Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинче лавккара ҫын карттипе укҫа тӳленӗ ҫынна шыраҫҫӗ. Хулара пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм банк карттине ҫухатнӑ. Кӑштахран вӑл унта пулнӑ 3 пин тенкӗ те 900 тенкӗ укҫа ҫухалнине сиснӗ. Ҫав укҫапа хулари Энгельс урамӗнчи лавккара тӳленӗ. Йӗрке хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫын карттипе 20-30 ҫулсенчи ҫамрӑк усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл ҫутӑ симӗс кӗпе, хура куртка тӑхӑннӑ. Видеокамерӑна лекнӗ каччӑна уйӑрса илнисене (8352) 34-18-40, 24-07-02 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() caricature24.com сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ертӳҫисем тӗрӗслевҫӗсенчен хӑранипе укҫасӑр юлнӑ. Хулари шкулсенчен пӗрне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗн пирки вӑл право органӗсенче ӗҫлекен тесе каланӑ. Ҫав ҫын шкула тӗрӗслевҫӗсем пырассине пӗлтернӗ. Хӑнасене чечекпе, тутлӑ апат-ҫимӗҫпе кӗтсе илме сӗннӗ. Ултавҫӑна ӗненсе шкул директорӗ палламан ҫын счечӗ ҫине 23 пин тенкӗ ытларах куҫарса панӑ. Тепӗр шкул директорне те ҫавӑн улталанӑ. Анчах тӑкак виҫи пӗчӗкрех. Вӑл тӗслӗхре пурӗ 12 пин тенкӗ ытларах куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли «Релакс в большом городе» концерта йыхравлать. Унта тӗрлӗ вӑхӑтри тата ҫӗршыври композиторсен хайлавӗсем кӗнӗ. Солисчӗсем – Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анжелика Сидорова (флейта), Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Наталья Иванова (домра), пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Константин Москалёв (бас), Андрей Макаров (тенор), Юлия Маркитанова (сопрано), Наталья Егорова (фортепиано), Илья Алексеев (аккордеон), Екатерина Николаева (саксофон), Владимир Денисов (юрлакан бокалсем) тата ыттисем. Концертӑн художество ертӳҫи тата тӗп дирижёрӗ – Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ Морис Яклашкин, дирижёрӗ – Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Наталья Яклашкина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ыран, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 103-мӗш театр сезонӗ уҫӑлӗ. Культура учрежденийӗнче ку спектакль 16-мӗш сезон пырать. Спектакльте Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Карпов унччен Ванюк рольне калӑпланӑ, халӗ вӑл Ҫтаппан сӑнарне вылӗ. Елюк рольне калӑплама Оксана Драгунова ҫамрӑк артиста сӗннӗ, Ванюк ролӗнче те – ҫамрӑк артист, Сергей Павлов. Спектаклӗн режиссерӗ тата художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев, спектакльте Федор Павлов юрри-кӗвви янӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче пурӑнакан 17 ҫулти Дмитрий Нелюбовской нарӑс уйӑхӗн 22-мешӗнче тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫтине халӗ те пӗлмеҫҫӗ. Вӑл ҫухални пирки полицие ӑна опекӑна илнӗ ҫын пӗлтернӗ. Дима ҫухалнӑ кун кӑвак куртка, тӗттӗм трико, хура кроссовка, хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑй 15-16 ҫулти пек курӑнать, имшеркке, ҫӳҫӗ кӗске, куҫӗ кӑвак. Сылтӑм алли ҫинче медуза ӳкернӗ татуировка пур. Полици арҫын ачана курнисене шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем Куславкка районӗнче «Мерседес» машинӑна чарнӑ. Унта вара наркотик тупнӑ. 30 ҫулти водитель инспекторпа калаҫнӑ чухне лӑпкӑлӑхне ҫухатнӑ. Кайран хӑйех салонра наркотик пурри пирки каланӑ. Вӑл ӑнлантарна тӑрӑх, вӑл наркотика хӑйӗн валли туяннӑ. Экспертиза акӑ мӗн ҫирӗплетнӗ: икӗ хутаҫра, пӗтӗмпе 0,38 грамм, кокаин пулнӑ. Водитель медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. Хӑйне административлӑ майпа арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министерствинче паян ҫӗнӗ общество канашӗ пӗрремӗш ларӑва пухӑннӑ. Йыша Пӗтӗм Раҫҫейри хор обществин пайташӗ Виктор Бондарев, Культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн республикӑри комитечӗн председателӗ Светлана Демидова, Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн пайташӗ Каллиста Иванова, Шупашкарпа Чӑваш Ен епархийӗн пайташӗ Николай Корниенко, «Ӗҫлӗ Раҫҫей» общество организацийӗн Борис Корсунский, Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗн пайташӗ Андрей Кузнецов, чӑваш чӗлхи вӗрентекен Геронтий Никифоров, Мӑсӑльмансен тӗн управленийӗн пайташӗ Дания Салахова, «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗн пайташӗ Нина Смирнова, Чӑваш обществӑпа культура центрӗн пайташӗ Юхма Мишши, Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пайташӗ Зоя Яковлева кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Олег Николаевӑн Инстаграмри страницинчи сӑн Юсав ӗҫӗсем вӑраха тӑсӑлнине пула Вӑрнарти 1-мӗш шкулта вӗренекенсем авӑнӑн 1-мӗшӗнче парта хушшине ларайман. Ӗҫе вӗҫлес тесе подрядчике улӑштарнӑ. Вӑрнартан лайӑх хыпар ҫитнӗ – ачасем юпан 19-мӗшӗнче парта хушшине ларайӗҫ. Шкулта 1-мӗш тата 2-мӗш хутсенче сӗтел-пукан вырнаҫтараҫҫӗ. Ӗҫ хӑвӑртрах вӗҫлентӗр тесе ачасен ашшӗ-амӑшӗ те пулӑшать. «Вӑрнар шкулӗ – мӗнле ӗҫлеме юраманнине кӑтартакан тӗслӗх. Кун пек тӑрлавсӑрлӑх урӑх пулмалла мар. Мерӑсем йышӑннӑ», - ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмри страницинче. Палӑртмалла: хальлӗхе кӗҫӗн классем 1950-мӗш ҫулсенче хӑпартнӑ зданире вӗренеҫҫӗ, аслӑ классем – дистанци мелӗпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Ҫурт-йӗр тата хула тавралӑхӗ» наци проектне пурнӑҫласси пирӗн республикӑри хӑш-пӗр районпа хулара тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫланса пыманнине иртнӗ эрнере Правительство ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн объектсенче тӗреслев пуҫарнӑ. Республикӑн Стройминӗн тата Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн пайташӗсем Ҫӗрпӳ тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пулнӑ. Ҫӗрпӳри Никитин урамӗнчи Тӗп паркри пӗвене хӑтлӑлатма йышӑннӑ. Контрактра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ӗҫе ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах материал кӳрсе килессипе йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Лиственница вырӑнне йӳнӗ лӑсӑллӑ йывӑҫ кӳрсе килнӗ. Халӗ кирлӗ материала турттарса килнӗ. Пӗве тавралли территорире хунарсем вырнаҫтарӗҫ. Подряд организацийӗ ӗҫе юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑшӑлвирус инфекцийӗнчен асӑрханмалли пирки юлашки вӑхӑтра нумай калаҫаҫҫӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче маска тӑхӑнмалла, пӗр-пӗрне таптаса каяс пек чышӑнмалла мар. Анчах йӗркене пур ҫӗрте те пӑхӑнмаҫҫӗ. Халӑха турттаракан транспортра (уйрӑмах – ирпе ӗҫе кайнӑ чухне тата каҫпа ӗҫрен таврӑннӑ вӑхӑтра) салон лӑк тулли. Прокуратура черетре халӑх йышлине те тупса палӑртнӑ. Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Калинин районӗн администрацийӗн (вӑл Октябре 50 ҫул урамра вырнаҫнӑ) фойинче 10 ытла ҫын черетре хӗсӗннӗ. Вӗсем социаллӑ хӳтлӗх пайне лекме ӑнтӑлнӑ. Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центр пуҫлӑхне прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ, ӗҫе хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнса йӗркелеме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |