Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Шевле çутиКăвак çĕмренАча чухнехиХĕллехи каçсенчеСинкерТанатаХуркайăк çулĕ

Мун-ча-ла


Хура çын эпĕ. Ман сăн-пуç илемлĕ мар.

Хура çын эпĕ, лутра çын.

— Хура лутра, тунката, кăмпа пуснă тунката, — тесе мăшкăллаççĕ мана çынсем.

— Хура чикан эсĕ, анра сурăх эсĕ, ухмах эсĕ, — тесе мана карчăкăм та вăрçать, ятлать, хăртать, хăтăрать вара.

Мĕн тăвас тен, ухмах пуль çав эпĕ, ман карчăках ăслă пуль çав, çынсемех тăнлă-пуçлă пуль çав.

Пăрланнă çил йĕплет пите...


Пăрланнă çил йĕплет пите.

Хĕве тулать исленнĕ юр.

Çул хыврăн. Ывăнтăн. Çитет.

Канса ил. Акă хӳтлĕх пур.

 

Тăман лăплантăр та ыран

Эс çитĕн ху çитес çĕре.

Паян эс татăлнă вăйран.

Ура тупанĕ пĕçертет.

 

Çук, çук... Ан чак, сулмак уттар!

Ачашланма епле хăян?

Мала çеç чĕнекен çутта

Тĕлле, пур ту та çук вăя.

 

Пурнăçăмра та çил-тăман

Лăсканă пĕрре мар мана.

Пĕлетĕп, чарăнтăн пулсан,

Эс кĕрт айне пулатăнах.

 

Пĕлетĕп, ăнтăлан çынна

Çул хăй вăй-хал хушса пырать.

Халь утмалла — ут паянах.

Ыран утассине — ыран.

Çывăрмастăп...


Çывăрмастăп. Лăпланса итлетĕп —

Шăлтăр-шăлтăр кантăк кисренет.

Çынсемпе пĕрле кансам, çил, — тетĕп, —

Ыр канаш-сĕнӳшĕн кӳренет.

 

Тулхăрса илет те хăлăхскерĕ,

Ывçăн-ывçăн юр сапма пуçлать...

Çил лăпланĕ. Ун кăра еткерĕ

Ир енне йăлтах ак уçăлать.

 

Çавăнпа каламăп, çил, сана эп

Вĕчĕх чун та кĕвĕç куç çинчен.

Эс пĕлсен-и? Ун пеккин талайĕ

Кăрарах хаяр çилсеннинчен.

 

Сан пек мар вăл, кăмăл уçăлмалăх

Шӳтлесе çӳçе арпаштармасть.

Чунĕнче ялан кĕрхи çанталăк —

Илĕхмест ачашлăх, ашкăрмасть.

 

Çапла мар-и-ха? Çапла пулмасăр?

Кам пĕлмест ачашлăхăн вăйне?

Çӳç шуратĕ ку этем туймасăр

Пурнăç илемне, çын ăшшине.

 

Лăпланса итлетĕп. Çил ачашшăн

Кантăка йĕпе юрпа сĕрет...

Сăпкара выртан ачаш ачашăн

Ачаш чунлă пулăп ĕмĕрех.

Тăрлав курки


Афганистанра пуç хунă

В.Михайлова асăнса

 

Элчел лаши кĕтет мана,

Паян хăрушă самана.

Умра выртать ман çул инçе,

Куççуль юхать питĕм çинче.

 

Ай, ĕçрĕмĕр, тăванăмсем,

Юрларăмăр, юлташăмсем.

Ларар-ха пурте шăпланса,

Инсе çул умĕн кăшт канса.

 

Янрарĕ ак тулта шанкрав,

Чĕнет мана ут тулхăрса.

Мехелĕм çук тек калаçма,

Ах, йывăр-çке сывпуллашма...

 

Уçсам, атте, хыр хапхуна,

Сĕнсем, анне, йĕс куркуна.

Тăрлав курки ӳкет çĕре,

Каçса кайсах хӳхлет чĕре.

Чăвашсене


Хĕвел патне çул хыврăн

Эс, чăваш!

Çавах паян та темшĕн

Пит йăваш.

Сана шанса-çке Çеçпĕл

Сăввине

Шăратнă хĕрхенмесĕр

Сассине.

 

Епле çаплах эс, тусăм,

Çывăран,

Аннӳ чĕлхи пит сумсăр,

Эс вăран.

Чĕлхӳ пĕтсессĕн — пĕтĕ

Сан хунав.

Ун чух тинех кам кĕтĕр

Сан хутна.

 

Чăваш ачи параймĕ

Сассине,

Тăпру çинче вулаймĕ

Сăввине.

Тĕнче тавра саланнă

Чăвашсем!

Чăваш Енре пĕрлешĕр,

Пĕлĕшсем!

 

Пурте пĕрле сурсассăн

Кӳл пулать,

Мĕнпур чăваш тăрсассăн

Вăй пулать.

Вара тинех пуç çапмăн

Пуçлăха

Чăваш сасси вăратĕ

Уçлăха!

Шиклĕ шикленет


Шиклĕ шикленет, кĕрĕкне пĕркенет, тенĕ ват çынсем. Çавнашкал эп те шикленерех çӳреп кутемĕн. Кулак та пулса куртăм та. Ку вăхăтра кулак пуласси çуллă пăтă çини мар; пыллă сăра ĕçсе, чăкăтпа шăрттана çатма çинче сар çупа ăшаласа çини мар та-ха ĕнтĕ вăл кулак пуласси. Кутăруçăн унта-кунта, таçта-таçта та çитсе куртăм, — мĕн-мĕн курнисене пурне каласа пама та хăймалла мар та, хама хам шухăшлап вара: «Пуянсем çука юлса выçăхĕç, тӳрре шыракансем пĕр ырлăхран та юлмĕç тени хальхи самана çинчен калани пулман-ши вăл?» — тесе шухăшлап вара хам тĕллĕн калла-малла шухăшласа пуç анранă вăхăтра.

Халь ĕнтĕ хама хам татах тепĕр ĕç, ăш хыппи тупрăм-çке эпĕ татах. Тем курас пуль тата ĕнтĕ ку ĕçпе. Шухăшсем ĕнтĕ йывăртарах та ман, пăртак хуйхă-суйхă пусăрăнмĕ-ши тесе, ăш-чик пăртак лăпланмĕ-ши тесе, хамăр яла таврăнни вуникĕ кун çитсен, пĕр ирхине ирех, тухса утрăм эпĕ Вăрнар станцине — пĕр-ик курупкă шăрпăк тупса пулмĕ-ши чĕлĕм чĕрткелеме тесе те шухăшланăччĕ те эпĕ. Çынпа пĕрле тапак турткаласан, петняк шутнех лармасан та, сретняк патнелле çывхарнă пек туйăнать те вăл мана (çав майпа та чĕлĕм туртма пăрахман та-ха эпĕ). Ман тĕлех пулчĕ куь япала, ăш хыппи япали. Ялтан иртерех тухман пулсан çакланмастăмччĕ пуль çак ĕçе. Çамрăкранпах ир тăма вĕренни, çула-йĕре, ĕçе-мĕне ир тухма вĕренни хупларĕ-çке мана. Пĕр япала лекрĕ ман алла. Ма капла ман тĕлех пулчĕ-ши ку?

Малалла

Тăван чĕлхе


Тăван чĕлхе! Эс — манăн чун çуначĕ.

Эс пур чухне — эп катăк мар çынран.

Ахальтен мар чĕре вутпа çунатчĕ

Ютра çӳренĕ майăн ăнсăртран.

 

Чăваш чĕлхи! Сана эп курнă, шаннă,

Куç пек упранă халăх авалтан.

Кун-çул вучахĕнче эс кăварланнă, —

Чĕлхе вĕçне килетĕн чи малтан.

 

Эс — халăх асамĕпе илемĕ,

Ун савнăçĕ, хевти, хуйхи-суйхи.

Эс пур чухне чăваш юта кĕленмĕ,

Санпа пĕрле чух — кăмăлĕ çурхи.

 

Тăван чĕлхе! Эп сансăр — мĕскĕн, тăлăх,

Эс пур чух — манăн кăкăрта кăвар.

Эс пур чухне çеç вилĕмсĕр ман халăх,

Ун чух ун çут пуласлăхĕ çук мар.

Татах эс килтĕн манăн тĕлĕке...


Татах эс килтĕн манăн тĕлĕке...

(Юпахлăхăм юлмасть-çке ĕлĕке.)

 

Умра каллех асран кайми туссем,

Ем-ешĕл те пăртак шупка тĕссем...

 

Çав тĕссенче шыратăп эп сана,

Тупса каласшăн пĕр пуплев кăна:

 

«Сана çеç эп кĕтетĕп, юрататăп...»

Юлашкинчен тинех сана тупатăп.

 

Ларатăн парта хушшинче пĕччен,

Çитетĕп сан пата çын куриччен.

 

Эс шурă тутăр çыхнă, шур саппун,

Çут улача кĕпе... Вĕрет яш юн.

 

Пырса тăратăп эпĕ юнашар:

Журнал сан аллунта, учебник мар.

 

Кĕçех ятне те уйăратăп ав:

Чăваш журналĕ тытнă эс — «Ялав».

 

Ун чух унта, паллах, ман сăвă çук,

Питех те кирлĕччĕ вăл çавăн чух.

 

Тен, эс вуланă пулăттăн ăна,

Ăнланăттăн вутпа çунан чуна

 

Сăмахсăрах... Анчах та «Ялавра»

Мана кам вырăн парĕ, ятсăра?..

 

Çавăнпала пăртакçă эп салху...

Çакна туятăн-и, тен, эсĕ ху.

 

Шăпах çак пит яваплă самантра

Малалла

Лĕпĕш


Темскершĕн шухăша путса

Лараттăм пӳлĕмре.

Такам хăюсăр йыхăрса

Шаккать чӳречерен.

Çерçи-мĕн — пĕчĕк лĕпĕше

Тытасшăн кантăк леш енчен.

Анчах уссисĕр тĕрмĕшет, —

Çерçи сăмсийĕ вĕçĕнчех

Пĕр шиксĕр лĕпĕшĕ вĕçет.

Çапла-çке, терĕм, пурнăçра

Пулать хăш-пĕр чухне:

Сăмсу патнех телей пырать —

Туян сан маррине.

Хĕр


Ун пеккисем чылай куратăп:

Кĕрнек те хӳхĕм хĕрача.

Ун çийĕнче çĕн улача,

Çĕн саппунпа тĕрленĕ тутăр,

Хĕвел саратнă сар çӳçне.

Йĕркеллĕ йĕкĕр çивĕт тунă,

Шур лента çыхнă та вĕçне —

Кăтрийĕсем курнаççĕ унăн.

 

Хăй куçĕпе таçта тĕлленĕ,

Сăн-пичĕ çĕр çырлийĕ пек,

Ĕçре хĕвел çуттийĕпе

Кăшт хуралса çеç тĕксĕмленнĕ.

Ун хурарах куçхаршисем

Çунатланса вĕçесшĕн пек.

■ Страницăсем: 1... 508 509 510 511 512 513 514 515 516 ... 796