputnik-ossetia.ru сайтри сӑн Юлашки талӑкра республикӑра 146 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ӗнер ку кӑтарту 137 ҫынпа танлашнӑ. Кунашкалли тахҫантанпах пулман. Юлашки талӑкра 10 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Пӗтӗмпе 2585 ҫын чире парӑнтарайман. Ку таранччен 36233 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 31899-шӗ сывалнӑ. Сывалса пыракансем вара пачах сахал. Юлашки талӑкра 16 ҫын ҫеҫ чире парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 1749 пациент кӑшӑлвирусран сипленет. Кун пек кӑтарту пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнченпе пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
centersoveta.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрлери йӗрке хуралҫине кӳршӗ республикӑри арҫын уринчен ҫыртнӑ. Куншӑн ӑна колоние ӑсатнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кӑҫал ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Ӳсӗр арҫын хӑна ҫуртӗнче йӗркене пӑснӑ, хӑйне тивӗҫлипе тытман. Полицейскисем килнӗ, Хусан арҫынни вӗсене хирӗҫ тӑнӑ. Хайхи ӳсӗр арҫын урайне ӳксе пӗр полицейские уринчен ҫыртнӑ. Ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитерсе протокол ҫырнӑ. Халӗ суд пулнӑ. 35 ҫулти арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 2 ҫул та 1 уйӑхлӑха ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
Ӗнер пулӑҫсем Атӑла пулӑ тытма кайнӑ та ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсен моторсӑр резина кимми юханшыв тӑрӑх ишсе кайнӑ. Пулӑҫсем ӑна ҫыран хӗрринче кӑкарма манса кайнӑ-мӗн. Вӗсем кимӗ патне хӑйсем тӗллӗн ишме шикленнӗ, ҫавӑнпа 15 сехет те 15 минутра «Куславкка» ҫӑлав станцине шӑнкӑравланӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна килсе кимме хӑваласа ҫитнӗ, ӑна тимсӗр пулӑҫсем патне илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, паян, ирхи 3 сехет ҫурӑра Владимир облаҫӗнче «Мерседес» микроавтобус ҫул хӗрринче ларакан «Скания» ҫине пырса кӗнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель ҫывӑрса кайнӑ. Автобус номерӗ – Чӑваш Енри. Вӑл Чулхула еннелле кайнӑ. «Лайф» пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире 4 ҫын вилнӗ. Пурте – Чӑваш Ен ҫыннисем. Вӗсем Мускавра вахта мелӗпе ӗҫленӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. | ||
| Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
| Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |