Хулара
![]() chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Икӗ тӑван урам урлӑ пурӑнаҫҫӗ, нихҫан та пӗр-пӗрне курмаҫҫӗ тесе калакан ваттисен сӑмахӗ аса килчӗ-ха. Ҫӗнӗ Шупашкара Шупашкарӑн спутник хули те теҫҫӗ, анчах Ҫӗнӗ Шупашкартан ирхине Шупашкара килме хӗн, каҫхине — таврӑнма. Мӗншӗн йывӑррине паян республикӑн Правительствин ҫуртӗнче тишкернӗ. Республикӑн транспорт министрӗ Владимир Осипов икӗ хулана ҫыхӑнтаракан 7 маршрутпа 185 автобус ҫӳремеллине пӗлтернӗ. Анчах вӗсенчен 120-130-шӗ ҫеҫ ҫула тухать иккен. Сӑлтавӗ — транспорт тата водительсем ҫитменни. Пуррисем маршрут тупӑшли марри ҫине йӑвантараҫҫӗ. Хака 2012 ҫултанпа ӳстермен-мӗн. Транспорт министерстви ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗнӗ маршрут уҫасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() moyalmetevsk.ru сайтри сӑн Муркаш районӗнче пурӑнакан арҫын хӗрӗшӗн алимент тӳлеменшӗн суда лекнӗ. Суд ӑна айӑплӑ тесе йышӑннӑ, тӳрленмелли ӗҫсене янӑ, шалӑвне тытса юлӗҫ. Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче пурӑнакан 39 ҫулти арҫын сӑлтавсӑрах хӗрӗшӗн алимент тӳлемен. Капла вӑл пӗрре мар хӑтланнӑ. Ҫапла унӑн парӑмӗ 65 пин тенке ҫитнӗ. Суд ӑна административлӑ майпа айӑпланӑ. Алимент тӳлемен арҫыннӑн 30 сехет ӗҫлесе татмалла. Шалӑвӗн 5 процентне патшалӑх валли тытса юлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() coronavirus-m.ru сайтри сӑн Паян, юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, республикӑра тепӗр 4 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Палӑртмалла: юпан 20-мӗшӗнченпе Чӑваш Енре кашни кунах кӑшӑлвирусран вилеҫҫӗ, кунне – 2 ҫынран кая мар. Ку таначчен каварлӑ вируса пула 130 ҫын пурнаҫран уйрӑлнӑ. Пӗр талӑкра 55 ҫын инфекциленнӗ. Ку таранччен 9550 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 84 проценчӗ сывалнӑ – пӗтӗмпе 8026 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ. Юлашки талӑкра 108 ҫын сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне стационарта тата килте 1394 ҫын сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Андрей Леонтьев «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен тухма заявлени ҫырса панӑ. Ӑна вӑл партин регионти уйрӑмӗн секретарӗ ячӗпе Алена Аршинова ячӗпе шӑрҫаланӑ. Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн депутачӗ Александр Андреев пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарти депутат коммунистсен партине кӗресшӗн. Кайран вӑл республика парламентне парти списокӗпе суйланасшӑн. Леонтьев Шупашкарта пурӑнать. Унӑн виҫӗ ача. «ГОССТРОЙ» тулли мар яваплӑ обществӑн гендиректорӗ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, политика вӑрланӑшӑн, влаҫ пайташне кӳрентернӗшӗн, преступлени тума хатӗрленнӗшӗн айӑпланӑ. Халӗ айӑплавӗсене пӑрахӑҫланӑ. Нумаях пулмасть «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Владимир Михайлов депутата партирен кӑларас ыйтӑва тишкерессине пӗлтернӗ. Политик ҫынсене пысӑк процентлӑ ссуда панӑ. Авӑн уйӑхӗнчи суйлав хыҫҫӑн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» тата РФКП партисен Ҫӗнӗ Шупашкарти депутачӗсем хула пуҫлӑхӗ пулма «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ сӗннӗ кандидатшӑн сасӑламан. Унта хула пуҫлӑхӗ пулма вырӑнти усламҫа Игорь Анакова суйланӑ. Унӑн ҫумӗ пулма Андрей Леонтьева шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Культура.рф порталӑн чи лайх трансляцийӗсен йышне лекнӗ. Чӑвашсен «Шинель» спектакльне пӗр каҫра 58 604 хутчен пӑхнӑ. Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗ залран тӳрӗ трансляцисем пуҫланӑ. Спектакле ӳкерме Культура.рф Раҫҫей порталӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ Мускавран Шупашкара килсе ҫитнӗ. Спектакле тӳрӗ эфирта пӑхнисем ӑна ырласа ҫырнӑ. «Халӗ ҫеҫ спектакль пӑхрӑмӑр! Мӗн тери лайӑх лартнӑ! Маттурсем! Тӗп сӑнар ролӗнчи артист Акакий Акакиевич кӑмӑлне мӗн тери ӗнентерӳллӗн уҫса пачӗ. Артистсене алӑ ҫупса тав тума спектакле театра кайсах курӑпӑр!», – тесе ҫырнӑ, сӑмахран, куракансенчен пӗри. Спектакле Культура.рф порталта халӗ те пӑхма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш студенчӗсем Казахстанри курава хутшӑннӑ. «Art-yurta» пӗтӗм тӗнчери онлайн курав-конкурса Атюбинскри К. Жубанов ячӗллӗ университетӑн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ. Курава Казахстанри, Туркменистанри, Венгрири тата Раҫҫейри аслӑ шкулсенчи 200 ытла студент хутшӑннӑ. Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн технологипе экономика факультечӗн ҫамрӑксем те куравра палӑрнӑ. II степеньлӗ диплома Мария Семенова тата Дарья Михеева тивӗҫнӗ, конкурса хутшӑнни ҫинчен калакан дипломпа Рената Яруллинӑна хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() РСФСР халӑх артисчӗ Вера Голубева пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вера Голубева 1928 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Кураклӑ Каркалар ялӗнче ҫуралнӑ. 1947 ҫулта Чӑваш академи драма театрӗ ҫумӗнчи театр студийӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн икӗ ҫула яхӑн Йӗпреҫри колхоз театрӗнче ӗҫленӗ, 1949-1972 ҫулсенче Чӑваш ҫамрӑксен театрӗнче актрисӑра тӑрӑшнӑ, 1972-1989 ҫулсенче – Чӑваш пукане театрӗнче. Артистра ӗҫленӗ вӑхӑтрах Чӑваш радиопа тата телевиденийӗпе «Асанне юмахӗсем» кӑларӑма ертсе пынӑ. Вера Голубева чӑваш юмахӗсене каласа панине Ленинградри (халӗ – Питӗр) «Мелодия» фирма 1990 ҫулта грампластинкӑпа кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫинче сосиска ӑшаланӑшӑн йӗрке хуралҫисене куҫӗ тӗлне лекнӗ. Тӳрех палӑртмалла: ҫамрӑк арҫынна полицейскисем унччен те тытса чарнӑ. Вӑл пурлӑхпа ҫыхӑннӑ преступленисемшӗн пӗрре мар айӑпланнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫак каччӑ пӗлӗшӗсемпе Ҫӗнтерӳ паркӗнче пулнӑ, палӑк патне хӑпарса ҫулӑм ҫинче сосиска ӑшаланӑ. Видеона каччӑ Инстаграмри хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫакна вӗсем пуҫтахланас, вӑрҫӑра пуҫ хунӑ салтаксен ятне варалас тӗлӗшпе тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() nb-ugra.ru сайтри сӑн РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви кӑшӑлвирусран тумалли вакцина Раҫҫейре тӳлевсӗр пулассине шантарать. Анчах ку препаратӑн производстви нумайлансан ҫеҫ пулӗ. Кун пирки «Интерфакс» сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫурла уйӑхӗнче ҫапла пӗлтернӗччӗ: кӑшӑлвирусран тумалли вакцина тӳлевсӗр те пулассине правительство йышӑнӗ. «Вӑл та, ку та вариант пуласси пирки ыйтаҫҫӗ – профессионал сообществӑран та, фармацевтика сообществинчен те. Ҫакна правительство йышӑнӗ», - тенӗ РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Михаил Мурашко. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() omskpress.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре пиллӗкмӗш кун ӗнтӗ кӑшӑлвирусран ҫынсем вилеҫҫӗ. Ӗнер виҫӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ, паян – иккӗшӗн. Ҫапла вилнисен йышӗ 126-а ҫитнӗ. Ку таранччен 9495 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 7918-шӗ сывалнӑ. Пӗр талӑкра 58 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ. Чирлекенсен йышӗ 57 ҫын пулнӑ. Паянхи кун тӗлне пульницӑсенче тата килте 1451 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,16-па танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |