Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

СинкерТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемХум пӑшӑлтатӑвӗЮрату йĕтесĕКăвайт çутисемСар ачапа сарă хĕрЧипер Анна

Вунă çул


Асатте. Маçак.

Пирĕн асатте вилни нумай пулать ĕнтĕ — вăтăр çул ытла вăл вилни. Асанне вилни те çирĕм пилĕк çул çитрĕ пуль.

Пирăн атте те ватă — çитмĕл çулта. Анне çитмĕл иккĕре.

Аттепе анне майпе çӳреççĕ-ха, ĕçрен юлмаççĕ.

Хам та ватăлтăм ĕнтĕ. Шăлсем пĕтрĕç ман. Çăкăр хытти кăшлаймастăп ĕнтĕ. Çăкăр çемçине кăна çиетĕп.

 

* * *

Пирĕн асатте вăтам, сарлашка çын пулнă.

Асанне шурă сурпанпа, шурă кĕпепе çӳретчĕ. Ăшă кăмăллă, питĕ илемлĕччĕ пирĕн асанне.

Çутă пуçлă, кăвак куçлă, шурă сухаллăччĕ пирĕн асатте.

Сăмси пысăк, курпун сăмсаччĕ ун.

— Эс те аслаçу пек — пысăк сăмсаллă, аслаçун шăл-çăвар тĕреклĕччĕ, хам та мăйăр катса çиеп; сан шăлсем темме начар пулчĕç вара, — тет мана пирĕн анне.

Лару-тăру пĕр килмест, пурнăç пĕр килмест.

Салтакра та асап нумай куртăм. Выçлăх-тутлăх тӳсмелле пулчĕ. Çавăнпа та час ватăлтăм, шăлсем пĕтрĕç.

— Ним тума та çук ĕнтĕ — аллă çула кăна çитнĕ пулин те, аттерен те ватă сăнлă çав эпĕ, — тетĕп вара аннене.

 

* * *

Малалла

Уйрăлу


Сар йĕкĕтпе сар хĕр туслашнă

Пĕрле пуласшăн ĕмĕрех.

Сар йĕкĕтпе сар хĕр туслашнă,

Калать тет йĕкĕт сар хĕре:

— Шур акăш пек кермен лартар-и

Кĕленчерен те кĕмĕлтен?

Шур акăш пек кермен лартар-и? —

Татах та савăк пулĕ, тен...

Калать пике вара хавассăн:

— Тĕнче ахаль те чăп-чăпар.

Çук, çук, савни пĕрле пулсассăн

Мана тек ним те кирлĕ мар.

Калать тет йĕкĕт: — Ӳстерер-и

Парка çеçкеллĕ йывăçсем?

Калать тет йĕкĕт: — Ӳстерер-и?

Иленччĕр çепĕç кайăксем...

Калать пике вара хавассăн:

— Куçран куçа пăхса ларар.

Çук, çук, савни умра пулсассăн

Мана тек ним те кирлĕ мар.

Хĕре сар йĕкĕт ӳкĕтленĕ:

— Акар-и хӳхĕм чечексем?

Хĕре сар йĕкĕт ӳкĕтленĕ:

— Иленччĕр сарă лĕпĕшсем.

Калать пике вара хавассăн:

— Ăçта васкан — савнар-выляр.

Çук, çук, савни çумра пулсассăн

Мана тек ним те кирлĕ мар.

Чĕнмен тет сарă йĕкĕт урăх,

Салхуллăн утнă уйрăлса.

Чĕнмен тет сарă йĕкĕт урăх,

Çухалнă тет таçта кайса.

Çăлсем


Уйри çăлран виç йĕкĕр ывăç

Ĕçесчĕ шыв ăш каниччен.

Çăл патĕнче ӳсет пĕр йывăç,

Канса ларасчĕ хӳттинче.

 

Мĕн ачаран юратнă вырăн

Каймасть нихçан та асăмран.

Ку таврара эп вырнă тырă,

Таçта та çитнĕ-çке кайран.

 

Çăлкуç патне илсе çитерчĕ

Паян шăпа хăй ачине.

Чунра тамалчĕ тунсăх терчĕ,

Парсан çăл шывĕ сиплĕхне.

 

Тăван енри çăлсем сиплеççĕ

Вăй-хал çухатнă çын чунне.

Ачалăхри çăлсем чĕнеççĕ —

Килместпĕр темшĕн хăш чухне.

Вилĕмсĕрлĕх


Çук çын вилсен ун хыçĕнчен

Юлаççĕ выçă ачисем.

Вилнин виç кунĕ те çитмен —

Ятне те маннă тăхăмсем.

 

Пуян вилсен ун хыçĕнчен

Мулне пайлаççĕ ачисем.

Вилнин виç çулĕ те иртмен —

Салатнă пурлăхне вĕсем.

 

Поэт вилсен ун хыçĕнчен

Юлаççĕ унăн сăввисем.

Поэтăн палăкĕ çинчен

Çухалмĕç нихăçан вĕсем.

 

Пуян вилет, çук çын вилет —

Поэт яланлăха килет.

Пурăнасчĕ-ха


Кăмакара кăвайт çунать,

Мухтав Турра,

Ĕçме-çиме сĕтел çинче,

Мухтав Турра.

Кĕрекере кĕрӳ ларать,

Мухтав Турра.

Мăнук вылять урайĕнче,

Мухтав Турра.

 

Тен, тăрăшса эп ĕçлемен.

Çук ман кермен.

Ят-сумăм çук. Мĕнех вара?

Айăп хамра.

Ахах-мерчен мĕнне пĕлмен,

Пĕрех йĕмен.

Пулсассăн сывлăх пуçăмра,

Мухтав Турра.

 

Мĕн-ма каллех çак çĕр çинче

Урать тĕнче?

Усаллăхра ырра шанса

Пурнасчĕ-ха.

Иртни инçе, умри çинçе,

Тур аллинче.

Паянхипе кăшт савăнса

Юласчĕ-ха.

Пĕр кĕтӳ кашкăр


Виç-тăват çул ытла пуль ĕнтĕ вăл — пĕр çулне кĕр пит вăрăм пулчĕ.

Хуркайăксем карталанса тахçанах кайса пĕтрĕç.

Пирĕн çав çул виçĕ кăвакал çу каçнăччĕ.

Эл шывĕ хĕрринчех вăл кăвакалсем çĕр каçа ларатчĕç вара, каçпа киле таврăнма хăнăхманччĕ вĕсем.

— Кăвакалсем сывă çӳреççĕ-и-ха? — тесе эпир вĕсене ирпе-каçпа çеç каяйса пăхаттăмăрччĕ.

Эл хĕрринченех пирĕн кăвакалсем таçта çухалчĕç çав кĕркунне.

— Хамăр çумри Ваçли арăмех пусса çирĕ пуль ĕнтĕ пирĕн кăвакалсене, — тесе тахçанчченех сăмахларĕ анне.

— Йытă-качка, тилĕ е кашкăр тытса кайнă пуль, шырас та мар ĕнтĕ пуль вĕсене, — тесе пуплетчĕ атте.

Хамăр йăмра тăррине тивес пекех, кайăк кăвакалсем пит аялтан, карти-картипе ларт! ларт! лартлатса вĕçе-вĕçе кайрĕç.

— Атте, пирĕн кăвакалсем кайăк кăвакалсемпе пĕрле вĕçсе кайман-ши вара? — тесе ман шăллăм аттерен ыйтатчĕ.

— Кам пĕлет вĕсене, çунатлă япала. Вĕçсе те кайнă-и тен! — тетчĕ вара атте.

— Анне! Тырă вырса, кантăр татса пĕтерсенех пусмалла пулнă çав пирĕн кăвакалсене. Яшка тутлă пулатчĕ, авăн çапма пире те вăй кĕретчĕ, — теттĕм эпĕ аннене.

Малалла

Хĕрт сурт


Манюк мăшăрăма

 

Авал чăвашăн кăмаки çинче

Хĕрт-сурт тӳлеккĕн пурăннă иккен.

Пăри пăтти чӳкленĕ каçсенче

Вăл курăннă шур тумлă ыр пикен:

Сурпанлăскер, вăл уйăх çутипе

Пĕтĕр-gĕтĕр! арланă кĕнчеле.

Çапла кил пурнăçне хăй ĕçĕпе

Пыма пилленĕ сĕт çулĕпеле.

Е кучченеç пуçламалла пулсан,

Малтан ăна вăл пăхнă астивсе.

Е ĕçкĕре хаваслă сăйлансан,

Ăна тав тунă «тав сăя!» тесе.

Вучахăмăр хуçи, кил-йыш сыхчи,

Вăл çирĕп тытнă пӳртĕн никĕсне.

Ĕрчевлĕ пултăр тенĕ ачипчи,

Сыхланă кил тирпей-илемлĕхне.

Ай-яй, маттур иккен чипер хĕрт-сурт:

Ытах та харкашу лăпланмасан,

Килтен писет вăл, саланать тет çурт,

Ăнмасть вара хай пурнăçу та сан...

 

Эй, мăшăрăм! Нумай-нумай сăмах

Сана каламаллаччĕ тав туса —

Телей тĕрекĕ пулнă тусăма

Нимех те калаймарăм-çке тупса.

Эй, ыр хĕрт-суртăм, ырă пирĕшти!..

Çапла чĕнем-и халĕ те пулин?

Эс пуррипе ăнать кун-çул утти,

Эс пуррипе вăл туйăнать туллин.

Малалла

Курак тăманĕ


Кăмăл çаврăннă самант-ши,

Те йăли ун çавнашкал —

Хĕл пуçларĕ юр тăкмашкăн,

Юрĕ нӳрĕ, кăпăшка.

 

Шурă тĕнчере утатăн,

Шурă кун куçа шартать.

Юр кăна умра куратăн,

Юр кăна çавăрттарать.

 

Кураксем эппин килеççĕ

Çуркунне хыпарĕпе,

Васкаса иккен çитеççĕ

Çак тăманăн хӳттипе.

 

Сас парассăн туйăнаççĕ

Çывăхрах сисмен хутран.

Ахаль мар-тăр тунсăхлаççĕ

Йăмрасем вĕсем çукран...

 

Вашават сывпуллашать-мĕн

Сивĕ хĕл пирĕнпеле,

Чыс тумашкăн тарават-мĕн

Юлашки юрĕпеле.

 

Чыс тăвать курак тăманĕ,

Шеллемерĕ пурлăхне:

Курса юлăр тет, ан манăр

Шурă юрăн çутине!

Çуркуннехи синдром


Эх, студентăн пурнăç йывăр:

Хырăм выçрĕ, вăхăт çук.

Мĕн тăвас тен? Вырт та çывăр

Лектор тем вуланă чух.

 

Çуркунне-çке халь. Анранă

Шăнасем пекех çынсем.

Пурте чĕрĕле пуçланă —

Анаслаç пĕрех хăйсем.

 

Наталин те чăтăм пĕтнĕ:

Йăкăлт-якăлт пăхкалать.

Çуркунне чăнах та çитнĕ:

Хырăм выçнă, палăрать...

Клуб мыскари


«Атя клуба», — тесе чуна илеççĕ

Тус-тантăшсем эрне вĕçленнĕ май.

Вĕсем кăштах канма ĕмĕтленеççĕ —

Тен, пуç анрать вĕреннипе пĕрмай...

 

Вара каллех пĕрле пуçтарăнатпăр.

Мĕнех тăвайăн? — Хирĕç каяс çук.

Шкула çӳренĕ пек клуба утатпăр,

Кулатпăр иртнине асилнĕ чух.

 

Кунта таçтан та халăх пырса тулнă:

Машинисем лараççĕ купипе.

Ку яланхи йăла. Çаплах вăл пулнă:

Клуба çӳреççĕ чунĕ туртнипе.

 

Хăшне курсассăн савăнать чĕреçĕм,

Хăшне курсан тухса тарас килет.

Ав, айккинче пур сак. Пурте пĕлеççĕ:

Çав сак ялан пире кăна кĕтет.

 

Эх, тунсăх çавăрса илет-çке хăвăрт,

Ăçта килсе çаклантăм, тенĕнех.

Çук,хурлас мар çапах, пулас-ха шăпăрт.

Хамах эп утса килтĕм-çке, пĕрех.

 

Ташлаççĕ пĕрисем ытла хавассăн,

Тепри аран тăрать ури çинче.

Сывла та, ан сывла та халĕ ассăн —

Ку пирĕн, ку вăл паянхи тĕнче.

 

Ав, пĕрисен «киккириксем те хĕрнĕ»,

Пире-мĕн кăтартасшăн боевик.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 514 515 516 517 518 519 520 521 522 ... 796