Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсем

Республикӑра
tula.mk.ru сайтри сӑн
tula.mk.ru сайтри сӑн

Патӑрьел районӗнчи Туҫа ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ арҫынна суд тунӑ. Ӑна 100 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

Суд палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 2015 ҫулта Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче пурӑнакан пӗлӗшне 0,35 гектар ҫӗр ҫинче хушма хуҫалӑх йӗркелеме ирӗк паракан суя документсем тыттарнӑ. Унччен вара ҫак лаптӑка никама та паман.

Кун хыҫҫӑн пӗлӗшӗ ҫӗре харпӑрлӑха илнӗ. Кадастр хакӗ – 145 565 тенкӗ. Унпа вӑл хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ.

 

Хулара
/t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ
/t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта ыркӑмӑллӑх шкапӗ пур. Ӑна хулари МНТК пульницӑна хирӗҫ вырнаҫтарса хунӑ. Унта ҫынсем хӑйсен япалисене пырса хума пултараҫҫӗ, теприсем ҫав япаласене илсе каяйраҫҫӗ.

Тепӗр чухне хитре япаласемех юрӑхсӑра тухаҫҫӗ: е пӗчӗкленсе кайнӑран, е ун пеккине тек тӑхӑнас килменрен. Ҫӳп-ҫап контейнерне тухса перес вырӑнне ун пек япаласене ыркӑмӑллӑх шкапне кайса хума май пур.

Телеграмри каналсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, ун пеке шкапсем ытти вырӑнта та уплсан аван. Япалана хурса хӑварассишӗнех хулан пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне пурин те ҫӳрес килмест-ҫке. Ҫывӑхрах пулсан такам та кайса парӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pro_cheby/8735
 

Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Галина Антонован «Ҫил ҫинчи турат» кӗнеке хӑтлавне ирттерӗҫ. Кун пирки ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Хӑтлав 16 сехетре пуҫланӗ. «Пурне те хапӑл туса кӗтетӗп», — тесе ҫырнӑ автор.

Аса илтерер: Галина Алексеевна Вӑрнар районӗнчи Витӗртухан Ялтӑра (Аҫӑм-Ҫырми) ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Республикӑри хаҫатсенче чылай ҫул ӗҫленӗ, 2006 ҫултанпа Чӑваш кӗнеке издательствинче вӑй хурать. Маларах унӑн «Хамӑркка», «Чӑваш», «Его звали Чуваш», «Курак тӑманӗ», «Мӑшӑр ҫунат», «Хутлӑ-хутлӑ хут кермен. Волшебный дворец», «Ҫураҫми кӳршӗсем. Недружные соседи» кӗнекисем пичетленсе тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall359834827_251
 

Республикӑра

Шупашкарта пурӑнакан Анна Иванова паян, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 100 ҫул тултарать.

Вӑл Канаш районӗнчи Вӑрман Енӗш ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫичӗ класс вӗренсе пӗтерсен фермӑна ӗҫе вырнаҫнӑ. Анчах вӑрҫӑ пуҫлансан ӑна связистсен курсне вӗренме янӑ, кайран салтака илсе кайнӑ.

Вӑрҫӑран аманса таврӑнса ҫыхӑну уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе вӑл 1950 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ. Виҫӗ ывӑлпа икӗ хӗр ура ҫине тӑратнӑ. Паян вӗсенчен пӗр хӗрӗпе пӗр ывӑлӗ ҫук ӗнтӗ — леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑ.

Кинемей Шупашкарти хваттерӗнче пӗчченех пурӑнать. Лавккана та тухса кӗрет, килне те хӑех тирпейлесе тӑрать. Питӗр хулинчи хӗрӗ хӑйӗн патне илсе каясшӑн та, кинемей тӑван тӑрӑхран тухса кайма килӗшмест. Кинемей калпак тата шарф ҫыхса вӑхӑта ирттерет, кӳршӗ-аршӑпа хутӑшать.

«Ҫынпа ҫураҫуллӑ пурӑнмалла», — тет тӑнлавне пас тытнӑ Анна Титовна.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Элӗк муниципаллӑ округӗнче ҫамрӑк мотоциклис пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

19 ҫулти каччӑ «Элӗк-Юнтапа» ҫулпа мопедпа вӗҫтерсе пынӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ пысӑк хӑвӑртлӑхпа кайнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ, унтан ҫул айккинелле кӗрсе кайса йывӑҫ ҫине пырса ҫапӑннӑ.

Йывӑр суранланнӑ каччӑ (вӑл хӑй Ҫӗнӗ Шупашкартан пулнӑ) вырӑнтах вилсе кайнӑ. Унӑн водитель удостоверенийӗ пулман.

 

Хулара
k1news.ru сайтри сӑн
k1news.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн 9 ҫулти ывӑлӗ компьютерпа вӑйӑ вылянӑ та амӑшӗн карточки ҫинчи 65 пин тенке куҫарса панӑ. Куншӑн ӑна счет ҫине хушма «фишка» куҫарса парасса шантарнӑ. Анчах ача кӑлӑхах кӗтнӗ.

11 ҫулти арҫын ачан амӑшӗ те ҫапла шар курнӑ. Шӑпӑрлан вӑйӑра промокод илесшӗн пулнӑ, палламан ҫынсене амӑшӗн банк карттин реквизичӗсене пӗлтернӗ. Ҫапла счет ҫинчен 30 ытла пин тенкӗ ҫухалнӑ.

 

Чӑвашлӑх
Пӗрремӗш канал видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Пӗрремӗш канал видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пӗрремӗш каналпа каллех чӑвашсене кӑтартнӑ. Хальхинче — ентешӗмӗрсем пӗтӗм халӑх хушшинчи «Раҫҫей» курав-форума епле хатӗрленни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Асӑннӑ форум чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче, Мускаври ВДНХра уҫӑлӗ. Унта ҫӗршыври мӗнпур 89 субъект хутшӑнӗ.

Чӑваш Енре хатӗрленӗ «Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттии» мероприятин визит карточки пулассине пӗлтереҫҫӗ. Унӑн цифра копине асӑннӑ ҫурта кӗнӗ ҫӗре вырнаҫтарса хурӗҫ.

Куравра чӑваш йӑли-йӗркиллӗ туйпа паллаштарӗҫ. Пулас мӑшӑрсем, Максим тата Анастасия, туя ҫине тӑрсах хатӗрленеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_kray/1888
 

Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри ачасем кӗрхи каникул вӑхӑтӗнче те уйлӑхсенче канӗҫ. Унта пурне те ямӗҫ. Йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенче ӳсекенсене ҫеҫ.

Ачасене талӑкӗпе пурӑнтармалли уйлӑхсене республикӑра виҫӗ ҫӗрте уҫӗҫ. Вӗсем юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗччен ӗҫлӗҫ.

Заявленисене халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрсенче паянтан йышӑнма пуҫланӑ.

 

Республикӑра
sdelanounas.ru сайтри сӑн
sdelanounas.ru сайтри сӑн

Вӑрнар районӗнче 3 арҫын ача рельссем ҫине чулсем хурса алхаснӑ. Ҫакна «Мускав – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен машинист асӑрханӑ та кун пирки Вӑрнарти чукун ҫул станцийӗн дежурнӑйне пӗлтернӗ. Лешӗ ку хыпара транспорт полицине ҫитернӗ.

Полицейскисем вырӑна ҫитнӗ, ҫак ӗҫе тунӑ арҫын ачасене тупнӑ. Вӗсем 18 ҫул тултарманнине кура ашшӗ-амӑшне административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Етӗрне районӗнчи Кӑташ ялӗнче ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, пушар пулнӑ. 19 сехетре йывӑҫ ҫурта ҫулӑм ярса илнӗ.

«Хӗрлӗ автан» ҫурта питӗ хӑвӑрт ҫавӑрса илнӗ. Юрать-ха, ҫӑлавҫӑсем пушара кӳршисем патне куҫма паман. Шел те, кил хуҫи хӗрарӑмӗ, 63 ҫултискер, пушартан тухайман. Ҫулӑма сӳнтерсен унӑн виллине тупнӑ.

Шӑматкун Улатӑр районӗнчи Соловьевский поселокӗнче те пушар пулнӑ. Унта 50 ҫулти арҫын ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 390, 391, 392, 393, 394, 395, 396, 397, 398, 399, [400], 401, 402, 403, 404, 405, 406, 407, 408, 409, 410, ... 3854
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑнӑҫлӑ эрне, сире халӗ улталама, ҫавӑрса илме йывӑр. Тен, питӗ ӑслӑ ҫынпа паллашатӑр. Юрату сирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ӑна куҫран вӗҫертмелле мар. Харпӑр пурнӑҫри, ӗҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма тӑрӑшӑр.

Пуш, 19

1936
89
Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1954
71
Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ.
1960
65
Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...