Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хурапа шурăАтăл шывĕ юха тăратьСинкерПирĕн çулталăкСулпикепе Валĕм хунЙĕрсемКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнеке

Çанталăк


Çанталăк пĕр килмест çав. Уяр та пулать çанталăк, йĕпе-сапа та пулать.

Юман вăрман, тĕллĕн-тĕллĕн çăка та пур кунта. Вăрман çумĕнче Тĕрлемес станци. Пысăк станцă мар ĕнтĕ вăл.

Тĕрлемес, Муркар, Туканаш, ытти ялсем — пурте чăваш ялĕсем.

Шуршу сали, Куславкка — вырăс ялĕсем.

Атăл сарăлса юхать.

Атăл леш енче — хыр, чăрăш вăрманĕ, аслă вăрман.

Сĕм вăрманта — уçланкăсем, уйсем. Унта çармăс ялĕсем.

Кавал пасарĕнчен инçе мар — Кармăшкасси, Йăвăнчă, ытти ялсем — тутар ялĕсем.

Тутар, чăваш, вырăс, çармăс çав таврара авалтан пĕрле пурăнаççĕ.

 

* * *

Чăваш Республикин тĕп хулине — Шупашкара — тĕрлĕ-тĕрлĕ ĕçпе каяс-килес пулсан инçетрен чугун çулпа Тĕрлемес станцине пыраççĕ, лашапа, хăшĕ çуран Куславккана çитеççĕ; унтан пăрахутпа Шупашкара каяççĕ, таврăнăçла та çав çулпа çӳрекенсем сахал мар*.

Этем çул çӳрет хăшĕ. Этем пĕр-пĕрне курать.

Этем пĕр-пĕринпе калаçать, сăмахлать, пуплет этем.

 

* * *

Çанталăк пĕр пулмасть çав. Йĕпе-сапа та пулнă-çке.

Малалла

Çурхи çĕмĕртлĕхре


Йĕс чĕлхеллĕ çĕр-çĕр шăнкăрав,

янăравлă йĕс-йĕс шăнкăрав

вĕтлĕхре çакса янă пулас

тараватлă Чике Хурсухал.

Шăпчăксем! Шăпчăксем! Кĕмĕл сас!..

Ах! — ăсран та чунран ан çухал.

Шăпчăксен кĕввинчи кĕмĕл сас:

мĕн тесе кăмăла ман хуçас?

 

Чим-ха, чим-ха, тăри, тăр-тăри!

Юррупа хир кĕвви юхтăр-и?

Эс тӳпен кăн-кăвак пурçăнне

шух çилпе вăркăштар, ялкăштар.

Саламла ял çыннин шуçăмне,

сар хĕвел пек хĕрпе паллаштар.

Чечексем куç уçсан эс юхтар

«пăчăрти, пăчăрти кĕмĕл тар!..»

 

Тараватлă Чике Хурсухал,

кăн-кăвак куçупа эс çутал

пĕчĕк кӳлĕсенче йăл! та ял!

Чуптăрах шăнкăр-шăнкăр çăлкуç.

Ун таса кĕввинче — ман хавал,

кĕвĕçсе сăнсăрлантăр тăм пуç.

Мĕн тесе кăмăла ман хуçас?

Ман чунра янăравлă пин сас!

 

Тунсăхларăм кĕсле кĕввипе,

куççульлентĕм тăмра юррипе

чăвашла йăвашланнă сăнпа

кĕвĕçӳсĕр чăваш шыраса.

Вăл калаçрĕ çурхи сăввăмпа

манăн аслă чунра çуталса.

Эп упрам кĕввине, çĕннине

Малалла

Вĕçетĕп Моцарт тĕнчинче...


Вĕçетĕп Моцарт тĕнчинче...

(Эй, чунсăр йăх, ан çуйăх!)

Тӳпе — кĕтессĕр, сулнăк çук. Пĕччен

чĕкеç пек эрленсе

шыратăп сулхăн хирсенчи аваллăха

куççульленсе:

— Эй, чунсăр йăх, ан çулăх!

 

Туй пуçĕ пек хавас сăнпа çӳрет

манпа сар уйăх,

сенкер хĕлхемлĕ çăлтăрсем —

утмăл турат чечекĕсем.

Эп уçрăм Моцарт тĕнчине:

«Килсем, савни, килсем...»

Умра — тĕнчен мăн уйĕ.

 

Ку тĕнчере пач çухалать сăлтавсăр

кӳлешӳ те,

Ку тĕнчере йĕпне хуçать кӳренчĕк

кулăш шучĕ,

ăс çупăрлать чуна.

 

Эп куçрăм Моцарт тĕнчине...

хавхалану çуначĕ,

мана ачашшăн сĕртĕнсе,

тĕлĕнмелле вăй пачĕ

сан авăрна чăмма...

Тăраççĕ чĕнмесĕр иккĕн...


Тăраççĕ

чĕнмесĕр

иккĕн

юр кайнă çырма пуçĕнче.

Пĕрин куçĕнче — аçа-çиçĕм,

куççулĕ — теприн куçĕнче.

 

Пĕри çунтарса аркатасшăн —

мĕн пулнă йăлтах — çиçĕмпе.

Тепри упраса хăварасшăн

хуть мĕн те пулин куççульпе.

 

Пĕри телее ĕненесшĕн,

тепри телейрен пăрăнать.

...Усал çиçĕме сӳнтересшĕн

куççулĕ юхать те юхать.

Çамрăк ирĕн...


Çамрăк ирĕн

сăввине вулатăп,

çамрăклăх пурришĕн

савăнатăп.

 

Пурнăç кунĕн

юррине юрлатăп,

пурнăç кĕввипе

çунат саратăп.

 

Ватлăх каçĕн

сассине илтетĕп.

Çук, илтместĕп...

Иртерех-ха тетĕп.

Ачапа асламăшĕ


Чăваш пӳрчĕ. Урине çĕрелле усса кăмака çинче карчăк ларать: çăварне чĕлĕм хыпнă, табак хаклăран хăмла аври туртать. Чĕлĕмне кăларчĕ, пĕшкĕнсе урайне сурчĕ те карчăк калаçать: «Пупăн ĕни çур çĕр çитсен макăрать тет ула йытти кашни каç çиле хирĕç пăхса улать тет. Пирĕн чăпар чăх та автакан пулнă. Эх тур! Ырра мар пулĕ ку капла, тĕнче пĕтет пулĕ, антихрист килмелле теççĕ. Хусанти элхерейсем куккук пулса таçта вĕçсе кайнă тет». Çапла калаçса ларать пирĕн утмăл çулхи асанне.

Асанне! Эсĕ апла калатăн. Ара, пупăн ĕни макăрмасăр. Халĕ ăна та çăнăх шывĕ сахалтарах лекет пулĕ. Пупăн йытти ĕлĕк буржуй пулнă, халĕ вăл та апата тăраничен çиеймест, хырăмĕ выçнипе виле çиме каясшăн çиле хирĕç ларса улать. Асанне, итле-ха: Хусанти элхерейсем куккук пулман, вĕсем Çĕпĕре улпутсемшĕн Турра кĕл тума кайнă. Антихрист килет тесе Япони вăрçи вăхăтенче калатчĕç. Халĕ вăл антихрист ватăлса та вилчĕ пулĕ. Тĕнче ку таранчен пĕтмен пулсан епле халех пĕттĕр вăл? Санăн чăххушăн та çут çанталăк петес çук. Элхерейсем куккук пулман, вĕсем, улпутсемпе пĕр канашлă пулса, хура халăхран Çĕпĕре тарнă. Асанне, итле-ха акă: сирĕн Ваççа улпутсене хирĕç вăрçа кайнă. Хусанти элхерейсем, мăн пупсем халĕ Çĕпĕрте сирĕн Ваççасене хирĕç тăраççĕ, сирĕн Ваççасем часрах пĕтчĕр, улпутсем çиеле тухчăр тесе Турра кĕл тăваççĕ. Асанне! Чĕлĕмне хур-ха, итле: эсĕ кама хĕрхенетĕн? Куккук пулнă элхерейсене-и, хăвăнтан çуралнă Ваççана-и? Эсĕ вĕсенчен кама ытларах юрататăн?

Шур ватлăх хĕлĕ килеспе, туссем...


Шур ватлăх хĕлĕ килеспе, туссем,

тăнлавăм пулчĕ кивĕ çурт карнисĕ.

Çук, иленмерĕç чĕкеçсем...

Ан писĕр

эсир çеç — тахçанхи юратусем.

 

Эсир хăварнă йĕрсемпе каç-каç утса çӳретĕп

эп çамрăклăх уçланкинче çырла тата-тата.

Эсир пуртан çак çĕр çинче эп ватăлмастăп, тупата...

Эп сиплĕ чĕрĕлĕх шывне вырта-вырта ĕçетĕп.

 

Астăвăм алăкне уçса

кĕрсессĕнех сикет пек ташă

Эй, çамрăклăх!

Эс — чун çулташĕ!

Ташлас килет ура хуçсах.

 

Тăнлавăм пулчĕ кивĕ çурт карнисĕ

шур ватлăх хĕлĕ килеспе, туссем...

Сас парăр, тахçанхи юратусем!

Ман шухăшран ан сивĕнĕр, ан писĕр

ман асăмра, улах каçсем, туйсем,

хăлха алки пек уйăхлă уйсем...

Август


Август — хĕмсĕр, август — сулчă,

Август — тĕлĕкри ачалăх.

Татăлчĕ çӳçенчĕк çулçă,

Тайăлчĕ хăяккăн, чалăш...

 

Август — тӳпере шур уйăх,

Кĕл-пике пек, юратусăр.

Август — ут сассиллĕ улăх,

Карăшсăр, чун савнă туссăр...

 

Август — куç тулли тавралăх

Ирĕк, канăçлă, хевтеллĕ.

Ир те каç хирсем ялтравлă,

Ир те каç васан тĕтреллĕ...

 

Август лăпкă. Эп çапах та

Пурăнăç сăннех куратăп,

Ун çине анчах пăхатăп,

Ун çипне анчах упратăп.

 

Вара, чиксĕр çĕрĕн-шывăн

Ватăлми чунне тĕл пулнăн,

Эп те ун пек чĕрĕ, сывă,

Эп те вилĕмсĕр, яш чунлă...

 

Август — хĕмсĕр, август — сулчă...

Тем пăч сӳнчĕ, тем çуталчĕ...

Тем «сыв пул» тесе ал сулчĕ,

Тем «салам» тесе çуралчĕ.

Шăрăх, кантăрла


Йăлт шултăрканă хăмăр йĕкелне

Пăрахрĕ хыр тусанлă çул çине.

 

Вăл, çурăлман граната пек, кӳплетрĕ.

Пĕр кайăк ăна хирĕç шĕвиклетрĕ.

 

Каллех шăп-шăпăрт пулчĕ таврара —

Вăрман-мĕн йăшăлт тунă ыйхăра.

 

Каллех вĕр типĕ, сарă-хăмăр шăрăх

Чупса саланчĕ ешĕл-симĕс тăрăх.

 

Нейтралитет тытса тăран тӳпе,

Пăхсан, чăнах, чее политик пек.

 

Лару-тăру улшăнасса кĕтсе-ши,

Е циникла: «Мана мĕнех», — тесе-ши —

 

Вăл туйăмсăр сăнать çĕре çӳлтен

(Пач ăмсанмасăрах та мар пуль, тен)...

 

Çапах, хырсен тăррисене пăхсассăн,

Кăшт илтĕнет темле хаваслă сасă.

 

Унта, çӳлте, сип-симĕс парăссем

Кĕтеççĕ уçă çил кĕç вĕрессе.

 

Килинччĕ хуть çил-тăвăл, ах, килинччĕ,

Çап-çутă çумăр лӳшкетме пуçлинчче!

 

Халь тĕлĕрен вăрманăн та вара

Лăпланĕччĕ ăш-чикĕ тăвăлра.

 

Хырсем те, ешĕл парăслă армада,

Хăюллăн, пытанмасăр, шăтăр-шăтăр

Малалла

Эвакуаци!


— Тйевога! — шартах вăранать хĕрача.

Вут пек пĕçерет кĕлетки.

— Лăплан-ха, — тет амăш, — ку тĕлĕк анчах,

Юмах аташтарнă пекки.

 

— Анне, хăвăртрах аяла, путвала!

Илтместĕн-им, бомба ӳкет!

— Ачам, пĕчĕкскерĕм, ан çуйăх ытла,

Çук бомба кунта, шеремет.

 

— Ăçта пирĕн Вовка? Нинук ма тăман?

— Эй-яй, пĕчĕк çеç айванкка,

Халь тек кирлĕ мар вĕсене вăратма,

Вĕсем кайрĕç пит аякка.

 

Вĕсем халь çӳреççĕ çӳлти пĕлĕтре,

Хитре сад пахчи хӳттинче.

— Мĕнле сад пахчи вăл? Курасчĕ пĕрре...

— Пĕлместĕн çав: аслă тĕнче.

 

— Унта çăкăр пур-и? Кала-ха тата:

Унта сивĕ мар-и, анне?

— Унта çын выçмасть. Хĕл те çуккă унта.

Пит лайăх унта çынсене.

 

— Аннеçĕм, атя-ха эпир те каяр!

Паян пулмасан та... ыран.

— Тен, кайăпăр та-и... Анчах халех мар —

Аçу таврăнсан вăрçăран.

 

— Тулта тем юрлать, тем юрлать çил-тăман,

Темскер калаçать тĕнчепе.

Ача çак çула пĕр нушасăр тухман,

Малалла

■ Страницăсем: 1... 530 531 532 533 534 535 536 537 538 ... 796