Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеКулăшла калавсемИрĕк çилЙăмраллă ялПограничниксемЙытă тĕлĕкĕ

Çутатса тухать хĕвел...


Çутатса тухать хĕвел

Сăр ту хыçĕнчен.

Шевлипе çиçет çӳçел

Сывлăм типиччен.

Юханшыв ун айĕнче

Тĕлĕрсе юхать;

Тĕкĕр пек шыв çийĕнче

Ун мĕлки тăрать.

Çаврăм-çаврăм шыв юххи

Шыв саранине.

Çупăрларĕ... шыв чăххи

Анчĕ шыв çине.

Çавăнтах шыв качаки

Шыв кăпшанкине

Тытрĕ «хыпрĕ»

Ăшчикки

Пачĕ сассине.

Вĕçсе анчĕ шыв таки

Тӳррĕн шыв çине,

Пулă тĕлĕрнĕ пирки

Лекрĕ ун пырне.

Шыв çинче шыв лĕпĕшсем

Лĕпĕс вĕçкĕлеç.

Тупăшса шьш пăрçисем

Пăт-пат сиккелеç.

Ухнăçем ухать Хĕвел

Урине ярса,

Типрĕ сывлăмран çӳçел

Çĕн куна савса.

 

Утă, 2001.

Сталин вилнĕ, ачасам!..


Сталин вилнĕ, ачасам!

Хуйхă пирĕн теççĕ...

Шутсăр хытă хурланса

Виç кун вĕрентмеççĕ!

 

Пурте айтăр урама!

Шыв çулне тăватпăр!

Çут хĕвелшĕн хурланса

Ирĕлтĕр кăвак пăр!

 

1953, пуш, 6. Çӳлтикасси шкулĕ.

Ман килес


1

Ман килес! Эй-хей, тăван тавралăх!

Çитрĕм вĕт, асран тухми кĕтес!

Сывă-и? Аван-и, хура халăх?

Çут тĕнче, кама халь пуç пĕкес?

 

Тав сана, уй-хир, вăрман, çеремлĕх,

Тав сана, чечеклĕ çул хĕрри,

Тав сана, çăлкуçăмçăм-чиперĕм,

Маншăн эсĕр хаклă çав тери!

 

Çакăнта эп пурăнма пуçлатăп,

Çакăнта вĕренĕп кĕрешме,

Çак çĕршыв ӳстерчĕ, ачашларĕ,

Чĕрене вырнаçрĕ эреш пек.

 

Чечекри тавралăх çĕн вăй-халлă,

Çĕн хунавлă авалхи тымар.

Йышăнсам, ял-йышăм, тăван халăх,

Ĕçлеме килетĕп, канма мар!

 

1957.

2

Сарăл-ха, уй-хирĕм! Инçетлен, тӳремлĕх!

Чечеклен те чалпăр, улăхпа çаран.

Ача чухнехи пек чунăм киленмелĕх

Эп чупса илем-ха сиккипе çарран.

 

Кăмăлăм тулсассăн пухăнĕ вăй-халăм

Çанна тавăрам та тытăнам ĕçе.

Пăрăн-ха, ял-йышăм, вырăн пар, тăванăм,

Кăларам тӳрре эп хамăн тивĕçе.

 

1960, юпа. Салтаккасси.

Камсем эпир...


— Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир?

Мĕнле анне пире савса çуратнă,

Мĕнле атте ура çине тăратнă,

Мĕнле ăспа та хапăлпа эпир

Чăваш çĕрне таса чунпа юратнă?

 

— Таçта-таçта тĕп кĕнекемĕр пур.

Несĕл ятне унта лартса хăварнă.

Йĕркисене чултан касса кăларнă,

Пулнах иккен тăн паракан маттур!

 

— Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир?

Ăçти тусан пирĕн ӳте хуратнă,

Ăçти шыв-шур пирĕн пите шуратнă,

Мĕнле çилпе те хĕвелпе эпир

Кăлкан çилхи пек кăмăла вылятнă?

 

— Çухалнă кĕнекемĕр халь те çук.

Таçта çĕтсе çӳрет хуçасăр-килсĕр

Е пăнтăхса выртать вăл тĕлсĕр-пилсĕр —

Çавна тупса вуламалла кучух!

 

— Камсем эпир, мĕнле йышран эпир?

Хăш халăхсем пире тăван пек картнă,

Хăш тăвансен ретне пĕр танлăн лартнă?

 

— ...Çĕр чăмăрĕн пĕр чĕптĕмĕ эпир,

Тымарсемпе тĕнче кăкне тытатпăр.

 

1970, авăн, 1

Слакпуç, Пушкăртстан.

Парăнман кĕрешӳçĕ


(В.П.Станьял пурнăçĕпе пултарулăхĕн тĕрленчĕкĕ)

 

Провозглашать я стал любви

И правлы чистые ученья.

В меня все ближние мои

Бросали бешено каменья...

М.Ю.Лермонтов. Пророк.

 

Ахаль-им çĕнĕ ĕмĕрĕн сас-чӳсĕр

уçлăхĕнче кӳренчĕк эртелпе

çӳретпĕр илуртӳсĕр, тĕлĕнӳсĕр —

çумăрланман ултавлă пĕлĕт пек.

Н.А. Теветкел. XX ĕмĕр ĕмĕлки.

 

Паллă тĕпчевçĕ, наци юхăмĕн вĕри чунлă кĕрешӳçи Виталий Станьял ăсчах пурнăçĕ XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче иртнĕ.

Вăл Чăваш республикинчи Шупашкар хутлăхĕнчи авалхи Хурăнлă мăнçул хĕрринчи паллă çĕрте — А.И.Герцен, А.С.Пушкин. Л.Н.Толстой пырса курнă Кивĕ Сĕнтĕр, каярахпа Пĕчĕк Сĕнтĕр, халĕ вара Станьял текен ялта 1940 çулхи Кивĕ Çĕн Çулта çуралнă. Вăл çулхине колхозăн аслă конюхĕ Петр Васнльевич Никитинпа унăн арамĕ Елизавета Лукияновна, ялти хĕрарăмсен хуралĕн ертӳçи (женорганизатор) пулнăскер, çĕнĕ кил-çурт çавăрма пуçăннă, Атăл леш енчи йăлăмран йывăç каçарнă, хăма çуртарнă, вĕрлĕк кăларнă. Вĕсен кĕçĕн ывăлне ят çыртарма çур кунлăх та пушă вăхăт тупăнман. Çавăнпа кӳршĕри маттур йĕкĕте, ял канашĕн çыруçине Семен Улеева «Сана пирĕн кĕçĕннин хреснашшĕ тăвас тетпĕр, килĕш те хăвна кăмăла каякан ят тупса çыртар», — тенĕ. Лешĕ савăннă, «Пурнăç» ят паратăп та Çĕн çул кунĕпе çыратăп тесе хăварнă. Çапла вара, хут тăрăх Пурнăç (Виттус) кăрлачăн 1-мĕшĕнче тĕнчене килнĕ шутланать.

Малалла

Вилнисен ячĕпе


Вутлă вăрçă каймасть асăмран ĕмĕрне,

Хĕстерет ман чуна, хĕстерет чĕрене.

Сывă юлнă эпир çак планета çинче,

Сыввисем парăмра вилнисен умĕнче.

 

Пурăнас пурнăçа шеллемесĕр вĕсем

Кĕнĕ вăрçă вутне, юнлă вăрçă хирне.

Ашкăнан вилĕме, усала çĕнтерсе

Ялав пек çӳле йăтнă этем тивĕçне.

 

Юнпа тулчĕ тĕнче, çулăм хыпрĕ çĕре,

Килсе кĕчĕ инкек кашни çын кил-çуртне.

Вилĕме тĕп тума çĕршыв чĕнчĕ пире.

Улăп-халăх аркатрĕ тăшман эшкерне,

 

Юнлă вăрçă каймасть асăмран ĕмĕрне.

Вăл хăварчĕ суран кашни çын чĕринче.

Эп таятăп пуçа вилнисен умĕнче:

Пултăр Мир ĕмĕрех Çĕр-планета çинче!

Парне


Хĕрарăм праçникĕ çитет, —

Пуплешрĕ упăшка ирпе.

Савăнтарма ĕмĕтленет

Вăл арăмне ыр парнепе.

 

Хайхи ыйтать арăмĕнчен

Ĕçе тухса каяс чухне:

— Мĕскер-ши парнелем, чепчен,

Сана хавас уяв кунне?

 

— Сан хăвăн тупмалла ăна.

Алă-хăлха е мăй валли, —

Тет арăмĕ, — кирлĕ мана.

Илсемччĕ эс... мăн те пулин.

 

— Юрать, — тет çепĕç упăшка, —

Пулать сана аван парне...

Парать çĕкленчĕк шухăшпа

Вăл тутлă супăнь мăшăрне.

Йӳнни йӳнеçтерет


Эп кĕтĕм шавлă пасара

Çĕн çĕлĕк туянас шутпа.

— Туян-ха. Йӳнетсе парал, —

Пĕри васкать вăр-вар сутма.

 

Эпир ытла та пуян маар

Йӳн япала, ай, туянма.

«Йӳнни йӳнеçтерет» тесе

Калаççĕ пирĕн ентешсем.

 

Илесшĕн пултăм эп часрах

Костюм палланă сутăçран.

— Парап 100 тенкĕ чакарса, —

Манпа пуплерĕ туслăран.

 

Атă-пушмак ăстийĕнчен

Шутларăм туянма пушмак.

— Эп йӳнетсе вунă процент

Шутларăм, тет, сана сутма.

Критиклекен


Килте, арăм умĕнче

Вăл пурне те критиклет:

— Пирĕн организацинче

Путлĕ çын та çуккă, — тет.

 

Уншăн пуçлăх пит тӳрккес,

Çынсене ятлать ялан.

Ăшă сăмах илтмĕн эс

Нихăçан та вăл муртан.

 

— Заместителĕ тăмсай, —

Критик арăмне калать. —

А бухгалтерĕ пĕрмай

Кĕленче ăшне путать.

 

— Ырри пур-и ыттисен?

Мăй таран-çке кăлтăксем.

Пур-мĕн взятка илекен,

Пуçтахсем, эгоистсем...

 

Эпĕр çеç пĕр шавламасăр

Тĕрмешетпĕр кăткăлла.

Пурпĕр ят тивет вышкайсăр, —

Упăшка хĕрсе калать.

 

Çав çитменлĕхсем çинчен

Ун каласчĕ пухура.

Анчах вăл унта çитсен,

Çăварне уçма хăрать.

Ытама кĕреймен юрату


Шап-шур тутăрпа чĕркенĕ çырусем

Анюк аппана епĕ мĕн пĕчĕкрен пĕлетĕп, анчах унпа чуна уçса калаçнине астумастăп. Ача чухне вăйă-кулă маларах пулнă — шухăшлă сăмах тĕлне пĕлмен. Кайран вăл Волгоград тăрăхне пуçĕпех куçса кайнă тенине илтнĕччĕ.

Пĕррехинче пирĕн пата тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, ватлăх енне сулăннă хĕрарăм килчĕ. Эпĕ ăна пĕрре пăхсах палларăм — Анюк аппа. Унăн пĕвĕ-сийĕ нимĕн чухлĕ те улшăнман — çур ĕмĕр каяллахи пекех. Кулли те çавах. Вăхăт çаврăмĕ хăварнă йĕрсем те пур: Анюк аппан хурăн кăчки тĕслĕ хăмăр çӳçĕ кăвакарнă, шухăшлă куçĕ путса кĕнĕ, куç хăрпăкĕсен икĕ енĕпе те кукăр-макăр пĕркеленчĕксем палăраççĕ.

— Анюк аппа, питĕ аван-ха эсĕ килни. Пĕр-пĕрне çĕр çул пĕлетпĕр — пĕрле ларса чей те ĕçмен, — тетĕп хăнана хывăнма пулăшнă май.

— Юри сан пата килтĕм, Микулай шăллăм, кирлĕ ĕçпе, — калаçрĕ Анюк аппа.

— Мĕн çăмăлпа кирлĕ пултăм-ши?

— Пулман хуняман юлашки сĕнĕвĕ килме хистерĕ.

— Ай турух, мĕн калаçатăн, Анюк аппа? Пулмасла халап каласа тĕлĕнтересшĕн пулĕ-ха? — кăсăкланса ыйтрăм эпĕ.

— Çук. Чăн пулнине каласа парасшăн. Çулталăк каялла курнă тĕлĕк асран тухмасть. Эпĕ Лявуçа (вăл манăн çамрăк чухнехи савниччĕ) качча тухма хатĕрленетĕп пек. Пулас упăшка сĕтел хушшинче ларать, мана кăчăк туртса хăйпе юнашар ларма чĕнет. Эпĕ хыпалансах ун еннелле талпăнтăм. Сасартăк манăн çула Лявуç амăшĕ (Елюк аппан йывăр тăпри çăмăл пултăр) пӳлчĕ. «Тăхта-ха, хĕрĕм, — терĕ вăл, — Лявуç патне кайма ĕлкĕрĕн. Малтан çак нухрата тыт та курма килнĕ халăха валеçсе пар». — Çапла каларĕ те Елюк аппа мана йĕкĕр ывăç кĕмĕл укçа пачĕ. Шарт сиксе вăрантăм. Тĕлĕк пĕлтерĕшне пĕлес тесе чылайччен шухăшларăм. Тавçăрса илтĕмех. Тĕлĕкри туй — вилене. Чăнах та çапла пулчĕ. Манăн ĕлĕкхи савни Лявуç вилнĕ тенине илтрĕм. Елюк аппа мана Пирĕшти пулса хӳтĕлерĕ пуль — ывăлĕн юратăвне паян кунччен те асран кăларманшăн хута кĕрет ĕнтĕ. Çичĕ теçетке урлă каçрăм пулин те халех вилместĕп-ха эппин. Виличчен çур ĕмĕр хушши чунра капланнă ăш вăркавне ирттерсе ямалла. Унсăрăн ĕмĕрлĕх канăç тупаймăп.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 496 497 498 499 500 501 502 503 504 ... 796