Хулара
![]() r56.fssp.gov.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын хӑйӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ ан пуҫарччӑр тесе алимент парӑмне татнӑ. Ҫак арҫыннӑн алимент парӑмӗ 650 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Унӑн банк счечӗсене арестленӗ, харпӑрлӑхри хваттерне регистрацилеме чарнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарасси те ӑна хӑратнӑ, ҫавӑнпа вӑл парӑма татнӑ. Арҫын экс-арӑмне кӑштах алимент тӳлесе тӑнӑ-ха, ҫапах парӑм пухӑнсах пынӑ. Приставсем унпа калаҫу ирттернӗ, парӑма татмасан пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Ку арҫынна витӗм кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ирхи 8 сехетре Элӗкре нумай хутлӑ хваттерте, Чапаев урамӗнче вырнаҫнӑскерте, газ сирпӗннӗ. Кун пирки республикӑри прокуратура пӗлтерет. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш хутра пурӑнакан ҫын каҫхине плита ҫине шыв янӑ кастрюль лартнӑ, яшка пӗҫерме хатӗрленнӗ-мӗн. Анчах вӑл ҫывӑрса кайнӑ. Шыв тӑкӑнса газа сӳнтерсе лартнӑ. Ирхине кил хуҫи вӑрансан газ шӑршине сиснӗ, мӗн пулнӑ тесе ҫутӑ ҫутса янӑ та газ сирпӗннӗ. Кил хуҫи хумпа вӗҫсе кайнӑ, вӑл аманман. Хваттерти чӳречесем тухса ӳкнӗ. Халӗ ытти хваттерте пурӑнакансен газ пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Ҫамрӑксен ҫурчӗ уҫма палӑртаҫҫӗ. Ку шухӑша республика Элтеперӗ Олег Николаев эрнекун, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухнӑ чухне палӑртса хӑварнӑ. ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политики министерствине тата Шупашкар хула администрацине вӑл асӑннӑ ҫурта уҫма хушнӑ. Ҫамрӑксен ҫурчӗ ҫамрӑксен политикипе ҫыхӑннӑ тӗп ӗҫсене пурнӑҫласа пырӗ. Вӑл ырӑ пуҫарусен центрӗ пуласса, ҫамрӑксен ҫӗнӗлле ӗҫ-хӗлне аталантарма пулӑшасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӗнерхипе танлаштарсан, паян республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ 90 ҫын ытларах пулнӑ. Юлашки талӑкра 548 ҫын ҫак вируспа аптӑранине палӑртнӑ. Юлашки талӑкра 143 ҫынн пульницӑна вырттарнӑ. 91 ҫын вара сывалнӑ. Вилекенсен йышӗ унчченхи пек нумай мар темелле: иртнӗ талӑкра 3 ҫын чире парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен регионта 50437 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 42564-шӗ сывалнӑ. Ку 84,4 процентпа танлашать. Палӑртмалла: 600 пин ытла ҫын вакцинацие вӗҫленӗ. Республикӑр коллектив иммунитечӗ 52,4 процентпа танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() barnaul.bezformata.com сайтри сӑн Пӗлтӗр, 2021 ҫулта, Чӑваш Енре ялти пульницӑсене 74 «земство тухтӑрӗсене» ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Вӗсен йышӗнче 49 тухтӑр, 25 медӗҫчен. Ку енӗпе Шупашкар, Канаш, Патӑрьел районӗсем малти вырӑнта пыраҫҫӗ. «Земство фельдшерӗ» программӑпа килӗшӳллӗн 106 медӗҫчене ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Аса илтерер: ялти пульницӑна ӗҫлеме каякан тухтӑрсене – 1 миллион, фельдшерсене 500 тенкӗ параҫҫӗ. Пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе кӗрсе тухма йывӑр яла ӗҫлеме каякансене 1,5 миллион тенкӗ пама йышӑннӑ. Ку – тухтӑрсем валли. Фельдшерсен вара 750 пин тенкӗ илме май пур. Каласа хӑварар: «Земство тухтӑрӗ» программа пирӗн республикӑра 2012 ҫултанпа ӗҫлет. Унтанпа 568 тухтӑр яла ӗҫлеме кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Муркаш районӗнчи пултаруллӑ та ятлӑ-сумлӑ ҫынсем ҫинчен кӗнеке пичетленсе тухнӑ. «Почетные граждане Моргаушского района» ятлӑ кӑларӑма Муркаш районӗнчи тӗп библиотека тытӑмӗн коллективӗ пухса хатӗрленӗ. «Муркаш районӗн хисеплӗ ҫынни» ята муниципалитетра 2001 ҫулта ҫирӗплетнӗ. Паянхи куна ҫитиччен ун пек ята 45 ҫынна панӑ. Асӑннӑ ҫынсен биографине кӗнекере хайхисене хисеплӗ ят хӑҫан пани тӑрӑх вырнаҫтарса тухнӑ. Сумлӑ йышра, сӑмахран, Николай Никольский историк, этнограф, фольклорист (2003), чӑвашсен пӗрремӗш писателӗ, этнограф тата критик Спиридон Михайлов-Яндуш (2007), Валентина Егорова спорстменка (2004). Кӗнеке редакторӗ – В.В. Степанов, художникӗ – Д.В. Литаврин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти пӗр ҫурт подъезчӗн тӑрринче хӗр виллине тупнӑ. Ҫакна РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби те ҫирӗплетнӗ. Ку Ярмӑрккӑ урамӗнчи 19-мӗш ҫуртӑн 3-мӗш корпусӗнче пулнӑ. Ҫурт 25 хутлӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗр 10-мӗш хутри балкон ҫинчен ӳкнӗ. Вырӑнта полици ӗҫченӗсем, тухтӑрсем, следовательсем ӗҫленӗ. Хӗр 23 ҫулсенчи пек курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() vedomostiural.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвируса сарӑлма чарас енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Унта тунтикунран пуҫласа Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисене те дистанци мелӗпе вӗренме ямашкӑн йышӑннӑ. Хальлӗхе ачасене нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗччен ҫапла вӗренме янӑ. Лару-тӑрӑва сӑнасах тӑрӗҫ. Вӑл мӗнле пулнине кура кайран тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Аса илтерер: Шупашкарти шкул ачисем ӗнертенпе дистанци мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Республикӑри хӑш-пӗр шкулсем те ҫапла вӗренме пултарасси пирки каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() волонетры-медики.рф сайтри сӑн Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура Чӑваш Енре Ҫамрӑксен ҫуртне уҫасси пирки калаҫнӑ. Вӑл Шупашкарта пулмалла. «Ҫамрӑксен ҫурчӗ», «Ҫамрӑсен аталанӑвӗн центрӗ»… Хальлӗхе вӑл мӗн ятлӑ пулассине палӑртман. Хӑш вӑхӑт валли хута ярасси пирки те тӗплӗн каламан. Олег Николаев ку ыйтупа ЧР Вӗрентӳ министерствине тата Шупашкар хула администрацине ӗҫлеме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheb.ru сайтри сӑн Шупашкарта онкологи диспансерӗн тепӗр корпусӗ пулӗ. Тӗп зданипе ӑна ятарлӑ каҫӑ ҫыхӑнтарӗ. Эппин, вӑл хальхи диспансер ҫывӑхӗнче пулӗ. Кун пирки паян ЧР Элтеперӗ Паташлӑх Канашне янӑ Ҫырура каланӑ. Олег Николаев Республикӑри клиника пульницин инфекци корпусӗ пирки те аса илнӗ. Вӑл Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта пулӗ. Палӑртмалла: онкодиспансерӑн халӗ поликлиника пур ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех хирурги, икӗ радиологи, диагностика корпусӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Хирурги корпусне 2016 ҫулхи кӗркунне хута янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |