Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пирвайхи юратуТаркăнКулăшла калавсемĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томПепке çуралсан...Аслă халалКушкă ачи

Казбек


Чаплă та путишле, тулли те хĕн-асаплă ĕмĕр пурăнса ирттерчĕ хуçасăр, кил-çуртсăр Казбек. Тем те курнă вăл пурнăçра: хăй вăхăтĕнче унăн кĕлентĕр пек авăнса тăракан мăйракисем çăлтăрсене перĕннĕ, чиркӳсĕр-чансăр ялта мăйĕнчен çакса янă йĕс хăнкăрма хăйĕн янкăс сассипе ир кӳлĕм хуп туртма юратакансене арăмĕсем ăшăтса хăварнă тӳшексем çинчен ура çине тăратнă, ял кĕтĕвĕ умĕнче вăл каçăрăлса пынă чухне иртен-çӳрен ăна курса: «Кур-ха, вăт шеремет, чат çар пуçĕ!» — тесе тĕлĕнсе юлнă. Çутçанталăк унăн йăхне «мекексĕр» пуçне тата мĕнле те пулин пуплев-ăнлав парас пулсан çур кĕтӳри качака «атте» тесе чăнмеллеччĕ ăна.

Чăннипе каласан — ун пек ăратлă така эпĕ халиччен урăх курман. Ятне те хăйне кура панă çав. Пысăк та тĕреклĕ пулин те — эпĕ ун çинчен каласа парас тенĕ вăхăталла самаях йăшнăччĕ ĕнтĕ вăл. Унчченхи тасатса якатнă утăнни пек йăлттам çăмĕ кăвакарса тĕксĕмленнĕччĕ, çĕре çити тăсăлакан сухалĕ те, хырăм айĕ те çӳп-çаплă та куршанаклă. Пăхăр какăр пек çутă мăйраки тĕрлĕ çапăçăва пула вырăн-вырăн хăйпăнчăк. Юлашки çулĕсене кĕлмĕçле ирттернĕ май пĕр-икĕ аяк пĕрчийĕ те сенĕк аврин шăл çемми пулчĕ пулĕ. Тахăшин шанчăклă йытти усăнма пĕлмен хӳрине çыртса татма ĕлкĕрнĕччĕ. Шуйттан тесен ача-пăчă ăнкарулăхĕ таçта инçе кайман — акă вăл, Казбек, умрах. Ман асăм-тĕсĕмре çапла сыхланса юлчĕ качака такин сăнĕ-кĕлетки.

Малалла

Атте тĕлĕкĕ


Кăшланă вилĕм чирĕ аттене.

Кунтах — аннепеле ват асанне.

 

Вĕсем ир-каçăн ларнă умĕнче,

Çӳренĕ эпĕ те утса урайĕнче.

 

Ачалăх çулĕ вăл ялан çумра:

Шур простынь, шур кĕпе çаплах умра.

 

Аттен алли шыçайнă. Çаннине

Касса ямашкăн тивнĕ çуррине.

 

Чир пит асаплантарнă-çке ăна,

Çаплах кĕç кăтăш пулнă кăшт кăна.

 

Çав каç тĕлленнĕ тĕлĕкне атте

Кăтартнă каласа асаннене.

 

Ача тухать пек вырăн айĕнчен,

Калать пек шахвăртса чир-чĕр çинчен.

 

— Чи хаклине парсассăн — чĕрĕлен.

Мĕнле? — тесе ыйтать пек аттерен.

 

— Ман чи хакли вăл — ывăлăм... Анчах

Ăна пама вăл килĕшмест пачах.

 

Кайран çак тĕлĕке йĕре-йĕре

Калатчĕ асанне, атте кĕрсен çĕре.

 

Атте хӳттипеле çаплах эп сывă, —

Çав юрату çинчен ман çакă сăвă.

Эх, аннеçĕм-анне...


Эх, аннеçĕм-анне!

Эс ялан асăмра.

Лăпланма чĕрене

Ма эс çук-ши çумра?

Çут сăну умăмрах,

Çул кăра, кун ăмăр.

Эс вĕрентнĕ сăмах

Хаклине куртăмăр.

 

Çамрăк чух пулнă шух,

Шел, пĕлмен уяма.

Пĕлеймен тепĕр чух

Çут ăсне хаклама.

Эс ӳстертĕн пире,

Эс кăлартăн çынна.

Ху çеç кайрăн чире,

Упраймарăн хăвна.

 

Сӳнчĕ сан çăлтăру,

Кая юлчĕ кĕтни.

Çитĕнет çĕн ăру, —

Çĕнтерет çав çĕнни.

Кăтартасчĕ сана

Çакă кĕтнĕ куна...

Санăн çутă сăнна

Асилетпĕр кăна.

Шурă тутăр


Шурă тутăр, шурă чĕнтĕр тутăр,

Эс тухатăн хăш чарăнура?

Çак сăна ӳкернĕ-тĕр хăй Турă,

Те кĕтрет çути халь ман умра?

 

Тен, çуралнă, ытарми пикеçĕм,

Эсĕ чаплă шĕкĕр хулара,

Ял сипечĕн иксĕлми илемĕ

Туйăнать пĕрех çак ăш сăнра.

 

Аслаçу, тен, акнă, вырнă тырă,

Асаннӳ арланă кĕнчеле,

Урăх вăхăт санăн, урăх вырăн,

Сăнупа çиçсе вылять шевле.

 

Ак троллейбус чарăнчĕ. Шур тутăр

Анса юлчĕ. Ма тухмарăм-ши?

Тен, телейĕм юлчĕ, урăх курмăп,

Ма чĕнмешкĕн эп хăймарăм-ши?

 

Шурă тутăр, шурă чĕнтĕр тутăр...

Хура тунсăх пусрĕ чунăма.

Шурă тутăр, шурă чĕнтĕр тутăр,

Пӳрнĕ-ши сана тепре курма?

Ан парăн


Ан парăн, ан хуçăл, ан ван.

Уссассăн пуçна, эс — айван.

Хаяр тăвăлран ан хăра,

Çӳçе лăскасан та кăра.

 

Хăш чух çут тĕнче пит хура,

Усал та хурасшăн ура.

Сана тĕп тăвасшăн хурах,

Анчах савакан та пурах.

 

Эс çав юлташа çеç шыра,

Çĕнтерĕн вутра та шывра.

Савса пĕрлешсен икĕ ал,

Сана çĕнтереймĕ усал.

 

Ан парăн, ан хуçăл, ан ван.

Пуçа усакан çын — айван.

...Савса пĕр-пĕрне тăванла

Утать икĕ çын тăвалла.

[Кашкăрсем]


Çилхеллĕ тет, хаяр тет. Пăртак лутрарах тет.

Пĕр каçра вун сакăр лаша тытнă тет.

Атăл урлă каçнă пулать вĕсем — ишсе, пĕр каçмасра аллă штук ишсе каçнă тет кăçал çармăс енчен, вăрмантан, ку енне. Сĕнтĕрвăрринчен çӳлерех ку енне тухнă тет вĕсем, кашкăрсем, Атăл урлă каçнă чух.

Вăрмантан, хăвалăхран, тухрĕç тет те тӳрех шыва кĕрсе кайрĕç тет, сăмсана каçăртса Атăл урлă ишсе пыраççĕ тет.

Пĕр мăшăр кашкăр ыттисемпе пĕрле анчĕç тет Атăл хĕрне, шыв хĕрне çитрĕç тет. Пĕр мăшăрĕ шыва кĕмен пулать вара. Пăртак ларнă пулать хăйăр çинче, пăхса, уласа.

Пĕр мăшăрĕ татăлса юлнă пулать кĕтӳрен. Хăвалăха, вăрмана, калла кĕрсе кайнă пулать икĕ кашкăр.

Те ишме вĕренмен, те ватă, йӳтенĕ, хăравăç, те чирлĕ кашкăрсем пулнă вара, те çул кăтартса яракансем кăна пулнă вĕсем. Кашкăр пуçлăхĕпе унăн помощникĕ пулман-ши вĕсем, çав леш енне юлнисем тесен çапла вырнаçуллă сăмах пулас çук пуль те вăл.

«Атăлтан ку енче те, Атăлăн вăл енче те пурнăç пурĕпĕрех, каçса-туса, чăрманса çӳрес мар апла. Кирек ăçта кайсан та, кашкăр юн сăхса пурăнать, кашкăр йăли авалтан çапла, пурнăпăр-ха эпир çармăс енче те», — тесе шухăшласа юлман-ши вĕсем? Кашкăр шухăшне кам чухлать. Этем чĕлхеллĕ мар та вăл кайăк.

Малалла

Сывлăш пĕр тусансăр...


Сывлăш пĕр тусансăр. Тăрă:

Хурăн-шăпăр тасатать ăна.

Эп утап Кĕтне çыранĕ тăрăх,

Тĕкĕр-шыв кăтартрĕ ман сăна.

 

Аякра кăвакалсен сассийĕ,

Ват йăмра — тӳлекпĕхе хурал.

Шурă пĕлĕтсем сивлек юр сийĕн

Курăнаççĕ янкăр тухăçра.

 

Кĕрхи каç илемĕ маншăнах-тăр.

Вĕçертсе яратăп шур плаща.

Асăмра-çке «акăр çулĕ такăр»,

Чунăмра — «юрт, юрт, лашам».

 

Асаттем юратнă çак тавралăх

Тăнăç пурнăç илемне мухтать.

Ĕçпе чапшăн тĕнче курнă халăх,

Манăн халăхăм, çакна упрать.

Ватти вĕрентсе калани


Пул ĕçчен, сăпай, хастар, хĕр-ывăл,

Ĕç тытсан вĕçне çитер, ан ывăн.

Çивĕч пул пĕлĕвӳпе, ăсупала.

Сывлăх — ак чи хаклă япала,

Ху вăйна куллен туптамалла.

Ан ăмсан, усап ан ту çынна,

Ырăпа туслаш, çапла тасат чунна.

Хитре çынна курсассăн, уншăн савăн,

Ун хуйхи-суйхи те пултăр санăн.

Уйрăмах пусса калас килет çакна:

Çăткăн пуласран сыхла хăвна.

Çынпала ан пул тӳрккес е чурăс,

Тăван халăх ырлăхĕшĕн тăрăш.

Эс, чăваш ачи, ан çĕрт чăваш ятне,

Туртăн чунупа тăван тымар патне.

Кур малашлăха, ун патне тек ăвăн,

Пĕл: ун чух чăн-чăн этем эс пулăн,

Ху ĕçне яланлăх, тĕплĕ тăвăн.

Вилĕме çĕнтерĕн унпалан,

Çын мухтантăр сан ятупалан.

Çĕнĕ ăрăва


Çĕн ăру, çĕн ăру!

Эпĕ — санăн чуру.

Çитмесен — çитерсем,

Ытлашши — каçарсам.

Ан пĕтер хӳтерсе

Йăнăшсем тĕл пулсан.

 

Çĕн ăру, çĕн ăру!

Манран çуккă чару:

Ĕмĕтлен, чечеклен,

Çунат сар та çĕклен,

Пул хастар, пул малта,

Пултарсамччĕ йăлтах!

Пул маттур эс пиртен,

Ку йĕрке — ĕлĕкрен.

 

Çĕн ăру, яш ăру!

Кĕр-кĕрлетĕр юрру!

Эс чăваш пулса юл, —

Çакă пулĕ ман мул.

Эп кĕтетĕп сана,

Улăштар эс мана.

Эсĕ кил, эсĕ кил!

Ил манран ăшă пил!

Хĕвел!..


Хĕвел!.. Çав ятлă çăлтăра пула

Пур çак тĕнчере ялпа хула.

 

Пур эсĕ, эпĕ... Пур кĕтрет тĕнче

Çӳл тӳпери çав çăлтăр айĕнче.

 

Вăл пулмасан хăватлă çутçанталăк

Çиçеймĕччĕ этемлĕх савăнмалăх.

 

Ун сиплĕ ăшшине пула кăна

Эпир çак Çĕр çинче чăн-чăн хăна.

 

Шутлатпăр хамăра хуçа тесех, —

Çалла та, тен? Шутлатпăр тĕрĕсех?

 

Çак пысăк чыспала ыр тивĕçе

Çухатас марччĕ, манас марччĕ çеç.

 

Эппин, эс савăн тĕнчене килнишĕн,

Хуçа ятне ан яр, кĕреш çĕннишĕн.

 

Кĕтрет япалана аркатасран сыхлан,

Ху хыççăн ан хăвар усал ятпа ылхан.

 

Этем кун-çулĕ — чи таса тупра,

Мĕн пуррине йышлат, куç пек упра.

 

Калас сăмахăм çакă юлчĕ ман:

Хĕвел-аçупала Çĕр-аннӳне ан ман!

■ Страницăсем: 1... 507 508 509 510 511 512 513 514 515 ... 796