Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемШевле çутиИрĕк çилÇамрăк ĕмĕтКатӑлнӑ уйӑхТĕлĕнтермĕш юмахсемЫтла та вăрттăн юрату

Симĕс тума мĕншĕн улăштарнă?


Ĕлĕк-авал Яппун çĕршывĕнчи тăмана маляр пулнине вулакансем илтнĕ-тĕр. Мĕн пур кайăка тĕс парнелекенни шăпах вăл пулнă, кашнин кăмăлне тивĕçтернĕ. Анчах пĕррехинче çăхан хăйне хальччен çын курман тĕлĕнмелле хитре тĕспе сăрлама ыйтнă. Тăмана нимĕн тума аптранипе хайхин тĕкĕсене хуп-хура тĕспе сăрланă. Çăханĕ çиленсе лартнă, маляра тавăрма шут тытнă. Лешĕ унран хăранипе сунара çĕрле çеç тухма пуçланă, кăнтăрла йăвинче çывăрнă. Пĕчĕк тусăмсем, эсир çав юмаха вуланă пулĕ-ха. Ку вăл Яппун çĕршывĕнче тахçанах пулса иртнĕ.

Тăмана унтан тахçанах тарса килнĕ ĕнтĕ. Вăл кайăксене тĕрлĕ тĕспе ăста сăрланине чĕрчунсем те илтнĕ. Ун чухне таврара сивĕ хĕл хуçаланнă, вăрманта та, уй-хирте те шурă юр сарăлса выртнă, çил-тăман алхаснă. Пур чĕрчун та шурă кĕрĕкпе çӳренĕ.

Кĕçех хаяр хĕл иртсе кайнă. Çурхи хĕвел хĕртсе пăхнăçемĕн тавралăх симĕсленсе пынă. Ешĕл курăк ăшĕнче пытанма симĕс тĕслĕ çи-пуç кирлĕ. Тăмана патне чи малтанах тилĕ йăкăртатса çитнĕ.

— Тăмана тус, эсĕ сăрлама ăста теççĕ. Ĕçченлĕхӳ çинчен пĕтĕм чĕрчун калаçать. Ман кĕрĕке те симĕслетеймĕн-ши?

— Эй, сăрă таврашĕпе аппаланма та хăратăп. Çамрăк чухне çăхана хура тĕспе сăрласа кӳрентертĕм-тĕр. Вăл мана халĕ те юнама пăрахмасть.

Малалла

Вилĕме çĕнтерекен


::Ывăлăма — Левăна,

1Юлашки юмахăм пулĕ, тен.

::::Хăвăртрах пĕтересчĕ.

 

1

Тахçан авал çĕр çинче,

Сĕм-сĕм вăрман хĕрринче,

Çӳлĕ тусен айĕнче

Чăваш ялĕ ларнă, тет.

 

Çакă чăваш ялĕнче,

Пӳрне элчеле тӳссе,

йывăр хĕн-хур айĕнче

Тăлăх ача ӳснĕ, тет.

 

Çав ача çинчен, туссем,

Кăмăл турăм юрлама.

Юмахри хавас тĕнче

Тивĕç пулĕ ырлама?

 

Ман кĕслеçĕм кĕввисем

Итлеме кичем пулсан,

Ылтăн-кĕмĕл хĕлĕхсем

Тутăхса пĕтнĕ пулсан, —

 

Эп кĕслеçĕ пулам мар,

Ырă кĕвĕ калам мар.

Ик телейлĕ чун çинчен

Мухтав юрри хывам мар!

 

* * *

Халап — хапха тăрринче,

Юмах — юпа тăрринче.

Эл халапçă мучи мар,

Ман сăмахăм суя мар.

 

Эп юрлатăп илтнине,

Сĕм аваллăх юррине —

Мăн асатте-асанне

Юрласа хăварнине.

 

Ӳснĕ, теççĕ, пĕр ача

Пĕтĕм чăваш телейне.

Панă, теççĕ, ачана

Малалла

Пуйăспа пынă чух


Кăвак тӳпе хĕрелчĕ тĕллĕн-тĕллĕн...

Çил калаçать юманлăх тăррипе.

Шăвать кăтра, шап-шурă мăнтăр пĕлĕт

Хăй кĕтĕвне çухатнă сурăх пек.

 

Çут шевлесем, хĕвел мулкачĕ евĕр,

Тайга çинче выляççĕ ирхине.

Мана кĕтсе илмешкĕн, тен, туссемĕр,

Тухса тăратăр çĕн вокзал умне?..

 

Тăслаççĕ карнă пралуксем пит вăрăм,

Чĕтре-чĕтре юрлаççĕ çил çинче.

Иртсе пыратпăр пуйăспа хир тăрăх

Тӳп-тӳрĕ телеграф юписенчен.

 

Вĕсем мана халь курăнса юлаççĕ

Чăваш кĕслеçисем шур кĕпепе

Хăйсен хаваслă концертне ир-каçăн

Сив Çĕпĕре килсе пуçланă пек.

Çур ăшшине аса илсе


«Чăт-чăт, хăта...» — илемлĕ юрă

Палаткăра янрать кăна.

Шап-шурă тундра, пăрлă тундра,

Итлерĕ тимлесе ăна.

 

Чăваш çĕршывĕнче, тен, халĕ

Çеçке çурать пилеш-палан.

Кунта

Ват Хĕл Мучи сухалĕ

Шăлсах пырать çула хыçран.

 

«Чăт-чăт, хăта...» Чăтмашкăн хĕнччĕ.

Чăтма вĕрентрĕ юрă, тен...

Шур тундра тăрăх пин-пин ĕнчĕ

Сапатчĕ хĕл мăн арчинчен.

 

Вара кĕртсем çĕкленнĕçемĕн,

Аса илсе çур ăшшине,

Хуллен пуçлать çил ырă çемĕ —

Чайковскин

«Акăш ташшине».

Хурăн


Хăрамасăр ӳснĕ йăрăс хурăн

Çын ури пусман çеремлĕхре.

Лăпсăркка турачĕсем те унăн

Илĕртеççĕ хăй патнех пире.

 

Каçĕ питĕ тĕттĕм чух та

Курăнса ларать вăл çĕрĕпех,

Ĕнисем патне каймашкăн тухнă

Шур халатлă ферма хĕрĕ пек.

Ывăл шырани


Карчăкпа старик виçĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ тет. Кунĕн-çĕрĕн ырми-канми тăрăшнă, ачисене пурăнма вĕрентнĕ, çирĕп сывлăх парнеленĕ.

Амăшĕ яланах хĕвелтен маларах тăнă-мĕн. Куçа уçнă-уçман тӳпенелле тинкернĕ те хĕвел вăранманнине кура ăна тăратма пикенет тет.

— Хĕвелпи! Тăма вăхăт!

— Халех!

Хĕвелпин кăмăлĕ тĕрлĕрен çав. Хăш-пĕр чухне пĕр сăмахсăрах вăранать те çӳçне турама пикенет.

Çӳçне вăл çывăрас умĕн майлаштарса пуçĕ тавра çавăрса çыхать. Хăш чухне Çилпи Хĕвелпи патне выляма килсен ытларах ашкăнать, унăн çӳçне пăтраштарсах ярать. Çавăнпа та Хĕвелпин ирхине çӳçне ытларах турама тивет, акă мĕншĕн хĕрарăмăн ăна ытларах кĕтмелле.

— Хĕвелпи! Тăма вăхăт!

Хĕвелпи те ача евĕрлех çав. Илтменçи пулса тепĕр аякĕ çине çаврăнса выртать.

— Хĕвелпи! Вăран!

Тăмах тивет иккен. Анасласа илет те çĕр çине тĕтре сапалать. Ылтăн кăкшăмран юхса тăракан ылтăн шывпа питне çăвать, тинех вăранса çитет. Хăвăрт тумланать, мăйĕ çине ылтăн эрешсем çакать, пуçне ылтăн турапа турать, çӳçне кĕлетки тăрăх сапаласа ылтăн кĕпине ылтăн арчаран кăларса тăхăнать, çĕр çинелле тинкерет. Çынсем халĕ те вăранманнине курсан:

Малалла

Пĕтмен çыру


(Анне патне)

Стихван Шавлине

 

...Салам сана, тăван аннеçĕм,

Салам тăхлан çăван çĕртен!

Мана аса илсен халь эсĕ,

Кăвар çине пăхса илсем.

 

Калас сăмахăм ман пиншерĕн,

Ялан çырма пикентĕм эп.

Анчах шавах чĕрем темскершĕн

Шăп çавăн чух тулса килет.

 

Вара хутна тытса перетĕн,

Перо кинжал пулса ӳкет.

Ĕçрен эрех, пирус ĕметĕн,

Илемсĕр пек кăвак тӳпе.

 

Ик куç умне тухать кун-çулăм,

Йĕркипеле курап ăна.

Ашма хыпса илет вут-çулăм,

Пушар хыпса илет чуна.

 

Ун чух вара хама туятăп

Вĕл-вĕл вĕçен шух чĕкеç пек

Вăрçа пăхми вĕçсе каятăп,

Çӳлтен-çӳлтен, ĕмĕтĕмпе.

 

Çурхи садсем епле илемлĕ

Сенкер-кăвак чечек ярсан,

Çулçисемпе мана витеççĕ

Турат айне пырса ларсан...

 

Ăçта-ши халь çавсем, ним ассăр

Çарран чупса çӳренисем,

Васан пасар енне хавассăн

Асаннепе васканисем?..

Малалла

Кил илемĕ — килĕнтеш


Икĕ ывăл — йĕкĕреш,

Савăнас-ши е йĕрес?

Амăш кăкăр çитерет,

Ашшĕ паттăр пек çӳрет.

 

Вăхăт хăвăрт иртнĕçем

Çитĕнеççĕ йĕкĕтсем,

Çирĕп сывлăхлă, таса,

Пĕтереймĕн мухтаса.

 

Икĕ ывăл — ик юман,

Пĕринчен тепри юлман...

Турă панă тăк тивлет

Туй тума пĕрлех тивет.

 

Те чăнах ку, те юмах,

Авлантарчĕç пĕр кунах:

Кинĕсем пĕр çемьерен,

Пурнăç кайрĕ çĕнĕрен.

 

Ват çынна сума сусан,

Çыпăçмасть ăна тусан,

Килĕшӳ тĕк килĕнте, —

Кил илемĕ — килĕнтеш.

Юратса курман пулсан этем


Çут тĕнче пулать-и çут хĕвелсĕр,

Çуркунне пире кӳрет илем.

Чăннипех те мĕскĕн те телейсĕр

Юратса курман пулсан этем.

 

Йышлă çемьере пулмасть шăв-шавсăр,

Ачапчасăр çут тĕнче кичем,

Ватăлса çитсен те пархатарсăр

Çемьере телей курман этем.

 

Ир те, каç та канăçа пĕлмесĕр

Мул çинчен шутлаççĕ теприсем,

Чул кермен лартсассăн та телейсĕр

Юратса курман пулсан этем.

Ылтăн тĕсĕ тĕрлĕрен


Симĕсси, хури, шурри...

Шутласа пырам юри.

 

Симĕсси — паха вăрман,

Çĕршывра нумай юлман.

 

Хуп-хура — нефть текенни,

«Леш енне» юхаканни.

Чыс, мухтав çĕр мамăкне,

«Шурă ылтăн» ятлине,

Раççейре ӳсменнине,

Çавăнпа чи хаклине.

 

Çитрĕ вăхăт вĕçлеме:

Хакламастпăр этеме.

 

«Ылтăн çын» тесе кăна

Каламастпăр ку чухне.

Те чăнах та сатана

Сутăн илнĕ ун чунне?

■ Страницăсем: 1... 545 546 547 548 549 550 551 552 553 ... 796
 
1 :