Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юрату йĕтесĕТантăшсемАкăшсем таврăнаççĕВăрман ачисемПурăнас килетÇут пайăркаПирвайхи юрату

Клемукпа унăн ашшĕ Йăкăнат


Ун чух Йăкăнат пичче, хăй калашле, неграмăтнăй пулнă. Вулама та, çырма та пĕлмен. Çапах та арманта-мĕнте е, енчен, пĕрре вулав çуртне кайса ларсан, вăл, пĕр-пĕр çут çăвара итличчен хаçат вулакана итлерех панă.

Нумай иртнĕ-и, сахал-и, пĕрре çапла Клемук ятлă аслă ывăлĕ урамран, такамран тарнă пек, хашкаса чупса кĕнĕ. Алăка уçнă-уçман:

— Атте, пуштă килнĕ... Часрах укçа пар-ха, хаçат çырăнса ярар, — тенĕ.

— Хаçатшăн пулсан парăп та, — тенĕ ашшĕ çăпатине саплама пăрахса, — анчах усăсăр тăккаланă ан пултăр, лайăх калаканнине çыртар...

— Часрах, пуштă каять, — васкатнă ывăлĕ.

— Е, ĕлкĕрен, мура каймĕ...

Йăкăнат вăраххăн кăна йĕс çăраллă пĕчĕк арчине уçнă, унтан улачаран çĕлетнĕ укçа енчĕкĕнчен каллех васкамасăр-тумасăр пулă хуппи пек пĕчĕкçĕ укçасем — ик-виç кĕмĕл кăларнă.

— Да, хаçат вулани картла выляни мар, Кăчăк ачисем пек ан пул, — тенĕ вăл кашни кĕмĕле темиçе хут тыта-тыта пăхса.

Клемук ашшĕ хăтланнине тарăхса пăхса тăнă. Юлашкинчен, икĕ кĕмĕл хăй аллине куçсан, килĕнчен çĕмрен пек вĕçсе тухнă.

— Ха... калăн — вут хыпнă. Ăсу кайĕ, вилет хаçатшăн, — текелесе пирĕн кăмăллă пичче ватă пуçне пăркаласа юлнă.

Малалла

Тусăма


Аллă çул эсĕ тултартăн,

Сывă алă мана патăн.

Хĕпĕртерĕм эп чунтан

Эсĕ сывă пулнăран.

 

Çурла. 2005.

Ирхи тӳпе


Ир ирех утатăп

Эпĕ пулăна.

Тӳпене сăнатăп

Çавăрса тăна.

 

Тӳннĕ Алтăр-Çăлтăр

Выртнă вăл ӳпне.

Тимĕр Шалçа — Çăлтăр

Юлнă хăй тĕлне.

 

Çутă кĕмĕл çăлтăр

Тухăçра çунать.

Шурăмпуçĕ вăрттăн

Çуннăн улăхать.

 

Куç хупса сӳнеççĕ

Тухăç çăлтăрсем.

Черете кĕтеççĕ

Кай-анăçрисем.

 

Тӳпене хĕлхемлĕ

Шуçăм кармашать.

Лăмлă сенкерленнĕн

Анлă сарăлать.

 

Ряштав, 2000.

Йысна!


Йысна! Нумай пулать сана курманни.

Санпа юнашар ларса виç сăмах та пулин пуплесчĕ ман.

Аппана та курас килет.

Нумай пулать ĕнтĕ эсир çĕн çĕре куçса кайни.

 

* * *

Йысна, аппа! Çак писме сирĕн алла те çитет, те çитмест. Халь пуштă лайăх çӳрет теççĕ те.

Çырнă çыру ан çухалтăр тесе ку писмене çирĕм пуслăх марка çыпăçтарса саккаснăй ярас терĕмĕр сирĕн пата.

 

* * *

Йысна! Çырассине те ку писмене хамах çыратăп. Çынна çыртарас тесе шутланăччĕ те çынна çыртарма шикленетĕп çав.

Хветĕр ывăлĕ çырма ăста, шăрçа пек илемлĕ çырать те вăл, вăл çырни витĕмлĕ пулать теççĕ те, çапах ăна çыртарас килмерĕ.

 

* * *

Йысна, аппа! Эсир иксĕр те ас тăватăр Хветĕре. Ĕлĕкхи пекех пире Хветĕр кураймасть. Вăтамрах пурăнатпăр пулин те ĕлĕкренех çын патне кивçене кайман та эпир, çавăнпа Хветĕр кĕвĕçет, кураймасть пире.

Ывăлĕ те ашшĕ пекех пулнă, ытла кĕвĕç. Хветĕр ывăлĕ пирĕн умран иртсе кайнă чух хамăр хапха хăми хушшипе вăрттăн пăхса тăтăм эпĕ — пирĕн тĕле çитеспе Хветĕр ывăлĕ калпакне куштанла пусса лартрĕ, пирĕн еннелле сивĕ куçпа сиввĕн-сиввĕн пăхса иртсе кайрĕ.

Малалла

Сонет


Кăнтăрла çаплах хĕвел çутатĕ,

Çутă уйăх ишĕ тӳпере.

Яланхи пекех этем çуратĕ

Ырă та, усал та тĕнчере.

 

Хĕл, самант çитсен, çаплах шуратĕ,

Çу — эрешлĕ ешĕлпе çĕре.

Сарă каччă сар хĕре юратĕ —

Тăсăлĕ-çке пурнăç ĕмĕре.

 

Шăнкăрч, шăпчăк тĕрлĕ çепĕç юрă

Шăратса хисеплĕç таврана.

Сăнсăрлăх, илем, хура та шурă,

 

Тăнăçлăх та ахăр самана,

Юрату, телей, нуша, терт, хурлăх —

Пурте пулĕ. Пулмăп эп кăна.

Тăватă сăмах


Çутçанталăк, этем те тĕнче —

Халь тăватă вăй тыткăнĕнче.

 

Шалкăм çумăр лӳшкет кăнтăрла

Е шăнтма пултарать ирĕн-каçăн.

Ку — циклон тесе ăнлантараççĕ,

Пăтратса лăпкă мар кăмăла.

 

Сирĕлет пĕлĕт икĕ енне,

Илĕртет сар хĕвел такама та.

Хирĕçле ку çанталăк, чухлатăп,

Вăйлă антициклон иккенне.

 

Хурахсем çĕр çинче ырлăха,

Тĕп туса, тамăка çавăрасшăн.

Ниепле те, ах, чун йышăнасшăн

Мар — хăрушă «террор» сăмаха.

 

Кар тăрар — кăтартаймĕ терт-хур,

Пусмăрлаймĕ нимле çичĕ ют та.

Янăрать вăл — асамлă та çутă,

Çĕнтерӳ пекех, — антитеррор.

 

Пурнăç, вилĕм те тамăк, çăтмах —

Пĕлтерет çав тăватă сăмах.

Чăкраш арăм


Председателе суйларĕç

Иванов бригадира.

Ал çĕклерĕ уншăн харăс

Клубри халăх шакăрах.

 

— Бригаду малта пырать сан.

Ма пултармăн пуçлăхра?

Ĕç кăларăн вăй хурсассăн, —

Терĕç пурте пухура.

 

Ивановăн арăмне çеç

Килĕшмерĕ çĕн суйлав.

Çăмăлрах пулсан çын ĕçĕ

Уншăн çитнĕ-мĕн уяв.

 

Ун хаяр чĕлхи саланчĕ

Киле çитнĕ-çитменех:

— Пуçлах! Алă сулмаллаччĕ

Сан вăл чăркăш ĕç çине...

 

— Бригадир шăп шăл çеммиччĕ.

Мĕн çитмерĕ-ши сана?

Пуçлăх мар эс — ял камичĕ, —

Тустарать упăшкана.

 

Лешĕ: — Ан кĕрле эс, — терĕ. —

Çĕнĕрен çĕн ĕç кирлех.

Унсăр ĕмĕрне ирттерĕн

Сӳнекен вут евĕрлех.

Тăшмансăр кичем


Тăшман икĕ питлĕ:

Вăл пĕр аллипе

Сана ачашлать кăшт,

Çапать теприпе.

 

Ун сылтăм аллийĕ

Сана ыталать,

Тепри вăтанмасăр

Пăвмашкăн пуçлать.

 

Чеен кăтартать вăл

Сана савнине,

Çапах саншăн тумĕ

Нихçан ыррине.

 

Кирек те хăçан та

Тĕллев ун пĕрре —

Сана вăл таптасшăн

Ялан шелсĕрех.

 

Паллах, ку салхуллă,

Юратнă туссем.

Çапах пысăк вăй вăл —

Хура тăшмансем.

 

Мĕскер-ха тăвайăн

Çав сĕмсĕрпеле?

Анчах та тăшмансăр

Кичем пек темле.

Матюк аппа


Хĕлле. Кăçал сивĕ. Юр çăвать. Тăман тухать.

Каç пулчĕ. Тĕттĕм пулчĕ. Выльăхсене картана хупрăмăр.

Атте улăм пуçтарчĕ. Эпĕ лашана витене хупса сарай тăрринчен улăм патăм. Пӳртре краççын çутрĕç. Атте кантăксене хупрĕ. Аттепе пӳрте кĕтĕмĕр. Ман матка апат антарчĕ. Атте çăкăр касрĕ. Анне кашăксем илчĕ. Атте, анне, ман арăм, ачасем сĕтел тавра апат çиме лартăмăр.

Апат çисе тăрансан ман арăм ачасене тĕпеле сак çине вырăн сарса пачĕ.

Ачасем выртрĕç, çывăрчĕç.

Маткапа анне кĕнчеле тытрĕç. Атте пĕр мăшăр çăпата кантри яврĕ. Эпĕ хăрах çăпата хуçрăм. Кăмака сакки çинче кушак мăртлатса ларать. Анне кĕнчеле çинче ларса сĕвем тăсса тăсса анасларĕ, ман арăм та анасласа ячĕ.

Эпĕ пукан çине таянса карăнса анасларăм. Кантра шăйăрнă чух атте кантра явакан çекĕле ик аллипе тытсах тăсăлса анасларĕ те:

— Çĕр чылай пулчĕ, çывăрас пуль, атьсемĕр, — терĕ.

Анне йĕкине кĕнчеле çумне чикрĕ, кĕнчелине кăмака çумне таянтарчĕ, путмар çине вырăн сарчĕ. Саланса тӳшек çине аттепе анне юнашар выртрĕç.

Çăпата пушăт вĕçĕсене эпĕ иртсе пĕтертĕм, ура салтрăм, тăла-çăпатана кăмака çине хутăм. Хам ывăл ачапа юнашар тĕпеле вырăн çине выртрăм.

Малалла

Шеллемесĕр пур вăя...


Шеллемесĕр пур вăя

Çамрăк чух ĕçлерĕм.

Пушă вăхăта сая

Ярса ирттермерĕм.

Пурри хутшăнтăр тесе

Пĕртте ӳркенмерĕм.

Турă парасса кĕтсе

Ларма çитеймерĕм.

Укçа-тенкĕллĕ пулма

Кĕнеке те тытрăм.

Перекетлĕн мулăма

Çумне хушса пытăм.

Ах, анчах та самана

Улшăнса арканчĕ.

Ăмăрт кайăк сарăлса

Çӳлтен вĕçсе анчĕ.

Самана улшăннăран

Пĕтрĕ пур патшалăх.

Пухса пынă укçаран

Тăрса юлчĕ халăх.

Çĕн патшалăх — хăй хурах

Халăха çаратрĕ.

Хăварса укçасăрах

Тулласа пăрахрĕ.

Ĕлĕкхиллех тăрмашса

Пурнать хура халăх.

Сĕтлĕ тинĕсре ашса

Пурнать хăшĕ сарăх.

■ Страницăсем: 1... 518 519 520 521 522 523 524 525 526 ... 796