Сывлӑх
![]() balashover.ru сайтри сӑн Паян та Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран ҫын вилнине палӑртнӑ. Ҫапла пурнӑҫран уйрӑлнисен йышӗ 136 ҫынна ҫитнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Юлашки талӑкра 58 ҫын чирленӗ, 40 ҫын сывалнӑ. Ку таранччен республикӑра 9724 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 8198-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 1390 пациент килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,07-пе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнчи тӗп вулавӑшра «Чӑваш халӑхӗн сумлӑ ҫыравҫи» литература каҫӗ иртнӗ. Ӑна чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачи, К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» историлле роман-эпопея авторӗ Куҫма Турхан ҫуралнӑранпа 105 ҫитнине халалланӑ. Ку хыпара Фейсбурки хӑйӗн страницинчен Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫасен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова пӗлтерне. Вӑл мероприятие йӗркелекенсемпе унта хутшӑннисене тав тунӑ. Куҫма Турхан 1915 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Ача ҫуртӗнче ӳснӗ. 1934 ҫулта Канашри педагогика техникумӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван ялти ҫичӗ класлӑ шкулта ачасене вӗрентнӗ. Кайран Ленинградри В.В. Воровский ячӗллӗ журналистсене хатӗрлекен институтра ӑс пухнӑ. 1988 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинчи Калинин районӗн сучӗ ют ҫӗршыв ҫыннипе пӗрлешнӗ хӗрарӑма суд тунӑ. Ҫемье ҫавӑрнӑшӑн арҫын 100 пин тенкӗ укҫа тӳленӗ. Хӗрарӑмпа арҫын пӗрлешессе пӗрлешнӗ-ха, анчах вӗсем пӗрле пурӑнман. Тепӗр майлӑ каласан, суя мӑшӑрлану пулнӑ вӗсен. Ют ҫӗршыв арҫыннипе Шупашкар хӗрарӑмӗ 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Котельники хулинчи загсра пӗрлешнӗ. Суйса пӗрлешни арҫынна пирӗн ҫӗршыва килсе тӗпленме кирлӗ пулнӑ. Суя мӑшӑрланӑва прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Суд арҫынпа хӗрарӑма уйӑрма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Кӑшӑлвируса пула Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне каярах куҫарма йышӑннӑ. Ҫак кун, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑхсен фестивалӗ иртмеллеччӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӑна каярах ирттерессине пӗлтернӗ. Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, тен, уяв чӳкӗн 30-мӗшӗнче иртме пултарӗ. Ун чухне Чӑваш Ен Конституцине йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитет. Палӑртмалла: Халӑхсен фестивальне ирттересси пирки утӑ уйӑхӗнче диаспорӑсен тӗлпулӑвӗнче калаҫнӑ. Культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Каликова республика уява ахаль чухнехи форматпа ирттерме пултарассине каланӑ. Анчах ку Роспотребнадзортан та нумай килет – вӑл мӗнле йышӑну тӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() visaapp.ru сайтри сӑн Шупашкар хӗрарӑмӗ ют ҫӗршыв арҫыннине Раҫҫее килме пулӑшас тесе унпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Капла класан тӗрӗсех мар-ха: вӗсем пӗрле пурӑнман та, ҫыхӑну та тытман. Ҫакна прокуратура тӗрӗслев ирттерсен палӑртнӑ. Ку – фиктивлӑ ҫемье пулнӑ. Ют ҫӗршыв арҫынни Раҫҫее килес тесе Шупашкар хӗрарӑмӗпе пӗрлешнӗ. Куншӑн вӑл ӑна 100 пин тенкӗ тӳленӗ. Прокуратура ку ҫемье фиктивлӑ пулнине ҫирӗплетме суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд прокуратурӑпа килӗшнӗ. Йышӑну саккунлӑ вӑя кӗнӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта инвестици проекчӗн иккӗмӗш тапхӑрне уҫнӑ. Сӑмах теплица комплексӗ пирки пырать. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет. Малашне теплицӑра ҫулталӑкне 20 пин тонна пахча ҫимӗҫ туса илӗҫ. Ҫӗнӗ теплица уҫсан 150 ӗҫ вырӑнӗ тупӑннӑ, ҫапла майпа халӗ унта 400 ҫын тӑрӑшать. Теплица 22 гектар ҫӗре йышӑнать. Унта экологи тӗлӗшӗнчен таса помидорпа хӑяр туса илеҫҫӗ. Кашни тӑваткал метртан 70 килограмм ытла помидор, 120 килограмм ытла хӑяр туса илесшӗн. Палӑртмалла: пӗрремӗш теплица пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() media.healthkurs.ru сайтри сӑн Тепӗр икӗ ҫыннӑн пурнӑҫеӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Палӑртмалла: республикӑра юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнченпе кашни кунах инфекцие пула вилнисене шута илеҫҫӗ. Пӗр кун 4 ҫын таранах пулнӑччӗ. Ҫапла вилнисен йышӗ 135 ҫынна ҫитнӗ. Ку таранччен 9666 ҫын кашӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 8158-шӗ сывалнӑ. Ку 84,4 процентпа танлашать. Хальлӗхе 1373 ҫын килте е пульницӑра сипленет. Юлашки талӑкра 99 ҫын сывалнӑ, 60 ҫын чирленӗ. Кӑшӑлвирус сарӑлнӑран Роспотребнадзор маска режимне вӑйлатнӑ. Малашне общество вырӑнӗсенче кӑна мар, ҫын нумай пулакан вырӑнта та маска тӑхӑнмалла. Ку парковкӑсене, лифтсене те пырса тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ май Варнар районӗн тӗп пульници малашне инфекциленнисене йышӑнма тытӑнӗ. Ытти пациентӑн пулӑшу ыйтма урӑх районти пульницӑсене кайма тивӗ. Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе Вӑрнар районӗн тӗп пульницин стационар корпусӗ ковид-госпиталь пек ӗҫлеме тытӑннӑ. Кӑшӑлвируспа чирлисене ҫавӑнта сиплеҫҫӗ. Хальлӗхе ача кӗтекен хӗрарӑмсен Ҫӗмӗрлери пульницӑна кайма тивӗ. Хирурги енӗпе Канашри пульницӑна ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта хӗвелпе ӗҫлекен тата тепӗр икӗ светофор вырнаҫтарнӑ. Аса илтерер: кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи шкул ҫывӑхӗнче, ҫул урлӑ каҫнӑ ҫӗрте хӗвел энергийӗпе ӗҫлекен светофор вырнаҫтарнӑччӗ. Ҫуран ҫӳрекенсем каҫнине, машинӑсен хӑвӑртлӑха чакармаллине светофор выляса тӑракан сарӑ ҫутӑпа асӑрхаттарать. Иртнӗ эрнере хулари икӗ вырӑнта ҫавӑн пек светофор ӗҫлесе кайнӑ. Вӗсем те шкулсен ҫывӑхӗнче. Пӗри – Николаев урамӗнчи 28-мӗш ҫурт тӗлӗнче, 35-мӗш шкул патӗнче; тепри – Ҫӗнтерӳ лапамӗнчи 3-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче, 7-мӗш шкултан инҫе мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ҫӗнӗ концерт сезонӗ уҫӑлнӑ. Уяв концертне К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ирттернӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ — филармонире юсав ӗҫӗсем пыни. Ҫӗнӗ сезона уҫма Камера оркестрӗ Сергей Григорьев маэстро ертсе пынипе ҫӗнӗ программа хатӗрленӗ. Концертра В.А. Моцарт тата Вольфанг Моцартӑн тата Петр Чайковскин хайлавӗсем янӑранӑ. Камера оркестрӗпе пӗрле сцена ҫине Чӑваш Республикин халӑх артистки Маргарита Финогентова (меццо-сопрано) тата пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Василий Журкин (скрипка) тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |