Персона
![]() Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Раҫсей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисткин, Чӑваш Республикин халӑх артисткин, Раҫҫейӗн Патшалӑх премийӗн лауреачӗн Валентина Ситовӑн юбилей каҫне йыхравлаҫҫӗ. Уяв К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Юбилей каҫӗнче артистка Борис Дроздӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп» спектакльти Мурова сӑнарне калӑплӗ. Спектакль режиссерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов. Валентина Ситова 1960 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр аслӑ училищинче вӗреннӗ. 1983 ҫулта ӑна Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппине йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Марина Карягинӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри паллӑ та сумлӑ тележурналиста, сценариста, поэта, драматурга, Марина Карягинӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ медальпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Марина Карягинӑна наградӑлама тӑратас тесен пӗри, ҫӳллӗ шайра витӗм кӳме пултаракан ҫын, ҫавна хирӗҫ пулнине Фейсбукра пӗр вӑхӑтра хытах сӳтсе явнӑччӗ. Ҫак йӗркесен авторне Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ Николай Плотников пӗлтернӗ тӑрӑх, Марина Карягина хӑй хирӗҫ пулсан та ун пултарулӑхне, тӳрӗ чунлӑхне хаклакансем ҫине тӑнӑ. Кирлӗ хутсене Чӑваш Енри Таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ урлӑ ятарласа хатӗрленӗ. Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн хисеплӗ председателӗ Виталий Станьял республика Элтеперӗ Олег Николаев патне шӑрҫаланӑ. Вӑл Марина Карягинӑн «республикӑшӑн тунӑ ӗҫӗсем халӑх умӗнче сумлӑ та курӑмлине, вӑл талантлине, хӑшӗ-пӗрисем пек вылянса ҫӳренине йышӑнманнине» палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне Чӑваш Енре ӗҫсӗррисен йышӗ 6,4 хут ӳснӗ. Кун пирки республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви хыпарлани тӑрӑх Чӑвашстат пӗлтернӗ. Пирӗн республикӑри Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенче 29,1 пин ҫынна шута илнӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенчинчен 6,4 хут нумайрах. Маларах асӑннӑ хисепрен 27,5 пинӗшӗ ӗҫсӗр шутланаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне илсен пӗр ваканси пуҫне 1,7 ҫын тивет. Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенче, шел те, пысӑк квалификациллӗ вакансисем сахалтарах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Шупашкарта ҫӳллӗшӗнчен каллех ҫын ӳкнӗ. Хальхинче – хӗр. Ку пӑтӑрмах Чернышевский урамӗнче пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ каласа панӑ. Паян ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртсен, Чернышевский урамӗнчи нумай хутлӑ ҫурт умӗнче хӗр виллине тупнӑ. Вӑл 22 ҫулти пек курӑнать. Хӗр 9-мӗш хутран ӳкнӗ. «Васкавлӑ медпулӑшӑва иртен-ҫӳрен ҫын чӗннӗ, вӑл ӳкнине курнӑ. Хӗр ҫавӑнтах вилнӗ», - пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ. Аса илтерер: юпан 19-мӗшӗнче «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта 3-ри ача 13-мӗш хутран ӳкнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ колонире ӗҫлекенсем учреждение карас телефонӗсем пама хӑтланнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Колонире тӑрӑшакансем тӗрме ҫывӑхӗнче пӗр арҫынна асӑрханӑ. Вӑл квадракоптер пулӑшнипе хӳме урлӑ телефонсем каҫарас тенӗ. Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫыннӑн вӗҫекен аппаратне, карас телефонӗсене туртса илнӗ. Юсанмалли колонире айӑплава ирттерекенсем валли карас телефонӗ илсе кӗртнӗшӗн явап тыттараҫҫӗ. Арҫын та унран пӑрӑнаяс ҫук-тӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() fb.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын базӑран консерв вӑрласа пурӑннӑ. Куншӑн вӑл суд сакки ҫине ларнӑ. Хайхи арҫын кӑҫал ҫӗртмен 25-мӗшӗнче вӑрра кайнӑ. 23 сехет те 30 минутра вӑл хапха айӗпе базӑна кӗнӗ, морозильникӑн ҫӑрине ҫӗмӗрнӗ. Ун чухне арҫын 5 курупка ӗне чӗлхи йӑкӑртса тухнӑ. Тепӗр кун та ҫав «схемӑпах» ӗҫленӗ. Ун чухне вӑл каллех ӗне чӗлхи вӑрланӑ, пӗтӗмпе – 14 курупка. Кунсӑр пуҫне икӗ курупка лосось йӑтса тухнӑ. Ҫӗртмен 30-мӗшӗнче каллех «сунара» тухнӑ. Хальхинче вара морозильник пушах пулнӑ. Палӑртмалла: пур тӗслӗхре те арҫын ӳсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() riafan.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре каллех кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хальхинче те виҫӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен каварлӑ вируса 119 ҫын парӑнтарайман. Стопкоронавирус.рф са йт пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре паянхи кун тӗлне 9332 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 7754-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 20 ҫын чире парӑнтарнӑ. Пӗр талӑкра чирлекенсен йышӗ 47 ҫын пулнӑ. Хальлӗхе пульницӑра тата амбулатори мелӗпе 1459 ҫын сипленет. Кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,19-па танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗ Чӑваш Енри управленийӗ ӳт сутса пурӑнтаракансен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Вӑл 49 томран тӑрать. Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май 90 ытла ҫынран ыйтса пӗлнӗ, 18 хутчен ухтарнӑ, 32 суд экспертизи туса ирттернӗ. Хӗрсене ӳт сутса пурӑнма йӗркеленӗ ушкӑнра 41 тата 27 ҫулсенчи икӗ арҫын тата 24 ҫултан пуҫласа 51 ҫулчченхи 4 хӗрарӑм пулнӑ. Вӗсем ҫул ҫитмен ҫамрӑксене те асӑннӑ енпе пурӑнма хистенӗ. Теприсене пысӑк укҫаллӑ, Шупашкарта хваттерлӗ пулассипе, «ӗҫрен» кирек хӑш вӑхӑтра пӑрахса кайма май пуррипе илӗртнӗ. Хӗрсен тем те тӳсме тивнӗ, ҫав шутра — хӗненине те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енри Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, чылай ҫул Шупашкар районӗнче тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлесе пурӑннӑ Анатолий Князев Коми Республикинчен тӑван тӑрӑха таврӑнать. Ку хыпара «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, Анатолий Князев Комин ҫӗнӗ правительствине кӗмен. Регион пуҫлӑхӗ Владимир Уйба ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, Анатолий Пантелеймонович вице-премьер — ял хуҫалӑх министрӗн пуканӗсӗр юлнӑ. Ку хыпара вырӑнтисенчен хӑшӗсем кӑмӑлсӑррӑн йышӑннӑ. Сыктывкарта вӗсем акцисем те ирттернӗ. Халӗ Анатолий Князев тӑван тӑрӑха килме пуҫтарӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() ok.ru сайтри сӑн Пӗрремӗш тата иккӗмӗш ачашӑн уйӑхсерен паракан пособие илес тесен справкӑсене ҫӗнетме тивмӗ. Вӗсем 2021 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗччен автомат мелӗпе тӑсӑлӗҫ. Ҫакна РФ Патшалӑх Думи паян йышӑннӑ. Аса илтерер: пӗрремӗш ачашӑн 9541 тенкӗ федераци хыснинчен параҫҫӗ. Анчах вӑтам тупӑш пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ виҫерен пысӑкрах пулмалла мар. Иккӗмӗш ачашӑн вара амашӗн капиталӗнчен тӳлеҫҫӗ. Палӑртмалла: акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 1-мӗшӗччен справкӑсене ҫӗнетмелле пулман. Юпан 1-мӗшӗ хыҫҫӑн вара пособие тӑсас тесен заявлени пама тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |