Республикӑра
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Роза Иванова юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен килтен тухса кайнӑ та тек ӑна никам та курман. 2003 ҫулта ҫуралнӑ хӗр ҫухални тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Роза аппӑшӗн хваттерӗнчен кайнӑ. Вӑл килтен 11 сехет тӗлӗнче тухнӑ. Хӗр ӑҫта кайни паллӑ мар. Тӑванӗсем пӑшӑрханаҫҫӗ, ӑна шыраҫҫӗ. Вӗсем полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Роза Иванов 17 ҫулти пек курӑнать, 160-165 сантиметр ҫӳллӗш. Ҫӳҫӗ ҫутӑрах, хулпуҫҫи таран. Сылтӑм куҫ харши тӗлӗнче суран йӗрӗ пур. Килтен кайнӑ чухне хӑмӑр куртка, хура шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курнӑ тӑк пӗр тӑхтамасӑр полицие пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чечняри Грозный хулинче AKHMAT RACE-2020 гонка иртнӗ. Чӑваш Енри Андрей Васильев иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Гонка ҫутӑллах пуҫланнӑ, вӑл 4 сехете тӑсӑлнӑ. Вӑл вӗҫлениччен тӗттӗмленме те ӗлкӗрнӗ. Ҫул ҫинче вара ҫутӑ пулман. Андрей Васильевӑн командинче тӑватӑ ҫын пулнӑ. Пирӗн ентешсӗр пуҫне унпа пӗрле Ивано Твердохлебов, Алексей Савин, Артем Ражко тупӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mygazeta.com сайтри сӑн Канаш районӗнче водитель тӗттӗмре ӗнесем ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ҫав вырӑнта выльӑх каҫма пултарнине кӑтартакан паллӑ та пулман. Водитель фермера куншӑн явап тыттарнӑ. Кун хыҫҫӑн машинӑна юсама 144 пин тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен хур кӑтартнӑшӑн – 5 пин тенкӗ. Анчах суд фермер кӑна мар, водитель те айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Фермера 46 пин тенкӗ тӳлеттернӗ. Фермер ҫапса хӑварнӑ ӗнесемшӗн суда тавӑҫ тӑратнӑ-и е ҫук-и – паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Енри Ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑя ҫирӗплетнӗ. Ку тивӗҫе пурнӑҫлама 46 ҫулти Алевтина Федоровӑна шаннӑ. Унӑн кандидатурине малтан Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй пӑхса тухса ырланӑ. Чӑваш парламенчӗн паянхи сессийӗнче вара 41 депутатран 36 депутат Алевтина Федоровӑшӑн пулнӑ. Алевтина Федорова Чӑваш Ен вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче гуманитари пӗлӗвне илнӗ, кайран Мускаври М.А. Шолохов ячӗллӗ патшалӑхӑн гуманитари университетӗнчен патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ енӗпе вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин 3-мӗш акушер стационарӗнче 57 ача ҫуралнӑ. Асӑннӑ стационар респиратор вирусӗпе, гриппа, кӑшӑлвирус инфекцийӗпе чирлисене ҫур ҫул ытла йышӑнать. Ҫав вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлӗ 165 хӗрарӑма пулӑшнӑ, 57 ача ҫуралнӑ. 3-мӗш акушер стационарӗн акушер уйрӑмӗн заведующийӗ Эльвира Васильева каланӑ тӑрӑх, тухтӑрсемшӗн чи хакли – тав сӑмахӗ калани. Тав сӑмахӗ калакансем йышлӑ. Калӑпӑр, Людмила ятлӑ хӗрарӑм ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӑмӑлланнӑ. Тухтӑрсем ҫине тӑнипе унӑн ачи таса сывӑ ҫуралнӑ. Вӑл – ҫемьери иккӗмӗш пепке. Хӗрарӑм Александр Белебенцев анестезиолог-реаниматолога уйрӑмах тав тӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн художник-постановщикӗ Светлана Иванова-Зверева 60 ҫул тултарнӑ. Светлана Геннадьевна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен 1985 ҫулта вӗренсе тухнӑ. 1994-2013 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче художник-бутафорта тӑрӑшнӑ. 2013 ҫултанпа вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче художник-постановщик пулса вырнаҫнӑ. Светлана Геннадьевна сценографисем, тумтирсен эскизӗсене хатӗрлет. Юбиляра ыран, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакль вӑхӑтӗнче саламлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Дмитрий Поляков Юпа уйӑхӗн 17-25-мӗшӗсенче Шупашкарти оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ иртессине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: кӑҫалхи фестивале «Хуркайӑк ҫулӗ» балетпа уҫӗҫ. Ҫӗнӗ ӗҫре Хӗвел сӑнарне Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ Дмитрий Поляков калӑплӗ. Вӑл Пермьри патшалӑх хореографи училищинчен вӗренсе тухнӑ. 2013 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлет. Таллинта иртнӗ пӗтӗм тӗнчери балет конкурсӗнче 2016 ҫулта дипломант ятне илнӗ. Ҫав ҫулах Шупашкарта иртнӗ «Танцуй» (чӑв. Ташла) пӗтӗм тӗнчери фестиваль-конкурсра лауреат пулса тӑнӑ. Пермь хулинче иртнӗ балет артисчӗсен конкурсӗнче те диплома тивӗҫнӗ. Вӑл хутшӑннӑ конкурссене тата асӑнса кайма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри пульницӑсем кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма хатӗр. Паянхи кур тӗлне республикӑри 10 пульницӑра COVID-19 диагнозӗллисем, гриппа тата ӳпке шыҫҫипе чирлекенсем валли 1462 койка хатӗрленӗ, пушӑ койкӑсен шучӗ – 186. Ырантанпа Шупашкарти иккӗмӗш хула пульницинче тепӗр 135 койка уҫӑлӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кирлӗ пулсан 48 сехетре тата тепӗр 358 койка уҫма хатӗр. Кӑшӑлвируспа чирлисем валли «Вӑрман юмахӗ» санаторире обсерватор ӗҫлет. Унта 140 вырӑн пур. Кирлӗ пулсан тепӗр 154 койка хатӗрлеме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи 38 ҫулти вӑйпиттие 14-ри яша хӗненӗшӗн явап тыттарасшӑн. Арҫын Етӗрне районӗнчи Исимпай ялӗнче пӗр хӗрарӑмпа пурӑннӑ. Унпа харкашма тытӑнсан хӗрарӑмӑн 14 ҫулти ывӑлӗ яланах амӑшне майлӑ пулнӑ, ӑна хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ. Усал арҫын ҫавӑншӑн ача ҫине пӗрре кӑна мар алӑ ҫӗкленӗ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ. Яша нушалантарса пурӑннӑ арҫын тӗлӗшпе халӗ Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ. Маларах ҫавӑн пек тӗслӗх Йӗпреҫ районӗнче пулнӑччӗ. Унта арҫын арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑмпа ывӑлне хӗнесе пурӑннӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпа уйӑхӗн 13-18-мӗшӗсенче Шупашкарта «Раҫҫей туризмӗн мисӗ» конкурсӑн финалӗ иртӗ. Унта ҫӗршыври 27 регионти 30 пике хутшӑнӗ. 16 ҫулти Дарина Богоявленская Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ, 17-ри Анна Логинова вара Шупашкаршӑн кӗрешӗ. Аннӑпа Дарина илемпе пултарулӑх конкурсӗсене унччен те хутшӑннӑ, сумлӑ ятсене ҫӗнсе илнӗ. Конкурспа килӗшӳллӗн «Раҫҫей теризмӗн мисӗ» те иртӗ. Унта хутшӑнакансем чаплӑ отельре пурӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене диадема парӗҫ тата укҫан хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |