Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищи ҫӗнӗ проект пуҫарса ярассине пӗлтернӗ. Унта «Савнӑ ҫӗр, Чӑваш ҫӗршывӗ» ярӑмпа концертсем хатӗрлӗҫ. Ӑна асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗн ятлӑ-сумлӑ воспитанникӗсемпе преподавателӗсене халаллӗҫ. Проекта музыка училищине уҫнӑранпа 95 ҫул ҫитес умӗн ирттереҫҫӗ. «Савнӑ ҫӗр, Чӑваш ҫӗршывӗ» ярӑмпа йӗркеленӗ пӗрремӗш концерта Филипп Лукинпа Герман Лебедев ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Юпа йуйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртекен концертра училищӗн вокалпа дирижер-хор уйрӑмӗсен студенчӗсем тата преподавателӗсем вокалпа хор номерӗсемпе сцена ҫине тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/mintrud_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинче килсӗр-ҫуртсӑр арҫынна ӗҫ тупса панӑ. Ӑна ҫав енӗпе Республикӑри социаллӑ адаптаци центрӗ пулӑшнӑ. Унта каланӑ тӑрӑх, килсӗр юлнин сӑлтавӗсенчен пӗри — ӗҫсӗр тӑрса юлни. Шӑпах ҫавӑн пек шӑпа пӳрнӗ те Сергея. Малтан вӑл ӗҫсӗр юлнӑ, унтан — пурӑнмалли вырӑнсӑр. Пӗлӗшӗсем ӑна килсӗр ҫынсем валли Шупашкарта социаллӑ адаптаци центрӗ пурри ҫинчен пӗлтернӗ. Арҫын ҫав учрежденирен пулӑшу ыйтнӑ та. Ӑна вӑхӑтлӑх пурӑнмалли вырӑнпа тивӗҫтернӗ, ӗҫе вырнаҫма пулӑшнӑ. 65 ҫулти арҫынна пӗр усламҫӑ тӗрлӗ яваплӑха пурнӑҫлама ӗсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() "На связи" форумри сӑн Паян Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑне Дмитрий Пулатова тытса чарнӑ, ӑна Следстви комитетне илсе ҫитернӗ. Администрацире ухтару та ирттернӗ. «Чеб.ру» пӗлтернӗ тӑрӑх, Пулатова ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе тытса чарнӑ. Сити-менеджера администрацирен наручникпех илсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://t.me/chuv_prok/2532 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян Шупашкарта пушар тухнӑ. Унта «СУОР» предпрятири производство пӳлӗмӗ хыпса илнӗ. Инкек вырӑнӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар прокурор Валерий Гришин пулнӑ. Вӑл инкек сӑлтавне палӑртас тӗллевпе пырса ҫитнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пушар 10 сехет тӗлӗнче тухнӑ. Пушар 50 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Вырӑна пырса ҫитнӗ вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем хӗрлӗ автана лӑплантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗнчи Вырӑс Чукал ялӗнче ӗнер, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ҫурт ҫунса кайнӑ. Пушар ҫур ҫӗр тӗлне тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑҫ ҫурт тата хуралтӑ таврашӗ ҫунса кӗлленнӗ. Шел те, инкек ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. пушара сӳнтерсен 32 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() hvzp.ru сайтри сӑн Паян ирхине Шупашкарти кӑнтӑр хӗвеланӑҫ районӗнчи чиркӳ настоятелӗ Сергей Ермолаев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 46 ҫулта пулнӑ. Матӑшкӑпа иккӗшӗ 6 ачана воспитани панӑ. Сергий атте чиркӳре 23 ҫул ӗҫленӗ. Ҫак тапхӑрта вӑл Турӑ Амӑшӗн турӑшӗн храмӗнче службӑра пулнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Чулхулари тӗн семинарийӗнче пӗлӳ илнӗ. Сергий аттепе юпа уйахӗн 15-мӗшӗнче хӑй ӗҫленӗ храмра 10 сехетре сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗк Юпа йуйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Традиционный и современный фольклор народов Волго-Уралья» (чӑв. Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен йӑла кӗнӗ тата хальхи вӑхӑтри фольклорӗ) ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ пулса иртнӗ. Ӑна Иван Одюков педагог, фольклорист тата литературовед ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта инҫет ҫыхӑну меӗпе Казахстанри Алматари тата Астанари, Владивостокри, Ижевскри, Йошкар-Олари Хусанти, Мускаври, Новосибирскри, Саранскри, Стерлитамакри, Ӗпхӳри, Шупашкарти тата ытти хулари 100 ытла ӑслӑлӑх ӗсченӗ хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Тӗп ыйту» космос опери сцена ҫине тухӗ. Ӑна либреттӑна тӗпе хурса хатӗрленӗ. Ӗҫе нейросеть те хутшаннӑ. Ҫавна май сцена ҫине робот та тухӗ. Вӑл – тӗп рольте. Ҫӗнӗ оперӑна Андрей Попов директор пуҫарнипе хатӗрленӗ. Режиссерӗ – Дмитрий Отяковский. Кӗвве Рустам Сагдиев хатӗрленӗ, вӑлах – дирижер-постановщик. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей халӑх артистки Нина Григорьева «Театр – ман ӑраскал» моноспектакльпе сцена ҫине тухӗ. Раштав уйӑхӗнче 85 ҫул тултаракан артистка К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 62 ҫул ӗнтӗ ӗҫлет. Ҫак ҫулсенче вӑл 100 ытла сӑнара калӑпланӑ. Кашнинех — ӗнентерӳллӗ, чуна тивмелле, асра юлмалла. Кӑҫалхи сезонта вӑл, сӑмах май каласан, Валентин Распутинӑн «Последний срок» пьеси тӑрӑх лартнӑ «Анне» спектакльти тӗп роле вылять. Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Театр – ман ӑраскал» моноспектакле Чӑваш драма театрӗн Пӗчӗк залӗнче кӑтартӗҫ. Раҫҫей халӑх артистки куракан умне ҫывӑххӑн, куҫа куҫӑн, декорацисӗр тата ҫутӑпа тӗрлӗ сцена атрибучӗ усӑ курмасӑр тухӗ. Чӑваш кураканӗ умӗнче чунтан юратнӑ артистка наци тумӗ тӑхӑннӑ хӗрсем хушшинче, илемлӗ халӑх кӗввипе хӑйӗн классикӑллӑ монологӗсене вулӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() t.me/chuv_kray канатан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкарти 1-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен Андрей Львов спорт туризмӗ енӗпе тӗнче чемпионӗ ята тивӗҫнӗ. Андрей Львов — Раҫсейӗн спорт мастерӗ. Вӑл «эстафета» дистанцире чи маттурри пулнӑ. Спорт туризмӗ енӗпе тӗнче чемпионачӗ Узбекистанра иртнӗ. Пирӗн ҫӗршывӑн комнадинче 30 спорстмен пулнӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ пӗтӗмӗшле команда зачётӗнче мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |