Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кулăшла калавсемЯл калавĕКуçа-куçăнТанатаĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхХуркайăк çулĕ

Çĕнĕ уйăх


Каçар мана

Телей мĕнне пĕлменшĕн,

Каçар мана

Пĕлменшĕн юратма.

Каçар мана

Хама тытма пĕлменшĕн,

Килсем, килсем халь манăн ытама.

 

Сан çумăнта

Çĕн уйăх пек çуталнă,

Кăштах сивлек пулнишĕн

Ан кала.

 

Сан умăнта

Шур акăш пек утайнă,

Кăштах мăнаçланнишĕн —

Ан ятла.

 

Тахçан çуталнă пек

Текех çуталмăп

Çĕн уйăх пур пĕр кивелет пулсан.

Шур акăш пек чăмсан —

Ишсе тухаймăп.

Шывран та тарăн

Юрату пулсан.

Мăшăр чĕкеç


Эпĕ кран машинисчĕ. Эпĕ çĕр çинче мар, сывлăшра ĕçлетĕп. Çынсем каланă салама пĕлĕтсене çывăхран калатăп, вĕсене алă тытатăп. Йăпхӳ çумăр пĕлĕчĕсем — ман кӳршĕсем. Вĕсем кабинă çумĕнченех йĕслесе иртеççĕ, мана ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунаççĕ. Юрататăп эпĕ вĕсене, кăмăллăн кулса ăсататăп вĕсене.

Кайăксем — ман тăвансем. Хăрамаççĕ вĕсем манран, кашни хăйĕн юррине юрласа савăнтарать. Ман çийĕн кунне вăтăр-хĕрăх ушкăн кайăк хур карти карталанса иртет. Хачă пек, икĕ юплĕ вĕсем. «Кайри — мала, малти — кая!» — теместĕп эпĕ вĕсене. Çынсене çеç мар, кайăксене те кӳрентерес килмест...

Эрне каярах ман пата мăшăр чĕкеç вĕренчĕ. Пĕри — пысăкраххи, амăшĕ пулмалла, тепри — пĕчĕкреххи, тĕм хура тĕкли, чĕппи. Ăна питĕ юратса пăхать амĕшĕ, çунаттипе хупласа лăпкать, çăварăпе шыв ĕçтерет. Юрататăп эпĕ çак кайăксене, кабинă кантăкĕ çумне килсе ларсан, вĕсемпе çынпа калаçнă пекех шăкăлтатса калаçатăп.

Анчах çак мăшăр кайăка манăн темшĕн хĕрхенес килет. Вĕсем çине пăхатăп та эпĕ шухăша путатăп: ашшĕ ăçта çӳрет-ши? Чирлесе вилмен-ши? Аслати çапман-ши?

Çак чĕкеçсен кăмăлĕ лайăх. Эпă калаçнине вĕсем шăппăн итлесе лараççĕ, ман çине ăшшăн пăхаççĕ, тем чĕвĕлтетеççĕ, вара вĕçсе каяççĕ. Каллех таврăнаççĕ.

Малалла

Ачалăх йыхăравĕ


Ачалăх чуччăвĕпеле

Чӳ! ярăнасчĕ.

Тетеçĕм шăхличĕпеле

Ши! шăхăрасчĕ.

 

Иртсе кайнă ачалăха

Ман тăвăрасчĕ.

Чупса тухасчĕ улăха

Чечек татасчĕ.

 

Ачалăхри туссем,

Пĕрле вылянисем,

Çухалчĕç çав кунсем

Йăпанчăк асаилӳсем.

 

Çаплах мĕн ма-ха,

Пĕр йыхăратăр?

Çав ыр юмаха

Чунра упратăр.

Парăма татни


Ан васка, ан васка уйрăлма...

Кăшт тăхта, пар сăмах калама:

Санпала чунтанах калаçар,

Эс мана иртнисемшĕн каçар.

 

Эп сана пит сумах та суман,

Курнă чух васкасах пуç тайман.

Çуннă чух ăшунта шĕл кăвар —

Эп пулман санпала юнашар.

 

Ан васка уйрăлма эс, тăван,

Кун пекки тата пулĕ хăçан?

Йывăр чух эп сана ал паман,

Тӳс тесе эп сана йăпатман.

 

Сан пирки эп илтмен-им элек?

Эп ăна хам сарман-им тек-тек?

Юратман-им карма çăвара?

Пулнă çав, тем те пулнă ара...

 

Çук, çынна юрамасть хурлама —

Чунĕ-çке тытăнать хурланма.

Çавăнпа йăлăнатăп сана:

«Каçарсам, каçарсам эс мана!»

 

Савăнса санпала юнашар

Эп тăма халĕ юрăхлă мар.

Пурпĕрех эс мана халь каçар —

Курасси тепре пулĕ хăçан?

 

Çук пĕлме систермен вилĕме,

Ӳпкеве ан хăвар ӳлĕме.

Кӳр ална, эп сана ыталам,

Чуп туса парăмран татăлам!

Тасалăх


Суйма пĕлмен ачан çут куçĕ пек

Сенкер тӳпе паян таса.

Шап-шур чиркӳ хĕреслĕ вĕçĕпе

Тăрать умра псалом çырса.

 

Тӳпе пекех сенкер ачаш куçпа

Ача пăхать чиркӳ енне,

Хĕвел пек çута ăс-пуçпа

Вăл йăпшăнать: «Атя, аннем...»

 

Ун халь часрах шала кĕрес килет,

Шалта сыптарĕç Тур Юнне.

Çинçе саспа чан кĕлĕ кĕвĕлет

Хĕмлентерсе ача чунне.

 

Хĕрес çине çакланнă хĕвеле

Просфорка тейĕн чăнласах.

Тĕнкĕлтетсе чан кĕлĕ кĕвĕлет,

Чунра — ачан çут куçĕ пек таса!

Чемпион


Нумаях пулмасть эпĕ тахăш хаçатра хăш-пĕр спорт командисем тĕрлĕ ăмăртăва çителĕксĕр хатĕрленни çинчен вуларăм та, пĕлтĕр пулнă пĕр истори аса килсе кайрĕ.

Пирĕн ялта Сахар мучи пур. Питĕ лайăх старик, ĕçчен, кăмăллă çын. Утарта хурт-хăмăр пăхса пурăнать. Утмăлтан иртнĕ пулсан та, кĕреçе сухалĕ кĕмĕл тĕслĕ пулин те — аптрамасть-ха: тĕреклĕ, пĕр шăлĕ те ӳкмен. Шӳт тукаласа, ухсах арăмсене куç хĕскелесе те илет.

Çамрăкрах чухне вăл икĕ аллипе икшер пăт тараса пуканĕсене çĕклесе çăмăллăнах пуç çинче вылятатчĕ, анкартинчен кил хушшинчи кĕлете çич-сакăр пăт таякан миххе ним мар йăтса çитеретчĕ. Чупас енĕпе ăна хăваласа çитекен çын та пулман. Мĕн пĕчĕкренпех кĕтӳçĕ пулнă та вăл — шăна-пăван вăхăтĕнче ĕрĕхсе кайнă ĕнесем хыççăн хăваласа шутсăр шухăланса çитнĕ. Спортсменсем пек каласан, тренировка вăйлă пулнă унăн пурнăçĕнче, çавăнпа та, пĕр тапранса кайсан, арçури пекех чупатчĕ. Анчах ялти çын, нихçан та ятарласа спортпа хăтланман вăл, ниепле те спортсмен теме çук ăна. Ни ăмăртусенче, ни кроссенче пулман вăл, çапах та — мĕн тăвассу пур! — çав Сахар мучие кĕтмен-туман çĕртенех пĕр спорт ăмăртăвне хутшăнма тӳр килнĕ. Чип-чипер пурăннă çĕртех, шутламасăр-ĕмĕтленмесĕр, пирĕн колхозри хисеплĕ старик чемпион ятне илнĕ. Тĕлĕнетĕр-и эсир? Тĕлĕнетĕр пуль çав, эпир хамăр та калама çук тĕлĕнтĕмĕр унран...

Малалла

«Хайхи» алçыру журнала вулакансене


Вулакансем, тăванăмсем,

Вуласса тĕплĕ вулăр,

Йăнăш сăмаха каçарăр,

Çитменнине çитерĕр,

Ытлашшине çук тăвăр,

Терĕссине хыт тăнлăр!

Чи ĕлккен сăнарсем...


Чи ĕлккен сăнарсем

Çырăнманччĕ-ха манăн.

Каланман сăмахсем-

Шăранса тухайманлăн.

 

Тап-таса туйăмсем…

Пытанайнă ăçта?

Упрайса турăсем

Пурăнаççĕ таçта.

 

Хĕллехи сивĕсен

Ĕлккинчен хăраса

Сăнарсем сивĕнсе

Лараç мар-и хăрса?

 

Эп пĕлмесп, ăçтарах

Хӳтлĕх тупнă вĕсем.

Тен, кунтах, чунăмрах

Лăпчăнан кĕвĕсем.

 

Ыррине уяма,

Тупнине упрама

Пелейместпĕр темме

Тем çитмест этеме.

Чи таса сăнарсем,

Чĕрери сăмахсем.

Вăрман парни


В.П. Тимакова сума суса, асра тытса

Эп çухататăп туссене…

Мĕн-ма кĕске поэт элчелĕ?

Ерçӳ тупса кĕнекӳне

Ним хăварми эп шĕкĕлчерĕм.

Ман аллăмра ак «Юмансар»,

Тăван ене халаллă палăк.

Çултан çул йышлă çулçă сар —

Çак çирĕп йывăç пек ман халăх.

Уçсан вăрман мăн алăкне

Поэтăн сассине туятăп,

Шухăшăмпа çапла пуятăп

Тытса поэзи алтăрне.

Кăштах вара ларса канатпăр

Хĕвел ташлан уçланкăра.

Сăмах-юмах тинке яратпăр,

Сăмахĕ — кăмăла кура.

Сас пачĕ шурă пăрахучĕ

Чĕнсе тăван Шупашкара.

Каçарчĕ хăвăрт Атăл учĕ,

Кăмпийĕ ӳстĕр Йăлăмра.

Асрах ыр шăршлă хура кăрăç

Капăртма пек, сан аллунта…

Час-час тӳлеккĕн тухса тăрĕç

Поэт çӳренĕ вăрманта.

Вăрман парни — кĕр ĕрехечĕ

Кăмпийĕ ӳсĕ-ха татах…

Поэзири атте пекехчĕ

Эс. Паян пĕччен кăмпа татап.

Сăвăç


Чăваш поэзийĕн генийне

К.В.Иванова халаллатăп

 

Мĕн-ма сан ĕмĕрӳ кĕске…

Кăвак хуппи пек çутăлать те,

Тăп чарăнать вылян кĕсле.

Поэт каять ку çĕр çинчен

Сăвву пурнать кулленлĕхре,

Тупатăн тин тӳлеклĕхне

Пин-пин этемĕн чĕринче

Тата чăваш кĕрекинче.

Сăмахĕ ăшăтса чуна

Сӳнми хĕрӳленсе çунать,

Этемлĕхе телей пиллет,

Поэт кĕтрет пулса килет.

Ӳкнийĕ — тĕрекне тупать.

Ырмарлăх тĕнчере йăшать,

Ырри илемлĕн ялкăшать.

Тен, çавăнпа сăвăç чĕри

Сӳнет пит ир, юлать юрри.

■ Страницăсем: 1... 488 489 490 491 492 493 494 495 496 ... 796