Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеҪул пуҫламӑшӗПулас кинсемХĕрлĕ тюльпанХĕçпе çурлаУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑХум пӑшӑлтатӑвӗ

Сысна уявĕ


Кĕрхи йĕпе-сапасем тапрансанах манăн пыр ярăнма пуçлать. Эх, шелмă, юмăçран та хаярскер вăл, ытла та катарине систерет.Хăшĕ-пĕрисем, пырĕ ярăнсан, тепрер икĕ-виçĕ сехетренех сыпмалли тупăнать имĕш. Кунашаллисене ăмсанмастăп. Сăмса вĕçĕнчине çерçи те курать, катарине вара... кунта çăхан сисĕмĕ кирлĕ.

Малтанхи хут пыр ярăнсан, эпĕ асаттерен тăрса юлнă хулăн та шĕвĕр вĕçлĕ çĕççе хăйăрма тытăнатăп. Тепĕр эрнерен уяв ситет: çĕр шăннă, юр та ӳкнĕ. Вăл кун эпĕ паяльнăй лампăна бензин яратăп (ку шĕвеке хăшпĕр шофёртан тепĕр шĕвек сыптарса малтанах тупса хума пулать). Хам вара тăтăшах урамри чӳречене пырса пăхатăп: кам ченме килет-ши?

Манăн сысна уявне Карачăм карчăкки пуçаркан. Вал яланах мана пустарать, ма тесен ун ни тăванĕ, ни пĕтенĕ, ни кӳрши, ни арши — йăлтах тӳр пилĕксем. То учитель, то врач, то бухгалтер... Папка та портфель кана йăтса утаççĕ, хресчен ĕçĕпе вара ни мăшик, ни пăшик. Кам патне каймалла, кама тархасламалла, мана пулмасан?

Мĕншĕн, тетĕр-и? Калам, эппин. Ăрачĕ пирĕн чаплă. Манăн атте пĕррехинче, тавлашса, перле тытнă хĕрĕх йĕкĕне кăкăрĕ умĕнче шат çеç хуçнă. Унпа тавлашаканни çакна çур литр эрех илсе панă, вăл вара çак тур шывне кĕленче тутинченех çăварне силленĕ. Ку атте пирки-ха. Мĕн вăл ĕлĕкхи çын? Вăл ахаль сăрапа та ӳсĕрĕлнĕ. Мана ураран ӳкрме «Московская особая водка» текенни виçĕ кĕленче кирлĕ. Тата мĕнле лару-тăрура-ха вăл. Енчен ĕçиччен çур кĕрепенкке услам çу персе лартрăм пулсан, унпа та ӳкместĕп. Леш ăпăр-тапăр «аншарлине» виçме хăнăхман. Çĕрулминчен тунине четверчĕпех яратăп. Халь сахăртан тума вĕренчĕç тата. Ку «особая» тенинчен те хаяр. Шеремет патшалăхĕ, епле кăна сахăр кăларса çитерет, хăшпĕр лаçсем эрех завочĕсемпе пĕрех ĕçлеççĕ.

Малалла

Юрату пуçламăш пек...


Уйăх савăк та япшар,

Хĕм-парне тăкать тӳпе.

Тăк!

Пурне те савăнтар

Юрату медалĕпе.

Пĕрне — ылтăн çаврашки,

Тепĕрне — çут кĕмĕлтен.

Ĕмĕрне те юлашки пулас çук.

Медаль пĕтмен.

Йăлтăр-йăлтăр питĕнче

Кĕвентеллĕ Уйăхпи.

Леш енчи уççи-хуппи —

Тупмалли юмахсенче.

Мĕншĕн-ши пĕр ен кăна?

Юрату пуçламăш пек...

Мĕн кĕтес çитес куна?

Ăраскал-ши е инкек?

Ăнкарасчĕ кам та кам:

Мĕн-ши ун тунтерĕнче?

Çук, калаймĕ пĕр никам.

Пĕлтермест ăна тĕнче.

Алтăр çăлтăр


Çутине сапса мăн алтăрла

Каçĕ килчĕ йăлтăр çăлтăрпа.

Ялкăшать çур каçĕ!

Çунтăрах.

Эсĕ çăлтăртан та çутăрах.

Алтăр Çăлтăр — ылтăн-кĕмĕл,

Алтăр Çăлтăр — çич çăлтăр.

Ылтăнĕ те, кĕмĕлĕ те —

Çиччĕшĕ те сан пултăр.

Ах, çу каçĕ!

Пыл пек туйăнать.

Алтăр ӳпĕнессĕн тайăлать.

Систерет пуль шерпетне-симне

Астивмешкĕн вăхăт çитнине.

Алтăр Çăлтăр,

Алтăр Çăлтăр,

Алтăр Çăлтăр — çич çăлтăр.

Ылтăнĕ те, кĕмĕлĕ те —

Çиччĕшĕ те сан пултăр.

 

Капăр-çке кĕр каçĕ!

Ав пĕр си

Алтăр саламларĕ:

— Тавăсси!

Туй-çуйри пек савăнать, сăйлать,

Пуç çинех сим пылĕ сапăнать.

 

Алтăр Çăлтăр,

Алтăр Çăлтăр,

Алтăр Çăлтăр — çич çăлтăр.

Ылтăнĕ те, кĕмĕлĕ те —

Çиччĕшĕ те сан пултăр.

Хавхалану пулсан


Хавхалану пулсан, хăватăм

Тан евĕр хăпарать тапса.

Хавхалану пуртан хăвартăм

Чун яшлăхне эп упраса.

Унпа ырмасть чĕре çуначĕ.

Унпа ĕç ырлăхне туян.

Хавхалану кăна пулсанччĕ,

Вара эп шутсăрах пуян.

Вăл — ĕмĕт,

Вĕçĕмсĕр шырав,

Çитес çĕре çитме чĕнни.

Асамлă вăйĕ пулĕ çав:

Унпа çеç çуралать çĕнни.

Хавхалану усрать мана.

Çампа ыйтатăп шăпамран:

Чуна илсессĕн те çавна

Туртса ан илччĕ эс манран.

Телей


Телей...

Ăçтан вăл пуçланать?

Ăçта хĕрри, ăçта ун вĕçĕ?

Мĕнпе килет, мĕнпе каять?

Ăçта хӳтти, ăçта ун хĕçĕ?

 

Телейлĕ те телейсĕр теççĕ

Çын шăпине хак панă май.

Мĕнпе ăна çынсем виçеççĕ?

Тен, ман вăл çук?

Тен, пит нумай?..

 

...Виç çул хушши эп ĕмнĕ кăкăр —

Юнра хăвачĕ иксĕлми.

Ӳсерехпе эп çинĕ çăкăр —

Хам пухнă çĕрĕк çĕрулми.

 

Тутантăм кайăк юррине те...

Чĕлхе çинче — сим пыл чечек.

Мĕн йӳçĕ, мĕн пылак — пурне те,

Шăпа килмест-çке вăл пĕр пек.

 

Уявсенче, туйра юрларăм

Черетпеле сăра сыпса.

Хут купăспа вара ташларăм,

Кăштах хĕрсен, ура хуçса.

 

Ман ăшăма хĕвел кĕрет-çке

Çап-çутă, ăшă шевлипе.

Мĕн виличчен ăна ĕçесчĕ

Пĕр тинĕс чухлĕ, тĕппипе!

 

Утатăп эпĕ çиле хирĕç

Уç сывлăша сыпа-сыпа.

Çавна пула вăй-халăм çирĕп,

Тĕллев çӳрет çил-çунатпа —

Телейлĕ эпĕ çавăнпа!

Уйрах пурăнатăп


Пĕррехинче уйра пурăнакан шăши хваттерте пурăнаканнине хăнана чĕнчĕ. Лешне хăнара килĕшмерĕ, сĕтел пачах та тулăх мар тет уйри шăшин.

— Эсĕ ман пата кил! Манăн сыр та, кăлпасси те, аш та, çăкăр та, тем те пур, — хăнана чĕнчĕ тет хайхискер тусне.

Уйри шăши пĕр кунхине хваттере хăнана кайса килме шутларĕ тет.

Çитрĕ тет. Чăнах та, хваттерте тутлă шăршă сисĕнет тет.

Пĕр-ик çимĕç патне çитнĕччĕ çеç, унччен те пулмарĕ — кушак сасси илтĕнчĕ те, шăши уйри хăнине хăвăрт çеç айккине шутарчĕ. Кăшт çеç кăлпасси татăкне ас тивсе курчĕç хайхисем.

Кушак тухса каясса чылай кĕтсе ларма тиврĕ. Лешĕ тухса кайсан кăшт çикелерĕç те хваттер курма пуçăнчĕç.

— Чим-ха, чим, эс кунта ан пус, — туртса илчĕ тет хваттер шăшийĕ уйрине. — Унта лексен вилме пултаратăн.

Капкăн пур иккен.

— Э-э-э, — хăйне валли пĕтĕмлетӳ турĕ тет уйри шăши. — Эпĕ уйрах лайăх пурăнатăп. Хама хам хуçа. Никам та мана чăрмантармасть! — çапла каласа уйри шăши ирĕкелле тухса чупрĕ тет.

Урхамах утăма утланса...


Урхамах утăма утланса

Эп каям-и вут пек вылянса? —

Килĕм-йышăм, мана ăсатсам

Çул çине ăш сăмах каласа.

Çӳрен утăм çинче çил вылять,

Çӳрес çулăм инçе тăсăлать.

 

Чĕлпĕре çирĕпреххĕн тытсан

Ăнтăлни те пырать вĕт ăнса.

— Ялăм-йышăм, ăсат ывăлна,

Ывăлу сан пĕлмест ывăнма.

Пĕкĕ витĕр шур пĕлĕт юхать,

Çилхесем хушшипе çул тухать.

 

Кӳлнĕ ăйăр чул-хăйăр сапса

Талпăнать харăсшаррăн тапса.

— Çĕрĕм-шывăм, ĕç хуш ачуна,

Вĕри тар уçăлтартăр чуна!

Çутă çăлтăр çула çутатать,

Çут пуласлăх мала васкатать.

 

Çӳлтикасси.

Урам урлă юлхавлăн утмастăп...


Урам урлă юлхавлăн утмастăп,

Юрламастăп шух юрă çĕрле,

Юрататăн-и, çук-и — ыйтмастăп,

Пултараймăп ыйтма кĕлмĕçле.

 

Эп пĕлетĕп, таса юрату вăл

Пайланмасть вак-тĕвеклĕх çине,

Эс ăна, хăть çунтартăр вут-тăвăл,

Хураймастăн кашнин аллине.

 

Хĕр чĕри çăмах мар тенĕ ĕлĕк,

Салатман ăна вĕттĕн татса...

Мĕн çинчен эп санран ыйтса пĕлĕп —

Хам сана вилес пек юратсан.

 

Çӳлтикасси ялĕ.

Паян та манăçми кунсем


Атте вăрçа тухса кайсан,

Улт ачапа юлать анне.

Йывăр кунсем килсе çапсан,

Илет хăй çунатти айне.

Атте фронтра пуçне хурсан,

Пайтах юхтарнă куççульне,

Анчах алла усса курман —

Çывхартнă Çĕнтерӳ кунне.

Шуса иртейрĕç те çулсем,

Анне те халь çăва çинче.

Паян та манăçми кунсем

Ачи-пăчийĕн асĕнче.

Виç кĕтеслĕ çыру


Паттăрсем кăна мар çĕнтерӳшĕн çĕкленнĕ —

Ватти те, вĕтти те шеллемен пурнăçне.

Сухине хăварса,

Лашине тăварса

Ĕнерхи çĕр çынни тухнă вăрçă хирне,

Тăват çул лăпланман çулăмра вăл кĕлленнĕ.

 

Çапăçу шăплансан — вăхăт пур тăк лармашкăн

Пăшалне тасатма, тумтирне юсама —

Кăранташ хуçăкне

Тытнă вăл аллине —

Аякри телее асăнса йăпанма,

Кил-йышне хăй çинчен пĕлтерсе хут ямашкăн.

 

Вилĕме çĕнтерсе вăйлăрах вăл юратнă

Çĕршыва, мăшăрне, ачине, тăвана...

Виç кĕтеслĕ çыру,

Еплерех хыпару?

Кӳршĕпе, ял-йышпа вулаканччĕ сана,

Кĕтекен чĕрере эсĕ шанчăк çуратнă.

 

Виç кĕтеслĕ çыру... Аслă вăрçă хыпарĕ.

Миçе çул, миçе кун унтанпа иртрĕ пуль!

Кивĕ хут, сарă хут...

Йĕркинче — тамăк, вут...

Çавăнпах-тăр куçа йӳçĕ-йӳçĕ куççуль

Çырăва вуласа пынă май хупăрларĕ...

■ Страницăсем: 1... 492 493 494 495 496 497 498 499 500 ... 796