Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Шупашкарта мобильлӗ вулавӑшсене тахҫанах вырнаҫтарма тытӑннӑ. Халӗ тепӗр ҫакнашкал вулавӑш ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл кӳлмекре вырнаҫнӑ.

Вулавӑша ҫак кунсенче уҫнӑ. Унта тӗнче классики пур ӳсӗмрисем валли те пур. Кӗнекесене телефон ҫине ӳҫласа илес тесен QR-кодсене вулакан программа лартмалла. Телефонран 3G е Wi-Fi-па усӑ курса тӗнче тетелне кӗме пулать тӗк ҫеҫ.

Ахаль кӗнекесене те вулама пулать унта. «Буккроссинг» акципе килӗшӳллӗн, кашни енче ятарлӑ ҫӳлӗксем вырнаҫтарнӑ. Кӗнекесемпе ылмашӑнма май пур.

Вулавӑш ҫӳлӗкне кашниех пуянлатма пултарать. Килте ахаль выртакан кӗнекесене йӑтса килмелле ҫеҫ. Вӗсемпе ыттисем паллашӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/34105
 

Республикӑра
Куславккари налукҫӑсем налук аван пухаҫҫӗ
Куславккари налукҫӑсем налук аван пухаҫҫӗ

Федерацин налук службин республикӑри управленийӗ экономика ӑмӑртӑвӗн кӑтартӑвне палӑртма инспекцисем хушшинче кашни кварталта пӗрре ӑмӑрту ирттерессине йӑлана кӗртсе янӑ. Хальхинче управлени пӗрремӗш квартала пӗтӗмлетнӗ.

Ку хутӗнче Чӑваш Енри инспекцисенчен куславккасене ҫитекенни пулман. Унти 7-мӗш номерлӗ инспекци пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Маттур налукҫӑсене Федерацин налук службин республикӑри управленийӗн коллегийӗн нумаях пулмасть иртнӗ анлӑ ларӑвӗнче дипломпа чысланӑ.

Сӑмах май каласан, налукҫӑсен ӗҫне управлени налук пухассин шайра пулса пынине, тӗрӗслев ӗҫӗн пахалӑхне, парӑма чакарнине, налук тӳлекенсемпе ӗҫленине, ӗҫ дисциплинине тата ытти хӑш-пӗр критерие кура хаклать.

 

Республикӑра

Канаш район администрацийӗ Ҫамрӑксен правительстви валли кандидатсенчен заявленисем малалла йышӑнассине пӗлтернӗ. Тивӗҫлӗ кандидатсем тесе шутлаканнисем пирки хутсене предприяти-организацисенчен, учрежденисенчен, общество пӗрлешӗвӗсенчен, 18—35 ҫулсенчисен ҫамрӑксенчен хӑйсенчен те йышӑнаҫҫӗ. Ҫамрӑксен правительствине лекес текенсен Канаш районӗнче ӗҫлесе пурӑнни кирлӗ.

Ҫамрӑксен правительстви район администрацийӗшӗн консультаципе канашлу органӗ шутланать. Унӑн пайташӗсене укҫа тӳлемеҫҫӗ.

Анкетӑсене ҫитес уйӑхӑн 6-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ. Хутсене Канаш район администрацийӗнчи 32-мӗш пӳлӗме пырса памалла. Вӗсене вӗренӳ управленийӗн тӗп специалист-эксперчӗ Алина Клементьева йышӑнать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 8 (83533) 2-15-49.

 

Культура
«Пилеш» ансамбль ачисем
«Пилеш» ансамбль ачисем

Телекурав конкурсӗ «Мехел» 10 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Концерта «Раҫҫей 1» каналпа ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 9 сехет ҫурӑра кӑтартрӗҫ. Хальхинче ачасем мала тухассишӗн тупӑшман — уяв концертӗнче сцена ҫине унччен ҫӗнтернӗ маттурсем тухнӑ.

Шупашкарти «Ровесник» культура ҫуртӗнчи «Пилеш» ансамбле концерта уҫма шаннӑ. Унта ачасем «Ӑҫта-ши шур акӑшсем?» юрӑпа тухнӑ.

Ку ансамбле Наталья Васильева ертсе пырать. Наталья Витальевна ачасене халӑх пултарулӑхӗпе паллаштарать, юрри-ташши, йӑли-йӗрки ҫинчен каласа кӑтартать. Ун патне ҫӳрекен хӗрачасемпе арҫын ачасем чӑваш культурипе чӑннипех кӑсӑкланаҫҫӗ теме юрать.

Наталья Васильева — «Уяв» фольклор ансамблӗн солистчӗ, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗнче юрлать.

 

Культура
«Акация» культура ҫуртӗнчи ташӑ каҫӗ
«Акация» культура ҫуртӗнчи ташӑ каҫӗ

Ҫӗнӗ Лапсарта вырнаҫнӑ «Акация» культура керменӗнче ватӑсем валли ташӑ каҫӗсем йӗркелеҫҫӗ. Кунӗсем тесен тӗрӗсрех пуль-ха. Ватӑ ҫынсем валли кун пек канӑва культура ӗҫченӗсем кӑнтӑрлах йӗркелеҫҫӗ.

Ӗнер те, ав, унта иртенпех юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ. Ташламашкӑн кӗҫнерникунсерен май туса панине хӑнӑхса ҫитнӗ (ку мероприятие йӗркелеме тытӑнни виҫӗ уйӑх иккен) ватӑсем Культура керменне хаваспах пухӑннӑ. Виҫӗ уйӑхра вӗсем пӗрне-пӗри аван пӗлсе ҫитнӗ, паллашма та ӗлкӗрнӗ. Юрӑ-ҫемме илсен, тивӗҫлӗ канури хастарсем иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80-мӗш ҫулӗсенчи музыкӑна кӑмӑллани сисӗнет.

Кинеми-мучисем валли ташӑ каҫне йӗркелеме пулӑшаканни — Шупашкарти Ленин район администарцийӗн общество канашӗн пайташӗ Роман Каляев.

Ӗнерхи программӑна Наталья Покровская хутшӑннӑ. Вӑл юрланӑ та, хӑй ҫыракан сӑвӑсене те вуланӑ.

 

Тӗн

Шупашкара асапланнӑ ҫветтуйӑн тата сиплевҫӗн Пантелеимонӑн турӑшне илсе килӗҫ. Кунта вӑл 4 кун пулӗ.

Турӑша регионсен хушшинче иртекен «Сӑмах савӑнӑҫӗ» канашлупа килӗшӳллӗн илсе килӗҫ. Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Варнава пилленипе турӑш Шупашкарти Арҫынсен Ҫвӗттуй Троица мӑнастирӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 25-27-мӗшӗсенче пулӗ.

Регионсен хушшинче иртекен «Сӑмах савӑнӑҫӗ» курав ЧР Наци вулавӑшӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Ку – Вырӑс православи чиркӗвӗн Издательство канашӗн проекчӗ. Курав канмалли кунсенче те, уявра та ӗҫлӗ. Унта кашнинех хапӑл тусах кӗтеҫҫӗ.

Сӑмах май, Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнче Ҫветтуй Пантелеимон ячӗпе чиркӳ ҫӗклеме тытӑннӑ.

 

Вӗренӳ

Математика тата вырӑс чӗлхи предмечӗсемпе ППЭ мӗнле тытни паллӑ. Чӑваш Енре пурӑнакан пур ҫамрӑк та вӗсене ӑнӑҫлах тытайман.

Математика предмечӗсемпе яш-хӗре йывӑртарах килнӗ. База шайӗнчине Шупашкарта 1862 ҫамрӑк тытнӑ. Вӗсенчен 51-шӗ аттестат илмешкӗн кирлӗ чухлӗ балл пухайман. Ку экзамена 100 баллӑ шкалапа шутламаҫҫӗ. Вӑтам кӑтарту Чӑваш Республикинче 4,22-пе танлашнӑ.

Вырӑс чӗлхипе Шупашкарта 2261 яш-хӗр ППЭ тытнӑ. 10 ҫын чи сахал бала та пухайман. Вӗсене халӗ аттестат параймӗҫ. Сӑмах май, Шупашкарта кӑҫал 2283 ҫамрӑк Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене тытнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/34058
 

Раҫҫейре

Питӗрте пӗтӗм тӗнчери экономика канашлӑвӗ иртет. Унта, сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.

Канашлура Раҫҫейри субъектсенчи инвестици климачӗн Наци танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Пирӗн республика списокра малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Юлашки даннӑйсене ӗненес-тӗк, Чӑваш Ен Наци танлаштарӑмӗнче 9-мӗш вырӑнтан 6-мӗшне куҫнӑ. Малтисен йышне ҫавӑн пекех Тутарстан, Белгород, Калуга, Тӗмен, Владимир облаҫӗсем, Краснодар крайӗ, Ханты-Манси автономи округӗ, Мускав кӗнӗ.

Наци танлаштарӑмне виҫҫӗмӗш ҫул хатӗрлеҫҫӗ ӗнтӗ. Малтанах танлаштарӑмра Раҫҫейри 21 субъекта шута илнӗ. Кайран вӗсен йышне ӳстернӗ.

 

Раҫҫейре

Депутатсем РФ Патшалӑх Думине саккун проектне пӑхса тухма тӑратнӑ. Халӑх тарҫисем ҫуллахи шӑрӑх ҫанталӑкра ӗҫ кунне кӑштах кӗскетме сӗннӗ.

Депутатсен ушкӑнӗ шӑрӑх вӑхӑтра эрнере 35 сехет ӗҫлеме сӗнет. Апат вӑхӑчӗ вара, вӗсен шухӑшӗпе, 2 сехетрен сахал мар пулмалла. Пӗр сӑмахпа, ӗҫ кунне депутатсен ушкӑнӗ 7 сехет тума ыйтать.

Палӑртмалла: хӑш-пӗр ҫӗршывра, шӑрӑх ҫанталӑк тӑраканнисенче, сиестӑна саккунра йышӑннӑ. Ҫавӑнпах ӗҫ кунӗ те вӗҫленет вӗсен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/34061
 

Афиша

Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкара Раҫҫей эстрада юрӑҫи Сергей Лазарев килет. Ун чухне шӑпах «Атӑлҫи мисӗ» илемлӗх конкурсӗ иртет.

Сергей Лазарев каҫхи 6 сехет ҫурӑра концерт лартӗ. Ку «Контур» суту-илӳ комплексӗнче пулӗ. Аса илтерер: Сергей Лазарев темиҫе ҫул каялла Еврокуравра ҫӗнтернӗ.

«Атӑлҫи мисӗ» илемлӗх конкурса кашни ҫулах ирттереҫҫӗ. Кӑҫал унта пикесем килме тытӑннӑ ӗнтӗ. Хальхинче коронӑна ҫӗнсе илессишӗн Хусан, Тамбов, Ярославль, Сарӑту, Киров, Аҫтӑрхан, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗсем тупӑшӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе ҫав кунах, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, палӑртӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/34081
 

Страницӑсем: 1 ... 2530, 2531, 2532, 2533, 2534, 2535, 2536, 2537, 2538, 2539, [2540], 2541, 2542, 2543, 2544, 2545, 2546, 2547, 2548, 2549, 2550, ... 3745
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 15

2000
24
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...