Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юрату йĕтесĕКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеПĕчĕк патшалăхИлемТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемЫтла та хитреччĕ ун чух çуркуннеХусан

Савăнăçлă... йăнăш


— Йăнăш кайнă! — сывлăх суннă-сунман каласа хучĕ Ватранков аллинчи хаçат çине пуçĕпе сĕлтсе. Вăл ялта пурăнать, хаçат-журнала тăтăшах çырса тăрать. Общество корреспонденчĕ эппин. Халĕ Шупашкара килнĕ.

Пĕр хаçатăн паянхи номерĕнче унăн пысăк очеркĕ пичетленнĕ иккен. Çавăнти йăнăш пирки сăмах пырать. Паллах, авторшăн савăнмалли япалах мар ку. Анчах пăхатăп та — Ватранков пит пăшăрхансах ӳкмен пек. Калаçнă май куçне шахвăртуллăн çиçтерчĕ. Мĕн амакĕ?

Кăсăкланмасăр тӳсеймерĕм:

— Эс тем... çуллă икерчĕ евĕр паян. Япăх хыпар мар, лайăххи илтнĕ тейĕн. Мĕнле йăнăш кайнă вара?

— Пăхсам. Очерк геройĕн виçĕ мăнук тесе çырнă кунта. Тĕрĕссипе, тăваттăн вĕсем.

— Хăв мĕнле çырнă?

— Виççĕ тесе.

— Апла ху йăнăшнă?

— Йăнăшман!

— Ним те ăнланмастăп!

Ватранков ахăлтатса ячĕ.

— Эпĕ çырнă чухне мăнуксем чăнах та виççĕ пулнă. Анчах очерк редакцире çулталăка яхăн выртрĕ. Çав хушăра геройăн кĕçĕн ывăлĕ авланнă. Çамрăк мăшăрăн ача та çуралма ĕлкĕрнĕ. Вăт хушăннă çапла тепĕр мăнук.

Общество корреспонденчĕн «йăлтăравне» тинех ăнлантăм: йăнăш нимĕн чухлĕ те пăлхантармасть ăна. Пачах тепĕр майлă темелле-и: савăнăçлă йăнăш! Ара, тĕнчене тепĕр этем çĕмĕрттерсе çитнĕ-çке. Хаçатра çырасси... Кам пĕлет, тен, малашне, ӳссе çын пулсан, ырăпа сахал мар палăртĕç ăна. Хальхи «йăнăша» тӳрлетĕç.

Малалла

Хĕртсе хĕвел пăхать-çке...


Хĕртсе хĕвел пăхать-çке,

Пĕтем тĕнчене çутатса.

Çутă хĕвел пулмасан,

Тĕнче тĕттĕм пулĕччĕ,

Тĕнчере вĕреннĕ çынсем пулмасан,

Халăх пĕртте вĕренмен пулĕччĕ.

Кам вĕренни пулсассăн,

Тата ытларах вĕрентсен,

Пурте пĕлнĕ пулĕччĕç.

Мĕнпур вĕреннĕ тăвансем,

Пурте тăрăшăр вĕрентме,

Сирĕн вĕрентни çухалмĕ,

Çутатса тăрĕ, çӳлти çутă хĕвел пек.

Самана


...Çĕр çинче этем çитмен-пĕлмен ĕç хăвармарĕç,

Пур япалана та çĕнĕрен çĕнĕ кăларчĕç.

Чапланса сарăлса тухсах пырать;

Ĕлĕкхи-авалхи кив хатĕр хыçах юлать:

Ун çинчен çавăрăнса пăхаканах та çук-çке.

Парпа ĕçлемелли машинасем тухрĕçĕ,

Чугунка чупмалли рельсăсем хучĕçĕ.

Парохода та парпах çӳрететпĕр,

Ăшне лампа çутса ĕçлеместпĕр,

Электричсство кăлармалли хамăрнах пур-ĕçке.

Трамвайне те унпах турттаратпăр-çке.

Ун йышшисене этем чĕлхепе каласа пĕтерес çук,

Пултарас çук, тăваяс çук.

Туса пĕтернисем темĕн чул йăтăнса выртаççĕ,

Тухса пĕтменнисем чунтан кĕтсе васкаса тăраççĕ.

Кĕтсе выртакансем килсен пит аван пулĕччĕ,

Анчах вĕсенчен хăшĕ те пулсан хатĕрех тăтăрччĕ.

Тырă вырнă вăхăт


Акă ĕнтĕ уйри тырăсем пиçрĕç:

Кĕтсе вĕресе тăракан вăхăтсем çитрĕçĕ.

Утăсем те çулса пĕтмен-çке,

Ыраши те пулса çитсе тăкăнас пекех-çке.

Питĕ хытă хăвалаç вĕсем:

Пĕр вăхăтлăха анчах килнĕ кăсем.

Ун чухне çĕрĕçлекенсене йăвăртарах...

Ал çитерекен çын сахалтарах.

Çивĕчрех çынсем аптрамаç...

Ал çитмен çынсем куллянаç.

Ир çинче ялта та, уйра та урапа сасси анчах.

Тырпул çинчен шутламан çын çук пачах:

Мĕнпур пуянлăх пирĕн уйра выртать.

Çил килсе тăкса ямасан пырать.

Çакăн пек хаклă ĕç çуккă та.

Ун чухне ăйăхсене кататпăр пурсăмăр та.

Урăх енчен килекен услам çук пирĕн.

Çĕрпех тăранас пулать ĕмĕрĕн. [...]

Лаша


1

Лаша çинчен-ха ман сăмахăм,

Ытла та савăк мар юмахăм.

Тӳрех калам-ха, халь, кутемĕн

Лаша ютланчĕ мар-и темĕн.

Ут-урхамах вăл чун йăпатмăш

Хресченшĕн, чăн юлташ-юнтармăш.

Ялта, лаша, чĕр туртăм тетпĕр,

Каларăша пурте пĕлетпĕр.

Лаша тени кĕç кĕрĕ акă

Леш, «Хĕрлĕ кĕнеке» ăшне.

Хытах шухăшлаттарĕ çакă

Ыраттарса хресчен чунне.

Мана та çак сăнар пит çывăх,

Урхамаха манни вăл çылăх.

Ах, шур çилхеллĕ урхамах!

Калам-ха ун пирки сăмах…

Лашаллă çын — чунпа çунатлă,

Пурнать вăл пурнăçра ынатлă.

Лаша кӳлесчĕ çур та, кĕр те,

Лашапала пырать ĕç-хĕл те.

 

2

Ут, çилçунат та урхамах,

Юмахсенчи вĕçен уртмах.

Мĕн чухлĕ ят янаварта!

Килсе кĕрет аса вăртах.

Ачалăхри чĕвен Сатур,

Асрах-ха юлнă çав маттур.

Çилпе вăшăлтатан çилхи,

Тĕпĕртетсе чупан тихи.

Кайсассăн аслă Тӳреме1

Епле хавасчĕ çӳреме

Тулли лавпа е пушăлла.

«Лаша та чун, ан пушăла

Унпа этем пек пулмасан,

Малалла

Ăраскал тикĕс килмест


В. И. Павлова халаллатăп

 

Ăраскалпă сыснан сăмси çинче йĕкĕр чăмăр пысăкăш тислĕк çӳрет, — тетчĕ Салтакьелĕнчи Сăркантей пичче. Ватă çын тĕрĕснех каланă çав. Анчах та çынна, пĕрре куçран пăхсах, пат татса калама йывăр. Çыннăн ăраскалĕ хырăмпа та, çи-пуçпа çеç те виçĕнмест, вăл нумай енлĕ тата тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ пулать. Сăмахран, хĕрĕхмĕш-аллăмĕш çулсенче сăмси шăтăкĕнче çăм пуррисене пирĕн енче ăраскаллисен шутне кĕртетчĕç. Кӳршĕ ялта пуштă валеçекен Кукша Куçмана астăватăр-и? Çав çулсенче вăл чăн ăраскаллисенчен пĕриччĕ. Унăн сăмси шăтăкĕнче çеç мар, хăлхи шăтăкăсенче те çăм чăп туллиехчĕ. Халех лар та арла! Çвитер çыхмах çитеймĕ те, пĕр мăшăр перчетке пулатех. Паллах, вăл ăраскăллă пулмасăр, кам пултăр!

...1947-мĕш çул кăрлач вĕçĕнче мана райкома чĕнтерчĕç. Эпир, фронтра пулнисем, ун чух салтак шинелĕсене те хывма ĕлкĕрейменччĕ-ха. Эпĕ, вăрçă пуçланас умĕн институт пĕтернĕскер, ялти вăтам шкулта ĕçлетĕп. Райкома мĕншĕн чĕнтернине телефонограмми çинче кăтартман. Кăнтăрла иртсен виçĕ сехет тĕлне, тенĕ. Каймаллах, унсăрăн ĕçрен те тапса кăларма пултараççĕ. Ун чух саккунĕсем питех те хытăччĕ, пуçлăхĕсем ытлах та хаярччĕ.

Малалла

Тӳпе таран...


Тӳпе таран

Ӳсет вăрман.

Вăрман-и — кайăк пулмасан?

Ту пек капмар

Кил-çурт — кил мар,

Кĕмешкĕн алăк касмасан.

 

Эс хăв — эс мар,

Санра кăвар

Çунмасть пулсассăн ялкăшса.

Кун-çул ăнмасть,

Кун-çул ăнмасть,

Ларсассăн эс пуçна усса.

 

Вутпа шывран

Чĕп-чĕр тухсан

Таса та чăркăш шăпупа —

Май пур таран

Ăш кăмăлтан

Çынра вут чĕрт хăв çуттупа.

 

Вара тăван тавралăхра

Вăрман та пулĕ юрăра,

Уй-хир — уй пек,

Кил-çурт — кил пек,

Эс хăв та паттăр улăп пек.

Парăм


Виçеп хамз саманапа —

Ăшра ман çук-и ăпăр-тапăр?

Хăвăртлăхпа, улшăнупа —

Ăшра вĕрет çĕн çил, çĕн тапхăр.

 

Çапах çĕршывăм умĕнче

Туятăп, пур-ха пысăк парăм.

Суя, элек, ултав çинчен

Хальччен çырман-ха эпĕ ярăм.

 

Теприн — ăш вырăн, ăш кĕтес —

Тулли кăна ун пултăр енчĕк.

Ăна сутать туртса йĕтес

Ăш-чиккинчи пăтрав кӳлленчĕк.

 

Тепри çапать ав кăкăрне —

Çаплах пырать-ха параппанлăх.

Айран кăшлаççĕ пĕр-пĕрне,

Пĕтмен-ха нишлĕ курайманлăх.

 

Хăш-пĕринне кăшлать чунне

Кĕвĕçӳпе кӳпченĕ нăрă.

Сапать вара çынсем çине

Хăй евĕр шĕкĕллĕ пин вăрă.

 

Çат-çат çытмаллă шарлансем

Ав тĕлсĕр ташă çалтаратăр.

Эрех-сăра минретнĕрен

Хăвăр чунах-çке çарататăр.

 

Патвар утма хăшне-пĕрне

Тытса чарать темле шикпенчĕк.

Ишсе тăкма йăх-яхсене

Çĕршыв хăюллăн кар çĕкленчĕ.

 

Халь тухнă эп çапăçăва —

Шур çăнăхран ан туччăр хывăх!

Хавшак çынна çăва-çăва

Малалла

Шупашкар тулашĕнче — асфальт сукмак...


Шупашкар тулашĕнче — асфальт сукмак.

Тавтапуç сана, тăван хула совечĕ!

Ывăнсан тухса çӳретĕп эп пăртак,

Çав сукмакшăн та ман кăмăлăм çĕкленчĕ.

 

Икĕ енĕпе этем аллин вăрманĕ.

Тав сана хула çынни! Мухтав, этем!

Сулханта вĕтет сакки-диванĕ,

Тирексем тĕллеççĕ пĕлĕте.

 

Машинсем васкаççĕ кĕр те кĕр экспресăн;

Шухаш хыççăн шухăш, машин пек чупать.

Пинĕнчен пĕри тĕвĕленсессĕн,

Савăллă уявăм тытăнать.

 

Ушкăн-ушкăн шурă пĕлĕт те, тăри те

Ун чухне анса ларать шур вут çине.

Килелле вара утатăп эп шав витĕр,

Васкакатăп çĕр çаврăнăшне.

Çуллахи çумăр


Шавлаттарать пĕр çур сехет,

Ахăрттарать пин тупăран,

Унтан етри пĕтсе çитет,

Кĕпер хывать мерчен чултан.

 

Шаркать-ха шыв шулапсенчен,

Мачча та нӳрелет пăртак.

Вĕпеннипе турат çинче

Лăстăртатса илет курак.

 

Таçта, Йошкар-Ола енче,

Çиçет-ха çиçĕм йăлт та ялт.

Кунта, хула урамĕнче,

Тĕтĕмленсе выртать асфальт.

■ Страницăсем: 1... 490 491 492 493 494 495 496 497 498 ... 796
 
1 Аслă Тӳрем — Курнавăш хирĕнчи вырăн ячĕ