Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртÇил-тăвăлПулас кинсемУтартаИрĕк çилХĕçпе çурла

Эпĕ çуралнă çĕр-шыв


Вăрман хĕрринче пĕр пĕчĕк ял ларать. Кĕлел тăв текен сăрт çинчен çав ял çине пăхса тăратăп. Ах, илемлĕ-çке ку ял! Пахча пек. Ытараймалла та мар, шăтарас пек пăхса тăратăп. Ялта урамĕ-урамĕпе хурăнсем саркаланса лараççĕ. Кăчăка ларнă йăмрасен тăррисем кăшăл-кăшăл çил вĕрнипе ман еннелле таялаççĕ. Йывăçсем ешĕл çулçисемпе улăм витнĕ пӳрт тăррисене сулхăнласа тăраççĕ — юриех, сăрă улăм хăйсен илемне ан ятăр тенĕ пек. Çак ял урăмĕ тăрăх утса пынă чух ик айккипе пĕчĕк пӳртсем лараççĕ. Чӳрече хупписене сăрламан, сăрлама укçа кирлĕ, пирĕн ялти чăвашсем пуян мар, çавăнпа хутахай хыççăн пит каймаççĕ. Пирĕн ялта çăкăр çитменни те нумай. Харсăррисем халь улмуççи чĕртсе, улма сутса йӳнеçтеркелесе пурăнаççĕ. Ĕçкĕ хыççăн йăванарах çӳресен, апата тутлă çисессĕн вара çултан çула çитерсе пырасси питĕ хĕнĕ.

Пĕр шкул пур. Унта ачасене «çĕмĕрт кукли» çитере-çитере вĕрентеççĕ. Унта вĕренсе тухакансем атте-аннене вăрçма анчах вĕренетпĕр. Çавăнпа пирĕн ялсем ачисене шкула яма питех тăрăшмаççĕ. Ыр-и, усал-и — çапах урăх çĕрте пурăннă чух аса килет те киле кайса курас килет. Çак ялăн ячĕ Çĕн Элпуç.

Пирĕн ялтан икĕ çухрăмра, хамăр çĕр çинче, пĕр пысăк Элкӳл ятлă кӳлĕ пур. Вăл пулни çинчен ак мĕн калаççĕ. Çулла чăвашсем утă çулнă чух икĕ лашапа утаман пынă та çулакансене çаран çинчен сирĕлме хушнă; çынсем сирĕлсен çаран вырăнне шыв палкаса тухнă та вара утаманĕ те çĕтнĕ. Çавăнтан вара шыв тăрса юлнă.

Малалла

Паянхипе çырлахнă май, пачах...


Паянхипе çырлахнă май, пачах

манатпăр пурăнма çитес ыраншăн.

Темме-çке ик алла усса ларсах

вăрçатпăр кунсене кал-кал чупманшăн.

 

Уявлăн пурăнма васкан çынсен

йышне миçе хут вăхăт тытрĕ — печĕ

хăй авăрне — çук ячĕ те вĕсен!

Çаплах шаккать-ха самана сехечĕ.

 

Килес кунсен çĕн ӳсĕмне кивçен

илеймĕп эп тархасласа ахальлĕн.

Мухтав та савни мар — ун тутинчен

чăп! чуп туса илекенсем сахаллăн.

 

Ан лар йӳç тĕтĕм ункинче, хăта,

хĕрӳ ĕçе кӳлер-ха вăхăта.

Чĕнтĕрлет çур кунĕ тĕррине...


Чĕнтĕрлет çур кунĕ тĕррине

Йăпшăнса çуренĕ май самай вăл.

Шăплăх кăтăш пулнă ир енне,

Пасартса йывăçсене хăй майлă.

 

Шухă çил тăп сывлăша çурса

Çумăр пĕлĕтне савса чуп тунăн,

Хăй кĕнчелине шав арласа

Сар сим пыл хирне вĕçет сатуррăн.

 

Киленет шевлесемпе çут ир,

Куç хупанкине уçса минетлĕн

Çывăрать çĕр витĕнсе кавир,

Туйлă-çуйлă çу кунне кĕтет вăл.

Çӳл тӳпе çуталчĕ ярханаххăн...


Çӳл тӳпе çуталчĕ ярханаххăн

Систерсе ăш çумăр килессе.

Тип çĕре ислетрĕ вăл вăраххăн,

Çĕр питне чуп турĕ киленсе.

 

Шыв юхать таçта та шавлăн, танлăн,

Лачкамах шапарнă тĕмĕсем.

Юхăмсем кĕпер айне пытаннă,

Шыв сикки явать çут вĕренсем.

 

Пĕлĕтри шух çил ташлать килпетлĕн,

Илĕртсе илемлĕ кĕввипе.

Ăшă, çепĕç каç кĕçех килет-мĕн,

Çĕнĕ кун ылмашĕ киввипе.

 

Çăвăнчĕ çу каçĕ пит хавассăн

Шарлакан шыв юхăмĕпеле.

Çумăр килчĕ ĕмĕрех çăвассăн,

Шăлами тултарчĕ пур кӳлле.

 

Шавлăн шăрçасем çиçсе саланчĕç

Пĕрлешсе çап-çут шыв сиккипе.

Вăрманти чĕр чун часах шăпланчĕ,

Кайăксем те кăтăш пулнă пек.

 

Асамат кĕперĕ те хитре-çке —

Куç тулли çап-çутă чĕр сăнар.

Питĕ селĕм эсĕ, Çĕр-аннеçĕм,

Тен, пуласшăн хăна илĕм-тилĕм...


Тен, пуласшăн хăна илĕм-тилĕм:

Юр пĕрчи шав шаккать кантăкран.

"Эпĕ кĕртĕп сана — эсĕ вилĕн:

Çут тумлам пулăн эс самантран".

 

Хуравлать юр пĕрчи хурлăх курнăн:

"Эп пĕлетĕп хамах ун çинчен!.."

Чӳрече умĕнче урăм-сурăм

Сивĕ хĕл ахăрать каçсерен.

Тен, пуласшăн хăна илĕм-тилĕм...


Тен, пуласшăн хăна илĕм-тилĕм:

Юр пĕрчи шав шаккать кантăкран.

"Эпĕ кĕртĕп сана — эсĕ вилĕн:

Çут тумлам пулăн эс самантран".

 

Хуравлать юр пĕрчи хурлăх курнăн:

"Эп пĕлетĕп хамах ун çинчен!.."

Чӳрече умĕнче урăм-сурăм

Сивĕ хĕл ахăрать каçсерен.

Çил-тăман


— Лайахрах хупсам эсĕ алăка: шăршăнса ларнă та хытă туртмасăр пит хупăнасшăнах мар, — тесшĕнччĕ кăмака умĕнче ухватпа аппаланса тăракан амăшĕ, Леонид хысçăн алăк лайăх хупăнманнине курса. Анчах вăл ывăлĕ çине пăхса илчĕ те, калас сăмахне каламасăрах, хăвăрт ун патне утса пычĕ, кĕрĕкне хывтарчĕ, унтан, пукан çине ларса, çăматтине хывса шаккарĕ, кăмака çинчен çăм чăлха илсе пачĕ. Çак хушăра вĕсем иккĕшĕ те сăмах чĕнмерĕç.

Нумай пулмасть урама уçăлма тесе тухнă Леонидăн пичĕ каламалла мар шурса, улшăнса кайнă. Тăнлавĕсемпе янахĕ чылай хушă хырăнман çынăнни пек хура та таса мар курăнаççĕ.

Темле ырă мар япала пулса иртнине сиснĕ амăшĕ, хăвăрт тапма пуçланă чĕрине лăплантарма пикенсе, хăрах аллипе кăкăрне тытрĕ, тепринпе ывалне, пĕчĕк ачана çаватнă пек çавăтса, хăнасем ларакан пӳлеме илсе кĕчĕ. «Никам та урăх килмен, ют çын таврашĕ çук, пурте хамăрăннисемех», — ыт-ахальтен тенĕ пек çеç каланă сăмахсемпе йăпатма пăхрĕ вăл Леонида.

Сĕтел хушшинче чăнах та çавсемех, Леонид тăванĕсем — пиччĕшĕпе шăллĕ, инкешĕ, арăмĕ Полина. Хăйсем самаях ӳсĕрĕлнĕ. Хĕрĕнкĕскерсем нимех те сисмерĕç. «Э, Леонид-çке! Инженер çитрĕ пирĕн... Кил, лар часрах», — текелесе илчĕç те, тахçанах пуçланнă калаçу каллех сыпăнса кайрĕ. Вĕсем мĕн çинчен пĕр-пĕрне пӳле-пӳлех калаçни те халь Леонид хăлхине кĕмест, арăмĕ лартса панă вĕри какай шӳрпине те курмасть вăл.

Малалла

Элихун


1 пайĕ

Чăваш тенĕ халăхăн

История пулман-çке,

Герой тавраш, патша та

Вăл халăхăн пулман тет.

 

Еврейсенĕн Моисей

Пулнă чаплă пророкĕ.

Ăслăх çинчен пĕлекен,

Хитре сăвă çыракан

Пулнă вĕсен Соломон.

 

Пĕтĕм еврей чаплăхне

Йĕри-тавра пĕлтерме

Израилăн Библия

Пулнă пысăк кĕнеке.

 

Египетсен чаплăхне

Ку таранччен тĕнчене

Пирамида-сфинксĕсем

Кăтартса та лараççĕ.

 

Адриатик тинĕсне

Кулса пăхса выртакан

Çамрăк хĕр пек Эллада

Хăй пурнăçĕн мухтавне

Гомер ятлă поэтăн

Ылтăн майлă чĕлхипе

«Илиада» ӳкернĕ.

 

Ромулпала Августин

Тымарĕнчен пулнисем

Пĕтĕм тĕнче халăхне

Вăрçăпала çĕнтернĕ.

Рим халăхĕ пит пысăк

Тарçисене вылятма,

Хĕçпăшалпа касăлма,

Хăйсем кулса савăнма

Колизейсем тутарнă.

 

Унтан тухнă арабсем;

Ярса илнĕ тĕнчене,

Тунă вĕсем халифат;

Аллах-турра мухтама,

Малалла

Тарăн çыр уйăрса пире тăрĕ халь ĕмĕр...


Тарăн çыр уйăрса пире тăрĕ халь ĕмĕр:

сив сăмах сивĕ çил пек килет сан енчен —

уйрăлу калаçать! Ăна хирĕç ан чĕнĕр:

чечексем те шăтмаççĕ хаяр хĕл çитсен.

 

Халь суя шанчăкпа ăшăнса пурăнни те —

ман айванлăх кăна. Асăма эс ан тух!

эсĕ çывăх та ют: тухрĕ ман кăкăр витĕр

йывăр вăхăт сăнни — чĕрери çухату.

 

Ак каллех çуркунне: тĕрленет чечекпе çĕр,

кӳлĕри çарана хĕвелпе сарăлать.

Канăçне тупаймасăр ман шухăш чĕкеçĕ

çав-çавах эс тăран çыранта явăнать.

 

Сан енче манăн çамрăк кунсем-çке çиçеççĕ:

кам мана вĕсене каялла тавăрать?

Пирĕн сукмак тăсăлать хырлăх витĕр...


Пирĕн сукмак тăсăлать хырлăх витĕр —

çамрăк хĕвел янăравлăн кулать.

Çиçрĕ ман шухăш: ку — пурнăç кĕвви-тĕр?

Çамрăк чуна та хаваслăх тулать.

 

Хырлăх кати сирĕлсессĕн яр! уçрĕ

аслă инçетĕм кăвак чаршавне.

Хырлăх янрарĕ, йыхрав пек сас куçрĕ,

кĕчĕ ӳссе сар хирсен кашлавне.

 

Пĕчĕк ача пек вара хĕпĕртерĕç

Пирĕн чунсем килĕшӳлĕх тупса.

Пуçсăр çилсем чикеленчĕç, вĕркерĕç,

иртрĕç кунсем тĕркешӳлĕн чупса.

 

Сисрĕн, тăванăм: тăвăллăн, анлăн

аслă инçетлĕх сасси çывхарать.

Итлĕн ăна эс, тăнлăн — ăнланăн:

ку — пирĕн ĕмĕр утти сас парать!

■ Страницăсем: 1... 532 533 534 535 536 537 538 539 540 ... 796