Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ытла та хитреччĕ ун чух çуркуннеЙышăнман сăмахсемХĕçпе çурлаКайăк тусĕТăм ӳкнĕ ирХуркайăк çулĕКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнеке

Сан патна эп тытрăм вăрăм çул...


Сан патна эп тытрăм вăрăм çул,

тĕлĕнтермĕш çул ку! Вăл — Кун-çул.

 

Утăп çĕрĕн-кунĕн ывăнми,

утăп çăвĕн-хĕлĕн чарăнми.

 

Утăп — хавхаланăп чĕререн,

юрлăп ăшă тунсăх килнĕрен.

 

Тĕлпулу телей вăрри акать:

аякка вĕç, юррăм, аякка!

 

Çуралсам эс шанчăк çутинче,

шăрансам эс лăпкă çул çинче.

 

Лăпкă мар-çке, лăпкă мар ку çул,

тĕлĕнтермĕш çул ку! Вăл — Кун-çул.

 

Çут Сăнарăм — ăшă Пайăркам,

систерсемччĕ: хăш тĕлте эс? Кам?

Этиканпа Утикан


Ĕлĕк пĕр карчăкпа старик пурăннă. Вĕсен пĕртен-пĕр ывăлĕ пулнă, ăна Этикан тесе чĕннĕ. Çак Этикан питĕ маттур каччă пулса ӳснĕ иккен те, çавăнпа ăна çитĕнсе çитсен салтака илсе кайнă.

Ĕлĕк салтакра хальхи пек мар, çирĕмшер—çирĕм пиллĕкшер çул пурăннă. Анчах Этикана салтак служби пĕрре те килĕшмен: вăл тухать те тарать службăран.

Пĕр кун каять хайхи, икĕ кун каять, виçĕ кун та каять... Виççĕмĕш уйăхне тин пĕр сухаçа тĕл пулать. Этиканăн хырăмĕ çав тери выçса çитнĕ пулнă, ывăнасса та ывăннă, çавăнпа та вăл: çак старик патне чарăнам-ха, тесе шухăшланă. Вара старик патнерех пырать те:

— Вăй патăр, асатте! — тесе ыр сунать.

Старик ăна хирĕç:

— Тавах, канса кай, — тет.

Этикан старикпе чылайччен калаçса ларать. Старик ăна пĕр çăкăр сăмси касса парать, умне пĕр кăкшăм уйран лартать. Вара лайăх апатлантарнă хыççăн, старик Этикана хăш еннелле кайсай яла часрах çитесси çинчен каласа, çул кăтартса ярать.

Çакăн хыççăн Этикан часах пĕр пĕчĕк яла пырса çитет. Ял вĕçĕнче пĕр пĕчĕкçеççĕ пӳрт ларать. Этикан çав пӳрт чӳречи умне пырать те:

— Хваттер яраймăр-ши? — тесе ыйтать. Ку пӳртре пĕр карчăк çех пурăннă иккен.

Малалла

Эсĕ тытса савсассăн...


Эсĕ тытса савсассăн,

Хĕвел тухĕ хĕрелсе;

Эсĕ мана савмасан,

Хĕвел анĕ хуралса.

Паянлăха сыв пулăр,

Ыранлăха пур пулăр.

Виçминесем çитсессĕн,

Куçа-куçăн калаçма

Тата килсе кĕрĕп-ха.

Сирĕн пата килтĕм те —

Кĕтсе лартăм эп пăртак.

Ним ĕçпе мар, ахалех

Пуплемешкĕн килнĕччĕ.

Ик тăванран пĕри те

Эсир килте пулмарăр.

Тепĕр чухне çавăн пек

Тата кĕрсе тухăп ха.

Тăпăр-тапăр тапăртатса...


Тăпăр-тапăр тапăртатса,

Пурнăç путлĕ пулмарĕ;

Лăпăр-лапăр лапăртатса,

Сăвă путлĕ пулмарĕ.

Курак курать, тет...


Курак курать, тет,

Чавка чавать, тет,

Чăррик-чаррик! çухăрса,

Çăхан çăлать, тет,

Чĕкеç чĕнет, тет.

Азбуки


Азбуки арманта,

Веди-глаголь вăрманта.

Добро эс те алкумне

Çело покой тухнă, тет.

Ижеветте пĕлетне,

Пĕр чĕл çăкăр çиетне?

Ят çырмашкăн пит хĕнĕ,

Хвитташăн та хĕненĕ.

Азбукине пĕлмесен,

Йĕрсе ларăн эс, Çемен.

Рцыпала титлă,

Иван пуçĕ пыйтлă.

С. Ялавинăн «Çул çинче калавĕ пирки


Кашни произведени вулакантан, А. П. Чехов калашле, «чун хусканăвĕ» ыйтать. Анчах сăваплă вăйăма чăн-чăн илемлĕ произведенирен кăна кĕтме пулать.

Литературăна темăпа идея шайĕнче кăна тишкернĕшĕн критиксене час-часах ӳпкелеççĕ. Ку, тен, тĕрĕс те, анчах çак çитменлĕх критиксенчен кăна килмест — вĕсем тишкерекен произведенисем те чылай чух ăшăх, вĕсенче темле «путас» тесен те «путма» çук.

Шкулта та, вузра та 20-мĕш çулсенчи мĕнле литературăна вĕрентеççĕ-ха пире? Социализмла реализм типĕтсе-хăртса пĕтернĕ ăстăн апачĕ лекет ытларах шкул ачисемпе студентсене. Паллах, ун пек апат анмасть, чĕре патне пымасть.

20-мĕш çулсенчи чăваш литературине тĕсеме тытăниччен эпĕ те вăл вăхăтра урăхла литература пулма пултарассине шанман. Çав тапхăрти литературăна тишкере пуçласан вара куç умне чăн та пысăк литература тухса тăчĕ. Вулакансене сĕнекен «Çул çинче» калав Тутар Пролетари Писателĕсен Хусанти чăваш секцийĕн «Утăмра» ятлă 2-мĕш альманахĕнче 1929 çулта пичетленсе тухнă.

Калав авторĕ — Сергей Ялавин манăçа тухнă тесен те йăнăш пулас çук. Вăл пăтранчăк саманари кăткăс писатель, кăткăс çын. Вулакан ун çинчен Хв. Уярăн «Саламов пурнăçĕ пире мĕне вĕрентет» эссене вуласа пĕлме пултарать. Хв. Уяр хăй каланă тăрăх, Саламов прототипĕ Ялавин пулнă. «Эп астăвасса чăваш литературинче ун пек чаплă çын та çукчĕ пуль», — çырать ун пирки писатель.

Малалла

Чăваш юрри


Чăваш юрри! Епле кичеммĕн

Эс ĕсĕкленĕ каçсенче.

Кĕсле кĕввиллĕ çепĕç çемĕ

Муртаннă хулă айĕнче.

 

Кам пĕлнĕ-ши ун чух янравлă

Чăваш сасси, вут-хĕм сапса,

Сĕм тĕттем мунчаран мухтавлăн

Планетăна саланасса?

 

Октябрьте хăватлăн, вичкĕн

Тапса тухса хуп хушшинчен,

Сăрнайăн, шăпăрăн, шăхличĕн

Эс ыткăнтăн çĕр анĕнче.

 

Илемлĕ саслă пианино,

Рояль, аккордеон, баян —

Яланлăха çĕршерĕн, пинĕн

Туслашрĕç санпала паян.

 

Ĕмĕртенхи çунатлă шанчăк,

Ăсталăх, тӳсĕмлĕх, вăй-хал —

Ман халăхра йăлт чăмăртанчĕç

Сулмаклăн, çирĕппĕн, кал-кал.

Пурнăç ункинче


Çамрăк ăсăн çăмăллăхĕ пур,

Çамрăк туйăм шухă та вылянчăк.

Кăкăрта: сивлек кĕр, савăк çур,

Çутă тунсăх та çунатсăр шанчăк.

Тепĕр чух айван эп ачалла,

Тепĕр чух пит чăрсăр та хăюллă.

Сăвă тыткăнланă кăмăла

Вăхăт-вăхăт ăнланма хĕн пулĕ!

Вутланатăп çатăр сивĕре,

Шăрăхра шăнса кӳтетĕп шутсăр,

Е сĕм каç куратăп витĕрех,

Е кун çутинче пулатăп суккăр.

Кĕмĕл саслă юрă кĕввине

Вăйлă тăвăл шавĕнче илтетĕп,

Пуш чечекĕн йĕпхĕртен тĕсне,

Чăн илем тесе эп иленетĕп.

Эп телейлĕ лăпкă мар ĕçре,

Эп ăмăртура тупатăп канлĕх.

Савăнăç уявĕ чĕрере

Кĕрешӳ хăвачĕпе тăванлă.

Туссемпе эп чечекрен чечен,

Харсăр та хаяр эп сăх тăшманшăн...

Асамат пек пурнăç ункинче

Пархатарлăн, сулăмлăн утасшăн.

Хăяймарăм


Татас терĕм эпĕ чечекне,

Юриех эп тухрăм ĕшнене:

Чечексем пăхаççĕ шĕл кăваррăн,

Илĕртсе тăраççĕ аякран, —

Вĕсене татма эп хăяймарăм

Сан сăну пек çепĕç пулнăран.

 

Çиес терĕм эпĕ çĕмĕртне,

Кĕтĕм юриех сад пахчине:

Çĕмĕртсем пиçеççĕ çупкăмшарăн,

Çырлисем хитре-çке шăрçаран, —

Туратне хуçма эп хăяймарăм

Çырлисем куçу пек хураран.

 

Касас терĕм эпĕ хăвине,

Кайрăм юриех шыв хĕррине:

Хăвасем ӳсеççĕ ушкăншарăн, —

Ешĕл чатăр тейĕн улăхра,

Хуллине касма эп хăяймарăм

Çинçе пилĕкӳ пек яштакран.

 

Килĕштертĕм чĕререн сана,

Ĕмĕт-шухăшра пĕр эс кăна:

Вăйăра ялан пĕрле ташларăм,

Уй-хирте ĕçлерĕм кăмăлтан.

«Юратап» теме эп хăяймарăм

Çамрăк чунăм хытă çуннăран.

■ Страницăсем: 1... 537 538 539 540 541 542 543 544 545 ... 796