Культура
![]() chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш чӗлхине упрас, аталантарас тата халӑх хушшинче сарас тӗллевпе Чӑваш Енре «Ҫӗнӗ ҫул саламӗ» акци иртет. Вӑл раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пуҫланнӑ, 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗччен пырӗ. ЧР Вӗрен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие кирек кам та ҫак майсемпе хутшӑнма пултарать: 1) Ҫӗнӗ ҫулпа е хӗллепе ҫыхӑннӑ видео е фото ӳкермелле, вӗсем ҫине автор хӑй хайланӑ салам сӑмахӗсене ҫырмалла; 2) Ҫӗнӗ ҫул е хӗл ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ӳкермелле. Хатӗр ӗҫсене #ҫӗнӗҫулсаламӗ хештегпа Контактра хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи» ушкӑна е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла. Акцие хутшӑнакансене сертификат парӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон – (8352) 58-47-19. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Статьяра усӑ курнӑ ӳкерчӗк «Яндекс» ӑстисем вӗсен куҫаруҫипе кунне миҫе ҫын чӑвашла куҫарнине уҫса панӑ. Мишшин куҫарӑвӗ епле ӗҫлени ҫинчен якут чӗлхине тӗслӗх пек илсе кӑтартнӑ май вӗсем чӑвашла куҫаракансен йышне те асӑннӑ — кунне вӗсем 40 пин сесси шутлаҫҫӗ. Сесси текен виҫере миҫе предложени е сӑмах пулнине каламан. Ӑна ытти чӗлхесемпе ҫеҫ танлаштарма май пур. 40 пин хут кунне якутпа вырӑс чӗлхин мӑшӑрӗпе усӑ кураҫҫӗ — ку чӑвашпа вырӑс чӗлхин мӑшӑрӗпе пӗр пекех. Пушкӑрт чӗлхи валли кӑтарту пысӑкрах — кунне ҫак мӑшӑрпа 70 пин хут усӑ курса куҫараҫҫӗ. Раҫҫейри чӗлхесенчен, вырӑс чӗлхине шута илмесен, чи анлӑн тутар чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ — талӑк хушшинче 250 пине яхӑн. Ку хисепсене палӑртнӑ май «Яндексри» ӑстасем вӗсене чӗлхен цифрӑллӑ пульсӗ тесе ят панӑ — пӗр-пӗр чӗлхепе куллен пин-пин текст куҫараҫҫӗ пулсан вӑл чӗлхе чӗрӗ имӗш. Статьяра авторсем сахал текстлӑ чӗлхе валли куҫаруҫӑ хатӗрленӗ май мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине ӑнлантарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Раштав уйӑхӗн пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 408 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Вӗсенчен 17-шӗ – юлашки талӑкра. Паянхи кун тӗлне республикӑра 45834 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 40026-шӗ сывалнӑ. 3714 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 96 ҫын чирленине палӑртнӑ. 77 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 2094 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫӗнӗ Республика пульницинче Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта тума палӑртнӑ. Унӑн строительстви валли ҫитес ҫулти бюджетран укҫа уйӑрнӑ. Кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ пульницӑра 1400 койка пулмалла. Хальлӗхе проектированин техника заданине РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫирӗплетмен-ха. Аса илтерер: малтанах пульницӑна «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта, унтан «Садовый» микрорайонта тума палӑртнӑ. Кайран Васкавлӑ медпулӑшу пульници хыҫӗнчи вӑрман вырӑнне тӑвасшӑн пулнӑ. Халӗ палӑртнӑ тӑрӑх, пульница «Солнечный» микрорайонта вырнаҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() luchshie-akcii.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 66 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ун патне пӗр хӗр шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑма хайхискер такамсем ун ячӗпе кредит илсе тултарнӑ тесе пӗлтернӗ. Кӗҫех «йӗрке хуралҫи» те шӑнкӑравланӑ. Япӑх хыпара вӑл та ҫирӗплетсе панӑ. Право хуралӗнче ӗҫлекен ҫын тесе хӑйӗн пирки калани хӗрарӑма парӑма хӑвӑрт тӳлесе татма сӗннӗ, ултавҫа вара тытса чарма шантарнӑ. Пӑтӑрмах пирки никама та пӗлтерме хушман. Хӗрарӑм хӑй унччен пухса пынӑ укҫана тата банкран 360 пин тенкӗ кредит илсе ют ҫынсем каланӑ счет ҫине укҫа куҫарса янӑ. Банка кредит илме пырсан унта ӗҫлекен: «Сирӗн пата кредит илме ыйтса никам та шӑнкӑравламан-и?» — тесен те ватӑ хӗрарӑм сисчевленмен, партизан пек шӑпӑрт ларнӑ, «Ҫук», — тесе туннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта ҫынсем машина тӑррине чӑрӑш лартнӑ водителе асӑрханӑ. Вӑл тӗрлӗ тӗспе йӑлтӑртатнӑ. «Волгӑна» гирляндӑпа тата мишурапа илемлетнӗ. Ҫынсем «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, машина Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкар еннелле кайнӑ. «Ҫул тӑршшӗпех манпа пычӗ. Ахӑртнех, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() kremlin.ru сайтри сӑн Ыран РФ Президенчӗ Владимир Путин журналистсемпе пресс-конференци ирттерет. Вӑл Мускавра Манежра пулӗ. Чӑваш Енрен унта каймашкӑн икӗ ҫын аккредитациленнӗ. Вӗсем – Наци телерадиокомпанийӗн ӗҫченӗсем: директорӑн информаци политики енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Вадим Муравьев тата Юрий Марков телеоператор. Пресс-конференцине 507 ҫын хутшӑнӗ. Кӑшӑлвируса пула унта хутшӑнакансен йышне ытти ҫулхинчен сахалрах тума тивнӗ. Пресс-конференци ыран 12 сехетре пуҫланӗ. Ӑна «Россия-1», «Россия-24», «НТВ», «Пӗрремӗш канал» телеканалсемпе тата «Маяк», «Вести ФМ», «Раҫҫей радиовӗ» радиостанцисемпе итлеме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Словарь тӑвас ӗҫӗн хальхи ыйтӑвӗсем» ҫавра сӗтеле пуҫтарӑннӑ. Лару Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн Ӑслӑлӑх канашӗн залӗнче 15 сехетре пуҫланнӑ. Аса илтерер: иртнӗ уйӑхра Чӑваш кӗнеке издательствинче М.И.Скворцовӑн «Чӑвашла-вырӑсла словарь. Чувашско-русский словарь» икӗ томлӑ словарӗн 1-мӗш томӗ кун ҫути курнӑччӗ. Пӗрремӗш кӑларӑма чӑваш алфавитӗнчи А-Р сас паллисенчен пуҫланакан 30 пин ытла сӑмах кӗнӗ. Словаре информаципе коммуникаци технологийӗсенче, наука пӗлӗвӗн хальхи отраслӗсенче тата чиркӳпе тӗн лексикинче ҫеҫ тӗл пулакан сӑмахсене пуҫласа кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти икӗ троллейбусра кондукторсем ҫук. Вӗсен вырӑнне валидаторсем «ӗҫлеҫҫӗ». Кун пирки хула администрацийӗ пӗлтерет. Хальлӗхе ку системӑпа тест шайӗнче кӑна тӗрӗслӗҫҫӗ. Валидаторсене 17-мӗш маршрутпа ҫӳрекен икӗ троллейбусра вырнаҫтарнӑ. Унта банк карттипе тата транспорт карттипе блеет илме пулать. Укҫапа тӳлекенсене водитель билет парать. Тест ӑнӑҫлӑ иртсен валидаторсене пур троллейбуса та вырнаҫтарасшӑн. Ҫавӑн пекех линире тӗрӗслев вӑйланӗ, пассажирсене кашни кунах тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр ялӗнче пурӑнакан 35 ҫулти каччӑна ашшӗне вӗлернӗ тесе тытса чарнӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Икӗ арҫын, аслипе ҫамрӑкки, тепӗр майлӑ каласан, ашшӗпе ывӑлӗ, малтан пӗрле ларса эрех ӗҫнӗ. Киккирикӗсем самай хӗрсен харкашма тытӑннӑ. Ҫамрӑкки ҫӗҫӗ ярса илнӗ, 52-ри ашшӗне кӑкӑр тӗлнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Вырӑна васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ-ха, анчах шар курни машинӑра вилсе кайнӑ. 25 ҫулти ҫамрӑк ҫывӑх вӑхӑтра суд тенкелӗ ҫине ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |