Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан арҫын тӗнче тетелӗнче ҫӑмӑлттай шухӑшлӑ хӗрпе паллашнӑ, унпа ҫывӑхланма ӗмӗтленнӗ. Куншӑн вӑл ӑна 38 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Лешӗ вара сӑмахне тытман, хӑй пачах ҫухалнӑ. Арҫын кун пирки полицие кайса пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем ултавҫӑ йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Йӗр вӗсене Ставрополь крайне илсе ҫитернӗ. Хайхи «каҫхи лӗпӗш» хӗр те пулман, арҫын иккен! 25 ҫулти арҫын Шупашкар ҫыннипе калаҫнӑ чухне сассине хӗрарӑмӑнни пек тунӑ. Полицейскисем ҫав ҫынна Шупашкара илсе ҫитернӗ, пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл кунашкал преступленипе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине те тӗрӗслеҫҫӗ халӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерствин сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, паян ҫӗрле, Улатӑрта пушар пулнӑ. Лазо урамӗнчи ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Пушар ӑна тӗп тунӑ, ӑна каялла ҫӗнетме май ҫук. Ҫав ҫуртра упӑшкипе арӑмӗ, 62-ри арҫынпа 56-ри хӗрарӑм, пурӑннӑ. Вӗсем ҫырӑнмасӑрах кун кунланӑ. Шел те, пушар хыҫҫӑн вӗсен виллисене тупнӑ. Пушар кӳршӗри виҫӗ ҫурт ҫине те куҫнӑ. Пӗринче ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, вӗсем шар курман. Тепӗр икӗ пӳрт пушах ларнӑ. Халӗ Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Тӗрлӗ версие пӑхса тухаҫҫӗ, ҫав шутра – пирус асӑрханмасӑр туртнине те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шкул архивӑнчи сӑн Пӑрачкав шкулӗнчи 5-11-мӗш классенче вӗренекен 414 ачана кӗркуннехи каникула маларах яни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унта ОРВИпе чирлекен вӗрентекенсем нумайланнӑ. Паян кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешекен оперативлӑ штабӑн ларӑвӗнче ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Пӑрачкав шкулӗнче кӑшӑлвируспа чирлекенсем пуррине палӑртнӑ. Пӗтӗмпе – сакӑр ҫыннӑн: ултӑ вӗрентекен тата икӗ вӗренекен. Юпан 19-мӗшӗнче каникул вӗҫленмелле. Шкула сӑнаса тӑмалли тапхӑр, 14 кун, юпан 20-мӗшӗнче пӗтет. Эппин, кӗҫех ачасем вӗренме тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан Евгения Константинова ҫак кунсенче 101 ҫул тултарнӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлнине кура тӳре-шара ӑна видеоҫыхӑну урлӑ саламланӑ. Евгения Константинова – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ, Беларуҫе ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, Хӗвелтухӑҫ Прусси таран ҫитнӗ. Сержант ятне илнӗскер тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ, II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденне тивӗҫнӗ. Вӑл 1950 ҫулччен тӑван колхозӗнче ӗҫленӗ. 1950-1961 ҫулсенче Ҫӗрпӳри телеграфра тӑрӑшнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен ялти лавккара вӑй хунӑ. Халӗ Шупашкарта хӗрӗ патӗнче пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов «Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн коллективне ҫӗнӗ пуҫлӑхпа паллаштарнӑ. Юрий Бабаев Хусанти патшалӑх медицина институтӗнчен 1991 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл «стоматолог» специальноҫӗн дипломне алла илнӗ. Медицина наукисен кандидачӗ. Врачсен пӗлӗвне ӳстермелли институтра пӗлӳ шайне ӳстернӗ. Владимир Степанов Бабаевпа Инстаграмра паллаштарнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Юрий Бабаев врач пулса 29 ҫул ӗҫлет. Сӑмах май, «Фармаци» предприятин унчченхи пуҫлӑхӗ Ольга Казарина кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче ӗҫрен кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Паян Куславкка районӗнчи Куснар ялӗ тӗлӗнчи автоҫула савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. «Атӑл» М-7 ҫула пурӗ 17 километр тӑршшӗ лаптӑк ҫинче юсанӑ. Калӑпӑшлӑ ӗҫсене пурнӑҫлама 1,5 миллиард тенкӗ тӑкакланӑ. Тупрана федераци хыснинчен уйӑрнӑ. Ҫула юсаса ҫӗнетнӗ май автодус чарӑнӑвӗсене кирпӗчрен пурӗ сакӑр штук купаланӑ. Шӑв- шавран сыхлакан экрансем, ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтарнӑ. Юсав ӗҫӗсене подряд организацийӗ пӗлтӗрхи утӑ yйӑxӗнче пуҫланӑ. Юсаса ҫӗнетнӗ ҫула уҫма тӳре-шара пухӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев строительсене ӗҫшӗн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() letar-nn.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен шучӗ ӳссех пырать. Ҫакӑн пирки паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче иртнӗ оперштаб ларӑвӗнче палӑртнӑ. Унта Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская, сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов тата ыттисем хутшӑннӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, чирлекенсен шучӗ ӳсни хӑрушсӑрлӑх мерисене ҫителӗксӗр пӑхӑннипе ҫыхӑннӑ: маскӑсемпе перчеткесем тӑхӑнманни, пӗр-пӗринпе ҫума-ҫумӑн тӑни (ларни), сывлӑша сиенсӗрлетменни. Олег Николаев обществӑлла апатлану предприятийӗсенче банкетсем, туйсем ирттерме тата ҫын вилсен асӑнма пухӑнма тытӑнса тӑма сӗнсе каланӑ. «Эпир ресторансемпе кафесене хупасси пирки каламастпӑр, халӑх йышлӑ пухӑнакан мероприятисене ирттерме тытӑнса тӑма сӗнетпӗр», – тенӗ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем сцена ҫинче «Кӗтӳҫ» премьерӑпа тухӗҫ. Ӑна Владислав Николаев пьесипе лартнӑ. Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ ҫак автора театра юратакансем аван пӗлеҫҫӗ. Унӑн хайлавӗ тӑрӑх Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартнӑ «Пихампар чунӗ манра» мюзикла та куракансем кӑмӑлласа йышӑннӑччӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑскер хальхи вӑхӑтра журналист пулса ӗҫлет. Владислав Николаев юптарусем ҫырать, ытти жанрпа та ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Хальхи трагикомедие Василий Иванов режиссер лартнӑ, художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян Шупашкарти Президент бульварӗнчи 11-мӗш ҫурт ҫине Захар Шапирона тата Тамара Чумаковӑна асӑнса хисеп хӑми уҫӗҫ. Захар Зиновьевич (26.05.1940-16.12.2015) – Раҫҫейӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Рвҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Хусанта ҫуралнӑскер унти музыка училищинче вӗреннӗ, кайран Сартури патшалӑх консерваторийӗнче скрипка класӗнче пӗлӳ илнӗ. 1967 ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче симфони оркестрӗн концертмейстерӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Захар Шапиро театрти чылай проекта пуҫарнӑ. Ҫав шутра – М.Д. Михайлов ячӗллӗ опера фестивалӗ, балет фестивалӗ, И. Штраусӑн Европӑри Сурхури фестивалӗ, Симфони музыкин каҫӗсем, Чӑваш музыкин кунӗсем т.ыт.те. Тамара Чумакова (28.08.1932-17.01.2016) – Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов яӗллӗ музыка училищинче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче тата Чӑваш музыка театрӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Исторический опыт нациестроительства и развития национальной государственности чувашского народа» (чӑв. Наци строительствин историлле опычӗ тата чӑваш халӑхӗн патшалӑхӗ аталанни) пӗтӗм Раҫҫейри конференци иртӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑвашсен наципе культура автономийӗсен пайташӗсем тата АПШра, Францире, Великобританире, Казахстанра, Беларуҫ Республикинче, Украинӑра, Эстонире тата Молдавире пурӑнакан ентешӗмӗрсем видеоконференци мелӗпе хутшӑнӗҫ. Мероприятие уҫнине 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен онлайн-мелпе ҫак адреспа https://www.youtube.com/watch?v=YvJ6cJ92xq8&feature=youtu.be пӑхма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |