Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхСалампиĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томТом Сойер темтепĕр курса çӳрениКушкă ачиЯл калавĕЧапшăн пурăнмастпăр

Салам


Пирĕн йысна-аппа Çĕпĕре кайнă.

Çав аппапа йыснана пĕр кунах эпир писме янăччĕ.

Йысна та Çĕпĕртен çыру ячĕ пире. Виçĕмкун илтĕмĕр йысна çырăвне.

Йыснасен писмене илнĕ кун каçхине ĕне те пăруласа пачĕ пирĕн.

Çавăнтанпа ĕнтĕ икĕ хут уйран уçласа çирĕмĕр.

Ăш витере пăртак пăтратса паратпăр та пăрушĕ валли те, хамăр валли те хăй начар пулин те уйранлăх сĕт антарать пирĕн ĕне.

Пăтăпа уйран сыпа-сыпа çиме пит уçă вара.

Йысна янă писме хутаççи шап-шурă.

Çул çинче киле-киле вăл пăртак лапăртаннă.

Савнă тăванна шурă, таса конвертлă çыру яра стенĕ пуль çав пирĕн йысна.

Çырăвне те лайăх хут çине çырнă.

Çырассине хура чернилпа çырнă та, çапах, хамăр тăван çырнăран пуль, шур хут çине хуратса çырнă пулин те йысна писми савăнтарать пире.

Çапла çырнă вăл çырура:

«Савнă пултăр!1

Кил-йышĕпех салам сана, ăшă салам.

Пултăрăм! Эсĕ çырнă писмене илсен аппу та пит савăнчĕ, ачасем те хĕпĕртерĕç.

Писме вуласан аппу темиçе те макăрчĕ.

— Тем çитмест çав этеме, ман шăллăма пустуях кураймаççĕ, — тесе макăрать аппу.

Малалла

Салтакри тусăма


Куçу пек сенкер, илемлĕ

Каçхине тӳпе маччи.

Асăмрах ас, чун хĕвелĕ —

Хамăр ял, пускил каччи.

 

Пит инçĕ-çке пирĕн хушă,

Анчах çывах ик чĕре.

Çурхи сад халь сансăр пушă,

Вăл чĕнет, кĕтет пире.

 

Çурмалла ялав пайласчĕ

Ырлăха та хурлăха,

Чунăма уçса каласчĕ

Виç çул пухнă сăмаха.

 

Вăхăт çитĕ: удма сачĕ

Пире сĕнĕ çимĕçне.

Унччен, тусăм, ан мансамччĕ

Эпĕ саншăн çуннине.

 

Ку сăвва В. Ивановпа пĕрле çырнă.

Патвар юман


С. Элкере

 

Семен Васильевич Элкер пиччем,

Мĕскер калам-ши сан çинчен!

Вăй илтĕн Çеçпĕлпе пĕрле

Çурхи кунсен ăшшипеле.

Çунатăн ĕçшĕн улăпла,

Утан тăван халăхпала.

Ӳсет эс лартнă сад пахчи,

Унта вылять хĕвел ачи.

Чуну çынсемшĕн тарават,

Санра çунатлă вăй-хăват.

Çураçрăн эс ĕмĕрлĕхе

Тăванлăхпа тĕрĕслĕхе.

Мухтав сана чунтан-вартан,

Поэзири патвар юман!

Вăхăт иртет


Кĕркунне те çитрĕ, хĕл те çывхарать.

Майĕпен çулталăк вĕçленсех пырать.

Сăнӳкерчĕк евĕр куçăм умĕнче

Чунăма лăпкать-çке хăйне май тĕнче.

 

Пирĕн пурнăç хăй те вырăнта тăмасть,

Самантне пулин те хăварса памасть.

«Тин кăна ачаччĕ» — теççĕ амăшсем

Çитĕнсе çитсессĕн ывăлсем-хĕрсем.

 

Çулăсем саланнăн вăхăт та иртет:

Сарă çулçă ӳкрĕ — вăл часах пĕтет.

Пирĕн иртнĕ кун та тепĕр хут пулмасть,

Манăçми ачалăх, шел те, таврăнмасть.

Туслăх хакĕ


Иртет кун хыççăн кун,

Çулталăк та иртет.

Юмахри пек ман чун

Асамлăх çеç кĕтет.

 

Çак вăхăт иртнĕ май

Сисетĕп ытларах:

«Туссем» тени нумай.

Шел, туслăх сахалрах.

 

Пĕр çăлтăр та пĕччен

Çунмасть пуль тӳпере.

Çут Уйăх темĕнччен

Лăпкать ачаш Çĕре...

 

Чăн туслăх пулмасан

Кичем-çке пурăнма.

Тусу пулам-и сан

Пĕрле чуна уçма?

Тăвар килли умĕнче


Çулçӳревçĕ варринчен уçнă кĕнекене тăвар килли çумне тĕрентерсе хăварчĕ.

Кĕнеки тем сарлакăш, хулăн, саспаллисем шултра, хуп-хура, ретĕн-ретĕн шăкăрипе ларса тухнă.

Ку Пурнăç кĕнеки мар-ши?!

Манăн та «аслă пĕлӳ» илес шухăш пуçра вĕлтлетрĕ.

- Э-э-х-х! — терĕм те кĕнеке ăшне чăмрăм.

Чупса кайрăм вуласа: йĕрке çинчен — йĕрке çине, саспалли çинчен — саспалли çине; сылтăмран — сулахая, аялтан — çӳлелле.

Пĕр картлашка çинчен — теприн çине сикетĕп.

Ĕлкĕреймесрен хăратăп.

«Аслă пĕлӳ» илес тесе пĕтĕм чунтан тăрăшатăп!

Тăвалла çул çăмăл мар иккен!

Ту тăррине хăпарса çитиччен пĕр ĕмĕр иртсе кайрĕ.

Вулатăп!

Хăпарса çитрĕм те тĕнче хĕррине курас килсе кайрĕ.

Кĕнеке хуплашки хыçĕнче мĕн-ши унта?!

Кармашса пăхрăм та — шуса кайрăм.

Тăвар килли ăшне кĕтĕм ӳкрĕм.

Çак тинĕсре ишнĕ хушăра пĕр пăт тăвар çисе ятăм.

Пĕчĕк çуралнăшăн каçарăр, тӳре-шарасем!

Ак мĕнле иккен вăл — тĕнче хĕрри!

Юрату-юратăвăм...


Ман асапăм, манан савнăçăм,

Ман телейĕм, манăн хурлăхăм,

Чун-черемĕм лăпкă канăçĕ,

Чунăм варринчи çут пурлăхам.

 

Манан тертĕм, манан ырлăхăм,

Ман инкекĕм,манăн ăнăçлăх,

Ман кĕтменлĕх, манăн шухăшăм,

Манăн халсăрлăх,ман танăçлăх.

 

Манан тĕрĕслĕх, манăн чĕрĕлĕх,

Манăн такăрлăх, манăн такăнăç,

Уçă сывлăшăм, манăн сĕрĕмĕм,

Ман ула курак, манăн акăшăм!

 

Манăн çутлăхăм, манăн семлĕхĕм,

Ман паянăмçăм, ман ыранăмçăм,

Манăн кăмрăкăм, манăн йăлтăр хĕм,

Манан ыйăхăм, ман вăранăçăм...

 

Манăн, манăн эс, ман юратăвăм,

Сив хĕл варринче — çуркунне тăвăн...

Чĕрем


Ман чунăм, тен, ытла та чухăн.

Тен, çук пуль çав илем тĕнчи?

Тен, пурнăçăм та ман — пĕр юхăм?

Пĕр юхăм çеç, тен, чун ĕнчи?

 

Мĕнех вара? Ку манăн айăп.

Илемшĕн явапли — эп хам.

Вăл çухалсан мĕнех тăвайăп?

Тен, пулăшĕç? Анчах та кам?

 

Чĕре, чĕрем! Çăлкуç пек эсĕ

Ялан хăват парса тăран,

Çурхи чечек пек ешерессĕн

Ăш туйăм, çепĕçлĕх ыйтан.

 

Эс вăйлă чух эп ĕненетĕп:

Ман чунăм пĕртте чухăн мар.

Кулленхине, пулассине те,

Чĕрем, илемлĕх сĕмĕ пар!

Шкул хыççăн


Пире юратнă шкул расна çулпа салатрĕ

Ăш çилпеле тирек вĕçтернĕн мамăкне.

Эпир чечек пулин, шăпа-хĕвел йăпатрĕ.

Эп хам та, мамăк пек, тухатăп çул çине.

 

Пачах та ют çĕрте иртет халь манăн кунăм,

Шкулти хаваслăх та асилӳре анчах.

Ăçта-ши тантăшсем?!! Йĕрет, йĕрет ман чунăм.

Чечек те пĕччен чух хаваслă мар пачах.

 

Эрне вĕçленсенех вокзал енне васкарăм.

Çапла,тен,кайăксем вĕçеç тăван çĕре.

Тĕтре ăшне çакланнăн çутă асăрхарăм,

Çав çутă, тусăм, — эс. Хĕвел çунать питре.

 

Эп мамăк пулинех таçта вĕçсе çӳрерĕм,

Тĕл пултăм çав-çавах шур мамăк-тусăма.

Шкулта чухне кăна çакна туйма пĕлмерĕм:

Класри кашни ача пит хаклă чунăма...

Чи таса чунлă, тӳрĕ чунлă сăвăç...


Чи таса чунлă, тӳрĕ чунлă сăвăç

Килсессĕнех çак çутă тĕнчене,

Шăпи телейсер пулнă-çке, —

мĕн тăвăн? —

Чи чăннине,

Чи хаклине,

Чи кирлине

Каланă уççăн ĕçлĕ çынсене.

 

Унăн сăмахĕ патшана витернĕ,

Тĕрĕс сăмах канăç паман ăна.

Сăвă йĕрки çавтер хĕнпе çĕнтернĕ, —

Вăл ырлăх суннă чăн вулакана.

 

Сăвăçсене сăвви сĕнсен те вилĕм,

Тĕрĕслĕхе чунтан ĕненнĕрен,

Хĕрӳ чĕрешен вĕртĕр Çĕпĕр çилĕ, —

Айккинелле кайман тур çул çинчен.

 

Эзоп юптарнă... Çивĕч калаçнишĕн

Пĕр шелсĕр тĕп тăваççĕ сăвăçа.

Овидие те ирĕке савнишĕн

Яраççĕ ют çере — ан кĕр куçа.

 

Чун тĕкĕрĕ, пурнăç карапĕ — сăвăç,

Вăл ĕмĕр урлă малаша курать.

Хăш-пĕр чухне уншăн çак çĕр те тăвăр,

Вăл çĕнĕ кун, вăл çĕнĕ çĕр уçать.

 

Çавăнпалах ĕмĕр юратнă Пушкин,

Пуçне тайманшăн сăхă трон умне,

Пӳçне хурать. Ăна элекçĕ-ушкăн

Тертсех парать мур-вилĕм аллине.

 

Малалла

■ Страницăсем: 1... 517 518 519 520 521 522 523 524 525 ... 796
 
1 Пултăр — арăмĕн шăллĕ (автор асăрх.).