Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ИлемПулас кинсемПолк ывӑлӗКĕтмен венчетКĕперÇамрăк ĕмĕтСалампи

Уйăх тулать, катăлать...


Уйăх тулать, катăлать,

Манашкаллă этеме

Вăхăт виçи çав пулать.

Кивĕ уйăх иртсессĕн

Çĕнĕ уйăх тăвать те

Каллех килет кив уйăх.

Ик эрнерен татах çав

Уйăх тулать, çĕнĕлет.

Манăн кун-çул апла мар:

Кивелсессĕн — çĕнелмест,

Иртнĕ кун-çул таврăнмасть.

Эй-яй-яй-яй, мĕн тăвас?

Пĕрре эпĕ чирлесе

Ватă енне кайнă та

Çамрăкланас кăмăлăм

Кăкăр тулли пулин те,

Тепле ĕнтĕ çамрăклăх

Таврăнĕ-ши тепĕр хут?

Хĕвел тухать, кун килет —

Çамрăксене савăнăç.

Хĕвел анать, кун иртет —

Ваттисене хуйхă пуль.

Салам!..


Салам! Çав «салам» тенĕ сăмаха пиншер çул хушши мĕльюншар тĕрлĕ çăвар чăмлать. (Паллах, çав шутра шăршлă çăварсем те нумай!), вăл сăмах сысна витинчи ыраш улăмĕ пек çемçелнĕ, анчах та эп вăл сăмаха саншăн тутлă шăршă кĕрекен утă вырăнне хурса калам! Мĕншĕн тесен ман телейлĕ çамрăклăхăм Самарта иртнĕ, вăл кунсене текех курас çук ĕнтĕ эпĕ, вăл вăхăтри ман юлташсенчен, çывăххисенчен пĕри, эсĕ пулнă. Вăхăтра çыру çырманшăн çав тери çиленнĕччĕ те, анчах эсĕ Серпухова янă çырăвна, вăл пĕр уйăх çӳренĕ хыççăн, ĕнер Хаджи1 леçсе пачĕ те, хытă кăмăлăм çаврăнсах кайрĕ. Çырас терĕм вара, карточкă та ярас терĕм. Ан тив, кăштах çавăркаласа, хыпашлакаласа пăхтар, терĕм хăйĕн йăлине. Эсĕ çĕнĕ кĕнеке хатĕрлени мана хĕпĕртеттерет кăна. Мĕншĕн тесен «Вилĕме çĕнтерекене» пĕтереймерĕм эпĕ (кунта пĕтерме памаççĕ), урăх çырасси çинчен халлĕхе шутлама та çук-ха. Шипцов Палюк2 та çырма ĕмĕтленетчĕ, анчах ун шухăшĕсем ахале çеç юлчĕç, Малоярославец патĕнче пирĕн училищĕрен пит лайăх юлташсем çухалчĕç. «ЧК3»-ри Семенов та йĕрсĕр çухалнă-ха, анчах вăл вилнине курман. Ытти юлташсене (Шупашкартан пынисене) эсĕ пĕлместĕн пулас, çавăнпа çырмастăп та халлĕхе.

Малалла

Улăп евĕр çĕкленер


(Чăваш наци конгресне халалласа)

 

Авалтан савать тăван çĕршывăм

Пархатарлă Атăл аттене.

Сахал мар вăл курнă вутпа çулăм,

Çичĕ ют килсе алхаснине, —

Чăвашсем ятне яманнине.

Улăп евĕр харсăр çĕкленсе

Малалла утар-и пĕрлешсе.

Çĕрпе Хĕвел, пире вăй пар,

Çĕнĕ куна Нар пек сăн пар.

 

Тăхăр тăвăл витĕр тухнă халăх

Ирĕке юратнă яланах.

Чăваш мулĕ — туслăхпа тăванлăх,

Ылтăн-кĕмĕлрен те хаклăрах —

Пурнăç пилĕ пирĕн çапларах.

Улăп евĕр харсăр çĕкленсе

Чыслăха упрар-и пĕрлешсе.

Çĕрпе Хĕвел, пире вăй пар,

Çĕнĕ куна Нар пек сăн пар.

 

Чан çапса вăратрĕ çĕнĕ юхăм,

Шанчăк пур-ха, паттăрлăх пĕтмен.

Çирĕп пултăр утăм хыççăн утăм,

Тĕркелен, мухтавлă Чăваш Ен,

Ыр ĕçпе тĕнче шайне çĕклен.

Улăп евĕр харсăр çĕкленсе

Телее туптар-и пĕрлешсе.

Çĕрпе Хĕвел, пире вăй пар,

Çĕнĕ куна Нар пек сăн пар.

Кĕсменсĕр кимĕ


Кĕсменсĕр кимĕ евĕр

Ишетĕп пурнăçра.

Ăçта илсе çитерĕ

Çак ахăр самана.

Эп хамшăн хăрамастăп,

Эп курнă пурăнса.

Ачам çинчен шутлатăп

Шăпишĕн хăраса.

Пире хĕссе çитерчĕ

Еткерлĕх чухăнни.

Мĕскер ăна пĕтерчĕ,

Ăçта эп вăй хуни?

Ытла вылять-çке шанăç,

Таканари шыв пек.

Ăçта эс, чунри канăç,

Ăçта ăшри тӳлек?

Шăвать халь пурнăç тикĕс,

Ун пур-ши тилхепи?

Мĕн-ма-ши кăштах тикĕс

Кусмасть ун урапи?

Кĕсменсĕр кимĕ евĕр

Ишетĕп пурнăçра.

Ăçта илсе çитерĕ

Çак ахăр самана.

Афган юрри


Нимĕн шарламарĕç ăçта вĕçнине,

Пĕлĕтрен пăрахрĕç ют çĕршыв çине.

Юлташпа çӳрерĕм вут-хĕм сирпĕтсе,

Ирĕк парас терĕм Афган халăхне.

 

Çамрăклах эп куртăм вăрçă мĕнлине,

Сахал мар çухатрăм çывăх туссене,

Ют çĕрте çӳрерĕм паттăр шутĕнче,

Темшĕн пĕлеймерĕм мĕншĕн вăрçнине.

 

Юлчĕ юнлă Афганистан,

Те ылханса, те макăрса.

Афганистан — суя тăшман,

Унта кайма анне хушман.

Афганистан — чĕре çунни,

Яш-кĕрĕме суранлатни.

 

Тархасшăн, ан васкăр мана сивлеме:

Кайман унта эпĕ хам ирĕкпеле.

Тархасшăн, ан калăр эп яман тесе,

Тархасшăн, тархасшăн, тархасшăн!

Ĕлĕк пирĕн яшăсем...


Ĕлĕк пирĕн яшăсем

Ир тăнă та вăрмана

Çĕмĕрт çиме çӳренĕ;

Çĕмĕрт çисе ӳснĕрен

Хура пулнă яш-кĕрĕм.

Вĕсем ĕлĕк çавăнпа

Ялта мăшăр тупайман.

Халĕ колхоз ачисем,

Ир тăрсассăн, усрава

Çырла çиме каяççĕ.

Çырла çисе ӳснĕрен

Çырă колхоз каччисем.

Ĕлĕк çак ял хĕрĕсем

Ир тăнă та — сертене,

Серте шывпе пит çунă,

Çанпа кăвак пулайнă,

Кăвак сăнлă пулнăран

Яла качча каяйман.

Халĕ колхоз хĕрĕсем

Ир тăраç те — çырлана,

Çырла шывпе пит çăваç,

Çанпа хитре пулаççĕ -

Ялтан юта каймаççĕ.

Тĕнче тĕлĕнмелле М. Шолохюв çĕршывĕ...


Салам, Стихван!

Тĕнче тĕлĕнмелле М. Шолохюв çĕршывĕ. Станици — ытарма çук хитре. Шолохов çуртне ытти çуртсемпе пĕрлех бомба ватнă, амăшне вĕлернĕ... Тепĕр кунне амăшне пытарма Шолохов машинпа çитнĕ (станица пирĕн енче), анчах лайăх пытарма та май килмен.

Ытарма çук илемлĕ çĕршыв! Эпир Дон хĕрринче. Леш енче 30 çухрăмра нимĕç. Чăн-чăн хăватлă вăрçă, тĕнчере халиччен пулманни, 6-мĕшĕнчен пуçланать! Çавăнта хĕрлĕ арăслан пек çапăçăп эпĕ. Пуçăма хурас пулсан — çавăнта хурăп вара.

Пĕтĕм юлташсене, ватти-вĕттипе салам. Пичет çуртĕнче кам пур, пурне те ыр сунатăп.

 

3.10.42 ç.

Улатимĕр.

Тата 3 сехетрен сывах юлсан çырăп. Ан манăр ывăла!

Çав-çав çĕрте, çав çĕрте


Çав-çав çĕрте, çав çĕрте

Тиек йытти тил тытать,

Тил тытсан та юраймасть —

Эпир ăçтан юрăпăр?

 

Çав-çав çĕрте, çав çĕрте

Пуп кушакĕ пул тытать,

Пул тытсан та юраймасть —

Эпир ăçтан юрăпăр?

Çав-çав çĕрте, çав çĕрте

Ула кушак — мыскараç,

Пăр-рис, пăр-рис! тесен те

Çапах тарма шутламасть

Аллисене чарать те

Армак-чармак чавалать;

Шурă хута хуратса,

Кукăр-макăр чăрмалать.

 

Асаймăçа-карчăка,

Çветтуй юмăç-вĕрӳçе,

Кăтра пупа асăнса,

Çак юмаха çырас пуль.

 

Çав-çав çĕрте, çав çĕрте

Хура вăрман леш енче,

Хура халăх хушшинче

Пуп таврашĕ пурнать, тет.

 

Кун таврăннă майĕпе

Çавă хура халăхăн

Кăтиклесе чăхăсем

Çмарта тума пуçласан,

Савăнаç, тет, пуп тавраш.

Киккирики автансем,

Хăпартланса авăтма

Хытăраххăн пуçласан,

Хĕпĕртет, тет, пуп этем.

 

Вĕсен шухăш çапла, тет:

«Лапăстатса чăпар чăх

Йăва çине ухать те

Малалла

Тĕттĕм вăрман


Эп лекрĕм тĕттĕм вăрмана,

Тӳрех, ав, путрăм шухăша.

Утатăп такăр сукмакпа,

Курмастăп ним те хам умра.

 

Халь тухрăм пĕр уçланкăна,

Капмар юман ӳсет унта.

Эп пырса лартăм ун айне,

Пуçларăм хамăн юррине.

 

Ман тунсăх юрăна илтсе,

Пĕр шăпчăк килчĕ, ав, вĕçсе.

Вăл та ман пек, ват юман пек,

Тен, хуйхăрать темскершĕн тек.

 

Çак сăн ӳкерчĕке курса,

Пушшех эп кайрăм куллянса.

Тен, пурнăç тунă-ши çапла,

Пире пĕччен ĕмĕр каçма.

 

Ав, шăпчăкĕ пĕччен вĕçет,

Ав, ват юман пĕччен ӳсет.

Кашлаççĕ ытти йывăçсем,

Пăшăлтаççĕ тем вĕсем.

 

Эп ыталарăм юмана,

Шăпчăкĕ вĕçрĕ аякка.

Çапла, çак тĕттĕм вăрманта,

Эп тупрăм икĕ юлташа.

Уйрăлу


Ман куçсем сана шырасçĕ,

Ниепле тĕл пулаймаççĕ.

Чун-чĕрем сана савать,

Эс çук чух вăл ыратать.

 

Сан çепĕç сассуна илтесчĕ,

Хыт ытамна манăн лекесчĕ.

Аш аллуна хытă тытса,

Утасчĕ çуммăн йăпанса.

 

Манран эс халĕ инçетре,

Тен, ытамлан урăх хĕре.

Аса илместĕн тек мана,

Манса та кайрăн пулмалла.

 

Çулсем те пирĕн, ав, юпленчĕç,

Ман ĕмĕте майпен сӳнтерчĕç.

Утаймăпăр тек пĕр çулпа,

Пирĕн халь пулĕ ик шăпа.

■ Страницăсем: 1... 536 537 538 539 540 541 542 543 544 ... 796
 
1 Хаджи тесе Бараев хăйпе пĕрле вĕреннĕ Яков Муратов курсанта юлташла чĕннĕ
2 Шипцов Павел — ун чухнехи курсант, хальхи паллă журналист. Бараев ăна вăрçăра çухалнă тесе шутланă.
3 «ЧК» — «Чăваш Коммуни» хаçат