Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТутимĕрÇăлтăрчăксемҪул юлташӗХум пӑшӑлтатӑвӗПулас кинсемПирĕн çулталăкЙытă тĕлĕкĕ

Айван кушак çури


Çĕрĕпе çумăр лӳшкерĕ. Чутах тĕнче йăтăнса анатчĕ. Тĕнче йăтăнсах анмарĕ, анчах та темиçе çăлтăр çĕр çине ӳкрĕ. Чутах путса вилетчĕ, юрать-ха, сиксе тухма ĕлкĕрчĕ, кӳлĕ хĕррине çитсе вырнаçрĕ.

Кушак çури тутлă ыйхăран вăранчĕ, çăвăнчĕ, тумланчĕ, уçăлма тухрĕ. Пушмакĕсене вараларĕ, кӳлĕ хĕррине çума пычĕ.

Ку мĕскер? Кӳлĕре мечĕк тĕс — мечĕк мар, çăмха тес - çăмха мар, илĕртӳллĕ йăлтăркка вырта парать. Кушак çури асăрхана-асăрхана кӳлĕ хĕрне анчĕ, çаврашкана хăй патнелле кустарчĕ. Шывран туртса кăларчĕ, унпа выляма пуçларĕ. Апла та капла кустарать, унталла-кунталла чуптарать, шăлпа çыртса пăхать, чĕрнисемпе чăрмалать. Хăюлланăçемĕн хăюлланчĕ, çăлтăра çыртса пăхрĕ, татах, татах, хăй те сисмерĕ, çăлтăра çăтса ячĕ. куç умĕнчех çуталчĕ. Ăна-кăна нимĕнех те ăнкараймарĕ-ха. Ăнсăртан кӳлĕ çине пăхсан хăй куçне хăй ĕненмерĕ: шыв ăшĕнчен ун çинелле йăлтăркка çăмха пăхса тăрать. Ахаль те йăлтăр куçĕсем çиçĕм евĕр йăлт-ялт тăваççĕ.

Савăнсах кайрĕ айван кушак çури:

— Эп халĕ пуринчен хитри!

Хăйĕн хитре çи-пуçне кăтартма кил картине чупса кĕчĕ. Чупса кĕме ĕлкĕрчĕ çеç, — ун çине хĕрлĕ автан сиксе ларчĕ. Автанĕ çавнашкалскер: хăйĕнчен хитре тумланакана юратмасть: ача-и, ватă-и, çамрăк пăру е пĕчĕк йытă çури, тӳрех сиксе ларать. Йăлтăркка кушак çурине курсан çилленсех кайрĕ, чутах таткаласа пăрахатчĕ. Автанне кура чăххисем те вĕтĕлтете пуçларĕç. Юрат-ха, кил хуçи — ватă йытă — пулăшрĕ. Пулăшман пулсан — пĕтетчĕ. Кама çăлнине курсан хăй те кушак çури çине вĕре пуçларĕ.

Малалла

Нивх патĕнче


Сахалинра сахал иккен хĕвеллĕ,

Ăрша вылянă, кăмăллă кунсем.

Эп вырнаçса ларатăп халĕ меллĕн

Нивх патĕнче, пит тарават вĕсем.

 

Халь çуркунне, анчах та вăл салхуллăн

Çуни çине пăхатчĕ тинкерсе.

Ӳпĕнтерсе, ăна хăяккăн хунă,

Кайран вăл пурпĕр кирлине пĕлсе.

 

Вăл кирлĕ пулĕ, сив çил хирĕç касĕ,

Нивх çыннипе эп юнашар ларса

Кӳршĕ яла вĕçтерĕп: сив хĕл каçĕ

Куçмашкăн пуçлĕ, çунаран тытса.

 

Унта эп лекци вулăп. Ыйтусем те

Мана паркалĕç — тăмăп чĕмсĕрле.

Юлашкинчен, туссемĕр, тем тесен те,

Хĕрӳленсе эп вулăп Çеçпĕле.

«Шупашкар-Сахалин» пуйас çук


«Шупашкар-Сахалин» пуйăс çук,

Çырусем те унта çитиччен

Çĕршер çын аллине лекĕç, тен, —

«Шупашкар-Сахалин» пуйăс çук.

 

«Шупашкар-Сахалин» пуйăс çук:

Вакунра хăвăрт тупнă туспа

Кĕç пуçлатăн кăна калаçу —

Анмалла...

Кĕтет урăх шăпа.

 

«Шупашкар-Сахалин» пуйăс çук,

Ун пек пуйăс мана кирлĕ мар.

Çынсемпе тĕл пулу нумай чух

Туйăп эп пурнăçри пĕчĕк мар

Кĕнеке страници пек хăма.

Хуртлă улмасем ӳкеççĕ ир...


Хуртлă улмасем ӳкеççĕ ир,

Туттисем ӳкмеççĕ кĕр çитмесĕр.

Ан çĕкле ытла васкавлăн, мелсĕр...

Çĕрнине, — çум курăкне ан сир.

Хăй ура умне кусса пыни

Хаклă мар — çӳлти нимрен чĕнӳллĕ.

Тӳсĕмлĕх çитсен, кĕр кунĕ тӳлĕ

Ырлăхпа — вăл пулĕ чăн-чăнни.

...Сăввăмра пиçет тӳпе улми:

Кăнтăрла — хĕвел,

каç-каç вăл — çăлтăр.

Сар кĕрччен ăна ан татăр — чăтăр:

Пиçменни пулаймĕ шăл çемми...

Тутлă сĕтекпе тулса çитсе

Шал енчен тӳлеккĕн çуталсассăн —

Тат ăна, этем: вăл пиçнĕ саншăн —

Хăналан, «мухтав çĕре!» тесе.

Пыл пухать пыл хурчĕ çеçкерен...


Пыл пухать пыл хурчĕ çеçкерен,

Наркăмăш ĕмет хура çĕлен, —

Теççĕ хăш-пĕр чух... Тĕпченĕрен

Уçнă пуль çавна — ăçтан пĕлен.

 

Пурнăçа сăнанă май куллен

Тепĕр шухăш çеçкине ак çурчĕ:

Наркăмăш тусан пылтан çĕлен,

Пыл тăвать наркăмăшран пыл хурчĕ.

Сывлăмпие пĕрле шырар-и?


Пахчари илемлĕ чечексем хушшинче пĕр тĕлĕнтермĕш керменте Вичкĕн куç пурăннă тет. Вăл тĕнчере мĕн пулса иртнине йăлтах курса тăнă. Ирсерен сывлăмпа çăвăннă, каçсерен каçсерен аякри çăлтăр çутипе куçне тасатнă. Çав çăлтăр çути унăн куçне татах та вичкĕнрех куракан, хăй пекех йăлтăртатакан тунă-мĕн. Сывлăм шывĕ куçĕсене якатнă тет. Суккăррисене Вичкĕн куç хăйĕн вичкĕнлĕхĕн пĕр пайне парнеленĕ, вара лешсен те куçĕсем çивĕчленнĕ.

Çапла çул хыççăн çул иртнĕ. Вичкĕн куçăн ĕçĕ нумайланнăçемĕн нумайланса пынă. Çĕр çинчи ачасем кунĕн-çĕрĕн выртса кĕнеке вуланă, телевизор çывăхне ларса кино пăхнă, пĕрмай компьютерпа вылянă. Çавăнпах вĕсен куç вăйĕ пĕтнĕçемĕн пĕтсе пынă, куçлăх тăхăнакан ачасен йышĕ ӳснĕ. Вĕсен ирĕксĕрех Вичкĕн куç патне çул тытма тивнĕ. Лешĕ кашнинех пулăшма тăрăшнă пулин те пур чухне те ĕлкĕреймен. Вăл пĕччен çеç-çке, лешсем нумай, черет вăрăмлансах пынă.

Пĕр ирхине Вичкĕн куç яланхи пекех хăйĕн куçĕсене сывлăмпа çуса якатасшăн пулнă, анчах Сывлăмпи курăнман. Вичкĕн куç хăйĕн керменне таврăнса чирлисене йышăнма пуçланă. Çав кун ăна питех те йывăр килнĕ. Черет çитменрен хăшĕ-пĕрин Вичкĕн куç патĕнче пулмасăрах киле таврăнма тивнĕ. Сывлăмпи тепĕр кунне те курăнман. Сывлăмпа çăвăнманран Вичкĕн куçа Çăлтăрпи те вăйлатайман тет. Вичкĕн куç ăна Сывлăмпи çухални çинчен пĕлтернĕ, шыраса тупма пулăшу ыйтнă.

Малалла

Братск хулинче


Вăрман... вăрман... сасартăк çутă...

Çул пачĕ тейĕн çав маяк.

Малтан пуçланнă калаçу та

Кĕтмен çĕртен вĕçленчĕ ак.

 

Хула иккен!

Савса сăнатăн

Эс çĕн хула çутисене.

Кĕç вакунран тухма васкатăн:

Çĕнни чĕнет хăй ытамне.

 

Никĕссене чулран хывман-тăр,

Туман-тăр çирĕп бетонран —

Тӳсĕмлĕхрен хывса хăварнăн

Туятпăр, çуртсене курсан.

Хĕр-агронома


Эсĕ йывăр тăмлă атăпаччĕ,

Путнăччĕ пуль тарăн шухăша.

«Ун пек чух эп тытнăччĕ тăпачă, —

Терĕ ват хĕрарăм,

Шӳт туса.

 

— Вăл илмен пуль аллине тăпачă,

Тен, çурла та вăл курман хальччен».

Эй, тăхлачă, ытарми тăхлачă,

Ма куласшăн атăллă хĕртен?!

 

Аттине вăл хывĕ те — вара ху

Тĕлĕнсех сăмахлăн: ай-тур-тур...

Ан çиллентĕр, — уттăр-ха вăраххăн, —

Ун çине пăхмашкăн шухăш пур.

 

Уттинче эс курăн

пурнăç витĕр

Тикĕссĕн хăварнă йĕрсене...

Юрату çĕкленĕ чун кĕвви те

Çырăнса юлать ав йĕр çине.

Икĕ рельса — икĕ çивĕт пек...


Нинăна

 

Икĕ рельса — икĕ çивĕт пек,

Тураттăм ăна ал турипе.

Кăшкăрать те пуйăс — ыткăнать,

Çухрăм юписем шутлать кăна.

 

Икĕ рельса — икĕ çивĕт пек,

Ачашлас килет ман çав тери.

...Çавăнпах чукун çул хĕррипе

Уткалатăп хăш чухне юри.

Сахал мар касса çӳрерĕм


Сахал мар тĕнче касса çӳрерĕм,

Асăмра Кавказ ту-сăрчĕсем,

Балти тинĕсĕ мана чӳхерĕ,

Уралта урамăн йĕррисем.

 

Çĕпĕрте те шыраса тупаттăм,

Чăвашла манман чăвашсене,

Вĕсемпе пĕрле ларса юрлаттăм,

Авалхи чăваш юррисене.

 

Ташкентра та пĕлĕшсем пур манăн,

Вĕсенчен кашни — асаплă чун,

Шухăш-кăмăлне епле ăнланмăн

Çул курки парса ăсатнă чух.

 

Аякра пулсассăн та упрасшăн

Хамăр чĕлхепе йăх-тымара,

Кашниех вара çитсе курасшăн

Ĕмĕрте пĕрре Шупашкара.

 

Турă пурсăра та сывлăх патăр

Ман пата пымашкăн хăнана,

Хăть хăçан та кăтартмашкăн хатĕр

Чăвашсемшĕн хаклă хулана.

■ Страницăсем: 1... 544 545 546 547 548 549 550 551 552 ... 796