Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сăвăсемпе поэмăсемТанатаЙĕрсемАсаттесемĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеХĕллехи каçсенчеХура çăкăр

Тавăрар тăшмана


Ялта, хулара, уй-хирте

Персе, касса тăкнă çынсем.

Хитре пурнăç кĕтнĕ çĕртен

Вĕлернĕ таса ачасем —

Хушаççĕ паян кăшкăрсах

Фашизм вăйне тĕп тума!

 

Аманнă пирки асаппа

Вутра çунакан салтаксем,

Тискер фашистран хурлăхпа

Усал мăшкăла тӳснисем —

Хушаççĕ паян кăшкăрсах

Фашизм вăйне тĕп тума!

 

Арканнă хула тĕпĕсем,

Кашни сыпăнми ванчăк чул,

Çунса кăмрăкланнă ялсем,

Хирти йăлт таптаннă тыр пул —

Хушаççĕ паян кăшкăрсах

Фашизм вăйне тĕп тума!

Хушаççĕ вĕсем хистесех

Хаяррăн тăрса çапăçма,

Фашизм йăхне тĕнчипех

Мĕн пур çĕр çинчен тасатма!

Манăн тупа


Тăван çĕршыв — чечеклĕ сад пахчи!

Сана хаклать çĕршер мĕльюн ĕç çынĕ.

Эп савăнап, эп — çак çĕршыв ачи,

Эп кунта çеç ӳссе телейлĕх илнĕ.

 

Тăван çĕршыв — юратнă чăн аннем!

Эсĕ мана лăпкавлăн çитĕнтертĕн.

Эпĕ туйман асап, хĕн-хур мĕнне,

Ку тарана çитсе пулман ман тертĕм.

 

Тăван çĕршыв! Манран сана тавах!

Эп сан ытамунта кăна телейлĕ.

Эп санра çеç тупса юратăва

Пĕр санпа çеç эп сывă та кĕрнеклĕ.

 

Анчах ман телее тăшман тĕллет

Ĕмĕрлĕхех манран туртса илесшĕн.

Тăшман çăткăнлăхне эпĕ пĕлеп, —

Вăл ман çăкăрăма тытса çиесшĕн.

 

Вăл ман аннен хавас ватăлăхне

Вăхăт çитмесĕрех тискер вĕçлесшĕн.

Пĕлеп тăшман аллин хаярлăхне, —

Вăл ман шăллăмсене хĕçпе тиресшĕн.

 

Вăл ман вунсаккăрти çамрăклăха

Ирсĕр атти айне хурса таптасшăн.

Вăл ман савни çине ассăн пăхать, —

Ăна хăй мăшкăлĕ тăвасшăн.

 

Тăван çĕршыв! Итле, тупа тăватăп:

Хам телее мĕн пур вăйпа эп хӳтлĕп.

Малалла

Чи лайăх вăхăта эп вăрçăра ирттертĕм...


Чи лайăх вăхăта эп вăрçăра ирттертĕм.

Пăрлантăм юр çинче, ислентĕм шурлăхра.

Хĕрсе ĕçлес чухне винтовкăран тĕллерĕм,

Хĕре чуп тăвас чух — юн тулчĕ çăвара.

 

Пин градуслă вутра металл та, çын та çунчĕ.

Кĕтмен хăнасене вĕрентрĕмĕр эпир.

Мускавăн çăлтăрĕ сӳнмерĕ, çутă юлчĕ,

Кăкăр тулли сывларăмăр: «Сывă пултăр мир».

 

Халь эп асилтеретĕп, халăхсем, сире:

Кун-çулăмăр килет пĕрле кар тăнинчен.

Каллех ан хыптăр вут ешерекен Çĕре,

Шутлар иртни те пуласси çинчен!

Асил-ха, юлташăм!..


Çуралнă çĕршыв çул тавра тăрса юлчĕ.

Çеçкеллĕ вăрман, чечекленнĕ çаран...

Кашни чĕрĕ çулçă пуç тайрĕ, ал сулчĕ.

Хаяр вăрçăран çĕнтерсе килме сунчĕ:

«Эс паттăр пул, — терĕ. — Вĕлер тăшмана.

Ун юнлă ури ан варалатăр мана!»

 

Çуратнă анне йĕрсе юлчĕ, мăнтарăн!

Вăл — ывăлшĕн ĕмĕр хăранă чĕре.

Анне калани чуна тиврĕ-çке тарăн:

«Хăюллă пул, ывăлăм! Çапăç, ан парăн!

Ан таттăр тăшман эп вĕçлес ĕмĕре.

Ан чавтăр эсрел эп куç хывнă çĕре».

 

Юратнă савни пире лăпкăн чуп турĕ,

Инçе вăркăшса юлчĕ шурă тутри.

Ăсатрĕ — каларĕ: «Ан сивĕнтĕр чунăр.

Шывра та ан путăр, вутра та ан çунăр,

Тăшман çеç хăй юнĕ айне пултăр-и!

Ан пултăр хĕр ĕмĕрĕ мăшкăл хурри!»

 

Шуратăл ирхи хĕвелпе ялтăрарĕ.

Пĕр касă çил килчĕ таса тухăçран.

Хум хыççăн хум чупрĕ, хум сикрĕ, шавларĕ,

Пире манайми витерсе вăл каларĕ:

«Çак аслă шывра нихăçан, нихăçан

Пӳрленнĕ ӳтне ан çăвайтăр тăшман!»

 

Çуралнă Çĕршыв çул тавра тăрса юлчĕ.

Малалла

«Ялта пĕченччĕ...»


Валашка Улюшне тахçантанпах курманччĕ. Ытти çулсенче вăл лавккана анатчĕ, пушарнăйсен çуртне юмах çаптарма çӳретчĕ. Ватăлчĕ пулĕ, ун пек чухне çурт умне тухса ларасси те çăмăл мар вĕт. Çулталăкра пĕрре Çимĕке пыратчĕ. Юлашки хут çавăн чухне курнă-тăр эпĕ ăна.

Пĕлтĕр тăван яла канма кайрăм та шутсăр тĕлĕнмелле хыпар илтрĕм. Улюш тете Пухтел вăрманĕнчи пысăк уçланкăра çурт лартнă иккен. Çакна ниепле те ĕненес килмерĕ. Ватлăхра сĕм вăрманта пурăнма çăмăл-им? Шӳтлеме, шăхвăртса калаçма юратать те, тен, тăванĕсем патне вăхăтлăха кӳршĕ яла тухса кайнă вăл?

Кучченеç пекки илтĕм те Пухтел вăрманĕ еннелле лăпсăртатрăм... Хăвăртрах (Улюш тетепе курса капаçас килет. Тен, пӳрт умĕнче пĕччен тунсăхласа ларать, тен, чирлесе ӳкнĕ те — кăмака çинчен те анаймасть апăрша. Хăрах хăлхапа илтнĕ тăрăх, çут тĕнчере çывăх тăванĕсем те юлман унăн...

Вăрман уçланкине çывхарсан илемлĕ кĕвĕ янăранине илтех кайрăм. Улюш тете «керменĕнчен» инçех мар çăмăл машина ларать.

Ак хайхи: вăл пĕччен мар иккен. Ик аллипе хăлаçлансах пĕр арçынпа тем çинчен сăмахлать. Лешĕ унăн сăмахĕсене хут çине çырса пырать. Çак хăна нумай тăмарĕ, пĕчĕк кĕнекине кĕсйине чикрĕ те çăмăл машинăна кĕрсе ларчĕ, унтан район центрĕ еннелле вĕçтерчĕ. Тинех акă Улюш тетепе чун уçса калаçма май килчĕ. Тӳрех калам: эпĕ вăл япăхсах кайнă пулĕ тенĕччĕ, ара, пĕччен çын пурнăçĕ çăмăл-им? Çитменнине — вăрманта кун кунлаканăн. Çакăн пирки хăюлăх çитерсех ыйтрăм.

Малалла

Сана курсан...


Сана курсан

пăлханчĕ тем ăшра.

Тен, вăл ăшра та мар,

тен, кăшт аялараххăн.

Пĕлесчĕ ман,

мĕн-ма вăл вăхăтра

Эп пит ясар,

çурхи така хăраххăн.

 

Санпа выртсан

кисренчĕ тем чунра

Тен, юрату тени,

тен, сăнунтан шиклентĕм.

Пĕлесчĕ ман,

мĕн-ма вăл вăхăтра

Савни! Савни! тесех

ăшра йĕклентĕм.

Анне


Куçне илмесĕр ман çине

Анне пăхать кив рамкăран.

«Ачам, — тет пек, —

Хура-шурне

Эп курнă, тӳснĕ тем таран».

 

Ахальтен мар ĕç лашипе

Танлаштаратăп аннене.

Кăкри умне тивĕçлипе

Вăл çакнă вăрçă медальне,

 

Анне сăнне

Тĕнче умне

Лартас килет Хĕвел çумне.

Таврара çурхи тĕнче шăрши...


Таврара çурхи тĕнче шăрши.

Сирнĕ пур чĕрчун хĕл ыйхине.

Сăмсине тĕк йăтнă та çерçи

Йышăнасшăн шăнкăрч вĕллине.

 

Капăрланĕ сад çу кунĕнче:

Йывăçсен тăртаннă папкисем.

Хĕвел ӳкнĕ аслăк хыçĕнче

Сӳс тĕвеççĕ вăрăм тунасем.

 

Ытарма çук çакăнти илем:

Утма çул анать шыв хĕррине.

Шур чăлхаллă ешĕл хурăнсем

Ушкăн хĕр пек тухнă ял вĕçне.

 

Çакăнта эп ӳснĕ пĕчĕкрен,

Çакăнтах ирттерĕп ĕмĕре.

Аттесем таптанă çĕрсенчен

Лайăххи пулсан та тĕнчере...

Çурхи туйăм


Сăрт çамкисем тĕл-тĕл хура,

Кунран кунах кĕске çĕр.

Тухсам, савниçĕм, ан хăра —

Тулта шăнтмарĕ кĕçĕр.

 

Чĕлхе çинче калас сăмах.

Илтсен — телейĕр вĕçсĕр.

Сисетĕн-и: пĕр саншăнах

Тулта шăнтмарĕ кĕçĕр?

Тутăр


Вăтăр çул каялла, хĕсметре тăнă вăхăтра, Хветура аппаран çыру илтĕм. «Отпуска килсен пирĕн пата кĕрсе тухма вăхăт туп-ха, — тет. — Аçӳ-аннӳне курманни те виçĕ-тăватă çул çитет. Питĕ пуплес килет. Тăвансем вĕт эпир».

Ай, вăхăт шăвать. Хветура аппана курманни, чăнах та, çĕр çул та пулĕ. Çырура тăвансем çинчен тĕплĕн пĕлтерет. Асанне вунултă ывăлпа пĕр хĕр çуратнă. Кукамайăн та ратни питĕ йышлă. Ăçтан пĕлсе çитерĕн пурне те. Хветура аппа пурне те астăвать, паллать. Кам ăçта ĕçлет, мĕнле хваттер илнĕ, ачи-пăчи мĕнле пурăнать — ним те пытарай-мăн Хветура аппаран. Хăйĕн çемйи çинчен те манса хăварман.

«Эпир чиперех пурăнатпăр. Çĕнĕ хваттер илтĕмĕр. Питĕ хăтлă! Ай-яй, ваçка, ĕлĕкхипе танлаштарсан пурнăç халĕ пыл та çу. Стенка текенни ялтăртатса кăна ларать, кавирсем, телевизор та тĕрлĕ тĕспе кăтартаканни. Мĕн тери ырлăх. Эп сана вăрттăн çакна та каласшăн: мана, карчăка, ваннăй çăтмахри пекех туйăнать. Ыраш пăтри пек шăмпăлтатса анчах вырт. Мунча çинчен те манма пуçларăм. Санпа пĕрле шкула чупнă Лёнькка ывăлăм пысăк пуçлăх. Халĕ кăна арăмĕпе курортран килчĕç. Мана валли тутăр туяннă. Тутри вара — чĕнтĕрлĕ, эрешлĕ. Ай, хитре-çке. Павлово-Посадра тĕртеççĕ ун пеккисене. Ку хула ĕлĕкех тутăр тĕртсе чапа тухнă...»

Малалла

■ Страницăсем: 1... 497 498 499 500 501 502 503 504 505 ... 796