Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕçпе çурлаИлле ТăхтиПахчапа мунча хуҫиЫлханлă хура çĕмĕртСӳнми хĕлхемПулать-çке пурнăçраИлем

Эп астăватăп, тусăм...


Эп астăватăп, тусăм: уява

Аçу-аннӳ патне тăван ялна

Пĕрре эс илсе кайнăччĕ мана.

 

Пит ăшшăн кĕтсе илнĕччĕ пире.

Çитейрĕмĕр: чăваш йăлипеле

Мунча кĕретпĕр çĕн милĕкпеле.

 

Лапка çинчен анатпăр та, лаçра

Витре тулли кăпăкланать сăра,

Епле ăш канмĕ — вăл пыл пек çăра.

 

Унтан — тӳрех ачалăх кӳллине:

Вылятпăр вĕтĕр-шакăрпа пĕрле

Ахăлтатса пĕр ăстрăм мечĕкле.

 

Унтан эпир — тулли кĕрекере:

Сĕтел çинче çĕр тĕрлĕ пуль апат,

Аçу-аннӳ сăпай та тарават.

 

Каярахпа — яш-кĕрĕм вăййинче

Чипер-çке чун çунтармăш хĕрĕсем,

Анчах та пирĕн валли мар вĕсем...

 

Ташлать, юрлать яш-кĕрĕм, савăнать.

Эпир санпа çӳретпĕр темĕнччен

Куçа илмесĕр икĕ хĕр çинчен...

 

...Каллех ав, тусăм, çывхарать уяв.

Кайса курар-и пирĕн еннелле,

Тепре тухса выляр-и мечĕкле?..

Хурçă кайăк


«Тӳпере çул ан шыра», —

Тенĕ ĕлек халăхра.

Урлă-пирлĕ, умлă-хыçлă —

Тӳпере йĕрсем халь йышлă!

 

Хурçă кайăк, хурçă кайăк

Тӳпене çурса шеп кайĕ,

Тĕк пек шурă хӳрине

Вăл хăварĕ тӳпене...

 

Хурçă кайăк, çиçĕм кайăк,

Çулусем сан ирĕк, лайăх —

Юмахри пек ĕмĕрте

Вĕçтерех пире çӳлте!

Туслăх кӳлли


Ачăллă вăл чăвашла,

Пушкăртла ун ячĕ

Аслă Кӳлĕ пулмалла,

Çапларах янратчĕ...

 

Кулĕ пултăр кӳлĕ пек,

Ятĕнче-им чысĕ?

Хатĕрленчĕ кунĕпех

Ыр хуçа кил-йышĕ.

 

Хатĕрленчĕ Ачăлла

Тун çывхарнă евĕр:

Шăрттанне те хумалла,

Чăкăтне, тем те пĕр...

 

Илмелле хут купăса —

Унсăр мĕн илемĕ?

Уяври пек янраса

Юхтăр юрă-çемĕ!

 

Тухрăмăр хайхи çула —

Çулĕ пит кĕске-им?

Çилпеле выля-выля

Вăркăшать кĕпе-йĕм...

 

Акă Ачăллă — умра!

Кăн-кăвак, сип-симĕс...

Пăнчă евĕр, аякра

Ярăнать пĕр кимĕ.

 

Шывĕ тăрă, кĕленче!

Кĕленче пек çутă!..

Чăм, шыва кĕр киленсе.

Çулнă хыççăн утă.

 

Сарă хăйăрлă çыран

Кăнтăрти пек лайăх.

Ачăлла таçтан-таçтан

Килнĕ тĕрлĕ халăх:

 

Пур кунта грузовиксем,

Лашасем те кӳлнĕ...

Пурне те пиллет илем

Аслă çутă кӳлĕ!

 

Килнĕ каннă вăхăтра

Малалла

Купăста


Пĕр шурă, пысăк мăйракаллă, хура сухаллă качака пурччĕ пирĕн.

Çулла пĕрре пӳртре каçпа апат çисе ларатпăр. Кĕтӳ кĕртнĕ. Выльăхсене эпир киле кӳртнĕ, шурă качака та картишĕнчех.

Апат çинĕ чух ăшă тесе анне кантăксене уçрĕ.

Çăкăр каснăччĕ те, çăкăр сăмсине картиш енчи кантăк çине хунăччĕ.

Пирĕн хура пӳрт, кантăксем лутра. Эпир апат çисе ларнă чух качака чĕвен тăрса пуçне кантăкран чикрĕ те: «Качча!.. Качча!..» — тенĕ çĕртех çăкăр сăмсине хыпса кантăк çинчен илсе тарчĕ.

Атте:

— Эй, шуйттан, каскăн качака теме те ярса илĕ! — терĕ вара апат çисе ларнă çĕртех.

Пирĕн çав качака купăста пахчине питĕ кĕретчĕ.

Малтан карта çумне икĕ уран чĕвен тăрса пахчана пăхатчĕ. Вара карта çумĕнчен каялла чакса-чакса каятчĕ те трук чупса пырса карта урлă яшт! сиксе купăста пахчине кĕрех каятчĕ.

Çавă качака кĕмен пахча хăварман пуль ялта. Хамăра та, çынсене те купăста çисе тем чул тарăхтарнă вăл. Аттене те çавăнтанпа Качака Микиш теме пуçларĕç. Ача чухне хамăра та юлташсем урамра «кăч-кăч-кăч» тесе йĕкĕлтетчĕç.

 

* * *

Малалла

Çухалнă канăç


Хăмăрланса хуралчĕ халь анчах

Вуншар тĕспе хĕмленнĕ хĕвеланăç.

Кĕрен хăю çунатчĕ-ха çапах —

Теме кĕтсе сӳнмесĕр юлнă шанăç.

 

Килмерĕ каялла çухалнă канăç,

Çӳрерĕ çулсăр, вăрттăн сукмакпах.

Яш чунăма хускатнă хĕр-асамăç,

Сана шырарĕ вал тахçантанпах.

Хама шыратăп эпĕ...


Хама шыратăп эпĕ,

Хама тăнлатăп.

Шыравăм çуле тăсăлать инçе.

Çап-çамрăк чунăн вĕçсĕрлĕхĕнче

Сенкер вутпа чечекленет тĕнче...

Аслă хула тетрелĕхĕнчен...


Аслă хула тетрелĕхĕнчен

Тухрăм та эпĕ, чунăм лăпланчĕ.

Çунчĕ вăл вăрттăн. Çунчĕ — çуталчĕ

Витĕр курнан таса кĕленчен.

 

Килĕр, çынсем, пăхмашкăн чун витĕр!

Сăнăр çӳлтен — сенкерлĕх курăнать —

Ку вăл манра тӳпе пурăнать.

Тĕттĕм хура тĕсрен те ан писĕр —

Нӳрлĕ тăпра та манра упранать.

Шăп варринчв хĕм-çиçĕм çиçет:

Ку юрату — сӳнет те тивет.

Килĕр, çынсем, пăхмашкан чун витĕр,

Килĕр...

Сăвă чунсăр çырăнмасть...


Сăвă чунсăр çырăнмасть,

Вăхăт пусмарлать чуна:

Ерипен утса пыма,

Тем тесен те, хĕн çынна.

Лавĕ çыннăн йывар çав, —

Ах, вăйне ăçтан тупас?

Никĕсленĕ пурнăçа

Аванпа кăна курас.

Е туймастпăр, — каçхине

Фиккус кăшт куççулленет.

Ир енне курăксене_

Ма-ши сывлăм кĕмĕллет?

Озон, — шавлă çумăр ирттĕр, —

«Вăю пултăр, телей килтĕр», —

Аслă камăлпа пиллет.

Тăнран кайса ӳкес те — вăранас...


Тăнран кайса ӳкес те — вăранас,

Хуçа пулас, чура кунне курас,

Вилме выртас та — яшт! сиксе тăрас,

Анчăк пек туслă е суя пурнас? —

 

Ан пултăр канăç, çав-çавах та туслăх

Ал патăр та — çын ĕмер пуç ан устăр.

Телейсĕр чух телейĕме курасчĕ,

Юрайманран юракана тухасчĕ,

 

Наркăмăша шерпет ĕçнĕн туясчĕ,

Вăйсăр çынран Улăп пулса тăрасчĕ,

Тамăкра чух та çăтмахра теесчĕ,

Ултавлăх витĕр чăнлăха пĕлесчĕ, —

 

Вара кĕрес те пурнăç ытамне

Тĕпчес, тĕпчес кун-çул тĕрĕслĕхне, —

Ун чух тин пĕлĕн Юрату хĕмне,

Çак тĕнчене

Ху мĕншĕн килнине...

Эс юратушăн каçар мана


Янрать юрă, янрать…

Ирпе те, каçпа та çук канăçăм ман,

Таçта хӳкле йĕрет шеллесе.

Эс юратушăн каçар мана,

Çунать чĕрем хĕмленсе.

 

Чуна ыраттарса вăл асаилӳ тĕнчине илсе каять. Çак юрра Михаил юрататчĕ.

Пурнăç — кăткăс япала. Тепĕр чухне çынна темле килĕштерсен те, чĕрепе ун патне ăнтăлсан та — пĕрле пулма çук. Тамара Михаила çăмăлах мар вăхăтра тĕл пулчĕ. Хĕре уйăх каялла тахçантанпах çӳренĕ каччи пăрахса кайрĕ. Шухăшсем, ыйтусем пуçра, вĕсенчен ниепле те хăтăлма çук. Ирпе те, каçпа — пĕр минутлăха та канăç памастчĕç асаилӳсем. Юрать тантăшĕ вăйпа тенĕ пекех Ксюшăна урама илсе тухатчĕ.

Акă пĕр çуллахи каç вĕсем клуб еннелле утаççĕ. Вĕсен умĕнче пĕр машина чарăнчĕ. Унтан Ксюшăн савнийĕ Гриша тата палламан каччă анчĕç те хĕрсем патне пычĕç. Машина малалла вĕçтерчĕ. Çамрăксем вара шăкăл-шăкăл калаçса клуба çитрĕç. Унта вальс кĕвви янрать. Унăн çеммипе Ксюшăпа Гриша çăмăллăн çаврăнма тытăнчĕç. Тамарăна вара Михаил, тантăшĕн савнийĕпе килнĕ яштак каччă, ташша чĕнсе кăларчĕ. Темле лăпкăн хăйне туйрĕ хĕр унпа, чуна асаплантаракан шухăшсем те таçта кайса çухалчĕç.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 523 524 525 526 527 528 529 530 531 ... 796