Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТутимĕрИлле ТăхтиПолк ывӑлӗĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Куçа-куçăнАли-паттăрСуя телей

Çапăçу умĕн


Часах ĕнтĕ пуçланать

Вăйлă çапăçу.

Мĕн пиллет-ши, мĕн сунать

Пире çакă кун?

 

Тăвăл шавлă. Халь унччен

Çумарах эс лар.

Тусăм, кăмăл туличчен

Уççăн калаçар.

 

Çумри лăпкă сăнсене

Кăларса сăнар,

Килти çывăх çынсене

Ыррăн асăнар.

 

Куçпа вĕçсĕр тĕнчене

Тишкерсе илер.

Пурнăç епле черченне

Тепĕр хут пĕлер.

 

Каç пулсассăн, шăплансан,

Телейсем çинчен

Çыру çырăпăр ларса

Инçетрен инçе.

 

Сан та, ман ат инçетре

Пĕлĕш-хурăнташ.

Ак пуçланчĕ... Çĕр чĕтрет.

Çирĕп пул, юлташ!

Ырă сунатпăр!


Çут хĕвел пăхать ăшăтса,

Тăван яла ялан юратса.

Йăмрисем те тăраç хумханса,

Ăш çилпе ăмăртса юрласа.

 

Ыр сунатпăр сире, тăвансем,

Пурнăçра пурăнма нумайччен.

Такăр пулччăр сирĕн çулăрсем,

Çирĕп пулччăр утнă утăмсеы.

 

Ялан харсăр маттур çыннисем

Ыр ятне илнĕ хастар ĕçпеле.

Урам тулли хитре керменсем

Чунăма илĕртеç эрешпе.

 

Хĕвелпе ял çынни вăранать,

Саламлать вăл ирхи шуçăма.

Таврана ĕç кĕвви саланать

Çутă шанчăк чĕртсе пурăнма.

Хăнана тухсан


Ваçлей тăхăр хутлă çĕнĕ çуртран тухрĕ те автобуссем чарăнакан çĕрелле утрĕ. Утса-чупса иртекен çынсем çине куç хӳрипе пăхса илнĕ май вăл сасартăк хăйне хирĕç Çтаппан таплаттарса пынине асăрхарĕ.

— Тĕл пулу тăк тĕл пулу! — кăшкăрса ячĕ Ваçлей Çтаппана ыталанă май. — Миçе çул пĕр-пĕрне курманни!

— И-и, чăн та, çур ĕмĕр те çитет пулĕ, — килĕшрĕ Çтаппан. — Епле улшăнса кайнă...

— Эсĕ те, — чăрр! пăхрĕ Ваçлей пĕлĕшĕн куçĕнчен. — Тăхта-ха, мĕн туса çӳретĕн эсĕ ку тăрăхра?

— Епле мĕн туса? Пурăнатăп кунта эпĕ. Авă, куратăн-и тăхăр хутлă çĕнĕ çурта? Ывăлăм патĕнче пурăнатăп.

— Пыр та калаç, — тĕлĕнчĕ Ваçлей. - Ялта та кӳршĕре пурăнаттăмăр, кунта та хамăр ватлăхра çума-çумăнах ĕмĕр ĕмĕрлеме тӳр килет... Эпĕ те тăхăр хутлă çуртра пурăнатăп авă, сирĕнпе юнашарах вăл... Хĕрĕм илсе килчĕ.

Çапла тĕл пулчĕç вĕсем. Тĕл пулчĕç те çитес шăмат кунтан пуçласа пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреме калаçса татăлчĕç.

— Канмалли кун сана хам патра кĕтетĕп, — ал тăсрĕ уйрăлнă май Ваçлей. — Астуса юл, вăтăрмĕш хваттерте пурăнатăп эпĕ.

— Мĕн астумалла марри кунта? Вăтăрмĕш тĕк — вăтăрмĕш. Çывăх цифра ку маншăн: пĕрремĕш хут эпĕ вăтăрта авланнă... — калаçрĕ Çтаппан.

Малалла

Çĕнтерӳ кунне кĕтсе илни


Çу уйăхĕн тăххăрмĕш кунĕ...

Этем ĕмрисен тӳпинче

Ялан вăл çут çăлтăр пек çунĕ,

Манмасть ăна пĕтĕм тĕнче.

 

Эпир, ачапча, шкултаччĕ

Çав кун хутаç пек сумкапа.

Шур çӳçлĕ учитель пĕлтерчĕ

Пире чĕрери хаваспа:

 

— Вут-вăрçă пĕтнĕ... Итлĕр;

Кĕрлет çĕршывра Çĕнтерӳ!

Тĕп пулнă тикех юнлă Гитлер! —

Калаçрĕ учитель хĕрӳн.

 

Тăватă çулталăк-çке кĕтнĕ

Ватти те вĕтти çак куна.

Тинех хайхи... вăрçă пĕтнĕ!..

Хыпар шăнăçмасть яш чуна.

 

— Урра! та урра! — янрататпăр

Сумка çакса таврăннă май.

Çаплах кам пĕлмен — хыпарлатпăр, —

Ялти урамра çын нумай.

 

Лавкка умне халăх пĕвеннĕ, —

Кунта пухăнатчĕ пасар.

Паян та унта çын иленнĕ

Илтсессĕн хаваслă хыпар.

 

Крыльца умне пухăннă халăх

Тăнлать тилмĕрсе старике.

Трибуна çинчи пек вăл — калăн...

Ку кам? Герой ашшĕ иккен.

 

Çапла пуçласа эп курсаччĕ

Çав кун Кĕркури пиччене.

Танкист унăн ывăлĕ — Князькин —

Малалла

Украина


Çурхи вăхĕт. Çилĕ ăшă.

Пирĕн çийĕн вăшшăн-вăшшăн

Нимĕç пуля сапалать...

Мана тусăмçăм калать:

 

— Кур-ха, тусăм, епле чаплă

Украина, тараватлă.

Пирĕн Атăл енĕ пек,

Епле уçă та тӳлек.

 

Украина пикисем те

Пирĕн Нурăс хĕрĕсем пек.

Кунти капăр Ганнăсем

Чисти пирĕн Аннасем.

 

Эп каларăм:

— Тĕрĕс, тусăм.

Сăмахна ăнланчĕ пуçăм.

Украина пит аван.

Саншăн, маншăн та тăван.

 

Сан аçу та кунта пĕтнĕ.

Ман атте те кунта çитнĕ.

Юн тăкатпăр эпир те

Ирĕкшĕн çак уй-хирте.

Утрăм урам тăрăх


Пĕррехинче ирхине урама тухрăм. Çынсем пĕрин хыççăн тепри таçта васкаççĕ. Умра, мĕн-ши унта? Тен, унта çутă малашлăх кĕтет пире? Ăçта васкаççĕ çавăн пекех? Пурте тарăн шухăша путнă. Пуçĕсене пĕкнĕ, темĕн çинчен шутлаççĕ. Тен, вĕсем пĕлеççĕ умра мĕн кĕтнине?

Эпĕ те вĕсем хыççăн васкаса ута пуçларăм, анчах ниепле те хăваласа çитеймерĕм. Мĕншĕн тата пуçĕсене çав териех уснă-ши? Тен, пĕтĕм вăрттăнлăхĕ çавăнта пытарăннă? Вĕсем никама та асăрхамаççĕ. Вĕсене вара пурте кураççĕ.

Çакна хам çинче тĕрĕслесе пăхас терĕм.

Тӳлек те лăпкă çанталăк тăрать. Ирхи апат та çимерĕм, çăвăнмасăр, хырăнмасăр тухса утрăм килтен (выçă хырăмпа ăслă шухăшсем кĕреççĕ пуçа!). Эпĕ те пуçа чиксе шухăша путса утатăп. Акă тĕп урама тухрăм. Ку урам чукун çул вокзалĕ патне çитиех тăсăлать. Çулĕ тăвалла. Акă, тĕслĕхрен, çунашка çине ларса анса кайсан тепĕр çур сехетрен «Абакан — Мускав» пуйăс вакунĕ умне çитсе тăратăн. Тавар пуйăсĕн урапи айне те пулма пулать.

Çунашкасăрах сарлака та мăнаçлă юман кутне çитсе тăтăм. Çĕлĕке пусарах лартрăм, сăн-питĕме улăштартăм та урам тăрăх утса кайрăм. Никама та курмастăп, нимĕн те илтместĕп хам.

Малалла

Тусăма


Шурсенче хĕрелчĕ те кĕтмел,

Сар тĕс çапрĕ хурăн çулçине.

Ăсатмашкăн савнă йĕкĕте

Эсĕ тухрăн аслă çул çине.

 

Юлашки хут пăхрăмăр куçран:

Ал памашкăн тиврĕ пĕр-пĕрне.

Тупа турăн: «Йывăр пурнăçра

Пулăп терĕн санпала пĕрле».

 

Вăхăт иртрĕ, тепле ăнсăртран

Янкăр çутă-çутă ир çинче

Куртăм эп: караттăн пĕр сăртран

Телефон эс вăрçă хирĕнче.

 

Витнĕччĕ сан, тусăм, витĕрех

Салтак тумĕ витĕр йӳçĕ тар.

Чупрăм-пытăм, пăхрăм вирлĕрех:

Эсĕ пек те, тусăм, эсĕ мар.

 

Вăхăт иртрĕ. Миус хĕрринче

Йывăр килчĕ питĕ пĕринче.

Самолет вĕçейрĕ пĕр пĕччен

Ман пуç çийĕн вут-хĕм хирĕнче.

 

Асăрхарăм: эсĕ тытнă руль.

Летчик тумĕ санăн яланхи.

Хĕпĕртерĕм, тусăм, эсĕ пуль.

Вĕçсе кайрĕ. Пулчĕ урăххи.

 

Вăхăт иртрĕ. Сивĕ-сивĕ кун,

Асăнма та йывăр, тусăмçăм.

Эп амантăм, ӳкрĕм. Юхрĕ юн:

Тĕксĕмленчĕç куçăмсем.

 

Чупса пытăм. Манăн юнăма

Юхма чартăн, тусăм. Пархатар!

Малалла

Телевизор çăтмахĕ


— Ман телевизорти пек пурăнас килет!

— Ухмах! Нивушлĕ сана та çавăрса илчĕ çав суя çăтмах?!

(Автобусра ларса пыракан икĕ хĕрарăм

калаçăвĕнчен).

 

Ман каллех çав сăмах: телевизор

Ăçталла, мĕн тумашкăн чĕнни,

Чăнлăха уямасăр, виçесĕр

Çăмăл пурнăç сĕнсе вĕтĕлни.

 

Ав епле йăтăнать ырлăх-пурлăх,

Мĕн кирли сан валли — мăй таран.

Тăвăнсассăн та сирĕл эс, хурлăх, —

Макăрса ма çынна култаран?

 

Йăлтăркка та йăлттам, йăлтăр-ялтăр —

Шăл шурри, çӳç юххи, хĕр кулли...

Çатăрланă пĕри пысăк алтăр:

Те шерпет, те сим пыл тăп тулли.

 

Çӳç-пуçа таçтан ернĕ-и лĕкĕ,

Тасарах хырмалла-и сухал —

Çийĕнчех сирĕлет чун сивлекĕ,

Çĕнĕрен кĕнĕ евĕр вăй-хал.

 

Телевизор, ара, тараватлă,

Кирек хăш самантра та çăлать:

Унăн тусĕ — реклама — хăватлă,

Вĕрентет, ăс парать хуçалла.

 

Ах, ытла теветкел-çке хĕрарăм,

Малалла

Чӳрече


Инкек куçа курăнса килмест тени тĕрĕсех çав. Çакна Олег хăй тӳссе курсан тин ăнланчĕ. Инкекĕ вара, чăнах та, ура айĕнчех пулнă. Çав кун вунпĕрмĕшсен юлашки урок физкультура пулчĕ. Тăршшĕне сикессипе ăмăртрĕç. Ăмăртмаллаччĕ çав, кам чи инçе сикме пултарнине пĕлмеллеччĕ. Унăн вара районти акатуйĕнче шкул чысне хӳтĕлемелле. Ахаль чухне ыттисенчен чылай инçерех сикекен Олегăн малтанах ĕç ăнмарĕ. Шкула кӳршĕ ялтан çӳрекен Владик унран пĕр ал лаппи чухлĕ аяккарах сикрĕ. Пĕрре те çырлахтармарĕ çакă малта пулма хăнăхнă ачана. Тепре кăна, юлашки хут сиксе пăхам-ха тесе пĕтĕм вăйĕпе чупса пычĕ те хытă таптарса ячĕ. Çапла Владикран та аяккарах кайса ӳкрĕ. Ӳкрĕ те... тăраймарĕ. Урине хытах ыраттарнă. Çийĕнчех пульницана ăсатма тиврĕ чемпиона. Çук, ури хуçăлман, хытах шăйăрăлнă терĕç. Ура сыппин шăнăрĕ туртăнса суранланнă иккен. Вĕренӳ çулĕ вĕçленме шутлă кунсем кăна юлнăччĕ ĕнтĕ. Килте вĕренетĕп тесе йăлăнса ыйтнипе ăна гипсне илмесĕрех таврăнма ирĕк пачĕç, ялти фельдшера ачана куллен çитсе тĕрĕслеме хушрĕç.

Акă виççĕмĕш кун выртать Олег чӳречепе юнашар лартнă йывăç кравать çинче. Вĕрентекенсем килсе хушнă ĕçсене çырать, шутлать, вулать. Юрать-ха халĕ вĕреннине аса илессипе çыхăннă ĕçсене çеç тумалла. Çĕнни çук та темелле.

Малалла

Хурçă кайăк


Кăнтăрла та, каç та, ир те

Вĕçсĕр ирĕклĕ çĕрте

Хурçă кайăк пĕлĕт витĕр

Вĕçет харсăррăн çӳлте.

 

Ăçта пырĕ, пур çĕрте те

Ăна тем тĕрлĕ хисеп.

Путех уншăн çурçĕрте те

Хĕрлĕ явлăк вĕл вĕçет.

 

Йĕпрелентĕр вăйлă çумăр...

Шалкăм çумăр мĕн ăна?

Хурçă кайăк çăмăл-çăмăл,

Йăрăл-йăрăл ярăнать.

 

Тухин тухтăр çине-çийĕн

Çитмĕл çичĕ çил-тăман,

Аслă халăхăн ачийĕ

Çулта чарăнса тăман.

 

Эпĕр юрă кĕвĕлетпĕр

Паттăр кайăкçă çинчен.

Пурте халь ĕмĕтленетпĕр

Вĕçме çавăн пек çӳлтен.

■ Страницăсем: 1... 667 668 669 670 671 672 673 674 675 ... 796