Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пирвайхи юратуСăвăсемпе поэмăсемЙăмраллă ялТĕлĕнтермĕш юмахсемАча чухнехиКăвайт çутисемПăва çулĕ çинче

Çуртаран тунă хӳме пек...


Çуртаран тунă хӳме пек

Умра тăрать, ак, хыр вăрманĕ.

Ирхи хĕвел пайăркипе

Ăрша шевли çипе вылятĕ.

Çурта тĕс илнĕ вуллисем

Çурта пекех яштак та вăрăм.

Кăтра та кăпăш çӳçĕсем

Йăлтăртатаççĕ йăрăм-йăрăм.

Утăм


Утас пулать. Тăрса пĕр вырăнта

Хăв кăмăлна нимпе те çĕнетеймĕн.

Ларса мăклантăр ватă тунката —

Хусканура пулас пулать этемĕн.

 

Утас, утас. Хытса тăраканни

Пăрахăçа, кирлĕ мара çеç юлĕ.

Утас пулать — чи лайăххи, çĕнни

Сана пулас пурнăçунта тĕл пулĕ.

 

Утас — хавхаланса та савăнса,

Утта çĕнеймĕ ватăлăх та хурлăх:

Шăнкăртатман шыв ларĕ пăнтăхса,

Шăнкăртатман шыв — тăрă мар,

Вăл — шурлăх.

Пурнăç вальсĕ


Хальхи самана çеммисем йăлăхтарчĕç —

Иртен пуçласа каçченех параппан.

Тахçан шур вальс çаврăннă хĕр халĕ карчăк,

Çапах хăйĕн çамрăклăхне вăл манман.

 

Асра-ха: яш-кĕрĕм клуба пухăнсассăн,

Вальс кӳртĕмĕ çеç янрама тытăнсан,

Кĕтеттĕн, хăçан сарă каччă хавассăн

Хĕвел пек çиçсе пăхĕ сан куçунтан.

 

Ак вăйă карти пуçарать çăмăл ташă,

«Дунайские волны» илемлĕн юхать.

Сана, телейне тупнă евĕр, ачашшăн

Çинçе пилĕкрен кĕтнĕ çын ыталать.

 

Пĕрре-иккĕ-виççĕ, пĕрре-иккĕ-виççĕ —

Пурте ярăнса çаврăнаççĕ залра...

Ах, сӳнчĕ-çке çав йăлтăркка çутă çиçĕм,

Ах, юлчĕ-çке пĕр аслати пурнăçра.

 

Хальхи самана лăпкă мар ирĕн-каçăн —

Тăхлан, юн, куççуль, уйрăлу, çухату...

Анчах ват чуна пурăнма пулăшаççĕ —

Вальс, яшлăх тата малтанхи юрату.

Ахаль çеç...


Алăка хăвăрттăн уçса кĕчĕ те Кĕркури, кăмака умĕнче авăна-авăна уйран уçлакан арăмĕ çине чылайччен пăхса тăчĕ. Пăхса тăчĕ-тăчĕ те каларĕ:

— Итле-ха, Ирина!

Арăмĕ ăна хирĕç чĕнмерĕ.

— Итле-ха, Ирина Илларионовна!

Арăмĕ каллех чĕнмерĕ. Каллех авăна-авăна уйран уçлама пăрахмарĕ.

— Мĕн пулнă сана паян? — терĕ Кĕркури.

— Хăвна мĕн пулнă?

— Мĕншĕн?

— Вара мĕншĕн Ирина... Урине тесе чĕнекенччĕ вĕт. Илларион та мар — Лăриван хĕрĕ пулнă эпĕ.

— Апла пулсан, Урине Лăриванăвнă темелле-им вара? Çу-ук! Ирина Илларионовна темелле пулать, — терĕ Кĕркури.

Вунултă çул пĕрле пурăнса та апла каламаннине, халĕ вара, паян... мĕн йĕркепе-ха паян?

— Так простă! — терĕ Кĕркури. — Именнă паянтан çапла каламалла пулать. Халĕ ĕнтĕ хама та Кĕркури тесе мар — Гриша е Григорий Герасимович тесе чĕнме пуçлатăн. Паянтан ĕнтĕ эпĕ простă колхозник кăна мар, хайхи Макар Маркелович вырăнне бригадир туса хучĕç мана.

— Çавăн пекех ĕçлес тетĕн-и вара?

— А именнă! — терĕ Кĕркури. — Урăхран сана пĕр ĕçе те кăларасшăн мар ĕнтĕ эп. Унăн арăмĕ те ĕçе тухмастчĕ вĕт.

Малалла

Кашнин хăйĕн кăмал


Вырăс хăй мăнаçланать,

Пуçтарăнчăкки сахал.

Акăлчан чакрашланать,

Юта ятлать: «Эс кахал».

 

Америка çыннине

«Пит мухтанчăк» тет кашни.

«Сехетпе тăвать ĕçне», —

Теççĕ нимĕçсем пирки.

 

«Ăслă та чее» тесе

Мухтаççĕ яппунсене.

Тыткалать пит хĕрхенсе

Китай çынни укçине.

 

Шӳтлесе испанецсем

Ăнтараççĕ пурнăçа.

Ĕç хайлаççĕ Римрисем

Савăк юрă юрласа.

 

Француз ун-кун чупкалать,

Маларах тухас тесе.

Ĕмĕтне тек хăвалать

Çитеймеççĕ-çке ăссем.

 

Кашни хăйĕн кăлтăк пур,

Кашни хăй пек çул шырать.

Пулĕç, тен, пурте маттур,

Пĕрлĕх ешĕрсен йышра.

Каç хура...


Каç хура... Выртатăп

Тĕлĕк тĕлленсе...

Тулти сас вăратрĕ

Хăлхана кĕрсе.

Йытăсем ураççĕ

Ют çынна туйса.

Эп пӳртрен тухатăп

Сенĕке йăтса.

Лăпкă вăхăт кайрĕ —

Ахăрсамана

Таврана хупларĕ

Вăрă-шăпана.

Хура каç пуçтаххăн

Алхасать вăл йыш.

Çынлăха пăрахнă,

Çуккă намăс, чыс.

Амăш сĕчĕн ăсĕ

Пуçсене кĕмен,

Качакайăн сĕчĕ

Çын пулма чĕнмен.

Ял çинче тем тĕрлĕ

Сас-хура çӳрет.

Хура сас ĕрлевĕ

Чĕрене тивет:

«Ятруха çаратнă...

Ним те хăварман,

Укахвин çухалнă

Чăхсемпе автан.

Çăрана аркатнă,

Кĕнĕ кĕлете,

Тырăсăрах юлнă

Ватă Хĕветле.

Алăка кăкланă,

Кĕнĕ мунчана,

Кăмакана ватнă,

Тартнă хурана.

Тĕслĕ тимĕр хакĕ

Илĕртет вăрра.

Çур ял кăмакасăр

Ылханать мура»

Саккунсем çемçелчĕç...

Ирĕк хураха.

Усалсем çĕнтерчĕç —

Йывăр халăха.

Халĕ шиклĕ пурнăç

Çитрĕ яла та.

Пурăнма хăрушă,

Турă, тупата.

Хура халăх шăпине...


Хура халăх шăпине

Хурлăх çитрĕ пуç çине:

Ĕçлесен те пур килмест

Çисессĕн те вăй кĕмест.

 

Пурнăç çитрĕ тăвăнса,

Вилмелле çеç пăвăнса.

Пурăнмашкăн çук мехел,

Ăшшăн та пăхмасть Хĕвел.

 

Мĕскĕн халăх — мул чури,

Пулсан та вăл, çук ырри.

Пуш патшалăх хĕсĕкрен

Çаратать хăй кунсерен.

 

Укçа хакне йӳнетсе,

Тавар хакне ӳстерсе —

Кăларать чуна туртса,

Ураран татать касса.

 

Алăран çапать хуçса:

Усăнать ал ырханса.

Ĕç çумне ал çыпçăнмасть,

Ниçтан ырри курăнмасть.

 

Пушă пурнăç — пушă çул:

Путма çакнă мăйри чул.

Этеме памасть тăма

Малаша кăштах пăхма.

 

Ах, патшалăх! Эх, патша!

Пурнăç парăр чăваша.

Ĕçлет чăваш лашман пек —

Пурнăç пултăр ун илпек.

 

Раштав, 1999.

Аякра эп сиртен, ентешсем...


Аякра эп сиртен, ентешсем,

Чăваш çĕрĕн — чăваш сăвăçсем.

Йышăнма эп ыйтатăп йыша

Чулхула çĕрĕнчи чăваша.

Тунсăх, тунсăх çиет ман пуçа

Çырнипе лăпланатăп кăна.

Хамрăн çепĕç чăваш чĕлхинне

Эп шыратăп ĕлккен илемне.

Кун кураççĕ-ши ал çырăвсем?

Кĕтсе илĕç-ши вулакансем?

Пулăшу эп ыйтатăп сиртен

Чĕререн, чĕререн, чĕререн.

 

Пуш, 2000.

Çемьери тавлашу


Акимсен çемйинче хăш-пĕр чухне пĕр пĕчĕкçĕ сăлтавранах тем пысăкăш тавлашу туха-туха кайнă. Пĕр ирхине çапла:

— Кам çĕмĕрнĕ çак кĕленче куркана?! — тесе ятлаçнă Аким ашшĕ, куç харшисене хăвăрттăн вылятнă май, хĕрлĕ сухалне чĕтретсе. — Кам çĕмĕрнĕ тетĕп, калăр!

— Юрĕ ĕнтĕ, ан шарла, старик, — тенĕ Аким амăшĕ. — Тупнă ятлаçмалли.

Старик лăпланман. Вăл курка ванчăкĕсене тыта-тыта, вĕсем çине пăха-пăха ятлаçнă:

— Пĕлетĕр-и, мĕнле курка çĕмĕрнĕ эсир?

— Пĕлетпĕр ĕнтĕ. Илемлĕччĕ. Тĕрлĕ тĕрĕллĕччĕ.

— Пĕлместĕр çав. Пĕлетĕр-и, мĕнле курка вăл? Вăл куркана мана венчет тунă хыççăн пулнă ĕçкĕре хреснатте парнеленĕ. Вăл куркана эпĕ хĕрĕх икĕ çул упраса усранă. Вăл куркана эпĕ...

— Çитĕ ĕнтĕ, атте, — тенĕ Аким. — Ятлаçнипе ăна пурпĕрех тӳрлетейместĕн. Ак çитес пасар кунĕ вĕр çĕнĕ курка илĕпĕр.

— Илесси çинчен мар эп, кам çĕмĕрни çинчен ыйтатăп. Мĕншĕн каламастăр? Кам çĕмĕрнĕ?.. Кам?

— Кушак ӳкерсе çĕмĕрнĕ ăна. Мĕн-ха вара уншăн?

— Ан кулăр манран. Кушак çук пирĕн.

— Эпе çĕмĕрнĕ, — тенĕ юлашкинчен Аким арăмĕ. — Астăваймасăр... сĕтел çинчен ӳкернĕ.

Малалла

Атте-анне


Ăçта пулсассăн та яла манмастăп,

Ăçта кайсассăн та вăл асăмра.

Эп ял çынни пулнишĕн мухтанатăп,

Иртет пулсан та ĕмĕр хулара.

Унта мана тунсăхласа кĕтеççĕ

Чи хаклă та çывăх чĕресем:

Тавах Турра, эс сывă-ха, аннеçĕм,

Тавах Турра, эс йăрă-ха, аттем.

 

Хула çынни пулмашкăн пит çунаттăм,

Эп ăмсанаттăм унăн ырлăхне.

Пурна киле ак усăнчĕ çунатăм,

Час-час пăха пуçларăм ял енне.

Унта мана çĕр хут аса илеççĕ

Яра куна тунсăхлакан чунсем:

Тавах Турра, эс сывă-ха, аннеçĕм,

Тавах Турра, эс йăрă-ха, аттем.

 

Паян хула ырлăхĕнче пурнатăп,

Çапах тăван кĕтесĕм асăмра.

Кашни çулах çунатланса васкатăп

Тăван яла черетлĕ канура.

Унта мана кĕтсе ыр çул сунаççĕ

Япшар та тараватлă ватăсем:

Тавах Турра, эс сывă-ха, аннеçĕм,

Тавах Турра, эс йăрă-ха, аттем.

■ Страницăсем: 1... 519 520 521 522 523 524 525 526 527 ... 796