Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ылханлă хура çĕмĕртҪул пуҫламӑшӗТĕлĕнтермĕш юмахсемЫтла та вăрттăн юратуВăрман ачисемПограничниксемТаркăн

Хураç


Ĕлĕк-авал пĕр ялта Хураç ятлă çын пурăннă тет.

Хураçăн пурнăçĕ питĕ начар пулнă тет.

Çăкăр-тăвар çитмен унăн, кил-çурчĕ ишĕлсе ларнă, выльăх-чĕрлĕхĕ пулман унăн, чăх-чĕп усраман вăл.

Арăмĕ хăй те çĕтĕк-çатăк тум-тир тăхăннă: ачи-пăчи çĕтĕк çытмапа, çара уран, çанăсăр кĕпесемпе, хуп-хура питлĕскерсем урам тăрăх ĕрлесе, йытă-кушак хăваласа, çăвара карса çӳренĕ.

Хураç ачисенчен иртен-çӳрен çын сăмах ыйтсан вĕсем сăмсисене мăшлаттарса, тутисене тавăрса йĕкĕр шăлĕсене кăтартайнă.

 

* * *

Çав ачасен ашшĕ, Хураç, этем уйра ĕçленĕ чух килте çывăрнă е урам тăрăх урлă-пирлĕ пăхкаласа тăнк-танк, тăнк-танк уткаласа, икĕ аллине калла тытса утса çӳренĕ.

Яллă çĕрте çерçи выçă вилмест теççĕ, — çавнашкал Хураç та унтан-кунтан пĕрер татăк тупкаласа пурăннă.

Ĕçкĕ-çикĕре вăл пур çынтан та маларах ĕçсе çӳренĕ, кĕнĕ çĕртен туха пĕлмен. Тулли куркана тĕппи тума ăста пулнă вăл.

Çӳпçе çине хупăлчи тенĕ пек, Хураçăн арăмĕ те усланкă, ланчашкарах, мелке çӳçлĕскер тупăннă.

 

* * *

Малалла

Хам пурнăçри мĕнпур вак-тĕвеке...


Хам пурнăçри мĕнпур вак-тĕвеке

пысăклатма ма вĕçĕм тытăп лупа?

Эп сарлака çул варрине лекем:

пĕчченлĕх ӳплинче эп лармăп хупă.

Çак ĕмĕт çунатне касмашкăн ал

çĕклекене эп сăх питрен лач! сурăп!

Хама кура ман хамăн ăраскал —

путсĕрлĕхе хĕç-сăмахпа эп турăп.

— Хал пулмасан — хăвна çеç айăпла! —

тесе хама эп вĕçĕмсĕр хытарăп.

Ĕмĕрлĕхе çĕтсе, вил кайăкла

ӳкессинчен, пĕрмай

асăрхаттарăп.

Çунатлă шухăш вĕçевне çавах

пăрахмĕ ăраскаллă кун — тавах!

Васкатпăр пур çĕре те ĕлкĕрме...


Васкатпăр пур çĕре те ĕлкĕрме:

вак-тĕвекпе вакланнăран сисместпĕр,

юлать чи кирлĕ ĕç. Ăна темме

çак шавлă пурнăçра аса илместпĕр.

Каласчĕ, кунăмсем, сире халех:

çула тухатпăр пушăлла, тиевсĕр!

Хыпаланса иртетпĕр ахалех

хавхаланусăр, ĕмĕтри вĕçевсĕр.

Кайран, шур пас тытсассăн тăнлава,

куратпăр хамăр пĕчĕкçĕ лава,

тиес татах — çитмест хастарлăх вучĕ.

Çу вăхăчĕ иртсен, вăрман çапла

ларать пехиллесе вилес çынла:

ун умĕнче — шур хĕлĕн шурă хучĕ.

Катăршнăй


Уçă кантăк витĕрех

Алă патăм Вихтĕре.

«Кантăк витĕр ал тытсан —

Çылăх, — терĕ. —

Каçарсам».

Ал тытмарĕ, катăршнăй.

 

Уçă кантăк витĕрех

Патăм хайхине эрех.

Тытрĕ стакана ярса!

Кантăк витĕр ал парса:

«Ан ятла», — тет катăршнăй!

Хăравçă лектора


Ялан калатăн эсĕ:

«Турă çук!»

Анчах, доклад е лекци çырнă чух

Тĕн-тĕшмĕш темипе,

Таçта аçа çапсан çине-çинех,

Кăранташу ӳкет шур хут çине

Аллу чĕтренипе.

Ухливан вутăша улталани


Хĕллехи çĕр вăрăм, икĕ кун тăршшĕ. Ала çăлтăр пуç тăрне ухиччен виç çăпата хуçса, тăваттăмĕшне тавăрса хума пулать. Улахра хастарлă хĕр, ыттисем каччăсем çине пăхса ларнă вăхăтра, икĕ йĕке турахуп çиппи авăрлать.

Пĕрре, хĕлле, каç пулттипе кӳршĕри Пилеш Мĕтри патне кайрăм, шакăлтатса ларма. Алăкран пырса кĕтĕм те:

— Ман килес, — терĕм.

Мĕтри матки:

— Килех, килех, Ваçка пăяхам, маларах ирт, — тет.

Мĕтри — сӳтсе явса юмахлама юратакан çын. Юмахлама питĕ ăста. Ун патне кӳршĕсем чĕлĕм туртма пухăнкалаççĕ. Халĕ те ун патне ман умĕн Юс Çеменĕпе Такамак Энтри пырса ларнă.

Эпĕ пĕр вăтанмасăр «маларах ирт» тенĕрен кĕреке пуканĕ тĕлнех кĕрсе лартăм.

— Мĕтри ăçта кайнă сирĕн? — теп.

— Выльăхсене хупма тухнăччĕ вăл та, — тет арăмĕ.

Пăртак ларсан Мĕтри кĕчĕ.

— Ваçка пичче килнĕ-çке, — тет.

— Юмахламалла килсе ларас терĕм-ха, — теп.

— Юрать, — тет. Алăк патнелле пăхрĕ те: — Çемен, элле эсĕ аран шăпăр шăтăкне кĕрсе ларман-çке, маларах ирт, сана сĕтре-сĕтре тĕпелерех ирттерме эс таçта хăна хĕр мар. Куç ӳкес çук сана, — тет.

Малалла

Ан ӳпкеле тек çулсене...


Çул юппине утса тухсассăн,

Тӳпе пек тарăн куçусем

Ман еннелле тинкерчĕç. Ассăн

Сывларăн: «Сывă пул», — тесен.

 

Çулсем чупаççĕ, илĕртеççĕ

Малтан мала чĕнсе пире.

Мана Пушкăртстанра кĕтеççĕ,

Сан çитмелле, ав, Çĕпĕре.

 

Эс курăнми те пултăн акă...

Халь эс манран инçе-инçе

Çулсем, мĕскершĕн уйăратăр

Çамрăксене пĕр-пĕринчен?

 

Савниçĕм, ан сывла тек ассăн,

Ан ӳпкеле тек çулсене.

Пĕрне-пĕри чунтан савсассăн

Кĕтсех тăр тĕл пулусене!

Çул


Çул тăвалла хăпарнă чух, юлташăм,

хевтесĕр кĕвĕ илĕртмест пире.

Иртсе каян кун хĕвелне чăкрашшăн

«Ан сӳн», — тесе тытаймăн ӳплере.

Упăтелен... Кайран çĕкленĕ палăк

шăп сан ятна зоопарк картишĕнче.

Айваншăн мар чун çăлтăрĕ — ăсталăх

çиçсе тăрать ăс-хакăл тӳпинче.

Хам вăйăмран иртсе калаçмăп шух,

ман парăм — чи ĕçчен кунсен çĕклевĕ.

Çук, парăм мар ку — тивĕçĕм, хушу,

малашлăхăн йыхравĕ, ăс вĕçевĕ.

Çакна мансан çухалĕ ят —

Тĕнче çути те харама каять.

Хаяр тиранăн сумсăр ĕçĕ


Каçхи кĕрен хĕвел сĕм ӳсĕр çыннăн куçĕ

усаллăн çиçнĕ пек, нушаллă Раççее

юнавлăн талăрса килсеччĕ пĕр çул пуçĕ

çын тивлетне, ĕçне сумсăрлатса чее.

Вăл пулнă патриот — çĕн сĕмсĕрсен çĕн ашшĕ —

çунатлă ĕмĕтпе çул хывнă ăсчахсен

ăсне те кĕлмĕçе кăларнă тĕп тăвасшăн —

унпа танлашайман фараонсем, шахсем.

Çынсен шăписемпе ăста вылянăскер,

вăл — вилĕмĕн тылли — шалт-шалт! сиксе çӳренĕ

ыр кăмăл çунатне хуçса е типĕтсе.

Çылăхпала сăвап мĕнне пач маннăскер,

вăл тĕрлĕ çĕршыва такан çине тӳрремĕн

çакас пек пухнă вăй мĕскĕнсене йĕртсе.

Вăрманта


Шакал, гиена йăхĕсем

тата

вăр-вар та çивĕч динго йытăсем

ирттерчĕç юнлă туй сĕм вăрманта,

хăварчĕç пит хăруш, тискер сăнсем.

 

Хумханчĕ шавлă йăрăс вĕрене

хуçасăр ялавла унта-кунта.

Кăшларĕç вуллине çине-çине

юнпа йăлт чăпарланнă вăрманта.

 

Пытанчăк та салхуллă чăтлăха

янратрĕ тăлăх ахрăм:

— Эп кунта-а!..

Кам çăлĕ-ши халь суккăр чăнлăха

виле шăршиллĕ, ятсăр вăрманта?

 

Ялав пек варкăшулла вĕрене

салхуллăн ӳкрĕ юнлă çĕр çине...

сăваплă вăрманта...

■ Страницăсем: 1... 531 532 533 534 535 536 537 538 539 ... 796