Республикӑра
![]() Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иккӗмӗш сӗрме купӑсҫӑсен ушкӑнӗн солисчӗ пулса ӗҫленӗ Геннадий Хазанзун пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Геннадий Хазанзун 1951 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Омскра ҫуралнӑ. Архангельск облаҫӗнчи Котлас хулинчи музыка шкулӗнче, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Раҫҫейӗн ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Захар Шапиро профессор патӗнче вӗреннӗ. 1974 ҫулта театрӑн симфони оркестрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Темиҫе теҫетке ҫул вӑл иккӗмӗш сӗрме купӑссен ушкӑнӗн концертмейстерӗ пулнӑ. Оркестрӑн инспекторӗ пулса чылай ҫул ӗҫленӗ, театрӑн ӳнер канашӗн йышне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче транспорта маскӑсӑр лартма пӑрахӗҫ. Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирус сарӑлса пыни пирки хыпарласах тӑраҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнни хамӑршӑнах. Апла пулин те ҫавна пур ҫын та ӑнланасшӑн мар. Ирӗксӗрех «ҫӳлтен» хушма тивет. Паянтанпа Шупашкар хулинчи транспорта маскӑсӑр ҫынсене лартма чарас тенӗ. Ку йышӑнӑва хулари оперштабӑн ларӑвӗнче тунӑ. Маскӑсӑр пассажирӑн салонран тухма тивӗ. Маскӑсӑр ҫӳрекенсене 1 пин тенкӗрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран штрафлама юрать. Пассажирсене турттаракансен те яваплӑх пирки манмалла мар. Вӗсен штраф тата пысӑк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пирӗн республикӑра Чӑваш тӗррин кунне туса хунӑ. Кун пирки Олег Николаев паян хушу кӑларнӑ. Чӑваш тӗррин кунӗ чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулӗ. Ҫак куна ахальтен суйламан. Шӑпах ҫав кун Екатерина Ефремова художник ҫуралнӑ. Вӑл чӑваш халӑхӗн тӗрӗ ӳнерне аталантарма нумай тӑрӑшнӑ. Екатерина Иосифовна 1914 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Чистай уесӗнчи Якурккел ялӗнче (халӗ – Тутарстанри Нурлат районӗ) ҫуралнӑ. 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ 26-мӗшӗнче Шупашкарта ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Паллӑ ӑста Мускаври техникумра тата институтра ӳнер ӑсталӑхне вӗреннӗ. Аса илтерер: Чӑваш Енри тӗрӗ ӑстисем Чӑваш тӗрррин кунӗ пирки ӗмӗтленни ҫинчен эпир шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла пӗлтернӗччӗ . Ӑстасем республикӑн ун чухнехи Элтеперӗпе, Михаил Игнатьевпа, 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче тӗл пулнӑччӗ. Тӗрӗҫӗсенчен пӗри, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгения Жачева, Чӑваш тӗррин кунне йышӑнма сӗннӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑвашсен хальхи вӑхӑтри паллӑ сӑвӑҫин, Альбина Юратӑвӑн сӑвви Турцири журналта пичетленнӗ. «Юлашки вӑхӑтра питех те кӑсӑклӑ пурӑнма пуҫларӑм. Пуян пӗр пулӑм тепринпе, кӑсӑклӑрах та кӑмӑллӑраххипе, ылмашать. Пӗр шухӑшлӑ ҫын, тахҫанхи тус, Чӑваш Енри ҫыравҫӑсен союзӗн пайташӗ, куҫаруҫӑ, поэт, журналист, Тутарстанри Айрат Галимзянов халӗ ҫеҫ ырӑ хыпар пӗлтерчӗ. Кӗвӗҫ чунлӑ маррисене тата пире ӑнӑҫу ҫеҫ сунакансене пӗлтерме васкам. Турцири «Guncel Sanat» журналта манӑн «Чӑваш» сӑвва пичетленӗ», – тесе ҫырнӑ Альбина Юрату Фейсбукра. Сӑвва маларах асӑннӑ Айрат Галимзянов куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкар хулинчи Ленин район сучӗ хулара пурӑнакан икӗ ҫамрӑк арҫынна суд тунӑ. Вӗсем ҫынсене 3 миллион тенкӗ ытлалӑх улталанӑ. Пуҫиле ӗҫе РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 32 тата 35 ҫулсенчи арҫынсем хӑйсемпе риелторсем тесе паллаштарнӑ. Вӗсем ҫынсене кредит илсе ҫурт-йӗр туянма ӳкӗте кӗртнӗ. Уншӑн хайхисене кӑштах укҫа тӳлесе хавхалантарнӑ. Кредита «риелторсем» хӑйсем тӳлеме шантарнӑ. Кредитӑн пӗр пайӗпе ҫурт-йӗр туяннӑ, ытти ултавҫӑсен кӗсйине кӗрсе ҫухалнӑ. Кредита ултавҫӑсем тӳлесе тӑман. Суя риелторсен капкӑнне икӗ ҫын ҫакланнӑ. Следстви ҫулталӑка яхӑн пынӑ. Халӗ ултавҫӑсен тӗлӗшпе суд пулнӑ. Вӗсене ҫулталӑк ҫурӑран пуҫласа икӗ ҫул таран хупса хума йышӑннӑ. Айӑплав вӑхӑтне ултавҫӑсем пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире ирттерӗҫ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сайтра ҫӑра пуррине пӑхма ан манӑр Чӑваш Енре пурӑнакан икӗ хӗрарӑм самолет туяннӑ чух улталаннӑ. Вӗсенчен пӗри 18 пин тенкӗсӗр юлнӑ, тепри - 16 пинсӗр. Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм онлайн-билет илес тесе пӗр сайта кӗрсе кайнӑ. Унта вӑл анкета тултарнӑ май хӑйӗн пирки йӑлт ҫырса пӗлтернӗ. Ҫав шутра – банк карттин тӳнтер енчи CVV-кода та. Смс-ҫырупа килнӗ кода ҫырса янӑ хыҫҫӑн электрон авиабилета электрон почтӑпа ярса парассине кӗтме тытӑннӑ. Анчах усси пулман. Шупашкарта пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм та ҫавӑн пек мелпе улталаннӑ. Тӗнче тетелӗнче тавар туяннӑ чух питӗ тимлӗ пулмалла. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче сайтӑн домен адресне тата браузерта хӑрушсӑрлӑх ҫӑри пуррине пӑхмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер Чӑваш Енри пултаруллӑ мӑшӑра – Захар Шапирона тата Тамара Чумаковӑна – асӑнса хисеп хӑми вырнаҫтарассине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: хӑмана сцена ӑстисем чылай ҫул пурӑннӑ ҫурт ҫине ҫакнӑ. Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Каликова асӑну хӑмине уҫма хутшӑнниех пысӑк чыс тесе палӑртнӑ. «Паллӑ скрипач, педагог тата общество ӗҫченӗ Захар Зиновьевич хӑйӗн нумай енлӗ ӗҫӗпе паллӑ. Оперӑпа балет театрӗнче вӑл чылай-чылай ҫул пӗрремӗш ҫын пулнӑ. Тамара Ивановна историе чӑвашсен пӗрремӗш опера юрӑҫи пек кӗрсе юлнӑ», – тенӗ вӑл. Мероприятие хутшӑннӑ ытти ҫын та пултаруллӑ мӑшӑр пирки нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» А-151 ҫул ҫинче инкек пулнӑ. Пӑтӑрмах кӑнтӑрла, 12 сехет тӗлӗнче, сиксе тухнӑ. «Мерседес» минивэн водителӗ ҫулӑн сулахай енче ларакан манипуляторпа ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машинӑра 9 пассажир пулнӑ. Вӗсене водитель Мускавран Патӑрьел районне илсе килнӗ. Анчах Ҫӗрпӳ районӗнче ҫынсем инкеке ҫакланнӑ. Манипуляторпа ҫапӑнсан «Мерседес» водителӗ аманнӑ. Унсӑр пуҫне тӑватӑ пассажира пульницӑна ӑсатнӑ. Ыттисене вырӑнта пулӑшнӑ. Чӑваш Енӗн ШӖМӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ют ҫӗршывра кӑларнӑ ҫӑмӑл автомашина водитель тимсӗрлӗхӗпе ҫыхӑнма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() www.tourister.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Azur Air» чартер компанийӗ авиапассажирсене Хусантан Занзибар утравӗ ҫине илсе кайма пуҫлассине пӗлтернӗ. Чӑваш Енпе кӳршӗллӗ регионтан самолетсем Африкӑри ҫав вырӑна юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен вӗҫме тытӑнӗҫ. Занзибара, сӑмах май каласан, самолетсене авиакомпани Мускавран, Питӗртен, Дон ҫинчи Ростовра, Самартан тата Ҫӗнҫӗпӗртен вӗҫтерӗ. Рейссем 10 кунта пӗрре пулӗҫ. Пассажирсене «Boeing 777−300ER» самолетпа турттарӗҫ. Самолетсем кӗркуннерен пуҫласа хӗлӗпех вӗҫӗҫ. Паянхи кун Раҫҫейрен темиҫе ҫӗршыва ҫеҫ самолетсем вӗҫеҫҫӗ. Танзани (Занзибар шӑпах ун йышӗнче) – ҫав йышрисенчен пӗри. Ҫумӑрлӑ кӗр кунӗсенче е сивӗ хӗлле океанта шыв кӗме ӗмӗтленекенсем валли Занзибар шӑпах лайӑх вырӑн. Турсене «Anex Tour» туроператор сутать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() viruszone.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кашӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайлансах пырать. Талӑкра унччен вӑтамран 30 ҫын инфекциленнӗ пулсан паян – 38. Ку таранччен республикӑра 9105 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 7640-шӗ сывалнӑ. Шел те, вилекенсен йышӗ те кунсерен тенӗ пекех нумайланса пырать. Паянхи кун тӗлне тепӗр 2 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Ҫапла майпа каварлӑ вирусран вилекенсен йышӗ 111 ҫынна ҫитнӗ. Палӑртмалла: «Ҫурҫӗр» поликлиника та кӑшӑлвируспа чирлекенсене йышӑнма пуҫланӑ. Чирлекенсем нумайланнине кура пульницӑсенче койкӑсем те сахаллансах пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |