Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Куçа-куçăнПурăнас килетАсаттесемПирвайхи юратуШевле çутиПирĕн çулталăкМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..

Çĕршывăм — юрату


Тăван çĕрсем! Кунта сывлать пек

чул та ассăн...

Байрон.

Эп шухăш çунатне каллех сарса

яратăп,

Сире аса илсен, чăваш уй-хирĕсем,

Таса сывлăшăрпа вăраннă туйăмсен

Хитре тĕнчипеле хавхаланма пуçлатăп.

 

Ак пĕчĕк юханшыв, ик-виçĕ ват йăмра...

Сип-симĕс мăкпала хупланнă шыв арманĕ

аваллăх куçĕпе пăхса ларать йăмра —

Асилӳре анчах ку вăрттăнлăх вăранĕ.

 

Çитетĕп инçетре сенкерленсе ларан

хура вăрмансене. Вĕсен салху кашлавĕ

çĕр илнĕ асаннен юмахĕ пек аван:

ачалăх пурнăçне утса кĕретĕп савăк...

 

Ак эпĕ хырлăхра... Кунта ачаш çилсем

хырсем хушшисенче пытанмалла выляççĕ.

Шур акăш картилле шăваççĕ пĕлĕтсем,

хаваслă кайăксем сăввисене вулаççĕ.

 

Кашни ӳсентăран ман пысăк юратун

тĕпренчĕкĕ кунта. Çав юрату — çĕршывăм.

Кашни тĕлте илтет ун сассине ман чун:

мана вăл савăнса калать «ачам» та «ывлăм».

 

Ак шур хурăнлăхра ман шухăшăм çитет,

тухать чун савнă çын. Тĕлĕкри пек сăнарĕ

Малалла

Миля


Юлташсем хамăр хушăмăрта мана: «Култаруçă-пултаруçă», — теççĕ. Паллах, хăюллă ача кăна такам умĕнче те вырăнлă сăмах тупса шӳтлесе илме хăять ĕнтĕ. Эпĕ вара ку енĕпе — мухтанмастăп — чăнах та самаях пултаратăп темелле. Мĕншĕн мухтенас? Пурри пурах ĕнтĕ вăл. Çуккине пур тесе каламастăп вĕт. Акă, сăмахран, вуннăмĕш класран вунпĕрмĕшне куçаймарăм та, куçрăм, тесе каламастăп-çке-ха. Иккĕмĕш çул кайма та кăмăл тумарăм, колхоз уйĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Çав майпа мана, килте муклашка, ялта яклашка тенешкеле, правленин пĕр пӳлĕмĕнче, залра, табак турта-турта сăмах çаптаракан «чĕлĕмçĕсем» хушшинче ларсан та... ятласа тăкакан çук. Ара, кăнтăрла вĕсемпе пĕрлех ĕçлетĕп пулсан, эппин каçхи канашлусене хутшăнма та тивĕçĕм пур ĕнтĕ.

Килте эпир аннепе иксĕмĕр çеç пуранаттăмăр. Анчах пĕррехинче, пĕр çурхи уяр кун, пирĕн пата колхоз председателĕ пĕр чиперкке хĕре ертсе килчĕ те, — пирĕн, çапла вара, кĕтмен çĕртенех çав кунран пуçласа виççĕн пурăнмалла килсе тухрĕ. Хĕрĕ ку агроном пулчĕ, институт пĕтерсен ăна пирĕн колхоза ĕçлеме янă, уйрăм хваттер çуккипе председателĕн ун валли çын патĕнче хваттер тупса пама лекнĕ. Ан тив, пурăнтăр. Аннене те, мана та кансĕрлемест вĕл. Пӳрчĕ аслă пирĕн. Çыртăрах каçхине умне лампă лартса тĕрлĕрен хутсем, пуçне çĕмĕртĕрех. Мана ун çине чăлантан сăнаса выртма интереслĕ те вĕт. Хут листине варринчен шăтарса тунă «абажур» мĕлки унăн питне куç харшийĕ таран хупăрлать пулин те — пур пĕрех интереслĕ. Тĕлĕнетĕп тата: епле ывăнма пĕлмест-ши пирĕн агроном? Кунĕпе хирте, каçхине — правленире, çĕрле — каллех сĕтел хушшинче. Правленире вăл кашни каç, хăйĕн пӳлĕмĕнчен тухса, тĕрлĕ хучĕсене кăтартма председатель патне кĕрет. Анчах — темшĕн вара? — ялан тенĕ пекех унăн планĕсем председателе килĕшмеççĕ. Хĕп-хĕрлĕ ĕнселле Григорий Иванович Кокшеватов (ял-йыш ăна, ятне хăйне май çăмăллатса, Григори Ванч Кукшеватых, тет), тавлашура ая пулас мар тесе, мĕн пур майпа хӳтĕленме тытăнать. Çав самантра залри пĕр-пĕр йĕкĕлчĕкĕ хăма стенана тӳп! туп! тӳп! шаккать.

Малалла

Выçлăх çул


Çуркуннелле çанталăк

Сулăннăçем сулăнчĕ.

Йăл-йăл пăхса, ăшăтса,

Çутă хĕвел кулнипе

Юрă-пăрĕ ирĕлчĕ.

Ку яхăнта самана

Питех çăмăл пулмарĕ,

Вăрçи-вăрçи яланах

Халăх ăшне хыптарчĕ.

Сивĕ хĕлле иртсессĕн,

Çурхи куна çитсессĕн,

Хура халăх шухăшĕ:

«Тырă-пулă пулĕ-ши?»

Акни шута килĕ-ши?» —

Тесе шухăш шухăшлать.

Шурă юр та ирĕлчĕ,

Çĕрĕн пĕвĕ курăнчĕ.

Çĕр акасси-тăвасси

Ĕмĕр-ĕмĕр хăнăхнă

Ĕçе эпир кăçал та

Ĕçлемешкĕн тытăннă.

Суха пуçне-таврашне,

Пăяв-шыва малтанах,

Ака тухас умĕнех,

Хатĕрлесе хутăмăр.

Çĕр ĕçлекен этемĕн,

Пирĕн йышши мĕскĕнĕн,

Пулнă-пулман тырăран

Пару-илӳ татмалла,

Выльăх-чĕрлĕх тăрантма,

Пуçна-пырна усрама,

Хура çĕре шуратма

Татах кирлĕ тырă-пул.

Кĕмессерен кĕлете

Пӳлменелле пăхатăн —

Ай-хай, пӳлме, ай, пӳлме,

Революци тӳсекен,

Хура çĕре хуратма

Пӳлме тĕпне юлман-ши?

Хушка пуçлă лашам пур,

Çăмарта пек çӳретчĕ.

Малалла

Колчак


Тинĕс çинче çӳренĕ

Колчак ятлă адмирал;

Аслă улпут таврашпе

Хура халăх юнĕпе

Ĕçкĕ-çикĕ ĕçнĕ вăл.

Революци пулсассăн,

Колчака та вырăнтан

Кăларнă та пăрахнă.

 

Чĕрĕ юна ĕçмешкĕн

Тискер кайăк-кашкăрĕ

Пăрахаймасть, тееççĕ.

Çавăн пекех Колчак та

Халăх юнне ĕçесшĕн,

Ĕлĕкхине астуса,

Çӳрет халĕ хĕрĕнсе.

Колчак ĕнтĕ çавăнпа

Пĕтĕм улпут пуххине

Пухнă Çĕпĕр çĕр çинче.

 

Православи чиркĕвĕн

Митрополит-элхерей,

Вăрăм çӳçлĕ мăн хырăм —

Пурте Колчак патĕнче

Шампань эрех ĕçеççĕ;

Мухмăр, ӳсĕр пуçпала

Улпут тавраш Колчакшăн

Турра хытă кĕлтăваç.

 

Йăлтăр-йăлтăр хулпуççи,

Çапă-çутă атăллă

Янралĕ те полковник,

Капитанĕ, офицер —

Пурте Колчак патĕнче

Советсене пĕтерме

Усал канаш тăваççĕ.

 

Этем юнне ĕçекен

Хурçа тавраш, пуянсем

Кунтан тухса тарнă та

Колчак патнех пухăннă.

 

Акă, юлташ, пăх-халĕ —

Малалла

Çуркуннен хĕл ыйхи иртсе кайнă...


Çуркуннен хĕл ыйхи иртсе кайнă,

Вăранать тĕлĕнтермĕш тĕнче.

Аш йăва çавăрать сарă кайăк

Шĕшкĕпе çурхи кун хӳттинче.

 

Ейӳ шывĕ юхать çут-çут1 витĕр,

Тӳпере аслати алхасать.

Хĕм-хĕвел пур çĕре кӳрет витĕм,

Чĕрĕлет юмахри евĕр сад.

 

Чӳрече каррисемлĕ çур каçĕ

Ăсатать кăшт ĕшеннĕ куна.

Тӳпере çуртасем ялкăшаççĕ

Асампа астарса лăш чуна.

 

Хир лăссиллĕ тĕкме-кĕтрет çийĕн

Шăплăх шав вăранать ирсерен.

Çуркунне — ăшă пиллĕх хуçийĕ —

Сывлăша ăшăтать ерипен.

Шурăм пуç шевли вылять сăрт çийĕн-мĕн...


Шурăм пуç шевли вылять сăрт çийĕн-мĕн,

Çут инçет хĕрри те савăк пулĕ-и?

Кайăксем çӳлте вĕçеççĕ çиçĕмĕн,

Тăкăска Камчатка, сывă пул эппин.

 

Чĕремре çиçет Хуркайăк çулĕ те,

Çурта пек çунать-çке кĕмĕл уйăх та.

Кăпăклă хум çийĕн йывăç çӳллĕ-çке,

Туй çемми янрать таçта пит хуйăхлă.

 

Кăвак çут çавах чĕнет хаваслăн ав,

Туйăнать манпа халь сыв пуллашнăн вăл.

Саншăнах, кĕтмен-туман пуласлăхăм,

Çăлкуçсем куççульпеле туласшăн халь.

 

Уйăх çутинче раща та курăнĕ,

Ир енне ун пек çут тĕлĕк пулĕ тин.

Çу кунне кĕмешкĕн юншăх туртăнĕ,

Тăкăскă Камчатка, сывă пул эппин.

 

Çулăмпах çунать-çке çулçă çумăрĕ,

Океан хумне чăмать çут уйăх та.

Савнă çын патне çитсе пыл çутăр-и,

Шухăшĕ ан пултăрах ун хуйăхлă.

 

Кĕрхи кун çилхи вĕл-вĕçĕ улăхăн,

Ылтăн-кĕмĕл çивĕчĕ ун пулĕ пин.

Савнипе те тĕл пулу ман пулĕ-ха,

Тăкăскă Камчатка, сывă пул эппин.

Çапăçу хирĕ


Салам çине салам, темиçе пин хут салам, Стихванăм! Сана чи малтанах эпĕ парти ĕретне кĕни çинчен хĕпĕртесе пĕлтерем! Юнпа илнĕ партбилет çине çыпăçтарма касăлса пĕтнĕ сăнама ӳкерсе кайрĕç. Хĕпĕрте! Парти пухăвĕнче малашнехи ĕçсемшĕн иксĕмĕр партбилет çĕклĕпĕр, пĕлме çук, тен, Сталин докладне те вăрçă хыççăнхи съездра куçкĕретĕнех итлеме тавĕ. Ку сăмаха çырнăшăн хăшпĕри кулма та пăхĕ, анчах вутри этем умĕнче темиçе пин мехел пур, эпĕ ытларах çитĕнме те шанчăка çухатман. Тăван анне-çĕршывшăн пыракан таса вăрçăра коммунист-командир пулса çапăçни, ман шутпа, ниепле те палăрмасăр юлас япала мар. Эпе хамăн шухă пурнăçăн чăн та ответлă тапхăрне куçрăм. Çакăншăн ăслă юлташăмсем, таса чĕреллĕ юлташăмсем савăнмĕç тесе ниепле те калама пултараймастăп. Сана пĕр-ик сăмахпа та пулин каласах пулать ĕнтĕ: эпир тĕнчери лару-тăрăва (хамăр çĕршывăн малашлăхĕ тĕлĕшпе) пĕтĕмпех улăштарма хускалтăмăр. Пĕр самант хушшинче темиçе пиншер орудирен, шутсăр минометсенчен, пĕтĕм хĕçпăшалран пĕр залп кĕрлесе кайрĕ. Сывлăшри минă-снарядсем пиншер вĕриçĕлен ушкăнĕ пек чашкăртса шăхăраççĕ, тăшман йышăннă фронт метр хулăнăш металпа витĕнет; унта, тен, сакăр çул хушши курăк та шăтас çук; ыткăнатпăр малран та мала, тăшман çулне тата унăн пĕтĕм çарне турама!

Малалла

Вĕлтрен яшки


Ача чухне пушмак та атă

Пулмарĕ пирĕн урара...

Ыйха манса та, тар тăкса та

Ĕçре туптанă хамăра.

 

Пир кĕпе-йĕм те çăпатаччĕ...

Нушаллă кунăн мĕн пайти?

Ир ал арманĕ вăрататчĕ,

Кĕрленĕ евĕр аслати.

 

Кĕлет — çара, ырçа — пуш-пушă,

Çук чĕптĕм çăнăх пӳлмере.

Çава йăтса, куллен хăрушшăн

Çӳретчĕ выçлăх килĕрен.

 

Юр кайнă май тапса тухсассăн

Хуралтă çумĕнче вĕлтрен,

Ăна тататтăмăр хавассăн:

Усси пурах çĕн çимĕçрен!

 

— Вĕлтрен сыппа сиплет, пĕлсемĕр, —

Вучах тивертнĕ чух лаçра

Паратчĕ ăс пире аннемĕр, —

Çакна ан манăр пурнăçра!

 

Тек-тек тутанмасан та çăкăр,

Яшка пит тутлăччĕ, ай-хай.

Тен, унранах вăй илчĕ кăкăр,

Чĕлхем те уçăлчĕ самай.

 

Нуша вут чуль кастарнă тенĕ:

Мĕнех, пĕр тапхăр чăтмалла!

Хĕн-асапра йӳнеçкеленĕ

Курăкпала, крахмалпала.

 

Аннем почтальона курсассăн,

Чупса тухатчĕ пăлханса.

— Тав ыр хыпаршăн! — вăл хавассăн

Малалла

Юрату хăвачĕ


Çук, пĕлмен, шутламан çакăн пек пуласса,

Савма маннă чуна эсĕ вăй парасса.

Мĕнле ырă шăпа тĕл пултарчĕ сана,

Мĕнле ырă самант телей пачĕ мана.

 

Çук, пĕлмен, шутламан çакăн пек пуласса,

Ман валли те çапла юрату тупнасса.

Паянтан пуçласа ĕмĕтсем урăхла,

Ма тесен, сан сăну яланах куçăмра.

 

Çук, пĕлмен, шутламан çакăн пек пуласса,

Туйăмсем кăвар пек йăлкăшса çунасса.

Чĕререн тав тăвап, савнă тусăм, сана,

Юрату хĕмĕпе эс çын турăн мана.

Тăванла масарсем


Сарлака уй-хирсем. Хуласем. Саласем...

Хирсенче, ялсенче — тăванла масарсем.

Çунтармасть сар хĕвел, ахăрмасть çил-тăман,

Пĕр кил тупнă кунта сан тăван, ман тăван.

 

Ешерет çут тĕнче, савăнаç кайăксем.

Чĕрĕлмеççĕ нихçан пурнăçран кайнисем.

Кун тăвать çĕр иртсен, çу çитет хĕл кайсан,

Çывăраççĕ çаплах сан тăван, ман тăван.

 

Манăçми пушарсем, тăванла масарсем —

Вăрçă çулĕ çинчи çунакан маяксем.

Мантармаççĕ вĕсем çав çула нихăçан,

Утнă çавă çулпа сан тăван, ман тăван.

 

Сар хĕвел айĕнче савăнать тăван хир.

Мирлĕ пурнăç юрри шав юрласшăн эпир.

Çĕр çинче тăванла пурăнсан чĕррисем

Пулас çук нихăçан тăванла масарсем.

Тăванла масарсем.

■ Страницăсем: 1... 533 534 535 536 537 538 539 540 541 ... 796
 
1 çут кунта — юр ирĕлнĕ вырăн