Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йытă тĕлĕкĕКуçа-куçăнПурăнас килетЫлтăн вăчăраĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томПолк ывӑлӗÇăлтăрчăксем

Çăлкуç пулăшнă


Арăмĕ вилсен пĕр пуян тепре авланнă. Хăйĕнчен чылай çамрăкрах хитре пике ун арăмĕ пулма килĕшнĕ.

Малтанлăха чиперех килĕштерсе пурăннă-ха вĕсем, анчах пуянăн хĕрĕ çитĕннĕçемĕн кунран кун чиперленсе пынă, таврари чи илемлĕ хĕр пулса тăнă. Пуян арăмĕ çулсем иртнĕçемĕн çамрăк чухнехи хитрелĕхĕ çухалнине сиснĕ те хӳхĕм хĕре кĕвĕçме пуçланă. Çавскер ăна ир пуçласа сĕм çĕрлеччен пĕр канмасăр ĕçлеттернĕ, хăйсенчен начар çитернĕ, хĕре хăш чухне апат юлашки те лекмен.

Пуян хăйĕн мулне сыхлама икĕ пысăк йытă усранă. Вĕсене пăхса тăма, уйрăм апат пĕçерме ятарлă тарçă тытнă. Тарçă пуянăн хĕрне шелленĕ, анчăксем валли хатĕрленĕ яшкана хуçа арăмĕ сисиччен хĕре антарса панă, юлашкине йытăсене çитернĕ. Çапларах майлаштарса пурăннă.

Анчах харсăртарах йытти яланах тăраниччен çинĕ, иккĕмĕшĕ выçă юлнă та çилленнĕ: «Ман апата çисе пурăнать!» — шăлне кăчăртаттарнă вăл.

— Мĕнле-ха капла? Халиччен çĕре кĕмеллеччĕ-çке, вăл вара хитреленнĕçемĕн хитреленет, — тĕлĕннĕ пуян арăмĕ.

Мăшăрĕ час-часах тавар турттарма çӳренĕ. Вăл черетлĕ çул çӳреве кайсан арăмĕ хĕре сыхлама шутланă.

Малалла

Чăваш çĕрĕ


Çĕпĕрте çуркунне... Чĕлтĕркке хумсене

Вылятать Енисей, çуйхашать Енисей.

Шухăшсем чĕремре капланса килнĕнех

Курăнаççĕ хумсем, çил çинче чӳхенсе.

 

Тайгара,

Инçетри юлташне ăсатма чĕннĕ пек,

Кăшкăрать пирĕн пуйăс сайра.

Хурăнсем те хырсем — çулăн ик енĕпех,

Шурă çĕмĕрт — Атăлçи хĕрĕ пек.

 

Чăваша,

Чăваша каялла кайнăнах,

Вăрахчен çухалать вăл паян куçăмран.

Тĕрĕсех:

Чăвашра пурнăç курнă çынна

Чăваш çĕрĕ нихçан ют пулман.

Çăмăллăх нихçан


Мана паян тĕл пулчĕ Ангара.

Кăвак тĕтре тем анлăш чаршавне

Туртса карма пуçланă вăхăтра

Тӳр килчĕ итлемешкĕн хум шавне.

 

Эпир ир-каçăн карнă пралуксем

Кĕçех пуçлаççĕ вăрăм юрăсем.

Байкал, Байкал, парсам мана вăй-хал,

Хумпа эп тытăçса пăхасшăн халь.

 

Сĕрен кĕперĕ тейĕн — хум çиçет,

Пырса кăшт çапăнсассăн çырана.

Мĕн пĕчĕкрен пире чĕнет инçет,

Инçет пире тĕллев пек курăнать.

 

Чĕнмен те пулĕччĕ, пĕлетĕп хам,

Хăранă пулсанах йывăрлăхран.

Кĕрешӳпе çуралнă халăха

Кӳреймĕ канăç çăмăллăх нихçан.

Телей килессине кĕтсе лармарăм


Вĕр çĕнĕ çурт-йĕрсем тăрса юлаççĕ,

Телейлĕ çул сунаççĕ, тен, пĕрле.

Унччен кунта палаткăсем ир-каçăн

Пире йăпатнă шартлама хĕлле.

 

Чипер юл ĕнтĕ, Çурçĕр чукун çулĕ,

Выртса юл, тунсăх, кустăрма айне.

Кĕске пулин те, çамрăклăх кун-çулĕ

Кунта хăварчĕ хăйĕн пĕр пайне.

 

Хăй тĕллĕнех телей килессине те

Кĕтсе лармарăм ăшă кил-çуртра.

Хам вăй-хала та, чунăм ăшшине те

Парса хăвартăм сивĕ тундрăра.

 

Васкарĕ пуйăс... Вĕлтĕр-вĕлтĕр çулçă

Пырса çапать вакунăн кантăкне.

Чугун çул хĕрринче пĕр хĕр: «Çул уçă», —

Тесе суллать сап-сарă ялавне.

Тупа тунă чухне


Ылханлă фашистсем Мускав çине тапăнса килне чухне Малоярославец патĕнче N-лĕ çар шкулĕнче вĕренекен курсантсем вăйлă çапăçрĕç. Вĕсем çинчен тыткăна илнĕ нимĕçсем: «Хĕрлĕ юнкерсем пулман пулсан, эпир тахçанах Мускава çитмеллеччĕ», тенĕ. Çав çапăçура чăваш курсанчĕсем те нумаййăн пулчĕс, вĕсем паттăррăн çапăçса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Шупашкарта пединститутра вĕреннĕ А. Марков хытă аманнă пулсан та çапăçуран тухмарĕ, вăл темиçе тăшмана пĕтерчĕ. Кăкăрĕнчен аманнă Я. Зверев та стройран тухмарĕ. Иккĕмĕш хут аманнă Ст. Шарков, халран кайнă пулсан та, çитерес хута тивĕçлĕ çĕре çитерчĕ. Октябрĕн 7-мĕшĕнче шкулти курсантсем (пулас лейтенантсем) присяга пачĕç. Çак сăввăма чăваш курсанчĕсене сума суса çыратăп.

Владимир Бараев курсант.

 

Хĕвел тухать хĕрелсе

Хула сачĕ çумĕнчен,

Паслă турат çийĕнче

Ылтăн-кĕмĕл тĕрлесе.

 

Ирхи сывлăм евĕрлех

Илĕртеç куçа вĕсем.

Çичĕ шурă чатăр пек,

Щурă пурçăн çулçăсем

Çурнă тейĕн çеçкине.

 

Чыс хуралĕ як ĕрет

Садăн икĕ енĕпе.

Малалла

Юлташа


Якку Арăслана

 

Аса ил-ха, савнă тантăш,

Иртнĕ кун-çулна:

Ача чух епле хаваслăн

Савнă вăл сана.

 

Улăха кĕрсе çӳреттĕн

Аслă ĕшнепе.

Чечексем татса килеттĕн

Çыххи-çыххипе.

 

Эс çăка туя тупсассăн,

Урхамах тесе,

Утланса чупса иртеттĕн

Çĕр кисрентерсе.

 

Кун та иртрĕ, каç та иртрĕ,

Çитĕнтĕн ӳссе.

Вăйăра сана кĕтетчĕç

Тăпăлкка хĕрсем.

 

Вĕсенчен пĕри пăхатчĕ

Сан çине ялан.

Уйрăлăп тесе нихçан та

Эсĕ шутламан.

 

Вăйăран пĕр каç юлсан та

Ăш вăрканă сан.

Тем çухалнă пек çӳренĕ

Хĕрне курмасан.

 

Халь ăна инçе хăвартăн,

Ăшă çыру яр.

Тен, ăна пачах кураймăн,

Вăрçă — вăйă мар.

 

Тĕнчене килсе хупларĕç

Йывăр пĕлĕтсем.

Пĕтĕм çĕр çинче çĕкленчĕç

Ялкăшан вутсем.

 

Çав вута кĕреç пиншерĕн

Пирĕн тантăшсем.

Али-паттăр пек хаяррăн

Малалла

Эпир ураран ӳкетпĕр...


Эпир ураран ӳкетпĕр,

Халран кайса.

Эпир пĕр-пĕрне чикетпĕр

Тăпра чавса.

 

Эпир ĕнер те юнлă,

Паян та, кур.

Эй, хăшĕ унта хăюллă?

Тухсам, маттур!

 

Хитрех те кунсем вĕçеççĕ,

Темскер тарать.

Темскер пирĕнтен инçеччĕ,

Халь ак! — тăрать.

 

Çапах та эпир васкатпăр

Каллех вута.

Таса чăнлăха шыратпăр

Нимрен малтан.

 

Анчах та, пулать, йăнăшатăр,

Вара эсир

Епле тарăхса йынăшатăр! —

Эй, Турă, сир.

 

Кăштах чап шевли выртсассăн

Пуçсем çине.

Эсир те ăна тытасшăн

Серепене.

 

Çапла-мĕн: эпир — арена.

Эсир — залра.

Пире чĕрĕ юн хĕретнĕ,

Сире — сăра.

 

Эпир пурнăçпа тӳлетпĕр,

Эсир — укçан.

Эпир кашни кун вилетпĕр,

Эсир — хăçан?

Лева — арăслан


Лева Иванов гороскоп тăрăх арăслан. Çак тискер чĕрчун хуçаланма юратать, хăйĕн çулĕ çине тăракана тӳсме пултараймасть, яланах малта пуласшăн. Хăш-пĕр чухне арăслан наянланма кăмăллать. Вара кунĕпех çывăрать, тĕмсем айне кĕрсе выртсан йĕри-тавра мĕн пулса иртнине те пĕлмест, интересленмест те. Хăйĕн тăрăх шăши-каюра, мулкач-тилĕ сиксе çӳренине те сисмест. Канлĕ пурнăçшăн антăхсах каять, анчах хăй пĕртте ĕçлесшĕн мар, çын ĕçĕпе ырă курса пурăнма хăнăхнă.

Пĕррехинче Лева гороскоп кĕнекине вуласа хăй арăслан пулнине пĕлчĕ те самаях тĕлĕнчĕ. Ăна ятне те арăслан пек хастар пултăр тесе панă-мĕн. Лева нихăçан та чапшăн çунман, укçашăн антăхман, наянланса та выртман. Хуçаланма та юратмасть вăл. Çак йăваш та ырă кăмăллă ача амăшне итлет, ăна яланах пулăшма тăрăшать, шыв кӳрет, сарайран тислĕк кăларать, пахчара тар тăкать, ашшĕпе пĕрле кĕтӳре те çӳрет.

Гороскопа вуласа тухсан ача шухăша кайрĕ. Хăш-пĕр чухне ăна тус-тантăшĕсем кӳрентерни те пулать. Тен, чăн та, арăслан пулса пăхмалла, ун чухне ăна никам та çиллентерме хăяймĕ!

Çапла шухăшласа илчĕ çеç ача — хăйĕнче вăй-хăват хушăннине туйрĕ. Хăй те сисмерĕ — умĕнче утса пыракан Никитăна ура хурса такăнтарчĕ.

Малалла

Çеçпĕл


Çыртан Атăла тинкеретĕп

Туясшăн асамлă вăйне

Мăнаçлă та Атăл, хитре те —

Часах ăнланаймăн чунне:

 

Мĕскер уншăн пурнăç е вилĕм,

Çынсем кăмăлланă тĕнче?

Кама ун халалĕ, пехилĕ,

Кам çăлтăрĕ ун аллинче?

 

Пĕлместĕп. Тепри те пĕлмест пуль.

Хурав-мĕн пулмарĕ хумран...

Сасартăк — ĕненĕр-ши?! — Çеçпĕл

Хуллен утса иртрĕ умран.

 

Тăрать...

Гимнастерка та атă...

Шинель уртса янă çийне.

Сăн-пичĕ те çамрăк, те ватă...

Пăхать анлă Атăл çине.

 

Çӳçенчĕ, сывларĕ те ассăн.

Вара, хумсене чарасла,

Вĕсен ытамне ыткăнаслăн

Вăл тайăлчĕ кăшт малалла.

 

Мăн кăмăллă Атăл та, акă,

Хăйпе тан тĕнче курнăнах

Пĕр çиçрĕ те симĕс-кăваккăн

Шавларĕ, кĕрлерĕ вăрах.

 

Ун кăпăклă кăкăрĕ тăрăх

Вут-кайăк хăпарнăн вĕçсе,

Хаваслăх янравĕ пек тăрă

Çĕкленчĕç çунатлă хумсем.

 

Туйри каччăсем пек, сатуррăн

Çилсем шăхăрашрĕç: ши-ши! —

Кĕрлерĕ пин сасăллă юрă,

Малалла

Эпир çĕр çинчех-ха çуралнă


Эпир çĕр çинчех-ха çуралнă —

Хирсен те шывсен ачисем.

Эпир — мăлатуклă, çурлаллă

Çĕршыв çитĕнтернĕ çынсем.

 

Лĕп çил вăркăштарчĕ пуç çийĕн,

Хаваслăн çиçетчĕ тӳпе...

Кĕçех тупăсен аслатийĕ

Пĕрлешрĕ сăпка юррипе.

 

Çерçи чĕвĕлтетĕвĕ витĕр

Такам ĕсĕклетчĕ аран.

Çурхи ешĕл курăк çути те

Хăш чух курăнатчĕ хуран.

 

Пушаннă пӳртре ларнăçемĕн

Тăнлаттăмăр та шăплăха,

Илтетчĕ вилес пек этемĕн

Хĕрӳ чĕнĕвне те хăлха.

 

Аттесĕр ачалăх тивлечĕ

Синкер хумĕпе çапнине

Сисетчĕ çав чунăм, пĕлетчĕ

Ун пăр пек шăнтан сиввине.

 

Умрахчĕ-ха — вăйă та кулă.

Умрахчĕ-ха — аслă тĕнче.

Çапах та ир çитнĕ салхулăх

Пурахчĕ кашнин питĕнче.

 

Вара (тен, ку Вăхăт палли-ши?)

«Мĕскершĕн?!» текен куçсемпе

Сире эп сăнаттăм, ял-йышăм,

Сана эп юнаттăм, тӳпе.

 

Эсир хыпăнса ăс памарăр,

Мăнаçлăх та тӳсĕм кăна

Кашнишĕн виçеллĕн пайларăр —

Çак çеç пуль çын турĕ мана.

■ Страницăсем: 1... 546 547 548 549 550 551 552 553 554 ... 796