Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеПолк ывӑлӗСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеТăм ӳкнĕ ирЕркӗнПограничниксемĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш том

Мухтав сана, Анне!


Тавах сана, анне, пире çуратнăшăн,

Пĕчĕкренех тӳрĕ çула тăратнăшăн.

Эс маншăн тĕнчере пĕр чи хакли,

Чечексенчен те эсĕ чи хитри.

 

Тавах сана, анне, эсĕ пурришĕн,

Çемçе те ырă кăмăллă пулнишĕн.

Санăн хитре, илемлĕ йăл-кулли

Сар пысăк хĕвелтен те чи ăшши.

 

Эс нихăçан ан ватăл, ан куллян,

Эс пур пулсан, эп пуринчен пуян.

Эп саншăн чунăма пама та хатĕр,

Мухтав сана, анне!..

 

Ачасем, аннесене хĕрхенĕр!

Ан куллянтарăр, ан тавлашăр.

Тăрăшăр ялан упрама,

Чун-чĕререн юратма.

Ашак


Булатпа Самат яланхи туссем. Шкулта «тăваттăпа» тата «пиллĕкпе» çеç вĕренекен Самат «иккĕпе» «виçсĕрен» иртеймен Булата нихăçан та пăрахман, яланах пулăшса пынă.

Пĕррехинче, Самат пулăшнипе Булат «тăваттă» илсен, пĕтĕм шкул ăна пурнăçĕнче пĕрремĕш хут çав паллăна илме пултарнăшăн мухтарĕ.

— Ах, — терĕ класа ертсе пыраканĕ, — маттур иккен Булат! Ăса кĕрсех пырать, куçкĕрет ăсланать.

— Çапла, — вĕрентекенпе килĕшрĕ шкул пуçлăхĕ, вăл хăйĕн унчченхи наянлăхне çĕнтерни аван сисĕнет.

Шкул хыççăн Самат Булата хăйпе института кĕме хытă пулăшрĕ. Институтра Булат табак туртма пăрахрĕ. Кунта ăна каллех мухтама пуçларĕç, нихăçан та туртман Самата кăна никам та асăрхамасть.

— Туртма пăрахакансем халь миллион çын хушшинче пĕрре пур-ши е вуçех çук, — теççĕ институтрисем. Булат вара сăмси айне вут хума ним мар пăрахрĕ. Чăн-чăн джигитах çав!

— Институт пĕтерсе производствăра ĕçлеме пуçласан вăл сасартăк ĕçкĕпе аташма пăрахрĕ. Ĕçри ăсталăха апла илме Булата кунăн-çĕрĕн пулăшнă Самат, ку таранччен эрех тутанса курманскер, тусне пĕлĕшсем умĕнче мухтарĕ.

— Маттур иккен Булат. Ĕçре те ăнтарать, хăйĕн пурнăçĕнчи кăптăк-сăптăка та пĕтерсех пырать, — терĕ.

Малалла

Сăвăс


Авăнмасăр,

Ывăнмасăр,

Тăрантасшăн хырăмна.

Эсĕ — çĕвĕç,

Эпĕ сăвăç,

Тетĕн эсĕ арăмна.

Вăл тупмасăр,

Вăл памасăр

Татаймастăн парăмна.

 

Сăвăс тетпĕр,

Сĕлĕх тетпĕр,

Сăвăç мар сăвăçсене.

Ир тăнлатпăр,

Каç манатпăр

Юрламан юррисене.

 

Вăтанмасăр,

Вăранмасăр,

Çывăрасшăн ыйăхна.

Эпĕ — чирлĕ,

Канăç — кирлĕ,

Тетĕн эсĕ арăмна.

 

Сăвăс тетпĕр,

Сĕлĕх тетпĕр,

Этем мар этемсене.

Ир ятлатпăр,

Каç манатпăр,

Унашкал этемсене.

 

Пит çумасăр,

Кун курмасăр

Эс уçасшăн мухмăрна.

Эсĕ — Турă,

Эсĕ — юрă,

Тетĕн эсĕ мăшăрна.

Вăл — çук терĕ,

Чĕрттермерĕ, —

Кăтартатăн чăмăрна.

 

Сăвăс тетпĕр,

Сĕлĕх тетпĕр.

Эсĕ маннă çынсене.

Каç та — тамăк,

Ир те — тамăк

Вăйпитти кахалсене.

Азбуки


Азбуки арманта,

Веди-глаголь вăрманта.

Добро эс те алкумне

Çело покой тухнă, тет.

Ижеветте пĕлетне,

Пĕр чĕл çăкăр çиетне?

Ят çырмашкăн пит хĕнĕ,

Хвитташăн та хĕненĕ.

Азбукине пĕлмесен,

Йĕрсе ларăн эс, Çемен.

Рцыпала титлă,

Иван пуçĕ пыйтлă.

Мекек-мекек качака...


Мекек-мекек качака

Çуллен хĕсĕр çӳресен,

Мĕне кирлĕ качака?

Çыруç тавраш поэтсем

Уссăр сăмах çырсассăн,

Кама кирлĕ çавăсем?

Тиллит-тиллит Микулай...


Тиллит-тиллит Микулай

Ашшĕ пуçне çавăрать:

— Атте, мана çак укçапа

Лартса пар-ха шурă пӳрт,

Шурă пӳртĕн чăн тӳпине

Шăнкăрч йăви лартса пар.

Тиллит-тиллит Микулайăн

Икĕ тенкĕ укçи пур

Куллен-кунах ашшĕне вăл

Йĕре-йĕре тилмĕрет:

— Атте, мана çак укçапа

Ула тиха илсе пар,

Вăл тихана тăхăнтарма

Йĕс укаллă йĕвен ил.

Вăл тихапа çӳремешкĕн

Йĕс кускăчлă çатан ил…

Гайд-паркри пекех


— Кам пулчĕ ку, пит смелăйскер?

— Çав пӳлĕме кĕрсе каяканни-и? Ĕнер килсе выртнăскер.

— Эпĕ ăна палласа илтĕм. Ĕлĕк вăл совхоз директорĕччĕ. Халь темле ĕçре, совхозсене пĕтернĕ хыççăн. Те пенсие тухнă.

— Мĕншĕн пит смелăйскер терĕм, ăнлантăн-и? Эп пĕлтĕр те выртса курнă кунта. Анчах çав пӳлĕме пĕлтĕр те, кăçал та кĕрсе курман. Вăл пур, ĕнер килнĕскер, унта кĕрсе кайрĕ.

— Асăрхамарăр-им, пуш алăпа мар-çке вăл. Пакетпа темскер йăтса кĕчĕ.

Сăмах-юмах çаптаракансем — пульницари вăрăм коридор вĕçĕнчи диван çинче лараканскерсем. «Пĕлтĕр те, кăçал та кĕрсе курман пӳлĕме» ординаторсен пӳлĕмĕ теççĕ, ăнланмалларах каласан, тухтăрсен пӳлĕмĕ, эппин. Диван çинче лараканнисем вара кунта сипленекенсем, утса çӳремелĕх хал илнисем. Тăватă çын лармалăх диван — эмел ĕçсе, укол тутарса пĕтернĕ хыççăн каçхине пухăнмалли вырăн. Ларакансен умне тепĕр ик-виç çын пырса тăрать. Кунта Лондонра ятарласа уйăрса панă Гайд-паркри пекех тем çинчен те калаçма пулать. Ординаторсен пӳлĕмне ĕнер килсе выртнă чирли кĕрсе кайни пухăннисене тухтăрсене мĕн парасси çинчен калаçтарчĕ.

— Тур паллиллĕ çулпуç çĕршывра перестройка пуçарса ярсан пульницасем çĕнĕ йĕркепе ĕçлеме тытăнчĕç, — тет пĕри. — Çавăн чухне колхоз-совхоз ертӳçисем сиплев çуртне аш-пăш, сĕт-çу, пахча çимĕç турттарчĕç, çакна хуçалăх расчечĕ терĕç: эп сана — ялта туса илнĕ апат-çимĕç, эс мана пульницана вырттар. Вун-вунпилĕк çул каярах миçе председатель-директор выртса тухмарĕ пулĕ çак пульницаран: те сипленчĕç, те канчĕç. Леш хайхи ординаторсем патне кĕрекенни шăпах хозрасчет тути-масипе кунта пакетпа çӳреме хăнăхнăскер пулмалла.

Малалла

Çуралнă ял


Кунта тахçан шавланă ял,

Сас кайнă ян! вĕçрен вĕçе.

Хавас сăнпа çиçсе йăл-ял,

Ирпе васканă çын ĕçе.

 

Ача-пăча, урам тулса,

Вылянă туслăн е йĕрсе.

Çĕкленнĕ сăрăрах тусан

Каçпа яла кĕтӳ кĕрсен.

 

Халь кулă çук. Çук йĕнĕ сас.

Ларать вĕлтрен çеç кашласа.

Вĕрет пулсан та çил кас-кас

Тусан çук. Сывлăш тап-таса.

 

Тек ялкăшмасть ир-каç вучах.

Унта-кунта имшер чечек.

Пĕр кантăксăр чул сурт анчах

Ларать çав ял хĕресĕ пек.

Çăкăр


Пит те шутлă вăхăчĕ тыр-пулçăн.

Ĕç çинче манать вăл ыйăха.

Çут хĕвеллĕ кун кĕске пек уншăн,

Юлташа чĕнет çын уйăха.

 

Çавăнпа пурте аван пĕлетпĕр,

Кунпа çĕр пĕрлешнĕ çăкăрта:

Çăкăрăн пĕр енĕ сар Хĕвел-тĕр,

Тепĕр енĕ — Уйăх, тупата.

Хальхи çĕнĕ пурнăçра...


Хальхи çĕнĕ пурнăçра

Ĕçлекенĕн, хресченĕн,

Ĕçне мала ямашкăн

Журнал-хаçат, кĕнеке

Пуринĕн те илмелле.

Саманара мĕн пулни,

Çутçанталăк хыпарĕ,

Пĕтĕм тĕнче пурнăçĕ —

Ӳкет пурте хут çине.

Çĕр ĕçлесси-тăвасси,

Пахча-çимĕç тăвасси —

Кĕнеке çинче пурте пур.

Ху сывлăхна сыхлама,

Выльăх-чĕрлĕх усрама

Кнекепеле вĕрентеç.

Юрлă юхнă пурнăçа

Мĕнле майпа юсама

Кĕнекерех ăс тупан.

Çичĕ шитлĕ çĕр çинче,

Чуллă тарăн çырмара,

Хăйăр-тăмлă тăпрара

Чăваш халăх малалла

Кĕнекесĕр-вренӳсĕр

Транах апат çиес çук,

Хăй кăна мар, выльăх те

Тут хырăмлă пулас çук.

Виçĕ хăлаç анара

Пурăнăçа юсама

Кнеке-хаçат тăн парать.

Самогонка таврашне

Ĕçме пурте пăрахса,

Кнеке, хаçат-журналсем

Пурте пуçлар илмешкĕн.

Ним пĕлмесĕр тĕттĕмре

Хупăрланса пурăнма

Çĕнĕ пурнăç хĕвелĕ

Сирĕн çине пăхаймĕ.

Ăслăлăхăн чăнлăхне,

Вĕренĕвĕн мухтавне

Сăра курки вĕрентмест —

Малалла

■ Страницăсем: 1... 539 540 541 542 543 544 545 546 547 ... 796