Политика
центрцен.рф сайтран илнӗ скриншот «Чӑваш Республикин строительствӑри экспертиза тата хаксене йӗркелекен центр» автономи учрежденийӗн ертӳҫине Алексей Иванова паян ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Алексей Игоревича ӗҫрен мӗн сӑлтавпа кӑларни паллӑ мар. Ӗҫлӗ документра ӑна-кӑна ӑнлантарса тӑман. Автономи учрежденийӗн сайтӗнчи структурӑра ҫак самант тӗлне Алексей Игоревича директор тесе кӑтартнине хуратса ӗлкӗрейменччӗ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре COVID-free статусне илнӗ апатлану предприятийӗсен шучӗ 500-тен иртнӗ. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ – экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов ӗнер усламҫӑсем валли ирттернӗ онлайн-брифингра пӗлтернӗ. Ковидсӑр зонӑсен статусне республикӑри мӗнпур предприяти илнӗ. Кӑшӑлвирусран ирӗклисен реестрне вӗсенчен чылайӑшӗ юлашки икӗ эрнере кӗнӗ. Асӑннӑ отрасльте 40 пине яхӑн ӗҫченӗн кӑшӑлвирусран прививка тутармалла. Обществӑлла апатлану предприятийӗсене илсен, вакцинациленнисен хисепӗ хальлӗхе – 70-е яхӑн процент. обществӑлла апатлану предприятийӗсенче ӗҫлет иккен. Ковидсӑр зона статуса илес тесен апатлану предприятийӗсен declaration.cap.ru сайтра деклараци вырнаҫтармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сайтри сӑнӳкерчӗк Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта машина ҫухалнӑ. Ӑна шырани пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ. Автомобиле ирхи 4 сехет тӗлӗнче такам хускатса кайнӑ. Машина Эгер бульварӗнчи 4-мӗш ҫурт тӗлӗнче ларнӑ. «Дэу Нексия» маркӑллӑ автомобиль хӗрлӗ тӗслӗ. Унӑн патшалӑх регистрацийӗн номерӗ — Е 803 ТЕ 21 RUS. Автомобиле юлашки хутчен Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче ирхи 4 сехет те 13 минутра асӑрханӑ. Транспорт ӑҫтине пӗлекенсене 24-09-73, 24-32-62 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Инстаграмри @newrealnost сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле районне тата Чулхула облаҫӗнчи Пильна районне ҫулла тата хӗлле вӑхӑтлӑх кӗперпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ҫапла вара хӗлле машинӑсем мар ҫийӗн сарнӑ кӗперпе каҫса ҫӳреҫҫӗ, ҫулла – понтонлӑ кӗперпе. Пӗлтӗр понтонлӑ кӗпер чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ӗҫленӗччӗ, кӑҫал ӑна ҫак уйӑхӑн 4-мӗшӗнче сӳтӗҫ. Кун пирки Инстаграмри @newrealnos ушкӑнра пӗлтернӗ. Хыпара вуланисем мӗншӗн чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗччен тӑхтамаҫҫӗ-ши тесе пӑшӑрханаҫҫӗ. Кӗпере тытса тӑракан организаципе тунӑ килӗшӳре ҫавӑн пек вӑхӑта пӑхса хӑварнӑ иккен. Вӑхӑтра сӳтмесен организацин явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
volsklife.ru сайтри сӑн Почта пуҫлӑхӗ пулнӑ хӗрарӑм упӑшкине фиктивлӑ майпа ӗҫе выранҫтарнӑ. Куншӑн ун явап тытма тивӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 34 ҫулти хӗрарӑм, Шупашкарти почта уйрӑмен пуҫлӑхӗ пулнӑскер, 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 30-мӗшӗччен ячӗшӗн ӗҫе вырнаҫтарнӑ упӑшкине вӑл ӗҫленине пӗлсе тӑрсах шалу тӳлемелли табеле ҫырса пынӑ. Ҫапла упӑшкин укҫа та енчӗке кӗнӗ, пенси фондӗнче те ӗҫ стажӗ шутланнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
РИА Новости сӑнӳкерчӗкӗ Чаваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме кислород ҫитменни пирки пӗлтернӗччӗ. Раҫҫей Правительстви 50 региона ҫак чирпе кӗрешекенсене сиплемелли хатӗр-хӗтӗр туянма 5 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Чӑваш Ен валли 129 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫапа 157 кислород концентраторӗ илме палӑртнӑ. Кашниех минутра 1000 литр ытла кислород кӑларма пултарать. Концентраторсене пульницӑсене парӗҫ. Вӗсемпе кӑшӑлвируспа чирлесе сывлӑш ҫитменнипе аптӑракан ҫынсене сиплӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Раҫҫейре халӑх ҫыравӗ пырать. Хула ҫыннисем, тен, кун пек хӑнасене хапӑл мар. Анчах Красноярск крайӗнчи Казанка ялӗнче пурӑнакансем вӗсене кӗтсе илме хавас. Ял аякра вырнаҫнӑ, унта 249 ҫын пурӑнать, вӗсен 98 проценчӗ – чӑвашсем. Ял-хуларан аякра вырнаҫнӑ Казанкӑра халӑх шучӗ чакнӑ тетӗр-и? Ҫук. 2010 ҫулта унта 240 ҫын пурӑннӑ. Кӑҫал 9 ҫын ытларах. Унта ҫынсем ял хуҫалӑхӗ тытаҫҫӗ, ачасем ҫуратса ӳстереҫҫӗ. Халӑха ялта юлма мӗн хистет-ха? Унта ҫитме ансат мар: Галанино сали таран машинӑпа темиҫе сехет каймалла, унтан паромпа Енисей урлӑ каҫмалла та 50 ҫухрӑм парӑнтармалла. Тавралла – тайга. Красноярскран ҫитме 5 сехет кирлӗ. Ҫырав ирттерекенсене унти чӑвашсем наци тумне тӑхӑнса ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Унта тӗнче тетелӗ ҫукпа пӗрех. Ҫапах стационар телефонсем, спутник антеннӑсем пур. Ҫынсем унта ҫыхӑнусӑр пурӑнаҫҫӗ темелле, кунӗ-ҫӗрӗн телефонра чакаланмаҫҫӗ. Автобус вара тӑтӑшах ҫӳрет. Казанка ҫыннисем культура ҫуртӗнче пӗчӗк музей йӗркеленӗ, унта йӑх несӗлтен юлнӑ япаласене пухнӑ. Ҫынсем чӑвашлах калаҫаҫҫӗ, наци уявӗсене паллӑ тӑваҫҫӗ, юрра-ташша манмаҫҫӗ. Шкулта ҫулталӑкне пӗрре чӑваш эрнине ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче Чӑваш наци конгресӗн пайташӗсемпе тӗл пулнӑ. Республика ертӳҫи ЧНКн Раҫҫейри чӑвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономийӗпе, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен профильлӗ органӗсемпе килӗштерсе ӗҫлессине вӑйлатмаллине палӑртса хӑварнӑ. Ҫак ӗҫе чӑваш чӗлхине тата культурине аталантарас тӗллевпе пурнӑҫламалла. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, пӗрлехи ӗҫ ЧНКн ӗҫне ҫӗнӗ шайра йӗркелеме, ирттерекен мероприятисемпе проектсен шайне тата калӑпӑшне ӳстерме май парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ruadvocate.ru сайтри сӑн Муркаш районӗнче пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм полицие ҫитсе хӑй шар курни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗнченпе тӗнче тетелӗнче арҫынпа ҫырӑннӑ. Вӑл ют патшалӑхра ҫар ҫынни-мӗн. Паллашнӑ вӑхӑтра ҫак арҫын «хӗрӳ точкӑра» пулнӑ имӗш, кӗҫех вӑл ӗҫрен кайма хатӗрленет-мӗн. Вӗсем ҫырусем вӗҫтернӗ, видоҫыхӑну урлӑ калаҫнӑ. Арҫын ӗҫрен кайсан пысӑк укҫа кӗсьене кӗресси пирки ӗнентернӗ. Анчах счетне ҫар ҫыннисем ҫине мар, унӑн тӑванӗсен е арӑмӗн ячӗпе уҫаҫҫӗ имӗш. Ӗҫрен кайиччен вӑл ҫав счетран укҫине илеймест имӗш. Ҫавӑнпа хайхискер нумай ачаллӑ хӗрарӑма ют ҫӗршыв банкӗнче счет уҫма ӳкӗте кӗртнӗ. Хӗрарӑм электронлӑ почтӑна сӑнӳкерчӗкне, паспорт копине ярса панӑ. Ун патне кӗҫех банк менеджерӗ шӑнкӑравланӑ, вӑл юрист пулӑшӑвӗшӗн 1350 доллар ыйтнӑ. Ҫапла тӗрлӗ сӑлтав тупса хӗрарӑмран 544 пин тенкӗ сӑптӑрнӑ. Нумай ачаллӑ хӗрарӑмӑн укҫи хӑйӗн пулман, ӑна вӑл кредит илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инстаграмри @mhschuvashii страницӑри сӑнӳкерчӗк Паян, чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи «Голубой огонек» (чӑв. Кӑвак ҫулӑм) пахча юлташлӑхӗнче вут-ҫулӑм алхаснӑ. Пушар ирхи 4 сехет тӗлӗнче тухнӑ. Инкек вырӑнӗнче ҫын виллине тупнӑ. Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 1 386 пушар тухнӑ. Инкекре 70 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 60 ҫын суранланнӑ, 133 ҫынна ҫӑлма май килнӗ. Пурлӑх тӑкакӗ 24 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. | ||
| Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
| Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |