Персона
![]() Леонид Ленский профессор Ку хыпара паян кӑна пӗлтӗм. Сӑмахӑм — Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпа ӳнер наци академийӗн академикӗн, ял хуҫалӑх наукисен докторӗн, К.А. Тимирязев ячӗллӗ Раҫҫейӗн патшалӑх аграри университечӗн профессорӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Леонид Ленский пирки. Тата тӗрӗсрех каласан, унӑн мемуарӗсем ҫинчен. Унтан та тӗплӗнрех палӑртсан, ҫавсене хӑтлани пирки. 1937 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Аслӑ Тивӗшре 1937 ҫулта ҫуралнӑ Леонид Ленский ӗҫӗсене ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче хӑтланӑ. "Цивильский самородок" кӗнекене ашшӗн мемуарӗсене пухса ывӑлӗ Игорь Ленский кун ҫути кӑтартнӑ. Хӑтлава та вӑлах йӗркеленӗ. Игорь Леонидович — Раҫҫей Писательсен союзӗн членӗ, "Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем" акционерсен обществин "Гудок" хаҫат редакторӗ тата тишкерӳҫи. Леонид Александрович академик Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗнче 1959—1961 ҫулсенче ӗҫленӗ. Мал ӗмӗтлӗскер хрантсус чӗлхине 6 уйӑхра хӑй тӗллӗн вӗреннӗ. Ют чӗлхене вӑл чикӗ леш енче лекцисем вулама май килтӗр ӗмӗтпе шӗкӗлченӗ. Икӗ ҫулта асӑлӑ шкулти хими курсне алла илнӗ. Кӗҫех вӑл физикӑпа тата химипе никӗс ӗҫсен авторӗ пулса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Демьян Семенов (варринче, сылӑм енче). 2010 ҫул, Наци вулавӑшӗ Чӑваш Енре паян «Коммунизм ялавӗ» (халӗ вӑл «Хыпар» ятпа тухса тӑнине нумайӑшӗ пӗлет) хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗ Демьян Семеновпа сывпуллашаҫҫӗ. Демьян Филипповича пӗлнисем асӑннӑ ҫын республика шайӗнче тухса тӑракан ҫак хаҫатӑн чи лайӑх редакторӗсенчен пӗри тесе хаклаҫҫӗ. Демьян Семенов пирки чӑтӑмлӑ, чӑн ӗҫшӗн ҫине тӑракан, интеллигентлӑ, ӑста ертӳҫӗ тата вӗрентекен пулнине палӑртаҫҫӗ. Демьян Филиппович ҫӗртмен 25-мӗшӗнче куҫне хупнӑ. Вӑл 1938 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑшра ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче тата КПСС Тӗп комитечӗн Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. 1985—1990 ҫулсенче ЧАССР Верховнӑй Совечӗн председателӗ пулма шаннӑ. 1995—2006 ҫулсенче республикӑн Патшалӑх Канашӗн Аппаратӗнче редакципе издательство пайне ертсе пынӑ. Демьян Филипповичпа паян 14 сехетре «Ритуаллӑ пулӑшу» предприятире сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сылтӑмри - Роман Караулов Чӑваш Республикин Элтеперне Михаил Игнатьева 28 ҫулти ҫамрӑк канаш парса тӑрӗ. Обществӑлла ҫак функцие Роман Караулов пурнӑҫлӗ. Вӑл «Холдинг КиПиАй» тулли мар яваплӑ обществӑра директорсен канашӗн ертӳҫи пулса тӑрӑшать. Асӑннӑ холдинг усламҫӑсене тата ертӳҫӗсене канашпа пулӑшать. Унсӑр пуҫне информаци технологийӗпе тата ытти хӑш-пӗр енпе ҫыхӑннӑ самай ӗҫ-пуҫпа та аппаланать. Роман Караулов Мускавра усламҫӑ пулнисӗр пуҫне унӑн тымарӗсем Чӑвашран теҫҫӗ. Роман Караулова Михаил Игнатьев Элтепер канашҫине лартасси пирки кӑларнӑ хушӑва ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 209-мӗш номерпе алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута ун чухнех республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Станислав Николаева асӑнса лартнӑ палӑк Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ Республикӑри ача-пӑча пульници умӗнче Станислав Николаев ача-пӑча хирургне халалласа ӗнер бронза палӑк уҫнӑ. Станислав Николаев тухтӑр ача-пӑча хирургинче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Вӑл 1950 ҫулта Шупашкар районӗнчи Анаткас Тӑрӑн ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти медицина институтӗнчи педиатри факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Пӗр вӑхӑт вӑл Республикӑри клиника пульницинче хирурги уйрӑмне ертсе пынӑ, Республикӑри ача-пӑча пульницинчи пӗрремӗш хирурги уйрӑмӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ. Станислав Николаевӑн ывӑлӗ Николай Николаев та халӗ — республикӑри паллӑ хирург тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх канашӗн депутачӗ. Вӑл Федерацин ортопедипе травматологи центрӗ уҫӑлнӑранпах унта тӗп врачра тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Игорь Кушев депутат Ӗнер Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Кушев вилнӗ. Ӑна пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, онкологи чирӗпе аптӑранине пӑхмасӑрах вӑл хӑйне ҫирӗп тытма тӑрӑшнӑ. Парламентра вӑл бюджет комитетне ертсе пынӑ май нумаях пулмасть иртнӗ комитет ларӑвне те хӑех ертсе пынӑ. «Хӑйне кансӗр туйни сассинченех паллӑччӗ», — теҫҫӗ ӑна ҫывӑх паллакансем. Паян 13 сехетре Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ Культура ҫуртӗнче гражданла панихида иртмелле. Ыран 11 сехетре Шупашкарти Введени чиркӗвӗнче ӑна асӑнса кӗлӗ вулӗҫ. Игорь Кушев биографийӗ пирки каласан, вӑл 1965 ҫулхи ака уйӑхӗн 3-мӗшенче Етӗрне хулинче ҫуралнӑ. Хусанти авиаци институтне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫарта пулнӑ. Пурнӑҫне вӑл усламҫӑ ӗҫне халалланӑ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Николай Мордвинов бюсчӗ ҫапларах пулӗ Етӗрнере СССР халӑх артисчӗн Николай Мордвиновӑн палӑкне уҫасшӑн. Палӑка тума тытӑннӑ та ӗнтӗ. Ку енӗпе халӗ Раҫҫей художникӗсен Питӗрти правленийӗн ертӳҫи Альберт Чаркин скульптор ӗҫлет. Паллӑ артистӑн палӑкне уҫас ыйтӑва Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин тата республикӑн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев сӳтсе явнӑ. Тӗлпулура пӗлтернӗ тӑрӑх, палӑк никӗсне ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ямалла. Бюста авӑн уйӑхӗнче уҫасшӑн. Николай Мордвинов 1901 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Етӗрнере, купса ҫемйинче ҫуралнӑ. Ю. А. Завадскийӑн театр-студинче вӗреннӗ. 1940 ҫулта ӑна Моссовет ячӗллӗ Мускаври академи драма театрне ӗҫе илеҫҫӗ. 1935 ҫултах вӑл кинора ӳкерӗнме тытӑннӑ. «Последний табор» (чӑв. Юлашки тапӑр) фильмра вӑл Юдко чикана вылянӑ, «Маскарадра» — Арбенина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӗмпӗрти Акатуйра Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче чӑвашсен Акатуйне ҫӗртмен 11-мӗшӗнче ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, уява унти «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) культурӑпа кану паркне пухӑннӑ. Акатуя чӗмпӗрсем Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Чӑваш Енрен, Сарӑту тата Самар облаҫӗсенчен пырасса шанаҫҫӗ, Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов тата чӑваш парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов та ҫитессе кӗтеҫҫӗ тенӗччӗ. Республикӑн спикерӗ кайнипе кайманнине пӗлместпӗр те, анчах конгресс ертӳҫи Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсем патӗнче пулнӑ. Унсӑр пуҫне Акатуя РФ Патшалӑх Думин экономика политики, инноваци аталанӑвӗ тата усламҫӑлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Николаев ҫитнӗ. Вӗсем иккӗшӗ те — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем. Апла пулин те унти чӑвашсем кӑна мар, Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Морозов та хӑнасене кӑмӑллӑн кӗтсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енре пирӗн республикӑмӑрӑн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ, унтан Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗнче тӑрӑшнӑ, халӗ Раҫҫейӗн Федераци Пухӑвӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ. Тӑван тӑрӑхне килнӗ май Н. Федоров сенатор Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине ҫитнӗ. Унти тӗлпулура ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ ҫын тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, ял хуҫалӑхӗнчи техника паркне ҫӗнетнинчен тытӑнса хуласен историлле пайне сыхласа хӑварасси таранах асӑнса хӑварнӑ. РФ Федераци Канашӗн вице-спикерӗ вӗренӳри ҫивӗч ыйтусем пирки те сӑмах пуҫарнӑ. Ял хуҫалӑх академийӗнчи тӗлпулӑва Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Виктор Ковалёв Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ аталану министр ҫумне Виктор Ковалёва лартнӑ. Кун пек йышӑнӑва паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Виктор Ковалёв 1972 ҫулта ҫурални паллӑ. 2002 ҫулта вӑл Мускаври потребкооперацин университетне вӗренсе пӗтернӗ, унта «Юриспруденци» специальноҫа алла илнӗ. Ҫарта икӗ хутчен пулнӑ-мӗн — хӗсметре пурӗ 6 ҫул тӑнӑ. Министр ҫумне ҫитнӗ ҫын ӗҫ биографине Етӗрнери МСОри автослесарьтен пуҫланӑ. Пушар хуралӗнче тӑрӑшнӑ, райпора буфетчикра тимленӗ, Етӗрнери психиатри пульницинче санитарта вӑй хунӑ. 1999 ҫулта вӑл Етӗрнери ӗҫлӗх службинче аслӑ инспекторта тӑрӑшма тытӑннӑ. 2011 ҫулта Виктор Ковалева центрӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннӑ, тепӗр ҫулхине тилхепенех тыттарнӑ. Аса илтеретпӗр, ЧР ӗҫлев тата социаллӑ хӳтӗлев министрӗн унчченхи пӗрремӗш ҫумне Сергей Викторова пуш уйӑхӗнче арестленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Игорь Калиниченкӑпа Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкар хулине ертсе пыма шаннӑ Игорь Калиниченко унти тӳре-шараран хӑшӗ-пӗринпе сывпуллашасшӑн курӑнать. Ҫак шухӑша вӑл республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа паян тӗл пулнӑ чухне палӑртнӑ. «Шанӑҫа тӳрре кӑлармалла, тухӑҫлӑ ӗҫлемелле, тивӗҫлӗ кӑтартусемпе палӑрмалла», — тенӗ Михаил Игнатьев. Элтепер Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич ҫӗнӗ ертӳҫӗне хулара пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеме вӑй-хал суннӑ, халӑхпа тӑтӑшах тӗл пулмаллине, хумхантаракан ыйтусене вӑхӑтра татса памаллине каланӑ. «Ҫакӑн пек ӗҫлесе пырсан тин йӑнӑшсем тӑвассинчен хӑтӑлма пулать», — тенӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Калиниченко ҫивӗч ыйтусене татса парассипе яваплӑха туйса ӗҫлеме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |