Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Шевле çутиАли-паттăрХĕрлĕ тюльпанШăплăхри аслатиЫтла та вăрттăн юратуТĕлĕнтермĕш юмахсемСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнеке

Те хурланса, те савăнса...


Те хурланса, те савăнса

Ун чух нумай калаçрăн эсĕ:

Пăхатчĕ уйăх та савса,

Паратчĕ хӳтлĕх сад кĕтесĕ.

 

Иккен, пĕр маншăн тахçанах

Кĕлтунă, хытă тунсăхланă.

Калас текен чăн сăмахна

Яр уççăн калама вăтаннă.

 

Куççуль ялтратчĕ куçунта,

Ыйтуллăн темсĕлсе пахаттăн...

Çавах та тутапа тута

Пĕрлешейместчĕ пичет лартнăн.

 

Сăмахсене суйла-суйла

Сана эп ним те калаймарăм.

Халь эп пĕччен... кил каялла!

Пĕр вĕçĕмсĕр кĕтетĕп: — Таврăн...

Симакурпа çиçтех хĕр


Симакур1 çиçтех хĕрпе

Çилкĕç2 çакнă кимĕпе

Ярăнаççĕ кунĕпе,

Кĕписем те йĕп-йĕпе.

 

Çукаланчăк3 пулнипе

Тытаймастăн пуллине:

Тутлă çумккапа4 çăрлан5

Çаттасем валли юлман.

 

Килĕнте пулсан çурхат

Вут тĕртсе пĕçер çӳрме6,

Тилĕхне те ан çухат,

Вут лексен çунать çӳçке7.

 

__

Çиçке — куштан, çиçсе çӳрекен хĕр.

Сĕлевĕс


Çук, сайхах8 вăл касаймасть,

Сарлăк9, сырăш10 тăваймасть,

Килĕ-çуртĕнче сапрам,

Урăх мĕн тата калам?

 

Пĕчĕкрен çапла супьях11,

Састăклă12 та сăрхăватлă13,

Суптăркка14 вăл, чăн-чăнах,

Сехметпе15 тахçан туслашнă.

 

Сăянташлă16 та саланкăр,

Супинкки17 çукпа пĕрех,

Сыхчă18 хăй ăна хăтартăр

Çичĕ тĕслĕ чир-чĕртен.

__

Сĕлевĕс — кахал, лодырь

Çул çинче


Çу уйăхĕ. Çанталăк çуллахи евĕр шăрăх тăрать. Çакăн пек кунсенче ĕç çинчен манас, çутă ĕмĕтпе çеç пурăнас килет.

Хăйне отпуск парсан, çавăнпа та Ваня чăтма çук савăнчĕ. Атту ялан ăна е кĕркунне, е хĕлле лекет канмалли вăхăт. Халь вара ĕмĕтленнĕ пекех пулса тухрĕ. Çитменнине арăмĕ те çак вăхăтрах, пĕрле канар тесе, отпуск илчĕ.

Ваня хăй водитель пулса пĕр заводра вăй хурать. Çавăнпа та ялан тенĕ пекех командировкăсенче пулма тивет унăн. Ĕçĕ йывăр, çемьепе пĕрле те час пулаймастăн. Çапах та мĕн тăвас? Хальхи çăмăл мар вăхăтра ăçта май килнĕ çавăнта ĕçлеме тивет. Рынок хуçаланать вĕт урамра.

Киле çитсенех Ваня арăмĕпе отпуск ăçта ирттересси пирки калаçса татăлма шутларĕ. Мускава, Санкт-Петербурга кайса килсен аванччĕ. Унта Ваньăн та, Лена арăмĕн те тăванĕсем пурăнаççĕ. Вĕсене валли кучченеç хатĕрлесен те япăх марччĕ. Вăт савăнĕç вара вĕсем!

Алăка уçнă-уçман ăна Лена темшĕн хурлăхлă куçпа кĕтсе илчĕ.

— Пĕтрĕ пирĕн отпуск, каллех пĕтрĕ, — мăкăртатрĕ вăл.

Ваня, ăнланманнăн, куçне мăчлаттарса тăчĕ.

— Мĕн, мĕн сиксе тухрĕ тата? — хыпăнса ыйтрĕ вăл.

Малалла

Çăлтăрпа танлашнă юр пĕрчи


Юр пĕрчиçĕм,

Пĕчĕк юр пĕрчиçĕм,

Юмахран çурăлнă

Çăлтăрпиçĕм.

Ман çине эс пăхрăн

Ăшшăн, лăпкăн.

Ик куçу сан тăкрĕ

Çăлтăр шăппăн.

Каçарсам мăна эс,

Каçарсамччĕ,

Ӳпкелен куçпа эс

Ан пăхсăмччĕ!

Еплерех çуталнă

Çăлтăр уйĕ!

Çавăнта çухалтăр

Сивĕ туйăм.

Çăлтăрпиçĕм,

Пĕчĕк Çăлтăрпиçĕм,

Çăлтăрпа танлашнă

Юр пĕрчиçĕм.

Пулни пултăр эппин...


Пулни пултăр эппин, — иртсе кайтăр.

Паянпа, ыранпа пурăнар.

Хапхаран кĕнĕ чух парĕç алтăр,

Иккĕне тăратса юнашар.

 

Апла эпĕр тин çеç мăшăрланнă,

Ылттăн çĕрĕ — венчет çĕррине —

Ĕнер çеç иккĕн тăхăнна-янă

Ĕçре пиçĕхнĕ ал пӳрнине.

 

Куçăмран эс вăтанчăклăн пăхăн:

«Элле, çамрăклăх килчĕ тепре?.._»

... Апла, машăрăм, тăхăн-ха, тăхăн

Тĕрĕленĕ шап-шурă кĕпе.

Хура-шурлă хавас ĕмĕре

Пурăнар яланах ĕмĕтпе.

 

Тем те пулнă, темĕнте курнă,

Кулянас-и халь уншăн выртса?

Çемĕртсем, улмуççи çеçке çурнă, —

Çеçкисем — çилпеле тăкăнса.

 

Çав-çавах та улмаллă, çырлаллă

Пулнă иксĕмер, кĕр çывхарсан.

Нӳхрепре пичке ларнă сăраллă, —

Хĕрелмен пит хăна пухăнсан.

 

Пурте пулнă, йăлтах хыçа юлнă,

Йыхăрать-ха кун-çул, йыхăрать.

...Ыраш уйĕ вылять хумлăн-хумлăн,

Пĕрчĕ тулнăшăн хир савăнать.

Пурах, пурах вăл Юрату Турри!..


Пурах, пурах вăл Юрату Турри!

Савнăçĕпе асапĕ те — унра.

Сĕм пĕлĕте сирсе, хĕвел ури

Ахаль-и йăлтăрса утать умра.

 

Ахаль-и Турă çырнине эпир —

Пĕртен-пĕрне — илетпĕр суйласа.

Çавăнпала аçта йĕппи —

Унта çиппи,

Пурнатпăр йăх-тĕпе малаш парса.

 

Хăш чух, тен, пирĕн кашăк-чашăксем

Шăкăртатса илеççĕ хушăран.

Апла пулсан та, çутă çăлтăрсем,

Сĕм çĕрле чух, пăхаççĕ маччаран.

 

Пурах, пурах вăл Юрату Турри!

Ăна пулах — усалли мар, ырри

Куллен вăй-хал парса пăхать пире,

Инкер-синкерсене умран сирет.

Вунтăватă асамлă йĕрке...


Вунтăватă асамлă йĕрке, —

Вăл сонет-мĕн, — чуна илĕртет.

Вăл сана хитре хĕр пек тиркет.

Хăшпĕр чух: «Вăййа тух!» тет, чĕнет.

 

Çав тери тĕлĕнтермĕш иккен:

Пур саккунĕ, йăли те пăли.

Пайлаттармĕ чуна вăл икке,

Вăл — савнин, юратун ыр кулли.

 

Çавăнпах-тăр мĕнпур сăвăçсем

Сонета хĕрсене халалланă:

«Эсир Пурнăç та Юрă, Илем!..»

Тенĕ май, чĕререн хавхаланнă.

 

Пур вĕт манăн та Турă çырни —

Ĕмĕрех çумăмри чун савни.

Витаминсем


Эпĕ те çиччĕре, те саккăрта ун чухне — лайăх астумастăп. Эпир хĕлле урайне выртаттăмăр. Пӳрт ăшă пулатчĕ те. Урхалăхпа çыхса каçпа атте ыраш улăмĕ илсе кĕретчĕ пӳрте. Çав улăма урайне сарса улăм çине тӳшек, сăхмансем сарса выртаттăмăр эпир. Атте пĕр хĕрне, анне тепĕр хĕрне выртатчĕ; эпĕ, шăллăм, икĕ йăмăк варне выртаттăмăр; çывăрса тăрсан, ирхине, анне улăма кĕлте туса çыхса кăмака хутатчĕ.

 

* * *

Ула сысна пурччĕ пирĕн. Ула сысна çăвăрларĕ, виçĕ чĕпĕ19 туса пачĕ. Пĕри тулта шăнса вилчĕ.

Ыттисем те шăнса вилесрен ула сыснапа икĕ чĕппине çав хĕлле пӳртре усрарăмăр.

Каçхине, эпир урайне улăм çине выртсан, краççын сӳнтерсен, ула сыснапа ула чĕппи пирĕн тавра нăрăклатса, улăм чавса çӳретчĕç. Ула сысна, улăм пуçтарса, пирĕн ура вĕçне выртатчĕ.

Чĕпписем амăшне ĕметчĕç — нăрик-нарик! нăриклетсе, тутисемпе тĕрткелесе ĕметчĕç.

Çав сысна чĕпписем, эпир витĕннĕ кĕрĕк айне кĕрсе, шăллăмпа иксĕмĕр хушша, ăшă çĕре, кĕрсе выртатчĕç. Сысна чĕпписем пыйтлă, кĕсенлĕччĕ. Шăллăмпа иксĕмĕре те сысна пыйтисем ернĕччĕ вара. Сысна пыйти ахаль пыйтă пек мар, хытă çыртать-мĕн вăл.

Малалла

Эп кантăкран пăхайрăм...


Эп кантăкран пăхайрăм — куртăм:

Хулам ман — йĕлтĕрсем çинче.

Урамаллах туртать-çке чунăм

Çыру сĕтелĕ хушшинчен.

 

Çапах та, чунăм, чăт, тархасшăн,

Ыран çитетпĕр вăрмана.

Паян эп кăшт тăлмач пуласшăн,

Эп куçарасшăн Кийсына.

 

Ун сăввисем мана çеç мар-тăр

Каяççĕ пулĕ кăмăла,

Чăваш унне тытса вулатăр

Хăть пĕр виç сăвă чăвашла.

■ Страницăсем: 1... 522 523 524 525 526 527 528 529 530 ... 796
 
1 Симакур — хулиган, пуçтах
2 Çилкĕç — парăс
3 Çукаланчăк — куç кĕрет йăпăлти
4 Çумка — форель
5 Çăрлан — сельдь
6 Çӳрме — выльăх ăш-чикĕнчен (пырши-пакартинчен) пĕçернĕ апат.
7 Çӳçке — лапсăркка, тирпейсĕр çӳç
8 Сайхах — карта тытмалли вĕрлек (йывăç)
9 Сарлăк — «сар» сăмахран, хăмар сарлăкĕ
10 Сырăш — выльăха апат памалли такана
11 Супьях — тирпейсĕр
12 Састăк — селĕп
13 Сăрхăват — чир (лишай)
14 Суптăркка — асапланса йӳтесе çитнĕ.
15 Сехмет—хурлăх
16 Сăянташлă — тытамаклă
17 Супинкке — пурлăх, япала тата ыт.
18 Сыхчă—пӳлĕхçĕ
19 Çĕрпӳ уесĕнче хăш-хăш ялта «сысна çури» темеççĕ, «сысна чĕппи» теççĕ. (Автор асăрх.)