Пӑтӑрмахсем
![]() bryansk.bezformata.com сайтри сӑн Паян ирхи 5 сехетре Владимир облаҫӗнче, М-7 автоҫулӑн 323-мӗш ҫухрӑмӗнче, хӑрушӑ авари пулнӑ. Гороховец районӗнче ВАЗ-2109 машина ҫул хӗррине чарӑннӑ грзовик ҫине пырса кӗнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ВАЗ машинӑра Чӑваш Енри ҫынсем пулнӑ. Унӑн водителӗ тата салонра пулнӑ 5 пассажир вилнӗ. Вӗсем пирки хальлӗхе нимӗн те паллӑ мар. Машина корпусӗ питӗ вӑйлӑ сиенленнӗ. Ӗҫ-пуҫа полици ӗҫченӗсем уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 19 ҫын вилнӗ, 140 ҫын инфекциленнӗ, 119 ҫын сывалнӑ. Ку – кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ юлашки статистика. Паянхи кун тӗлне республикӑра 3510 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Пневмонирен тата кӑшӑлвируспа аптӑранӑ хыҫҫӑн йӑл илнӗ чирсене пула вилнӗ ҫынсем ку статистикӑна кӗмеҫҫӗ. Ку таранччен 44540 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 38931-шӗ сывалнӑ. Ку 87,4 процентпа танлашать. Хальхи вӑхӑтра республикӑра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 2099 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта ҫуралнӑ арҫын ачана планета тата Рим туррин ятне панӑ. Ӑна хулари Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ. Ашшӗ-амӑшӗ арҫын ачана Юпитер ят панӑ. Ку планета ячӗ кӑна мар. Рим мифологийӗнче кун пек ятлӑ турӑ пулнӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта хӗрачана Жасмин тесе ҫыртарнӑ. «Дисней» юмахра унашкал ятлӑ принцесса пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫей вице-премьерӗ Татьяна Голикова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывра юлашки вӑхӑтра 12 регионта кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру лайӑхланнӑ. Ҫав шутра – Чӑваш Ен те. Виҫӗ регионта вара лару-тӑру йывӑрланнӑ. Ҫапла пӗлтерет «Известия» хаҫат. Карачай-Черкес, Адыгея, Чечня республикисенче лару-тӑру ҫивӗчленнӗ. Татьяна Голикова пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре, Волгоград, Эрӗнпур, Рязань, Томск, Чӗлепи облаҫӗсенче, Калмӑк, Ингушети, Дагестан, Пушкӑрт, Кабарда-Балкар республикисенче, Чукотка автономи округӗнче лару-тӑру лайӑх енне улшӑннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Арҫын Ҫӗнӗ Шупашкарта машина тапратса тарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавна май ӑна тытса чарнӑ. Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 13 сехет ҫурӑра Энгельс урамӗнчи 14-мӗш ҫурт патӗнче ВАЗ-2111 машина «Ниссан» ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ҫакна уголовлӑ шырав уйрӑмӗн опреуполномоченнӑйӗ асӑрханӑ. ВАЗ водителӗ пакунлине курсан машинӑн сӳнтермесӗрех тарма пуҫланӑ. Пакунли ӑна хӑвӑласа ҫитнӗ. Лешӗ ӳсӗр пек курӑннӑ. Вӑл – 29 ҫулти арҫын, ӑна шыраҫҫӗ иккен. Унччен вӑл вӑрланӑшӑн, ҫынна хӗненӗшӗн тата ыттишӗн уголовлӑ майпа явап тытнӑ. Хальхинче те вӑл тапратса тарнӑ машинӑпа пынӑ иккен. Кӑшт маларах Ҫӗнӗ Шупашкарта машина вӑрласа тарни пирки полицие пӗлтернӗ пулнӑ. Картишре ларакан, алӑкне питӗрмен машинӑна ҫак арҫын тапратса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() m.progorod62.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӳп-ҫап уйӑракан комплексра ӗҫлекенсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан япала тупнӑ. Вӑл – мина. Вырӑна экстреннӑй служба ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Комплексри хатӗр-хӗтӗре ӗҫлеме чарнӑ. «Чӑваш Ен» Патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗрке хуралҫисем лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Сӑмах май, кӑҫал ҫулла шӑрӑх ҫанталӑка пула ҫӳп-ҫап куписем ҫуннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Евгения Фёдорова Фейсбукра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пурӑнакан хӑш-пӗр ҫынна стена ҫине ӳкерни килӗшмен. Ку хыпара унта тӗпленнӗ Евгения Фёдорова Фейсбукра пӗлтернӗ. Асӑннӑ микрорайонта Гарри Поттер ҫинчен ҫырнӑ хайлава тӗпе хурса граффити йӗркеленӗ. Анчах халӗ вӑл ҫук. Кӗтмен-туман ҫӗртен ҫухалнӑ. Сӑнӳкерчӗке сӑрӑ тӗслӗ сӑрӑпа хупласа хунӑ. «Тискер сӑнарсем» тӗлӗшпе ушкӑнпа ҫӑхавлакансем пулнӑ имӗш. Миҫе ҫынна килӗшменни пирки паллӑ мар. «Пирӗн компанире ҫӑхава куракан пулман. Граффти хатӗрлессине шӑпах эпир пуҫарнӑ тата укҫа тӳленӗ», — тесе ҫырнӑ маларах асӑннӑ Евгения. 65-мӗш шкул патӗнчи подстанци ҫинчи граффитие Александр Назаретский художник ӳкернӗ. Сӑмах май, вӑл тата Покрас Лампас Мускав облаҫӗнчи Королёв хулинче те ҫавӑн пек мелпе хитрелетнӗ. |
Республикӑра
![]() nsk.bfm.ru сайтри сӑн Куславккара 18-19 ҫулсенчи ҫамрӑксем пӗрне шкулта вӗрентнӗ хӗрарӑм патне хӑнана пынӑ. Хайхискерсем ун патӗнче банк картти выртнине асӑрханӑ та укҫа вӑрлама шутланӑ. Пӗр ҫамрӑкӗ хӗрарӑма тӗпеле калаҫмалла тесе чӗннӗ. Ҫав вӑхӑтра ыттисем хӗрарӑмӑн сим-карттине кӑларнӑ та хӑйсен телефонӗ ҫине вырнаҫтарнӑ, унтан сарӑм урлӑ ун ячӗпе кредит илнӗ, ҫав 40 пин тенке хӑйсен пӗлӗшӗн счечӗ ҫине куҫарнӑ. Ҫапла вӗсем комиссие шута илсе 39 пин ҫурӑ вӑрланӑ. Следстви вӑхӑтӗнче ҫамрӑксем тӑкака саплаштарнӑ. Вӗсене суд тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 16 сехет те 13 минутра ҫӑлавҫӑсем патне хыпар ҫитнӗ: Улатӑрта Сӑр юханшывӗнче ачана пӑр катӑкӗ ҫыран хӗрринчен шалалла илсе кайнӑ. Районти полици, васкавлӑ медпулӑшу, пушар хуралӗ вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ача ҫыран хӗрринчен 12 метр шаларах пулнӑ. 16 сехет те 30 минутра шӑпӑрлана ҫӑлавҫӑсем ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Ӑна тухтӑрсене панӑ, вӗсем унӑн сывлӑхне тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн вӗҫне илсен Чӑваш Енре тавар тата пулӑшу хакӗн индексӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан 107,79 процент пулнӑ, 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчипе пӑхсан — 108,53 процент. Цифрӑсене Чӑвашстат илсе кӑтартнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа апат-ҫимӗҫ хакӗ пирӗн патра 8,93 процент ӳснӗ, апат-ҫимӗҫ мар япаласен хакӗ – на 8,84%, тӗрлӗ пулӑшу – 4,69%. Апат-ҫимӗҫрен аш-пӑш, кӗрпе тата пӑрҫа йышшисем, ҫӑкӑр, макарон, услам ҫу, сахӑр песукӗ, пулӑ тавраш, тип ҫу, сӗт-турӑх, ҫӑмарта хакланнӑ. Стройматериалсен хакӗ 26,14% ӳснӗ, телерадиотовар 16,35% хакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ. | ||
| Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |