Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Любовь Ананьева Сергей Димитриевпа тата Михаил Игнатьевпа
Любовь Ананьева Сергей Димитриевпа тата Михаил Игнатьевпа

Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ (ертӳҫи — Любовь Ананьева) «Социаллӑ пулӑшӑва чи лайӑх йӗркелени» ята илессишӗн ирттернӗ республикӑри конкурсра «Чи хӑтлӑ ҫурт» номинацире ҫӗнтернӗ.

Ӑмӑртӑва Социаллӑ ӗҫчен кунӗ тӗлне йӗркеленӗ. Ҫулсерен палӑртакан уяв ячӗпе республикӑра ирттернӗ пӗтӗмлетӳллӗ мероприятие Шупашкар районӗнчи социаллӑ ӗҫченсем те кайнӑ.

Халсӑррисене пулӑшакансене саламлама республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне ӗҫлев тата социаллӑ аталану министрӗ Сергей Димитриев та пулнӑ. Тӳре-шарасенчен республикӑн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Николай Малов та пулнӑ. Социаллӑ ӗҫченсене вӗсем саламланисӗр пуҫне тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе тата Тав хучӗсемпе чысланӑ.

 

Ҫурт-йӗр
Андрей Кулагин депутат (сылтӑмри)
Андрей Кулагин депутат (сылтӑмри)

Шупашкарти Кӑкшӑм микрорайонти лару-тӑру пирки эпир маларах ҫырнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, унти засыпушкӑсене тата кермен пек ҫуртсене чылайӑшӗ нимӗнле ирӗк илмесӗрех хӑпартса лартнӑ. Кайран ҫав тӑрӑхра нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр тума тытӑнсан вӑл тӑрӑхри засыпушкӑсене теприсем йӳнӗ хакпа васкаса туянни пирки те калаҫаҫҫӗ. Хваттере тӳлевсӗр кӗрсе ӳкес ӗмӗтлӗ ҫынсем — политика вӑййинче те меллӗ... (шашка ваййинчи кӳлепесенчен пӗрин ячӗпе каласшӑнччӗ те, кӳрентернӗн туйӑнӗ) этемсем.

Нумаях пулмасть ҫавсем Чӑваш Ен парламенчӗн депутачӗ Андрей Кулагин ертсе пынипе Мускавра пулнӑ. Шупашкартан тухса кайма йывӑр пулнӑ теҫҫӗ: автобус та ваннӑ, билет сутакан кассӑсем те хупӑ тӑнӑ имӗш. Ҫапах та ҫынсем Мускава кайнӑ, РФ Президенчӗн йышӑну пӳлӗмӗ умне Шупашкарта пурӑнакан 50 ҫын ҫитсе тӑнӑ. Унта вӗсем Кӑкшӑм микрорайонта нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр хӑпартакан пирки тата вырӑнти тӳре-шара пирки ҫӑхавланӑ.

 

Тӗнчере
Факеллӑ ҫынсем Вӑрнар районӗнче
Факеллӑ ҫынсем Вӑрнар районӗнче

Ҫак кунсенче пирӗн республикӑри харӑсах темиҫе районпа факеллӑ ҫынсем чупса иртнӗ.

Эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ҫавсем Вӑрнар районӗнче пулнӑ. Унта вӗсем Элӗк районӗнчен пырса кӗнӗ, кайран Йӗпреҫ енне тухса кайнӑ.

Факел йӑтнӑ ҫынсем — «Тӗнче чупӑвӗ – 2016» Пӗтӗм тӗнчери мир, туслӑх, ӑнланулӑх эстафетине хутшӑнакансем. Унта хутшӑнас текенсен спортсмен пулни кирлӗ мар, ҫулне те пӑхмаҫҫӗ. Ҫунакан факела темиҫе метр та пулин йӑтса утмалла е алӑра тытса тӑрсан та ҫителӗклӗ теҫҫӗ.

Кӑҫалхи чупу вӑхӑтӗнче пирӗн ҫӗршывра кӑна 19 пине яхӑн километр ҫӗнмелле. Старта Владивосток, Севастополь, Пермь тата Мускав хулисенче палӑртса хунӑ. Раҫҫей команди Казахстанри, Монголинчи, Беларуҫри, Китайри тата Финлянди чиккинче Европӑри интернационаллӑ ушкӑнпа тӗл пулмалла.

Мероприяти Ӗпхӳ хулинче, Европӑпа Ази чикӗленнӗ вырӑнта, хупӑнӗ. Унта Хӗвеланӑҫпа Хӗвелтухӑҫ пӗрлешӗҫ.

 

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Ҫимӗк чӑннипех те пысӑк уяв. Ҫак кун мунчара ҫӗнӗ милӗкпе ҫапӑнма, 77 тӗслӗ курӑкпа ҫӑвӑнма хушаҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӑрӑхра ку йӑла манӑҫа тухман — курӑк татса сиплӗ шыв хатӗрлеҫҫӗ, ҫӗнӗ милӗк хуҫма вӑрмана каяҫҫӗ.

Ҫимӗк умӗн ҫӑва ҫине кайса ваттисене асӑнаҫҫӗ. Ҫак кун масар ҫине халӑх лӑк тулли пухӑнать. Анчах хӑш-пӗр тӑрӑхра масар ҫинче вилнисене асӑнасси уява ҫаврӑннӑн туйӑнать. Эрех кӳпса лартма килнӗнех туйӑнать. Сӑмахӑм — тури районсем пирки (тен, хӑш-пӗр тӑрӑхра унашкал мар, пуриншӗн те каламастӑп). Пирӗн ҫӑва ҫине эрехсӗр каякан ҫын та ҫук пулӗ. Вилене те «ҫуттисӗр» пытармаҫҫӗ. Анатри районта, Патӑрьел тӑрӑхӗнче, пулнӑччӗ. Ҫынна пытарсан унта никам та эрех сӗнмест. Асӑнма сӗтел хушшине ларсан та эрех-сӑра лартмаҫҫӗ. Пирӗн патра урӑхларах — сӗтел ҫинче эрех пулмалла. Ӑна хӑнасене те ӗҫтереҫҫӗ, вилнӗ ҫынна асӑнса ятарлӑ савӑта ярса пыраҫҫӗ. Ӑна кайран пахчана тухса параҫҫӗ. Тӗлӗнмелле: тури тата анатри районсене темиҫе ҫухрӑм ҫеҫ уйӑрса тӑрать, йӑла вара пачах расна.

Хӑш-пӗр ҫын хӑйне масар ҫинче килӗшӳсӗр тытать.

Малалла...

 

Республикӑра

Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Чӑваш Ен шайӗнче йышӑннӑ саккунсенчен пӗринче ӗҫлекен педагогсене ветеран пулнишӗн хушса тӳлеме пӑрахтарма палӑртнине вӗрентекенсем савӑнса йышӑнманччӗ-ха.

Хальхи хаксемпе пӑхсан, укҫи пысӑках та мар пулӗ те (1082 тенкӗ тепӗр ҫынна пӗрре лавккана кӗрсе каҫхи апат валли ҫимӗҫ туянма та ҫитмест-тӗр. Анчах пысӑк мар шалуллисене пин тенкӗ мар, ҫӗр тенкӗ катӑлни те сисӗнет), анчах тивӗҫлӗ канурине пӑхмасӑрах ӗҫлекенсем вӑл тупра катӑлса юлнишӗн кӑмӑлсӑрланчӗҫ. Шупашкарта пурӑнакан хӑюллӑ педагог-пенсионер тата профсоюз лидерӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса судах ҫитнӗ.

Унччен маларах республика прокуратури те ку саккуна ырламанине республика парламенчӗн депутачӗсене асӑрхаттарнӑ. Анчах унта тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнманнине кура надзор органӗ судах ҫитнӗ. Халӗ ку ыйтупа йышӑну кӑларнӑ. Унта ӗҫлекен пенсионерсене тӳлевӗсене катса юлни федераци саккунӗпе килӗшсе тӑманни пирки каланӑ. Хальлӗхе ку йышӑну саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.

 

Республикӑра

Кӑҫал Республика кунне Шупашкарта тата Элӗк районӗнче ирттерӗҫ. Уяв ҫывхарса пырать. Элӗксем вара ӑна паллӑ тумашкӑн тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ.

Элӗк сӑн-сӑпачӗ улшӑнсах пырать. Унта кашни кун тенӗ пекех хӑтлӑх кӗртес енӗпе ӗҫлеҫҫӗ, тавралӑха тасатаҫҫӗ, тирпей-илем кӳреҫҫӗ.

Ку енӗпе районти организацисен ӗҫ коллективӗсем маттур. Шӑматкунлӑх ирттернӗ май ҫынсем урамсене тирпейлеҫҫӗ, парксене, ҫуртсен ҫывӑхне тасатаҫҫӗ, ҫын нумай ҫӳрекен вырӑнсене хитрелетеҫҫӗ.

Нумаях пулмасть этнопарк-музей ҫывӑхӗнче «Аликово 1694» тесе ҫырнӑ. Шел те, чӑвашла ҫырман ӑна. Тӑван чӗлхепе ҫырнӑ тӑк вӑл тата илемлӗрех курӑнӗччӗ.

 

Спорт

Ыран, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче, Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ старт илет. Унта ҫӗршыври паллӑ атлетсем хутшӑнӗҫ.

Олимп вӑййисен икӗ хут чемпионки Елена Исинбаева унта хутшӑнасси пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Спортсменка Шупашкара ҫитнӗ ӗнтӗ. Кун пирки вӑл хӑйӗн официаллӑ страницинче пӗлтернӗ.

Шӑчӑпа сикекен Елена Исинбаева ыран старта тухӗ. Ку, ахӑртнех, унӑн карьеринчи юлашки старт пулӗ. Чӑваш Енре иртекен ӑмӑртӑва тӗнче чемпионӗ, Раҫҫей спринтерӗ, Европӑн виҫӗ хут чемпионӗ Сергей Шубенков та хутшӑнать.

Сӑмах май, ҫӗртмен 17-мӗшӗнче ҫӑмӑл атлетикӑн пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацине дисквалификациленине вӑйрах хӑварнӑ. Ҫапла Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетсем пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусене хутшӑнаймӗҫ. Эппин, вӗсем Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене те каяймӗҫ. Ку ыйтӑва ҫӗртмен 21-мӗшӗнче пӑхса тухма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/34118
 

Апат-ҫимӗҫ

Ҫӗртме уйӑхӗнче, пӗтӗмӗшле илсен, пахча ҫимӗҫ хакӗ йӳнелнӗ. Анчах ҫӗрулми хакланнӑ. Кунсӑр пуҫне помидор, ҫӑмарта, кӑлпасси хакӗ хӑпарнӑ.

Хӑяр халӗ 10 тенкӗ йӳнӗрех тӑрать, панулми 2 тенкӗ йӳнелнӗ. Ҫӗрулми вара 3,5 тенкӗ хӑпарнӑ. Помидор вара тата ытларах хӑпарнӑ – вӑл унчченхинчен 21,5 тенкӗ хаклӑрах. Хаксем хӑпарни ҫӗршыври складсенче саппас пӗтнипе, импорт тавар илсе килнипе ҫыхӑннӑ.

Сӗт те 1 тенкӗ йӳнелнӗ. Хӑйма 3 тенкӗ, сыр 8 тенкӗ хӑпарнӑ. Ӗне какайӗ, чӑх ашӗ, тип ҫу, хура чей хакӗсем ҫавӑн пекех юлнӑ.

Ку уйӑхра хура тул хӑпарса пырать. Вӑл 3 тенкӗ хӑпарнӑ. Шӑнтнӑ пулӑ 2,5 тенкӗ хӑпарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/34097
 

Пӑтӑрмахсем

Халӗ тӗнче тетелӗнче ултамалли темӗн тӗрлӗ мел те шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан икӗ ҫын та вӗсен аллине ҫакланнӑ.

Ултавҫӑсем халӑх тетелӗнчи аккунта ҫӗмӗрнӗ. Ҫавна пула 23-ри каччӑ шар курнӑ. Вӑл ултавҫӑсенчен хур курнине полицие пӗлтернӗ. Каччӑ каланӑ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче халӑх тетелӗнче ун патне аслӑ шкулта пӗрле вӗреннӗ хӗр ҫыру ҫырнӑ.

Ҫакскер каччӑран 9 пин тенкӗ кивҫен ыйтнӑ. Анчах лешӗн ун чухлӗ укҫа пулман, 1800 тенкӗ ҫеҫ куҫарса панӑ. Ҫакскер пӗрле вӗреннӗ хӗр пулманнине кайран тин пӗлнӗ вӑл. Лешӗн йӑлтах йӗркеллӗ-мӗн. Халӑх тетелӗнчи унӑн страницине ҫӗмӗрсе кӗнӗ иккен.

Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫакнашкал тӗслӗх татах пулнӑ. Ун чухне 38 ҫулти хӗрарӑм ҫакланнӑ. Хӗрарӑм ултавҫӑсене счечӗ ҫине 25 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/34112
 

Республикӑра

Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫӑкӑр пӗҫерекенсен конкурсӗ иртнӗ. Конкурсра ҫичӗ ӑста ӑмӑртнӑ.

Конкурса «Петровский» ҫӑкӑр комбиначӗн, «Шупашкарти ҫӑкӑр пӗҫерекен 2-мӗш савут», «Сӗнтӗр-Ҫӑкӑр», Комсомольскинчи «Ҫӑкӑр савучӗ», Ҫӗрпӳ райповӗн «Пӗремӗк» савут, «Йӗпреҫри ҫӑкӑр савучӗ», «Шупашкарти элеватор» савут ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.

Кашни конкурсҫа 5 килограмм чуста панӑ. Унран ҫӑкӑр тата булка таврашӗ пӗҫермелле пулнӑ. Ҫӑкӑр пӗҫерекенсен хушшинче чи маттурри «Сӗнтӗр-Ҫӑкӑр» савутра ӗҫлекен Зоя Амосова пулнӑ. Ӑна 5 пин тенкӗлӗх сертификат, мультиварка, 12 килограмм шурӑ ҫӑнӑх парнеленӗ.

Ыттисене те парнесӗр яман. Тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ вӗсене. Вӗсене 3 пин тенкӗлӗх сертификат (унпа йӑла техники туянма пултарӗҫ), 12 килограмм ҫӑнӑх панӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2529, 2530, 2531, 2532, 2533, 2534, 2535, 2536, 2537, 2538, [2539], 2540, 2541, 2542, 2543, 2544, 2545, 2546, 2547, 2548, 2549, ... 3745
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 15

2000
24
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...