Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре усӑ курман ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсем сахалланса пыраҫҫӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗсенче пӗлтернӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑ тӗле илсен, усӑ курман ҫӗрсен лаптӑкӗ 28 пин гектар пулнӑ, кӑҫал вӗсенчен 10 пин гектарне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Канаш, Комсомольски Красноармейски Шӑмӑршӑ тата Елчӗк районӗсенче усӑ курман ҫӗрсем ҫук. Усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртес плана пурнӑҫланӑ районсен шутӗнче — Улатӑр, Патӑрьел, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Етӗрне тата Тӑвай. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инстаграмри @gshum.administraciya сӑнӳкерчӗкпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж Ҫӗмӗрле хулинче суя электриксем ҫӳреҫҫӗ. Ултавҫӑсем вырӑнтисем мар иккен. Таҫтан килнисем. Суя электриксем уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсем патне электропӑралук ылмаштарса пама шантараҫҫӗ иккен. Ӗҫшӗн 5 пин тенкӗ ыйтаҫҫӗ-мӗн. Ылмаштарма ҫине тӑрсах сӗнеҫҫӗ иккен, килӗшмесен штрафлассипе е ҫутта сӳнтерессипе хӑратаҫҫӗ имӗш. «Ҫӗмӗрлери хула электричество сечӗсем» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫутӑ пӑралукне, электросчетчиксене асӑннӑ организаци ӗҫченӗсем ҫеҫ ылмаштараҫҫӗ. Ултавҫӑсем пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Статья ятӗнчи ыйтӑвӑн хуравне пӗрре ларса шухӑшланипе шыраса тупма май ҫук пулӗ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн шӑпи пирки шухӑшлакан ҫынсем чӑвашсен урӑх халӑх хушшинче ирӗлсе каяс хӑрушлӑх пуррине XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех асӑрханӑ, ӑна еплерех майсемпе упраса хӑварасси пирки пуҫӗсене чылай ватнӑ. Тутарсен ҫыравҫи Гаяз Исхаки, пирӗн Гурий Вантер (Комиссаров) ку ыйтусемпе тӗрлӗ ӗҫсем хайланӑ, ҫухалуран хӑтӑлмалли ҫулсем шыранӑ. 1917 ҫулта Гурий Вантер «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?» ятлӑ тишкерӳллӗ тӗпчев ӗҫӗ ҫырать, ӑна 1918 ҫулта уйрӑм кӗнекен кӑларать. Ахальтен мар ӗнтӗ 1980-мӗш ҫулсенче ҫав манӑҫа тухнӑ хайлав чӑваш ҫынни патне тепӗр хут ҫитрӗ, чӑваш интеллигенцине наци идеи шырама хистерӗ. Чӗрӗлӳн икӗ тапхӑрӗнче те халӑхӑмӑрӑн наци идейи виҫӗ тӗп ыйту тавра пуҫтарӑннӑ: тӑван чӗлхе, тӑван культура тата наци вӗрентӗвӗ. Ҫеҫпӗл Мишшин «Чӑваш чӗлхи ячӗпе пурте пӗр пулар» чӗнӗвӗ шӑпах та пӗрремӗш тӗп ыйтӑвӑн тӗшшине кӗскен палӑртни темелле. Наци культурин символӗ икӗ тапхӑрӗнче те театрпа кино тата чӑваш юррипе тӗрри-эрешӗ пулса тӑнӑ. |
Республикӑра
Инстаграмри @tsur21_ сӑнӳкерчӗкӗ Регион управленийӗн центрӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ҫынсем ҫырнине тишкерсе пырать, унта халӑх мӗншӗн пӑшӑрханнине яваплисем патне ҫитерет. Юпа уйӑхӗ пирки каласан, Чӑваш Енри халӑха вакцинаци тата ҫул-йӗр ыйтӑвӗ пуринчен ытла пӑшӑрхантарнӑ. Асӑннӑ центр пӗлтернӗ тӑрӑх, ыйтусене пӑхса тухассин вӑтам вӑхӑчӗ — 4 сехет те 12 минут. Уйрӑмах хастар муниципалитетсен йышӗнче — Шупашкар, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле. Тӑвай районӗнчен пӗр ҫыру та пулман-мӗн. Чӑваш Енре пурӑнакансем ытларах чухне «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче (1 104 ҫыру) тата Инстаграмра (562 ҫыру) шӑрҫаланӑ. Юпа уйӑхӗнче вӗсем кӑшӑлвирус, вакцинаци, сывлӑх сыхлавӗн тата ҫул-йӗр юсавӗн ыйтӑвӗсене хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Инстаграмри @aerocheb сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти аэропорт хӑйӗн историйӗнче кӑҫал пуҫласа 400 пин пассажира ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне тата унтан Чӑваш Ене самолётпа ҫитме май туса панӑ. Юбилейлӑ пассажира Питӗре каякан рейс ҫине регистрациленӗ. Кӑҫал Шупашкарти сывлӑш гаванӗ пассажирсене турттарассипе тата авиарейссен шучӗпе рекордла кӑтарту тунӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ вӗҫевсен географине анлӑлатнӑ, ҫавӑн пекех федераци тата республика пулӑшӑвӗсем май панӑ. Кӑҫалтан, сӑмахран, аэропорт расписанийӗнче аэропорта ҫӗнӗ 4 маршрут хушӑннӑ. Вӗсем ҫаксем – Краснодар, Минеральные Воды, Екатеринбург тата Ҫӗнӗ Уренгой. Ҫулталӑк вӗҫлениччен аэропорт авиапассажирсен шучӗ 450 пине ҫывхарасса шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
tarhany-pni.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ. 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче тунӑ сӑн Патӑрьел районӗнчи Турханти психоневрологи диспансерӗнче кӑшӑлвируспа чирлисене тупса палӑртнӑ. Ҫавна интернатра ӗҫлекенсене тата унта пурӑнакансене планпа килӗшӳллӗн юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тӗрӗсленӗ чух асӑрханӑ. Чир интернатра ӗҫлекен 6 ҫынна ернӗ. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, интернатра ӗҫлекен тата унта пурӑнакан мӗнпур ҫын кӑшӑлвирусран малтан вакцинациленнӗ. Ведомствӑн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ 6 ҫыннӑн чир палли пулман, вӗсем хӑйсене аванах туяҫҫӗ. «Интернатра пурӑнакансем хӑйсене аван туяҫҫӗ, вӗсен чир палли сисӗнмест, вӗсене пӳлӗмсем тӑрӑх уйӑрса тухнӑ, столовӑйӗнче вӗсене пӗчӗкшер ушкӑнпа апатлантараҫҫӗ. Мӗнпур ӗҫчене тата интернатра пурӑнакансене учрежденири тата Патӑрьелти район пульницинчи тухтӑрсем тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Ҫӗнӗрен тест ирттерсен чирлисем тупӑнман», – тесе уҫӑмлатнӑ лару-тӑрӑва Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
kremlinrus.ru сайтри сӑн Вӑрмар районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм алимент тӳлемест. Унӑн ӗҫе вырнаҫас шухӑш та ҫук. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, 37 ҫулти амӑшӗн 3 ачишӗн суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн алимент тӳлемелле. Ӑна тӳлеменшӗн вӑл унччен административлӑ майпа явап тытнӑ-ха. Анчах ку та ӑна тӳрӗ ҫул ҫине тӑма пулӑшман. Виҫӗ ача амӑшӗ ӗҫ шыраман, биржӑна шута тӑман. Ҫапла унӑн парӑмӗ 2,3 миллион ытла тенкӗ пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енри аш-какай тирпейлекен предприятире Африка мурӗн генетика материалне тупнӑ. Ҫавна май паян, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Правительство комиссийӗн черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти предприятире кӑлпассие тӗрӗсленӗ. Лаборатори тӗпчевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, унта Африка мурӗн генетика материалӗ пур. Ветеринари патшалӑх служби кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Ҫавӑн пекех мур сарӑлас пулсан ӑна пӗтермелли мелсене пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 23 сехет ҫурӑра Шӑмӑршӑра икӗ хваттерлӗ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем ҫитнӗ-ха, анчах ҫӗрсе кайнӑ кӗпере пула ҫулӑм патне ҫывхарайман. Шоссе урамӗнчи икӗ хваттерлӗ ҫуртра пӗринче – ватӑ хӗрарӑмпа мӑнукӗ, тепринче хӗрарӑм 17-ри тата 13 ҫулти ачисемпе пурӑннӑ. Пушара вӑхӑтра сӳнтерейменрен вӗсем ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫынсем ҫак кӗпере юсама администрацие пӗрре мар ыйтнӑ. Усси пулман. Ав халӗ инкек сиксе тухнӑ. Ҫапах пушарнӑйсем ҫулӑма сарӑлма паман, кӳршӗ ҫуртсене сухласа хӑварнӑ. Вырӑнти тӳре-шара кӗпере ҫитес ҫул юсама палӑртнине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Сӑнӳкерчӗк ҫӑлкуҫӗ– https://www.instagram.com/reel/CV48SPBgPeI/?utm_source=ig_web_copy_link Ҫӗмӗрлери «Коммунальник» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ ятарлӑ шприцемет туяннӑ. Вӑл йытӑсене тытма кирлӗ. Асӑннӑ меслете вырӑнтисем хӑрушсӑр тата чунлӑ меслет тесе хаклаҫҫӗ. Маларах асӑннӑ МУПӑн директорӗ Василий Виденеев шприцемет епле ӗҫленине нумаях пулмасть хула администрацийӗн пуҫлӑхне Валерий Шигашева кӑтартнӑ. Сӑмах май каласан, кун пек меслетпе республикӑра тек ниҫта та усӑ курмаҫҫӗ иккен. Шприцометпа персен чӗрчунсем шар курмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен йӗпре – килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене ҫывӑратса яракан эмел. Чӗрчунсене тытсан вӗсене усрамалли вырӑна илсе кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. | ||
| Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
| Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |