Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеИрĕк çилХĕн-хур айĕнчеĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томЫлтăн вăчăраЙытă тĕлĕкĕЫтла та хитреччĕ ун чух çуркунне

Пахматтай


Пĕкĕрĕç те1 пахматтай2

Çав тери те паркамас3,

Ун пахмачĕ хăйне май,

Пулуштуксăр калаçмасть,

Ĕçрĕ тĕк пăлтăрĕнче4

Çывăрать путмар çинче,

Тăчĕ — çурт пĕçмехĕнче

Йăпшăнса тăвать чĕççе.

 

Пултăк пур хул пуççинче,

Пукрасем пит-куçĕнче,

Хĕлĕпе вăл çăвăнман,

Пӳртĕнче лаххан пулман,

Шăрăхра, çу кунĕнче

Пухилкке ун уринче,

Тухрĕ тĕк вăл килĕнчен

Пӳрнеккей ачасенчен

Ашшĕ-амăш сисиччен

Кукăль пăвăртать5 чеен

Ик алли ун — пикапар6,

Пурпĕр пушă çав павар7,

Пурнăç путишле пулсан

Пухмачра8 ним те юлман.

Хырăмне çыхса пĕтре

Пештĕр9 çакрĕ те пĕрре

Тухрĕ-кайрĕ вăрмана

Ырлăх-пурлăх шырама.

 

Пĕр патман палан пуçтарчĕ,

Паçмине10 акса хăварчĕ,

(Пехетне11 курсан аванччĕ),

Панташка12 çыхмашкăн манчĕ,

Сивĕ хĕл часах çывхарчĕ,

Темĕнле пӳртем13 çыхланчĕ,

Çуркунне панчас14 пуçланчĕ,

Пурăнма юлмарĕ шанчăк.

Çĕр çул малтан çуралнисен шутне...


Çĕр çул малтан çуралнисен шутне

Кĕртсе хăш чух вăрçать мана анне:

— Çынсем укçа пухаççĕ, — тет,

Çынсем апла-капла тăваççĕ, — тет.

 

Мана вара пĕри те кирлĕ мар,

Чĕрем анчах упратăрччĕ кăвар.

Пуçлăхсене йăпăлтатма эп вĕренмен,

Кĕтмен телей çитессине кĕтмен.

Ĕçлетĕп, тавăрса çанна,

Шанатăп ӳçă кăмăллă çынна.

 

Çĕр çул малтан çуралнисен шутне

Ĕçпе кĕме пилле мана, анне!

Вăхăт, вăхăт васкать, эпĕ мар!..


Вăхăт, вăхăт васкать, эпĕ мар!

Вăл хушмасть каялла таврăнма,

Улшăну, çĕнелӳ — пархатар

Парнелеççĕ кашни кунăма.

Кунсерен çĕнĕлле пулăмсем —

Май та çук тĕлĕнсе чарăнма.

Илĕртеççĕ умри кунăмсем,

Шав хистеççĕ çĕнме, шырама.

Мĕлтлетсе иртекен кунсенче

Пин те пĕр улшăну тĕнчере!

...Юрату, юрату çеç пĕрре —

Юрату хăйне евĕр тĕнче.

Сар çĕленле авкаланса...


Сар çĕленле авкаланса,

Сава çинче çункав ташларĕ.

Вĕр-çĕнĕ çурт сап-сарă, тап-таса —

Вăл ылтăн евĕр ялтăрарĕ.

Çапла, нимскер пулмасть ансатăн:

Вăй-хал хурсассăн — тар тухать.

Этемĕн тарĕпе анчах-мĕн

Пур япала та ылтăна куçать.

Кайăк патши


Эпĕ ун чухне те улттăра, те çиччĕре — лайăх астумастăп.

Çуркунне. Уяр кун. Хĕвел ăшăтса пăхать. Юр ирĕлме пуçланă.

Пӳрт тăрринчен, лупас çинчен тумла тумлать.

Пирĕн картишĕнче лаша, ĕне, сурăхсем хĕвел çинче ăшăнса тăраççĕ.

Сысна хĕвел питне ыраш улăм çине выртнă та нăрк-нăрк! нăрклатса çывăрать. Атте картишĕнче улăм турать кĕреплепе.

Эпĕ улăм купи çинче мекĕлчĕк хуçмалла выляттăмччĕ.

Улăм купи çине ухнă чухне, темле, çӳлте чĕрик-чĕрик! тенĕ пек илтĕнчĕ.

Эпĕ çӳлелле пăхап та — урамри йăмра тăрриннче икĕ хура кайăк чĕриклетсе лараççĕ.

Эпĕ аттене:

— Атте, пăх-ха, йăмра çинче хура çерçисем лараççĕ, — терĕм.

Атте мана:

— Ухмах, хура çерçи пулать-и çав, шăнкăрч вет вăл, — тет.

— Мĕнле шăнкăрч, эпĕ курман-çке ун пек кайăк, — тетĕп аттене.

— Ĕнер килменччĕ-ха, паян çеç килнĕ вĕсем, — тет атте.

Эпĕ аттерен ыйтап:

— Пирĕк анне Ишекрен килнĕ, шăнкăрчсем те Ишекренех килнĕ-и вĕсем? — тетĕп.

— Çук, аннӳ Ишекрен килнĕ те, шăнкăрчсем Ишекрен килмеççĕ, ăшă енчен, кăнтăрларан килеççĕ, — тет атте.

Малалла

Хирти сăвă


Çăп-çăмăл шуçăмăн чаршавĕ

Çĕкленнĕ майăн тухăçран —

Йăмралăхри куракăн шавĕ

Мана вăратрĕ ыйăхран,

 

Васкать-мĕн кайăксен эртелĕ

Хире ĕçе — пухма ăман.

Анне тухса пăхать: «Йĕркеллĕ

Чĕппи тухатъ-ши ку аман?»

 

Янрать мăк витере пĕр харăс

Çич хур чĕппи шиплетнĕ сас...

Кĕрлет ирхи «автан пасарĕ»,

Мотор кĕвви килет кас-кас.

 

Ял сывлăшĕ хула этемĕн

Чунне çу евĕр çемçетет.

Туссем, юлас килмест-çке, темĕн,

Ака çинче ман сирĕнтен.

 

Пăр пек шыв хыççăн нăтăр-нăтăр

Эп сăтăратăп ӳт-тире:

Ĕçре вăй выляса çеç тăтăр,

Нар тĕсĕ çиçтĕр сăн-питре.

 

...Ăçтан халь пулăп-ха мăнтарăн!

Каллех эп хурçă ут çинче.

Ялан туяттăм пур пек парăм

Тăван уй-хирĕм умĕнче.

 

Çĕрле сухаласа кăпкатнă

Тăпра тӳшек пек туйăнать.

Тĕтре ун тăрăх тин вăратнă

Ачаш ача пек йăванать.

 

Сĕткен тулса кӳпченĕ пĕрчĕ

Ӳкет çĕре сар ылтăнла.

Вăранчĕ рифмă, шухăш хĕрчĕ,

Малалла

Пуш сăмах пек туйăнĕç сана...


Пуш сăмах пек туйăнĕç сана

«Юратап» тени, тупа туни,

Хăш-пĕри юратăва манать,

Харама каять хыпса çунни...

Каласан хам туйăмсем пирки,

Эс ĕненмĕн. Ӳкĕнĕп темччен.

Йышăн сăввăма, ун пур йĕрки

Юн тумламĕпе чун сассинчен.

Тухăçра шупка сăн палăрсассăн


Тухăçра шупка сăн палăрсассăн

Пулăç анчĕ Атăл хĕррине;

Çиппине сӳтсе хăлаç-хăлаçăн

Ывăтрĕ шыва вăлтисене.

Ватăлсан та — тинĕс капитанĕн

Кăмăлĕ туртать-мĕн шыв еннех...

Ахаль мар рет-рет хумсен йăранĕ

Тĕрĕленнĕ ун çамки çине.

Пирĕн чаплă сад пулать


Совхозри питомникран

Грузовик тулли паян

Илсе килнĕç тиесе

Улмуççисем, чиесем,

Хурлăхан, хăмла çырли —

Пĕтĕмпех пур мĕн кирли.

Сад лартмашкăн хатĕр пул

Йăт витре, тыт кĕреçе!

Сад эрни халь: пĕтĕм шкул

Хĕрсе тытăнчĕ ĕçе.

Халь эпир те пĕчек мар —

Куçнă иккĕмĕш класа, —

Виççĕмĕшпе юнашар.

Эх, ĕçлетпĕр тăрăшса!

Ӳссе ларĕ шкул тавра

Ытарма çук чаплă сад.

Тутлă çимĕçне вара

Пурте çийĕç юратса.

Ленук


Янăравлă сасă сывлаша çурса ячĕ:

— Ленук! Ле-ну-ук!

Çак сасса илтсе картишне кам чупса тухасса çак икĕ хутлă пысăках мар çуртра пурăнакансем чӳречерен пăхса илмесĕрех пурте пĕлеççĕ. Кашнин куçĕ умне йĕтĕн çӳçлĕ ырханкка хĕрача Ленук тухса тăрать. Çуркуннехи хĕвел ăшшипе чĕрĕлнĕ, илемлĕ сăрăсемпе тĕрленнĕ вĕл-вĕл лĕпĕшех вăл. Çийĕнче унăн — аркине хăюсем тыттарнă сап-сарă е хĕп-хĕрлĕ кĕпе. Куçĕсем сенкер, чăр-чăр пăхаççĕ. Çăмăл шăм-шаклă, алли-ури çĕре лекмест. Кирек хăçан та хаваслă. Кăмăлĕ — сар çу. Чĕлхи — чĕвĕлти чĕкеç. Паллакана вăл аякранах йăл кулса кĕтсе илет те ăшшăн саламлать:

— Сывлăх пултăр!

Пĕр-пĕр карчăк магазинтан йывăр сумкă йăтса килнине курсан, тӳрех чупса пырать:

— Кӳр, пулăшам.

Çапла. Ку çуртра Ленука пĕлмен çын çук. Ара вăл пурин куçĕ умĕнчех ӳсрĕ-çке. Кăçал унăн, кĕркунне çитсен, шкула иккĕмĕш класа вĕренме каймалла.

Паян янăравлă сасса илтнисем чӳречерен пăхмасăр тӳсеймерĕç. Кашнинех пĕлес килни кăсăклантарчĕ:. тăнă-ши хĕрача ура çине ĕнерхи пăтăрмах хыççăн? Тухĕ-ши вăл тантăшĕ патне?

Пăхрĕç, пăхрĕç чӳречерен, анчях кĕтсе илеймерĕç. Тухмарĕ Ленук тус-тантăшĕ патне. Эппин, вăл халĕ те чĕтресе выртатъ. Ăçтан тӳсĕн, ĕнер ăна вăрра хурса намăслантарнă. Милицие тыттарса ярассипе сехрине хăпартнă, пĕчĕк чĕрине калама сук йывăр амантнă. Кам? Мĕнле çын вăл? Паллаççĕ-и ăна ку çуртрисем? Паллаççĕ, çак çуртрах пурăнать вăл. Эх, Ленук, Ленук, çав çынна тĕл пулсан, мĕншĕн йăл кулнă-ши эсĕ? Мĕншĕн пĕлеймен-ши Çынак инкен ăш-чикне ку таранччен?

Малалла

■ Страницăсем: 1... 524 525 526 527 528 529 530 531 532 ... 796
 
1 Пĕкĕрĕç — курпунлăрах пĕкĕрĕлсе çӳрекен çын
2 Пахматтай — сăпайсăр тӳрккес çын
3 Паркамас — самăркка, парка
4 Пăлтăр — алăк умĕнчи пӳлĕм, вырăн
5 Павăртать — улталать
6 Пикапар — пĕр пек вăйлă
7 Павар — çулла апат пĕçермелли хуралтă
8 Пухмач — мул, укçа пухмалли
9 Пештĕр — пушăтран тунă кутамкка
10 Паçма — кил-çурт таврашĕ (усадьба)
11 Пехетне — уссине, ыррине
12 Панташка — тĕвĕ çыхса хуни
13 Пӳртем — ерекен чир
14 Панчас — шалкăм çапни