Апат-ҫимӗҫ
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче «Моя планета» (чӑв. Манӑн планета) телеканалӑн ӗҫченӗсем «Студия вкусов» программа валли сюжет ӳкернӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑнасем чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗпе райпо ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе паллаштарнӑ. Телеканалӑн сайтӗнче ку программа пирки ҫапларах хыпарланӑ: Антон Зайцев документлӑ фильма телекухньӑпа шайлаштарать. Эфира 40 ытла фильм тухнӑ. Ертӳҫӗ Вьетнамра крокодил, Австралире кенгуру тата ытти нумай ҫӗршывра тӗрлӗ апат ас тивсе пӑхнӑ. Халӗ, ав, вӑл чӑваш апатне хаклӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Вӑрнарти депутатсем район администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, администраци пуҫлӑхне уҫӑ сасӑлавпа палӑртнӑ. Яваплӑ ӗҫе пурнӑҫлама Андрей Тихонова шаннӑ. Ӗҫе вӑл юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче кӳлӗнӗ. Андрей Владимирович – 50 ҫулта. Вӑл Вӑрнарта ҫуралнӑ. «Август» предприятин вырӑнти филиалӗнче ӗҫленӗ, «Росгосстрах» организацин районти филиалне ертсе пынӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл район администрацийӗнче пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян, каҫ еннелле, Шупашкарта хваттер ҫуннӑ. Инкек Гагарин урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Усал хыпар пирки Маргарита Красотина журналист Фейсбукра пӗлтернӗ. «Лайӑх кун пӑлхануллӑ вӗҫленет. Киле таврӑнтӑмӑр та, ҫуртра – пушар. Пӗрремӗш подъездри пиллӗкмӗш хутри хваттер ҫунать. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хваттере тӳрех кӗреймен, кил хуҫисем пулман», – тесе ҫырнӑ журналист. Маргарита Красотина ҫурта реанимаци машини те килнине пӗлтернӗ. «Кил хуҫи, тен, килтех пулнӑ пулӗ. Тен, сӳнтермен пируспа ҫывӑрса кайнӑ (аялти кӳршӗсен хваттерсене юсама тивӗ, мачча ҫинчен шыв юхать)», – тесе вӗҫленӗ пост авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() kislovodsky.stv.sudrf.ru сайтри сӑн Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗнче пурӑнакан 63 ҫулти арҫын 42-ри пӗлӗшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Хайхискер пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмне ун ҫумне кӗвӗҫнӗ. Асли кӗҫенреххине пуртӑпа тапӑннӑ. Лешӗ йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Хайхискер преступлени йӗрне тасатас тесе вилене Атратка юхан шывӗ патне йӑтса кайнӑ та шыва пенӗ. Нумаях пулмасть 63 ҫулти арҫын тӗлӗшпе суд пулнӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 10 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Мари Элти ҫӑлав служби тунӑ сӑн Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енре пурӑнакан тӑватӑ хӗрарӑм Мари Эл вӑрманне шур ҫырли татма кайнӑ. Анчах вӗсем каялла тухма ҫул тупайман – ҫухалса кайнӑ. Хӗрарӑмсем машинине лартса хӑварнӑ та ҫырла татма кайнӑ. Витрисене тултарсан каялла тухма тӑнӑ, анчах машинӑна тупайман, ҫулран аташса кайнӑ. 17 сехет те 40 минутра Мари Элти аварипе ҫӑлав службин дежурнӑй пулчӗ ҫине шӑнкӑрав ҫитнӗ. Ҫалавҫӑсем хӗрарӑмсене шырама тытӑннӑ. Ҫур ҫӗр ҫитеспе, 23 сехетре, вӗсене тупнӑ, хӑйсен машини патне илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран каллех вилнӗ. Хальхинче – 3 ҫын. Ҫапла майпа республикӑра чирлисен йышӗ 105 ҫынна ҫитнӗ. Пӗр талӑкра 31 ҫын инфекциленнӗ, 23 ҫын сывалнӑ. Ку таранччен 8886 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 7468-шӗ сывалнӑ. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре чирлекенсен йышӗ нумайлансах пырать. Пӗр талӑкпа 12846 ҫын инфекциленнӗ. Ку – рекорд. Чӑваш Енре, пӗтӗмӗшле илсен, лару-тӑру йӗркеллех, кунсерен 30 яхӑн ҫын инфекциленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян Атӑл леш енче «Вӑрмана упрар» пӗтӗм ҫӗршыври акци иртнӗ. Унта студентсем, «Симӗс хула» экологи организацийӗн пайташӗсем тата ыттисем хутшӑннӑ. Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗн Йӑлӑмри 22-мӗш кварталӗнче икӗ гектар ҫине 10 пин хыр хунавӗ лартнӑ. Хальхи вӑхӑтра 2010 ҫулхи пушарта ҫунса кайнӑ лаптӑкран 95 процентне ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ. Йӑлӑмра паян пулнӑ Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ Александр Воробьев хунав туса илеҫ ӗҫ епле пынипе паллаштарнӑ. Республика ертӳҫи теплица тума сӗннӗ. Ҫӗнӗлле ӗҫлеме пуҫласан хамӑра ҫеҫ, ытти региона та хунавпа тивӗҫтерме пултарӑпӑр тесе шухӑшлать вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тӗмен облаҫӗнче пурӑнакан чӑвашсем ҫинчен фильм ӳкерӗҫ. «Чуваши на земле тюменской» (чӑв. Тӗмен ҫӗрӗ ҫинчи чӑвашсем) фильма асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен организацине йӗркеленӗренпе 30 ҫул ҫитнине халалланӑ. Тӗменти хастар чӑваш, ассоциацие унччен ертсе пынӑ Ираида Маслова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, фильм ӳкересси ҫинчен общество организацийӗн 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчи ларӑвӗнче калаҫса татӑлнӑ. Проекта пурнӑҫлама «Регион-Тюмень» патшалӑхӑн телерадиокуравӗ пулӑшать. Тӗмен тӑрӑхӗнчи чылай районта чӑвашсем тӗпленнӗ. Тележурналистсем Аромашево, Омутински районӗсенче, Голышманово хулинче пулнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра Юрга тата Ишим районӗсене ҫитсе унти чӑвашсем ҫинчен документлӑ фильм ӳкерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Мускаври Ваганьково масарӗ ҫинче Иван Яковлевӑн вил тӑпри ҫине ҫӗнӗ палӑк вырнаҫтарнӑ. Кун пирки Раҫҫей Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков Фейсбукра пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ палӑка лартма тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑлараканӗн, чӑвашсене ҫырулӑх парнеленӗ, шкулсем уҫнӑ сумлӑ ҫыннӑн мӑнукӗн ывӑлӗ Владимир Павлов тата И. Яковлевӑн мӑнукӗн ачин хӗрӗ Любовь Ордынская хутшӑннӑ. Палӑк ҫине Владимир Нагорнов скульптор хитрен ҫырса хунӑ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ ывӑлне сума сунине палӑртма Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташӗ Пётр Чекмарёв тата Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Шупашкарти уйрӑм ҫыннӑн шӑл клиникисенчен пӗрин пуҫлӑхӗ Юрий Зорин хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн кӑларӑшӗнче Галина Брусова доцентӑн «Мӗтри Кипек хайлавӗсенчи вӑрҫӑ теми» ятлӑ монографийӗ (2020,182 хутъен) пичетленсе тухнӑ. Ӑна мана Галина Федоровна тата вӑл вӗрентекен студенткӑсен пӗр ушкӑнӗ, киле килсех, Учитель кунӗпе саламласа парнелерӗҫ. Ватӑ пулсан та, кӗнекешӗн шкул ача пекех хӗпӗртерӗм. Мӗншӗн? Сӑлтавӗ ансат. Тӗпчев никӗсӗнче - ҫур ӗмӗр каялла Галина Логунова (Брусова) студентка ман патра литературӑпа тӗплӗ диплом ӗҫӗ ҫырнӑччӗ. Вӑл Кипекпе тӗл пулса калаҫрӗ, кайран ҫыру ҫӳретрӗ. Ӗҫе ун чухнех пичете сӗнчӗҫ. Анчах вӑхӑчӗсем урӑхлаччӗ те, пичете лекесси мана хама та ҫӗр пӑтӑрмах урлӑ выртатчӗ. Унтанпа Галина Федоровна вӑтам шкулта тӑрӑшрӗ, ӑна аслӑ шкула ӗҫе илчӗҫ, хӳтӗленсе педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑчӗ. Чӑваш литературине вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех юратма пӑрахман иккен. Ҫавӑнпах Мӗтри Кипек пултарулӑхнее тишкерме чарӑнман, унӑн хайлавӗсене вӗрентмелли меслетсене пуянлатса пынӑ. Тӗпчев кӗнекин иккӗмӗш пайӗ – хушса пани: «М. Кипек пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ тӑрӑх класра тата класс тулашӗнче ирттермелли хушма ӗҫсем». |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |