Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑваш чӗлхи

Паян Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Чӑваш Республикинчи ӗҫ тӑвакан влаҫӑн чӑваш чӗлхине малалла аталантарас тата лайӑхлатса пырас ыйтусене татса памашкӑн пӗрле килӗштерсе ӗҫлемелли орган шутланакан пӗрлӗх Вӗренӳ министерствин лару пӳлӗмӗнче пухӑнчӗ.

Пурӗ икӗ ыйту пӑхса тухрӗҫ — комисси ҫумӗнчи орфографи ушкӑнӗ йышӑннӑ проекта пӑхса тухасси тата Шупашкар хулинчи тӗрлӗ палӑксем ҫине икӗ чӗлхепе ҫырнисене тишкересси.

Чи хӗрӳ калаҫу пӗрремӗш ыйту ҫуратрӗ. Пӗрисене халиччен уйрӑм ҫырма сӗнекен сӑмахсене пӗрле ҫырма йышӑнни килӗшмерӗ, теприсене — 1990-мӗш ҫулсенче йышӑннӑ правилӑччен пӗрле ҫырма хӑнӑхнӑ сӑмахсене уйрӑм ҫырма сӗнни. Ҫавах та орфографи комиссийӗ йышӑннӑ проектӑн никӗсне чӗлхе комиссийӗн ытларах пайӗ ырлас терӗ. Комисси пайташӗсем тӑратнӑ сӗнӳсене те пӑхса тухрӗҫ, вӗсене ытларах пайӗпе йышӑнас терӗҫ: 75§ уйрӑмах тавлашу ҫуратакан тӗслӗхсене (утмӑл турат, чӑрӑш тӑрри) кӑларса пӑрахас терӗҫ (вӗсене мӗнле ҫырмаллине тӗплӗ тӗпчев туса йышӑнас терӗҫ); 73-мӗш параграфри 3-мӗш пунктри тӗслӗхсене улӑштарма йышӑнчӗҫ (ООН вырӑнне тахҫанах ПНО тесе ҫырма пуҫланӑ; ГИТИС вара ытла кивӗ тӗслӗх); 74-меш параграфӑн 5-мӗш пайӗнче дефиспа ҫырмалли татӑксен йышне -тӑк (-тӗк) кӗртме пулчӗҫ.

Малалла...

 

Республикӑра
Филипп Киркоров чӑваш кӗпишӗн хытах савӑннӑ
Филипп Киркоров чӑваш кӗпишӗн хытах савӑннӑ

Раҫҫей эстрадин ҫӑлтӑрӗсенчен пӗри, Раҫҫей халӑх артисчӗ Филипп Киркоров ӗнер чӑваш кӗпиллӗ пулса тӑнӑ. Унта чӑваш наци орнаменчӗпе юрӑҫ тата шоу ячӗсене ҫырса хунӑ. Филипп Киркоров портретне те вырнаҫтарнӑ.

Паллӑ юрӑҫа кӗпене республикӑн Элтеперӗ Михаил Игнатьев парнеленӗ.

Раҫҫей эстрадинче поп-патша тесе калакан юрӑҫ ӗнер Шупашкарта концерт лартнӑ. Унта Михаил Игнатьев ҫемйипех кайнӑ: мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа, ывӑлӗпе Иванпа, хӗрӗпе Марийӑпа. Артистпа вӗсем концерт пуҫланас умӗн калаҫнӑ. Элтепер эстрада ҫӑлтӑрне ӑшшӑн йышӑннӑ май Филипп Киркоров пултарулӑхне юратакансем республикӑра йышлӑн пулнине палӑртнӑ. Унтан вӑл ӑна чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑнтартнӑ. Парни тата шӑп та лӑп пулнӑ.

 

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

ЧНК пирки хыпар-хӑнар лартас пулсан яланах пӑтӑрмах сиксе тухать. Вӗсен ӗҫне ҫутатас тесе икӗ хутччен Президиум ларӑвне кайсаччӗ. Унта мӗн илтни-курни пирки хыпар ҫырнӑ хыҫҫӑн яланах нушаччӗ — Валерий Клементьев ЧНК ӗҫне сиен кӳме пултаракан информацие тӳрлетме е кӑларса пӑрахма сӗнетчӗ. Иккӗ пулнӑ хыҫҫӑн урӑх унта ҫул тытма пӑрахрӑм. Ара чи интереслӗ, чи кӑсӑклӑ информацие кӑларса пеме ыйтаҫҫӗ те… Хыпарне вулакана интереслӗ ҫырмасан кам ӑна вулатӑр?

Ак, ӗнер ман алла ҫитес Мӑн Канашӑн пухӑвӗн йыхрав хучӗ лекрӗ. Ӑна вырӑсла ҫырни мана чӑн та тӗлӗнтерчӗ. Ара, вӑл ларура, чӑваш чӗлхине епле малалла аталантармаллине сӳтсе явасшӑн-ҫке! Ӗҫе капла тума юраманнине, тем тесен те ЧНК-ра та пулин хут ӗҫне чӑвашла туса пымаллине кӑтартас тесе хыпара лартрӑм. Сиссех тӑтӑм ӗнтӗ, «конгресран ыран шӑнкӑравлаҫҫех», тесе. Чӑн та Валерий Клементьев шӑнкӑравларӗ.

ЧНК Президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗ мана хайхи, каллех, ҫак информацие илсе пеме ыйта пуҫларӗ. Эпӗ, имӗш, ЧНК ӗҫӗнче япӑххине кӑна куратӑп. Лайӑх ӗҫсене ҫутатмастӑп, япӑххисене кӑна.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ

Ялти тухтӑрсене ипотекӑпа пулӑшӗҫ тени, тен, тӗрӗсех те мар-тӑр-ха. Сӑмахӗ кунта, тӗпрен илсен, ипотекӑн процент ставкин пӗр пайне хысна шучӗпе саплаштарасси пирки.

Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ялти тухтӑрсене ҫӑмӑллӑх кӳрекен хушӑва алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫурт-йӗр хӑпартма е туянма тесе банкран илнӗ кивҫен укҫан процент ставкине бюджетран 4 процент саплаштарӗҫ. Кун пирки Михаил Игнатьев Элтепер Министрсен Кабинечӗн ӗнерхи ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Чӑваш Енри ялсенче медицинӑра тӑрӑшакансене пулӑшу кӳрессипе йышӑннӑ пур мерӑна та сыхласа хӑварнине палӑртнӑ Михаил Игнатьев.

«Врачсене социаллӑ пулӑшусемпе тивӗҫтерессине хамӑр ирӗкпе йышӑнтӑмӑр. Апла пулсан, малашне ялсенче пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗсемпе тивӗҫтересси кирлӗ пек шайра пулса пырассине иккӗленместпӗр», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ.

 

Персона
Виктор Ковалёв
Виктор Ковалёв

Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ аталану министр ҫумне Виктор Ковалёва лартнӑ. Кун пек йышӑнӑва паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ.

Виктор Ковалёв 1972 ҫулта ҫурални паллӑ. 2002 ҫулта вӑл Мускаври потребкооперацин университетне вӗренсе пӗтернӗ, унта «Юриспруденци» специальноҫа алла илнӗ. Ҫарта икӗ хутчен пулнӑ-мӗн — хӗсметре пурӗ 6 ҫул тӑнӑ.

Министр ҫумне ҫитнӗ ҫын ӗҫ биографине Етӗрнери МСОри автослесарьтен пуҫланӑ. Пушар хуралӗнче тӑрӑшнӑ, райпора буфетчикра тимленӗ, Етӗрнери психиатри пульницинче санитарта вӑй хунӑ. 1999 ҫулта вӑл Етӗрнери ӗҫлӗх службинче аслӑ инспекторта тӑрӑшма тытӑннӑ. 2011 ҫулта Виктор Ковалева центрӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннӑ, тепӗр ҫулхине тилхепенех тыттарнӑ.

Аса илтеретпӗр, ЧР ӗҫлев тата социаллӑ хӳтӗлев министрӗн унчченхи пӗрремӗш ҫумне Сергей Викторова пуш уйӑхӗнче арестленӗччӗ.

 

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
 

Республикӑра

Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑхӗн биотехнологипе агрономи факультетӗнче ӑс пухакан студентсем шӑматкунлӑха тухнӑ. Ҫапла майпа вӗсем тавралӑхри хӑтлӑх мӗнле пулни кашни ҫынран килнине кӑтартнӑ.

Студентсем ҫурт картишӗсенче пулнӑ, хӑтлӑха тӗрӗсленӗ, сӑн ӳкернӗ. Студентсем ҫӑпла майпа «Ачасем — пирӗн пуласлӑх» проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ.

Акци пулӑшнипе вӗсем халӑха тавралӑха хисеплеме, ӑна упрама вӗрентесшӗн. Ҫамрӑксем хӑйсен ӗҫне яваплӑ пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсем хӑтлӑх кӗртмелли объекта тӗплӗн пӑхса ҫаврӑннӑ. Малтанах студентсем Шупашкарти Мускав проспектӗнчи, Кривов тата Пирогов урамӗсенчм ача-пӑча лапамӗсене ҫӳп-ҫапран тасатма палӑртнӑ. Ӗҫ хӑвӑртрах пултӑр тесе вӗсем ушкӑнсем ҫине пайланнӑ. Лапама тирпейлесе пӗтерсен вӗсем наклейка ҫыпӑҫтарса хӑварнӑ. Ҫапла ку лаптӑка Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсем пуҫтарни паллӑ.

 

Хулара

Шупашкарти хӑш-пӗр суту-илӳ павильонне йӗркене пӑхӑнмасӑр вырнаҫтарнӑ. Ҫак кунсенче хула влаҫӗнче ӗҫлекенсем хулари павильонсене тӗрӗсленӗ.

Кӗҫех вӗсен тара илмелли срок тухать. Кун хыҫҫӑн вӗсене ишсе антарма пултараҫҫӗ. Нормӑпа килӗшӳллӗн, павильонӑн ҫул хӗрринчен 3 метртан кая мар аякра пулмалла. Йӗркене пӑсни ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗшӗн япӑх. Темӗнле водитель те пур-ҫке. Унашкаллисем вирхӗнсе кӗме те пултараҫҫӗ.

Павильонсен шӑпине хулари пурлӑх управленийӗнче татса парӗҫ. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, чылай тӗслӗхре вӗсене ҫулран шаларах куҫарма меллӗ мар. Кун пек чухне инженери коммуникацийӗсене те куҫармалла.

Тепӗр тесен, пӑлханса ӳкмеллех-ши? Ку ыйтӑва 2014 ҫултах ҫӗкленӗ. Анчах вӑл пӑчланнӑ.

 

Раҫҫейре

Иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуратакансене пирӗн ҫӗршывра амӑш укҫи панине пӗлетпӗр-ха. Вӑл тупрана ӑҫта-ӑҫта ярассине пӗчӗкшерӗн анлӑлатсах пыраҫҫӗ. Маларах ҫурт-йӗр туянма е тума, шкул пӗтерсен ачасене вӗрентме е пулас пенси валли хурса хӑварма кӑна юратчӗ пулсан халӗ ҫурт-йӗре юсама та тытма юрать.

Ҫывӑх вӑхӑтра амӑш укҫине газ плити, газ колонки, газ счетчикӗ илме те тӑкаклама ирӗк парас шанчӑк пур.

Амӑш укҫине пӳрте газ кӗртнӗ чух тытма юракан сӗнӳпе Иваново облаҫӗнчи депутатсем мускавсем патне тухнӑ.

Иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачана ҫуратсан паракан "кӗмӗле" ҫурт-йӗре юсанӑ чухне тӑкаклама юранине маларах каларӑмӑр-ха. Анчах уйрӑм ҫурта газификацилени ҫав шута кӗменнине кура амӑш укҫине вӑл тӗллевпе хальлӗхе усӑ курма май ҫук.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.garant.ru/news/731113/
 

Ял хуҫалӑхӗ
"Чӑваш бройлерӗнчи" чӑхсене ҫӑмӑл мар
"Чӑваш бройлерӗнчи" чӑхсене ҫӑмӑл мар

Шупашкар районӗнчи Тренкасси ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкне панкрута кӑларасшӑн. Кун пек тавӑҫпа республикӑн Арбитраж судне «Ваша марка» тулли мар яваплӑ общество тухнӑ.

Чӑн та, хапрӑкра ҫӑмӑл мар лару-тӑру пулнине унта ӗҫлекенсем те палӑртаҫҫӗ. Чӑх-чӗпе темиҫешер кун апатсӑр усрани те юлашки вӑхӑтра пулать-мӗн. Апатне илсе килсен те чун тухасран памалӑх кӑна ҫитни пирки калаҫаҫҫӗ.

«Чӑваш бройлерӗпе» ҫыхӑннӑ ӗҫсем, ӑнланнӑ тӑрӑх, Арбитраж судӗнче татах пур. Электроэнергишӗн кӑна хапрӑкӑн «Чувашская энергосбытовая компания» (чӑв. Чӑваш энергосбыт компанийӗ) обществӑна 2,5 миллион тенкӗ ытла тӳлемелле-мӗн. Ҫутӑпа тивӗҫтерекенсен ыйтӑвне суд ҫӗртмен 21-мӗшӗнче пӑхса тухмалла.

 

Страницӑсем: 1 ... 2537, 2538, 2539, 2540, 2541, 2542, 2543, 2544, 2545, 2546, [2547], 2548, 2549, 2550, 2551, 2552, 2553, 2554, 2555, 2556, 2557, ... 3745
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 15

2000
24
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...