Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Тӗнчере
Валерий Спиридонов
Валерий Спиридонов

Валерий Спиридонов программист «Про Горд» портал корреспондентен каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, Германире ҫын пуҫне урӑх пациента лартас операци тума хатӗрленеҫҫӗ.

Ку тӗнчере пӗрремӗш операци пулӗ. Ӑна 2017 ҫул вӗҫӗнче тума палӑртнӑ. Кун валли темиҫе миллион укҫа кирлӗ. Мӗншӗн Германире ирттереҫҫӗ? Унта медицина технологийӗн шайӗ лайӑх. Хӑрушӑ эксперимента Владимир хулинчи ҫын та хутшӑнасшӑн.

Сӑнава ирттемешкӗн укҫа пухса ҫитереймен-ха. Владимир арҫыннишӗн кам пӗрремӗш пациент пулни — вырӑс-и, Китай ҫынни-и — пӗлтерӗшлӗ мар.

Валерий Спиридонов, Владимирта пурӑнаканскер, Вердинг синдромӗпе аптӑрать. Вӑл кӳмепе ҫӳрет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/33875
 

Чӑвашлӑх

Мускав облаҫӗнчи информаци политикин управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей кунӗнче Коломенск районӗнче наци туйӗсен фестивалӗ иртет. Ӑна «Пӗр ҫӗршыв — пӗр ҫемье» ятпа йӗркелеҫҫӗ.

Ведомствӑра каланӑ тӑрӑх, уяв программи пуян. Унта мӑшӑрсен дефиле кӑтартмалла, наци туйӗсен йӑли-йӗркипе, апат-ҫимӗҫӗпе паллаштармалла. Ҫавӑн пекех ачасемпе аслисем валли интерактивлӑ программа, ташӑ флешмобӗ хатӗрленӗ, спорт аттракционӗсем ӗҫлӗҫ.

Мероприятие Пушкӑртстан, Дагестан, Кабарда-Балкар, Калмӑк Республики, Коми, Мӑкшӑ, Тутар республикисем, Удмурт, Чечня, Чӑваш республикисем хутшӑнӗҫ.

Фестиваль кӑнтӑрла пуҫланать.

 

Республикӑра

Тӑвай район администрацийӗн социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхне тата унӑн пӗлӗшне ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫа сӑптӑрнӑшӑн айӑпласшӑн. «Тӑвай пики» илемлӗх конкурсне кӗмешкӗн билетсене укҫалла сутнӑ-мӗн вӗсем.

Следстви версийӗ тӑрӑх, 2013–2015 ҫулсенче пай пуҫлӑхӗ культура учрежденийӗн директорне билет хатӗрлеме, вӗсене 100 тата 150 тенкӗпе сутма хушу панӑ. Ҫапла ҫулсерен иртекен илемлӗх конкурсне ҫынсем укҫа тӳлесе кӗнӗ. Ҫак тапхӑрта пӗтӗмпе 110 пин тенкӗ услам тунӑ. Укҫине вара пӗтӗмпех хӑйӗн кӗсьине чикнӗ.

Кунсӑр пуҫне 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче чиновница хушнипе муниципалитет учрежденине унӑн пӗлӗшне ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Арҫын ӗҫ вырӑнне килмесӗрех ӗҫ укҫи илнӗ. Хайхискерсем укҫа-тенке хӑйсем хушшинче пайланӑ. Ҫапла вӗсем Тӑвай районӗн хыснине 57 пин тенкӗ ытла тӑкак кӳнӗ.

Сӑмах май, суд чиновницӑн банк картти ҫинчи 20 пин тенке тата пӗлӗшӗн урапине арестленӗ.

 

Чӑваш чӗлхи
Чӑвашла этикеткӑн тӗслӗхӗ
Чӑвашла этикеткӑн тӗслӗхӗ

Чӑваш Республикинчи «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ ҫӗнӗ пуҫарупа тухнӑ. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫисем йыхрав ҫырӑвӗсене вырӑсла салатнӑ вӑхӑтра вӗсем пысӑк предприятисене хӑйсен этикеткисене вырӑсла ҫырнисӗр пуҫне чӑвашла та хушма сӗннӗ.

«Ирӗклӗх» хастарӗсем этикеткӑсемпе упаковкӑри информацие чӑвашла хушма сӗннӗ — составне, калӑпӑшне, кӑларнӑ куна, юрӑхлӑх тапхӑрне, упрамалли условине, усӑ курмалли майсене тата ытти информацие.

Малтанласа ҫырӑва ҫӑмӑл тата апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗн предприятисене ярса панӑ. Вӗсен йышне республика шайӗнче кӑна мар, тулашра та палӑраканнисем кӗртнӗ — «АККонд» акционерсен обществи, «Букет Чувашии» сӑра вӗретекен фирма, «ЮРМА» агрохолдинг, макаронпа кондитер таварӗ кӑларакан «Вавилон» фирма, Шупашкар аш-какай комбиначӗ, «Кӗрӗк» АХО, «Кайсаров и ОВАС» ҫӗвӗ хапрӑкӗ тата ыттисем.

Хӑйӗн ҫырӑвӗнче «Ирӗклӗх» чӑвашла ҫырни Раҫҫей Федерацийӗн тата республикӑн хальхи саккунӗсене пӑсманнине палӑртнӑ. ГОСТсем (сӑмахран, 51074-2003) те ҫакна хирӗҫ маррине те кӑтартнӑ.

 

Персона
Игорь Калиниченкӑпа Михаил Игнатьев
Игорь Калиниченкӑпа Михаил Игнатьев

Ҫӗнӗ Шупашкар хулине ертсе пыма шаннӑ Игорь Калиниченко унти тӳре-шараран хӑшӗ-пӗринпе сывпуллашасшӑн курӑнать. Ҫак шухӑша вӑл республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа паян тӗл пулнӑ чухне палӑртнӑ.

«Шанӑҫа тӳрре кӑлармалла, тухӑҫлӑ ӗҫлемелле, тивӗҫлӗ кӑтартусемпе палӑрмалла», — тенӗ Михаил Игнатьев. Элтепер Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич ҫӗнӗ ертӳҫӗне хулара пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеме вӑй-хал суннӑ, халӑхпа тӑтӑшах тӗл пулмаллине, хумхантаракан ыйтусене вӑхӑтра татса памаллине каланӑ. «Ҫакӑн пек ӗҫлесе пырсан тин йӑнӑшсем тӑвассинчен хӑтӑлма пулать», — тенӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Калиниченко ҫивӗч ыйтусене татса парассипе яваплӑха туйса ӗҫлеме шантарнӑ.

 

Культура

Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Шупашкарта "Открой рот" (чӑв. Ҫӑварна уҫ) ятпа сасӑпа вулакансен Раҫҫей чемпионачӗ иртет.

Кун пек ӑмӑртӑва хутшӑнма йывӑр мар тесе ӗнентереҫҫӗ. Унта лекме кӑмӑл тунисен чемпионат йӗркелӳҫисем малтанах суйласа илнӗ кӗнекесенчи сыпӑксене вуламалла. Илемлӗ вулама пӗлнипе пӗлсех кайманнине тӳресем хаклӗҫ. Суйлав турӗнче ҫӗнтернине самай сумлӑ парнепе хавхалантарма шантараҫҫӗ. Кайран ҫав ҫын ҫурма финал конференцине хутшӑнӗ. Унта та хӑйне кӑтартма пултарсан финалти чемпионатра сасӑпа кӗнеке вулӗ. Петӗмлетӳ Мускавра, ҫулталӑк вӗҫӗнче, иртмелле.

Хальхи, ҫӗртмен 17-мӗшӗнчи, конкурс Чӑваш наци вулавӑшӗнче 18 сехетре пуҫланать. Унта хутшӑнас кӑмӑллисен 18 ҫултан аслӑрах пулмалла.

 

Чӑваш чӗлхи

Республика кунӗ умӗн, ҫӗртмен 23-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн Мӑн канашӗ черетлӗ лару ирттерме палӑртать. Унта пурӗ виҫӗ ыйту пӑхса тухмалла — «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккун епле пурнӑҫланса пынине тишкерни; ЧНК Президиумӗ туса ирттернӗ ӗҫсене пӑхса тухни тата ЧНК Президиумӗн йышне улшӑнусем кӗртессине.

Мӑн Канаш пайташӗсене пухнӑ май ЧНК вӗсене ҫыру валеҫсе панӑ. Пирӗн алла лекнӗ копине ӗненес пулсан ӑна вӗсем вырӑсла хатӗрленӗ.

Ларура чӑваш чӗлхи пирки калаҫма планланине шута илсен тӑван чӗлхешӗн чӑннипе ҫунакан ҫынсем ҫакна ӑнланма пултарайманни пирки пӗлтерчӗҫ. Общество организацийӗн адресне вырӑсла тата акӑлчанла ҫеҫ ҫырса чӑвашла варианта кӗртменнине асӑрхакансем те пулчӗҫ.

 

Хулара
«Савӑнмашкӑн сӑлтав пур» тесе ҫырни те Элтепере савӑнтарайман
«Савӑнмашкӑн сӑлтав пур» тесе ҫырни те Элтепере савӑнтарайман

Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн тӗп хулинчи пысӑк пӗлтерӗшлӗ объектсене тунипе паллашнӑ чух кӳлмекре те пулнӑ. Ҫула май вӑл унти суту-илӳ точкисем мӗн сӗннипе кӑсӑкланнӑ. Элтепере хамӑр патра, Чӑвашра, туса кӑларакан апат-ҫимӗҫ кӑсӑклантарнӑ. Хӑш-пӗр точкӑра пирӗн патрисем е пачах та пулман, е мӗнпур ассортиментӑн 10–15 процентне кӑна йышӑннӑ.

Уйӑх каялла та Михаил Игнатьев Атӑл хӗрринчи суту-илӳ точкисене пӑхса ҫаврӑннӑччӗ-ха.

«Патриотизм тата Тӑван ҫӗршыва юратни пирки эпир нумай калаҫатпӑр. Анчах кӳлмек хӗрринчи пӗр суту-илӳ точкинче те эпӗ чӑвашри ӗҫмелли шыва курмарӑм, сентре ҫинче Чӑваш Енри тавар туса илекенсен ҫимӗҫӗ ҫук», — тӗлӗннӗ Элтепер.

«Хула ҫыннисемпе хӑнасем уҫӑлса ҫӳреме кӑмӑллакан вырӑнта урӑх регионсенчи шыва сутни» Михаил Игнатьева хытах пӑшӑрхантарнӑ май ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи канашлура та вӑл темӑна хускатнӑ. Ку ыйтӑва тӗрӗслесе тӑма хула пуҫлӑхӗсене тата экономика министрне хушнӑ. Каярах лешсем йӗркеленине ӗнентернӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӗсен мӗншӗн апла маррине ӑнлантарса пама тивӗ.

 

Вӗренӳ

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, математика предмечӗпе профиль шайӗнче ППЭ тытнӑ. Ку экзаменран та ҫӑмрӑксене кӑларса янӑ тӗслӗх пулнӑ.

Аслӑ шкула кӗмешкӗн ҫеҫ кирлӗ тӗк яш-хӗр математикӑна профиль шайӗнче тытнӑ. Пӗтӗмпе пӗлӗвне 4,2 пин ҫын тӗрӗсленӗ.

Республикӑра 31 пункт ӗҫленӗ, вӗсенче 1,6 йӗркелӳҫӗ ӗҫленӗ. Экзамен хальхинче те пӑтӑрмахсӑр иртмен. Шпаргалкӑпа тата кӗсье телефонӗпе усӑ курнӑшӑн 5 ҫынна аудиторирен кӑларса янӑ.

Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре экзамен вӑхӑтӗнче 57 ҫынна аудиторирен кӑларса янӑ. 44-шӗ — 9-мӗш класран вӗренсе тухакансем, 13-шӗ — 11-мӗш класс пӗтернисем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/33824
 

Республикӑра

Чӑваш Енре Республика кунне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл Шупашкарта тата Элӗк районӗнче иртӗ.

Элӗк районӗ валли уява ирттермешкӗн 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах ку ҫитмест ахӑртнех — район администрацийӗн сайтӗнче спонсорсенчен, ырӑ чунлӑ ҫынсенчен пулӑшу кӗтни пирки пӗлтернӗ.

«Чӑвашсем каланӑ тӑрӑх, ырӑ ӗҫ туса ывӑнма ҫук. Йӗркелӳ комитечӗн Республика кунӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене хатӗрленнӗ ҫӗре хутшӑнма чӗнет».

Паллах, пулӑшу ыйтма чаракан саккун ҫук. Ҫавӑнпа элӗксем халӑх пулӑшӑвне кӗтеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/33842
 

Страницӑсем: 1 ... 2538, 2539, 2540, 2541, 2542, 2543, 2544, 2545, 2546, 2547, [2548], 2549, 2550, 2551, 2552, 2553, 2554, 2555, 2556, 2557, 2558, ... 3745
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 15

2000
24
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...