Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пĕчĕк патшалăхХĕллехи каçсенчеСуя телейХĕрес хывнă хĕвелХуркайăк çулĕПулас кинсемВӗре ҫӗлен

Шыв çулăма çĕнтерчĕ


Ку ĕç тахçанах, çĕр çинче пурнăç пуçланнă чухнех пулса иртнĕ тет. Ун чухне шывпа çулăм туслă пурăннă тет. Çĕр çинче этем пурăнма пуçлать, хăйне валли кил-çурт çавăрать, çурт çĕклет, выльăх-чĕрлĕх валли хуралтă янтăлать. Çемйине тăрантарма шывпа усă курать. Шыв хăй этеме кирлĕ пулнăшăн хĕпĕртерĕ тет. Пăх та кур: апатне пĕçерме вут кирлĕ иккен, çулăмсăр ĕç каймасть. Çулăм та çĕнĕ ĕç тупăннăшăн савăнчĕ. Кун хыççăн кун, çĕр хыççăн çĕр, хĕл те çывхарать, сивĕтнĕçемĕн сивĕтет. Этем пӳртне ăшăтма вут-çулăм кирлĕ иккен. Пĕррехинче шывпа çулăм тĕл пулчĕç тет. Пĕр-пĕрне сывлăх суннă хыççăн кашниех хăй пирки каласа пама пуçларĕ тет. Сăмах хыççăн сăмах, этемпе еплерех килĕштерсе пурăнни çинчен те каласа параççĕ.

— Этем мана юратать, — мухтанать тет шыв.

— Çук, мана, — тет çулăм.

— Вăл мансăр пурăнаймасть! — çирĕплетет шыв.

— Мансăр пушшех те! — парăнмасть çулăм.

Тахçанхи туссем хирĕçсех кайрĕç тет. Тарăхнипе вут-çулăм чашкăрма, шыв çине тапăнма пуçларĕ. Шыв мĕн пур вăйне пухрĕ те çулăма сӳнтерсе те лартрĕ тет. Шыв çулăма çĕнтерчĕ. Шăпах çавăнтанпа çулăма шыв сапса сӳнтереççĕ, мĕншĕн тесен вут-çулăм хăйне тахçан шыв çĕнтернине аса илет те — тӳрех таçта кайса пытанать.

Ир пулакан çимĕçсене ан тиркĕр...


Ир пулакан çимĕçсене ан тиркĕр,

Ир пиçекен çырласене ан тиркĕр.

Вĕсем пиçмен чухне çу кунĕ тĕссĕр,

Вĕсем пулман чухне пахча та хĕсĕр.

Пăр çапасран хăрамасла ӳсеççĕ,

Çын кăмăлне савăнтарса пиçеççĕ.

Чăтăмсăрсен чарак çукне пĕлмеççĕ,

Савăнăçра инкек пурне пĕлмеççĕ,

Ир пиçекен çимĕçсене ан тиркĕр,

Йăран таптакана сим йĕрĕх сиртĕр.

 

1957, утă, 20.

Хурăнсем, эпир лартнă


Хурăнсем,

эпир лартнă,

шăварнă, ӳстернĕ

Ешĕл тумлă шап-щурă

хитре хурăнсем —

Хуçăлаççĕ:

çил мар,

çумăр мар, вăхăт мар

вĕсене пĕр шеллевсĕр

касса ӳкерет самантрах.

 

Кĕçĕ ӳтлĕ этем

(кĕççе питлĕ çынни те

çавах-тăр) —

Тӳнтерле çăпанне

Милĕкпе йăпатасшăн кăна

виç турат вырăнне —

Шатăрах, тĕпренех ӳкерет

эпир лартнă,

туслăхпа асамланă

шап-шурă

Таса хурăнă.

 

Чĕресем —

пирĕн яшлăх

çут туйăм пилленĕ

Уçă сумлă

черченкĕ

таса чĕресем —

Çурăлаççĕ: çул мар,

çулăм мар, чăтăм мар

вĕсĕне чĕр тĕллевсĕр

çапса витерет çамрăклах.

 

1957, ака, 9.

Санран ман каçару ыйтмашкăн...


Санран ман каçару ыйтмашкăн

Тем чухлĕ пухăнчĕ сăлтав.

Инкӳ чеен кулать: Ан ашкăн.

Пиччӳ куçран калать: Тăхта...

 

Шӳт тунăшăн, выля сăмахшăн,

Юратнăшăн, тĕрĕссипе,

Тата телейĕмĕр юпахшăн

Иксĕмĕре сăмах тивет.

 

Çапла, çынран вăтаннипе эп

Супса çӳретĕп кун каçа,

Унта кайса кунта килетĕп...

Мĕн-ма мана çапмасть аçа!

 

Ытла та хытă вĕт тиркеççĕ,

Тиркекенсен саккун хаяр!

Каçарччĕ, тантăшăм-пикеçĕм,

Ухмах раскалăмшăн каçар...

 

Станекки.

Чарлансем


Чарлансем хăварчĕç

питĕ инçене,

Чăлтăр чĕнтĕрленĕ тинĕс хĕррине.

Иккĕш темшĕн

уйрăм юлчĕç асăмра:

 

Таччăнрах вĕçетчĕç

хăйсене кура.

Ыткăнатчĕç çумăн,

туслăн,

юнашар —

Тăвăл та тăллаймĕ,

çук, кӳреймĕ шар.

Ăмсанса ыр сунтăм селĕм мăшăра:

Йывăрри те çăмăл пултăр катара!

Халь çакна пĕлетĕп

чарлансем çинчен:

Ĕмĕрне тухмаççĕ тинĕсе пĕччен.

Йăван тав туни


Пурăннă пĕр ялта Йăван. Пулнă унăн виçĕ ывăл. Пĕррехинче ашшĕ питĕ хытă чирлесе каять. Вăл хăйĕн ывăлĕсене чĕнсе илет те калать: «Темиçемĕш çулта çĕр çинче шыв пулмасть тенĕ. Эсир вара уя тухăр та мĕн пулнине кĕтсе ларăр. Шăп çур çĕрте çĕр уçăлса каять те унтан шыв пĕрĕхме пуçлать». Çав сăмахсене каланă хыççăн ашшĕ вилсе каять. Виçĕ ывăл лайăх пурăнаççĕ тет, ашшĕ каланă сăмахĕсене ĕненме шутламан та. Ирхине пĕр ывăлĕ тăрать те шыв ăсма каять. Çăл куçа пăхать тет — унта пĕр тумлам шыв та çук. Çав вăхăтрах вĕсем ашшĕ каланă сăмахĕсене ĕненсе те çитнĕ. Каç пулнă. Виçĕ ывăлĕ çаплах ним тума аптраççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ шутлать-шутлать те уя тухма шут тытать. Çитет тет вăл уя. Унта пĕр йывăç курать. Тем вăхăт ларсан çывăрса та каять. Шăп çур çĕрте аслати кĕмсĕртетме, çиçĕм çиçме тытăнать. Кĕçĕн ывăлĕ вăранса каять. Таврара мĕн пулнине кура хăраса ӳкет те киле тарма шут тытать, анчах вăл йывăç çумне çыпçăнса ларнă пек пулать. Пĕр ик-виç минутран çĕр уçăлса кайнă тет, унтан шыв юхма тытăннă. Кĕçĕн ывăлĕн питĕ шыв ĕçес килнĕ, анчах йывăç ăна яма шутламан та. Темиçе минутран çиçĕм çиçрĕ те йывăç çунма пуçларĕ. Йывăçĕ хуçăлнă та шыва ӳкнĕ. Çĕрĕ анчах хупăнма пуçларĕ, кĕçĕн ывăлĕ çĕр патшине курах каярĕ. Çĕр патши ăна калать: «Эпĕ сана паттăрлăхшăн, хăвăн пурнăçна шеллеменшĕн çĕр çине яратăп, шыв та халăха парса яратăп». Çав вăхăтран çынсем шыва упрама тытăнаççĕ. Йăванăн кĕçĕн ывăлне аса илеççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ... питĕ лайăх пурăнать тет.

Эпир санпа пĕр çулхисем пĕр тантăш...


Эпир санпа пĕр çулхисем пĕр тантăш,

Сăнран пĕр пек, пĕрех кĕлеткерен.

Эп тункăр пек пулсассăн, эсĕ — лантă

Эс çумăр-тăк, эп пĕлĕтри — сĕрен.

 

Эс пул хĕвел. Эп пулăп уçă варкăш.

Ан тив пире пăхса киленччĕрех!

Эпир санпа пĕр çулхисем, пĕр тантăш

Эпир санпа кăçал вунçиччĕре!

Пӳрт умĕнчи черченкĕ çĕмĕрт...


Пӳрт умĕнчи черченкĕ çĕмĕрт

Лапка тăман пек çеçкине —

Пĕрре пăхса илме пĕр ĕмĕт —

Тирпейлĕн сапрĕ хăй çине.

 

Çак çĕмĕрт пек, савниçĕм, çутă

Илемлĕх кĕртрĕн ху сăнна:

Пите сĕрмен писев те, çу та —

Тасалăх сăн парать сана!

Сăвă пек пурнать пĕр хĕрача...


Сăвă пек пурнать пĕр хĕрача,

Калăн —

хăй поэзи,

çепĕç çемĕ.

Тĕлĕкне килмен-ха сар ача,

Килессе — килет,

нумай кĕттермĕ.

 

Пирĕштин, ăш пиллĕн

куç пăвать-тĕр,

Чĕрене чĕртет хĕлхем-кулли.

Кашнинех вăл ĕненмешкĕн хатĕр,

Ĕмĕтпе те шанăçпа тулли.

Эс хăвах —

умри хĕвел те уйăх!

Ăшă, çутă варкăшăн иртен.

Паксăрлăх,

кӳрентерӳ,

ан çулăх,

Катара тăр, хур-нуша,

хĕртен!

Сăввусем сан чечекле чечен,

Туйăмлă çу ирĕ пек таса.

Тухса чупрăн сывлăм типиччен

Улăх курăкне лăш таптаса.

Чĕрӳне тем кĕчĕ шуйхăнса,

Кун пекки хальччен асăрхаманччĕ...

Леш енчен,

кăшт шăхăркаласа,

Çавала анать иккен пĕр каччă.

Сăвă пек эс пурăн,

хĕрача!

Эп сана телей кăна сунатăп.

Шутсăр юратсассăн, тух качча,

Тух,

анчах эп...

сăвăшăн хăратăп.

Хĕрĕме


Хыçалта — хамăр Явăш Тукасĕ,

Çумăнах — ял хапхи-уничи.

Тĕттĕме хĕрĕмпе кăшт тухас-и?

Шăпăртах кĕрхи каçăн тĕнчи.

Хăратмарĕ сана хура чатăр,

Эс тăрук, каçăхса-тĕлĕнсе,

Мăйамран çулса илтĕн те çатăр,

Пăшăлтатрăн, çӳле тĕллесе:

«Ку мĕн-ма,

Эп çавна халь пĕлесшĕн,

Хуравла, кĕттермесĕр вăрах,

Эс мана пуç çине çĕклесессĕн,

Çăлтăрсем çывăхрах.

Çывăхрах!»

Çĕнĕлле сана туйрăм çав хушă:

Пач кĕтмен сăмахушăн тавах.

Ан та ыйт, сăвăç чунлă Надюша,

Мĕншĕнне эс пĕлетĕн хăвах...

Ĕмĕре аса юлнă ӳкерчĕк...

Ялăмра халь эп ăнсăрт хăна.

Пĕр кайсан,

çук, пулман пуль ӳркенчĕк, —

Сĕм çĕрле те тухап хапхана.

Хĕрĕм!

Çăлтăрăм!

Шухăш ытамĕ

Сан пекех хавхаланнă хĕрӳ.

Çупарлам,

çӳлерех ывăтам-и,

Çĕнĕрен çунатлантăр чĕрӳ.

Кăмăлу телейпе çунтăрах.

Катара та эс,

пурпĕр пĕлен:

Çăлтăрсем

çывăхрах,

çутăрах

Тăван ен сăпкинчен çĕкленсен.

■ Страницăсем: 1... 493 494 495 496 497 498 499 500 501 ... 796