Культура
![]() www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» клуб малалла ӗҫлет. Тӑван литературӑна юратакансем, библиотекӑна ҫӳреме кӑмӑллакансем ҫӗнӗ ҫулхи пӗрремӗш тӗлпулура, 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче, Владислав Николаевӑн «Кӑшӑлвирус» кӗнекине тишкерме палӑртнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм кӑҫал Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ. Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ пултаруллӑ автор пьесӑсем те ҫырать. Сӑмах май каласан, «Варкӑш» клуб хастарӗсен ҫак уйӑхри тӗлпулӑвӗнче Владимир Степанов ҫыравҫӑн «Хӗр пӗркенчӗкӗ» мистикӑлла калавне сӳтсе явнӑ (сӑнӳкерчӗкре). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Тепӗр ҫул хыҫа юлчӗ. Пирӗн ҫӗршыв кӑшӑлвируспа кӗрешме пуҫланӑранпа кӗҫех 2 ҫул ҫитет. Иртнӗ уйӑхра, раштавра, Чӑваш Енре 567 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Чӳк уйӑхӗпе танлаштарсан, 23 ҫын ытларах. Кӑрлач уйӑхӗнче вара 19 пациентӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Иртнӗ талӑкра 58 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Сывалакансен йышӗ 56 ҫын пулнӑ. Ку таранччен 46577 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 40605 ҫын сывалнӑ. Юлашки талӑкра 19 ҫын чире парӑнтарайман. Паянхи куна республикӑри 3892 пациент кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() szaopressa.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче арҫын лавккаран эрех вӑрлама пуҫланӑ. Ҫакна унта апат-ҫимӗҫ туянма кӗнӗ полицейскисем курнӑ. 19 сехет те 31 минутра полици ӗҫченӗсем Ирина Москирякова тата Анжелика Иванова Совет урамӗнче вырнаҫнӑ лавккана апат-ҫимӗҫ туянма кӗнӗ. Вӗсен ун чухне канмалли кун пулнӑ. Тавар туяннӑ май полицейскисем пӗр арҫын эрех кӗленчине йӑтса тахма хӑланнине асӑрханӑ. Лешӗ тухса тарма пуҫтарӑннӑ, кусем вара ун хыҫҫӑн чупнӑ. Пӗр полицейски тӳрех полицие шӑнкӑравланӑ. Полици нарячӗ ҫитиччен вӗсем арҫынна хӑваласа ҫитсе тытса чарнӑ. 46 ҫулти арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. Хальхинче те ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑрлач уйӑхӗнче юр сахал ҫурӗ. Кӑрлач вара юр ҫунипе пуҫланчӗ. Паянхи куна юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметр ҫеҫ. Паян ҫӗрле юр нумай ҫумалла. Шупашкарта 5-10 сантиметр хулӑнӑш ҫума пултарать. Паян ӑшӑ-ха, ыран вара 9-11 градус пулӗ, ҫӗрле – 5-7 градус. Ҫил ҫурҫӗр-хӗваланӑҫ енчен вӗрнӗрен 15-20 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче 15-20 градус таран сивӗтӗ, хӗвел пӑхӗ. Ҫӗрле вара 25-27 градус таран сивӗ пулӗ. Юрать-ха, шартлама сивӗ ҫанталӑк нумая тӑсӑлмӗ. Кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче 10-12 градус ҫеҫ пулӗ. Кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче юр нумай ҫӑвӗ, 5 градус сивӗ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче, 10 сехет те 45 минутра Элӗк районӗнчи Юнтапа ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «Ладӑпа» ҫапӑннӑ. Аварире пӗр ҫын, хӗрарӑм, вилнӗ. Вӑл иномаркӑри пассажир пулнӑ. «Ладӑри» 10-ри тата 15 ҫулти ачасем суранланнӑ. Тепӗр 4 ҫын аманнӑ. Суранланнисене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Раҫейре ял хуҫалӑх микроҫыавӗ иртрӗ. Халӗ цифрӑсене пӗтӗмлетеҫҫӗ. Регонсемпе илсен, пӗрремӗш кӑтартусем кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче паллӑ пулӗҫ. 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче хӑш-пӗр пӗтӗмлетӗве тунӑ. Уйрӑм ҫынсен пахчинче абрикос, виноград, айва, алыча, черешня, актиниди, лимонник, фундук, миндаль йывӑҫҫи, грек мӑйӑрӗ тата маньчжур мӑйӑрӗн йывӑҫҫисене ӳстереҫҫӗ. Кайӑк-кӗшӗке илсен, кӑркка, фазан, путене, мандаринка-кӑвакал, страус, павлин, араукан-чӑхсем (вӗсем кӑвак тӗслӗ ҫӑмарта тӑваҫҫӗ) ӗрчетеҫҫӗ. Выльӑх-чӗрлӗхрен вӑкӑрсем, ашаксем, хир сыснисем, кӑтра сыснасем, вьетнам усӑк хырӑмлӑ сыснасем, альпаксем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропорт самлётпа ҫул ҫӳреме юратакансене ырӑ хыпарпа савӑнтарнӑ. 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкар аэропорчӗн расписанийӗнче Санкт-Петербурга каймалли рейссен шучӗ хушӑнӗ. «Red Wings» авиакомпани юнкунсерен тата вырсарникунсерен икшер рейс уҫӗ. «Sukhoi Superjet 100» маркӑллӑ самолётсем Шупашкартан 9 сехет те 40 минутра вӗҫсе кайӗҫ, Питӗре 11 сехет те 50 минутра ҫитӗҫ, Питӗртен 6 сехет те 30 минутра вӗҫсе тухӗҫ, Чӑваш Енӗн тӗп хулине 8 сехет те 40 минута ҫитӗҫ. Ҫул ҫинче 2 сехет те 10 минут иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта «Системпром» ҫывӑхӗнче «Лада Веста» водителӗ ӳсӗр пулни пирки хыпар килнӗ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ӑна тытса чарнӑ, медосвидетельствовани витӗр кӑларнӑ. Руль умӗнче 6-мӗш полици пайӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Матросов пулнӑ. Вӑл ку должноҫре 2019 ҫултанпа ӗҫленӗ, подполковник шайне ҫитнӗ. Ӗҫтешӗсем служба тӗрӗслевӗ ирттернӗ те Матросова ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Ӑна явап та тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫул умӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи Иккӗмӗш Вӑрманкасси ялӗнче пурӑнакансем шывсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсен шыв башни ҫӗрле йӑтӑнса аннӑ, виҫӗ пая катӑлнӑ. Вырӑнти халӑх каланӑ тӑрӑх, пусӑм пысӑк чухне насос хӑй тӗллӗн сӳнмелли хатӗр ҫук, ҫавна май шыв тӑкӑнса башня хӗррипе пӑрланса ларнӑ. Ку башньӑна нумаях пумасть кӑна лартнӑ-мӗн. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 23 сехет те 30 минутра Шупашкарти Максимов композитор урамӗнче 3-мӗш ҫуртри хваттер ҫуннӑ. Унта пурӑннӑ 33 ҫулти хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн пичӗ тата аллисем пиҫсе кайнӑ. Унӑн ачисене те медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. 2014 тата 2018 ҫулсенче ҫуралнӑ пепкесене те тухтӑрсем пулӑшнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электропралука пула тухнӑ. Пушарта пӗтӗм пурлӑх ҫунса кайнӑ. Хӗрарӑмпа ачасен ӑшӑ тумтир те юлман. Ачасен тӑхӑнмалли ҫук. Укҫан е тумтирпе пулӑшас килсен ачасен кукамӑшӗпе ҫыхӑнма пулать: 89875764108, Петрова Елена Петровна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |