Республикӑра
![]() pixabay.com сайтри сӑн Иртнӗ канмалли кунсенче 66 ҫулти хӗрарӑм Ҫӗрпӳ районне кил хуҫалӑхне тӗрӗслеме кайнӑ. Анчах хайхискер ҫула кӗскетме шутланӑ та уй урлӑ утнӑ. Таврара тӗттӗмленнӗ, хӗрарӑм вара ниепле те ял патне тухайман, ҫухалса кайнӑ. 23 сехет те 40 минутра ватӑ хӗрарӑм полицие шӑнкӑравланӑ. Ӑна шырама ҪҪХПИ нарячӗ, следствипе оперативлӑ ушкӑн кайнӑ. Шырав ҫӑмӑлах пулман, уйра ҫырма-ҫатра, йывӑҫлӑ вырӑнсем пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра хӗрарӑма ҫыхӑну тытсах тӑнӑ. Йӗрке хуралҫисем сирена, фарӑсем ҫутнӑ. Апла пулин те хӗрарӑма ирхи 3 сехет тӗлнелле ҫеҫ тупма май килнӗ. Ватӑ хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ йӗркеллех пулнӑ. Вӑл шыв кӑна пама ыйтнӑ. Тепӗр кунхине хӗрарӑмӑн ҫухалнӑ япалисене те тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() yamalpro.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре 10 кунра 26 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Паянхи кун тӗлне тепӗр 3 ҫын вилни пирки пӗлтернӗ. Ҫапла ку таранччен 139 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Юлашки талӑкра республикӑра 58 ҫын чирленӗ, 108 ҫын сывалнӑ. Эпидеми пуҫланнӑранпа 9782 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 8306-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 1337 ҫын кӑшӑлвирусран килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет. Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,06-па танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрти 2-мӗш колонире Чӑваш Енри усламҫӑсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑйӗ Александр Рыбаков тата омбудсмен аппарачӗн ертӳҫи Сергей Тихонов пулнӑ. Унта вӗсем хӑй вӑхӑтӗнче усламҫӑ ӗҫӗпе тӑрӑшнӑ виҫӗ хӗрарӑмпа тӗл пулнӑ. Ҫавсем усламҫӑлӑх енӗпе преступлени тунӑ. Вӗсене Раҫҫейӗн Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ. Айӑплава колонире ирттерекен хӗрарӑмсем тӗрме администрацийӗ пирки евитлемен. Условлӑ майпа кӑшт маларах тухма е айӑплав вӑхӑтне ҫемӗҫтерме май ҫук-ши тесе кӑсӑкланнӑ. Усламҫӑсен обмудсменӗ мӗнпур ыйтӑва уҫӑмлатма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() РБК тунӑ сӑн Раҫҫейри паллӑ актер Михаил Ефремов суд пулнӑ хыҫҫӑн айӑплава Чӑваш Енри колонире татасси пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: актер руль умне ӳсӗр ларса аварие лекнӗ, ӑна пула тепӗр водитель вилнӗ. Михаил Ефремов шухӑшне улӑштарнӑ. Вӑл Чӑваш Енри колоние килесшӗн мар, Мускаври 5-мӗш колонирех ларасшӑн. Унччен, авӑн уйӑхӗнче, вӑл чӑвашсен Ҫуттакӑларуҫин Иван Яковлевӑн тӑванӗ тесе Чӑваш Енри колоние каяс килнине пӗлтернӗччӗ. «Вакунсем питӗ сивӗ, тӗрлӗ пунктра стоянка вӑраха тӑсӑлать», - ҫапла пӗлтернӗ актерӑн ваккачӗ. Михаил Ефремовӑн сывлӑхӗ хавшакрах-мӗн, ҫавӑнпа сивӗ вӑхӑтра ҫула тухма шикленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() start.sampo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри тӗрмесенчен пӗринчен тухса тарнӑ ҫынна суд тунӑ. Айӑплав вӑхӑтне вӑл ҫирӗп режимлӑ колонире ирттерӗ. Унччен ӑна унтан кӑларса колони-поселение куҫарнӑ. 32 ҫулти Шупашкар арҫыннине йывӑр преступлени тунӑшӑн Ҫӗрпӳри ҫирӗп режимлӑ 9-мӗш колоние хупса хунӑ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче суд ӑна колони-поселение куҫарма йышӑннӑ. Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӑна айӑпланнисем патне апатпа кайма ирӗк панӑ. Лешӗсем колонири ӗне кӗтӗвӗпе ҫӳренӗ. Шӑпах ҫавӑнтан тапса сикнӗ те хайхи. Ҫула май транспортпа малтан Патӑрьеле ҫитнӗ, унтан республикӑран тухса кайнӑ. Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен службин ӗҫченӗсем таркӑна пӗр эрнере Волгоградра тытса чарнӑ. Унчченхи айӑплав вӑхӑчӗ те иртменнине тата колонирен тарнине шута илсе таркӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 5,5 ҫуллӑха хупса хума йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта 16 ҫулти яш банк счечӗ ҫинчи ҫын укҫине вӑрланӑ. Вӑл укҫа ачан аслашшӗ пулнӑ. 16-ри яш пӗррехинче 74-ри аслашшӗн банк карттипе лавккана кайнӑ. Лешӗ ӑна хӑйне валли апат-ҫимӗҫ туянса пама ыйтнӑ. Банк картти алла лексен ҫамрӑк хӑйӗн телефонӗ ҫине мобильлӗ приложени вырнаҫтарнӑ. Унтан вӑл аслашшӗн банк картти ҫинчен 320 пин тенкӗ ытла вӑрланӑ. Ҫын укҫине (аслашӗнне пулин те) тытнӑ ҫамрӑка тӗрмене хупса усрамасӑр 1,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче 46 ҫулти усламҫӑна суд тунӑ. Ӑна ҫыннӑн сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗшӗн, асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн явап тытарнӑ. Пӑтӑрмах 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Арҫын Ҫӗрпӳ районӗнче, «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, кафе тытнӑ. Ӑна 44 ҫулти пӗр арҫын тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫласа пулӑшнӑ. Арҫын ӗҫре ӳсӗр пулнӑ. Ҫавӑншӑн усламҫӑ тарӑхса кайнӑ, иккӗшӗн хушшинче харкашу сиксе тухнӑ. Унтан вӑл алли-урине ирӗке янӑ. Рабочие вӑл 30 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Йывӑр суранланнӑ арҫын киле кайма тухсан ҫул ҫинче вилсе кайнӑ. Суд усламҫӑна 7 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатасшӑн. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() fialka.edu21.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнче строительство организцийӗсенчен пӗри, «СК Приоритет» тулли мар яваплӑ общество, ача пахчине юсама килӗшнӗ. Муниципалитетпа вӑл контракта кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Унта ӗҫе пӗр уйӑхра вӗҫлеме шантарнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн кун иртнӗ, Шупашкар районӗнчи Карачурари «Фиалка» ача пахчине юсаса пӗтермен. Ӗҫе муниципалитетпа тунӑ килӗшӳре палӑртнӑ вӑхӑтра вӗҫлеменнине прокуратура та ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑншӑн надзор органӗ административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Строительство организацийӗн пуҫлӑхне суд администраци мелӗпе явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Чулкӑмака ялӗнче инкек пулнӑ. Унта пӗр пӳртре икӗ ҫыннӑн виллине тупнӑ. Халӗ Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Инкекре 81 ҫулти арҫын тата унӑн 83-ри арӑмӗ вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, мӑшӑр сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Сӗрӗм газ хатӗр-хӗтӗрӗпе тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухма пултарнӑ. Ҫапах следовательсем тӗрлӗ версие тишкереҫҫӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче экспертиза тӑвӗҫ. Хальлехе ҫакӑ паллӑ: карчӑкпа старик вилӗмӗ криминалпа ҫыхӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинчи хула строительствин тата хуҫалӑхӗн техникумӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ ҫыннӑн хвтатерсӗр юлас хӑрушлӑх пур. Пуҫлӑхра ӗҫленипе пӗрлех вӑл Шупашкар хулин депутачӗ те пулнӑ. Ун пеккисен тупӑша кӑтартакан декларацисем тӑратма тивет. Ҫав ҫын та ҫаплах тунӑ. 2015, 2016, 2017 ҫулсенчи миҫе тенкӗ ӗҫлесе илнине вӑл пытарман. Ҫав вӑхӑтра унӑн тата мӑшӑрӗн тупӑшӗ 5 миллион тенкӗрен кӑшт иртнӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫемье 7 миллион тенкӗ тӑракан хваттер туяннӑ. Ипотекӑпа мар. Ӑна директорӑн арӑмӗн аякри тӑванӗ ҫине ҫыртарнӑ. Лешӗ те пенсири ҫын та, унӑн 7 миллион тенкӗ тӑракан хваттер туянма укҫи-тенки пулман тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хваттере туртса илме прокуратура тавӑҫпа тухнӑ. Ӑна судра пӑхса тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |